1-мĕш йĕр
Аçу кĕрекинче тĕпреннĕ çăкăра
шăлма хăйса çӳп евĕр ан пăрах.
2-мĕш йĕр
Пĕри касма пĕлмен те çăкăрне
кастарнă сĕтеле те…
кăкăрне.
3-мĕш йĕр
Пурнăç çилли –
уй-хир,
çăкăр чĕлли –
сĕт.
Сăвакансем –
эпир,
ютăран
ан кĕт!
4-мĕш йĕр
Чĕнчĕ?
Лар,
кăмăл ту.
Сĕнчĕ?
Ил,
кăмăл ту.
Çук е пур –
кăмăл ту.
Сĕнчĕ –
ил,
какăр,
хур.
5-мĕшпе 6-мĕш йĕрсем
Сĕтел пушансассăн
пĕр йĕрĕ йĕрет.
Теприйĕ хавассăн
йĕлпĕрет.
7-мĕш йĕр
Çăкăр çук – пуç хыçăн,
çăкăр пур – переп.
Те эс тутă, выçă –
маншăн пурпĕрех.
8-мĕш йĕр
Хăрăк йывăç хăртăр,
çĕн хунав, тамал!
ĕмĕр типсе хăртăр
çăкăр пенĕ ал.
9-мĕш йĕр
Тĕрлĕ тĕслĕ çăкăр кас юри –
яланах малтан пĕтет хури
10-мĕш йĕр
Ас туса тăма ик ăс:
тăвиччен вĕр-çĕннине
киввине ан пăс,
çăтиччен çăвартине
теприне ан ăс.
11-мĕш йĕр
Чĕнмен
хăна
шăна
кăна.
Ларать,
варалать,
вара
тарать.
12-мĕш йĕр
ĕçкĕ-çикĕ тăвиччен
ĕçле тару тухиччен.
Хăна-вĕрле пуçтаран–
сиксе, юрласа ташлан.