Миçе ĕмĕр каялла этем лашана алла хăнăхтарнă-ши? Пĕлместĕп. Анчах мĕн авалтан çыншăн чи кирлĕ выльăх шутланнă, халĕ те çаплах. Унпа çĕр ĕçне кăна туман, вăрçă хирне те тухса кайнă. Унсăр пуçне унпа çулçӳревре те усă курнă, вăрман турттарнă. Лаша вăл хаклă выльăх шутланнă, çавăнпа ăна хăшĕ-пĕрисем вăрласа урăх çĕре илсе кайса сутса услам тунă. Халĕ те кукăр алăллă çынсене вăрă-шаккур теççĕ. Мĕншĕн çапла калаççĕ-ха? Шаккур текен çын иртнĕ ĕмĕр пуçламăшĕнче лаша вăрласа «чапа» тухнă пулнă. Ун чух пĕр лаша сăсар тирĕн хакĕпе танлашнă. Сăсар тирĕ хаклă пулнă, ăна пĕтĕм çын тытайман. 1918-1919-мĕш çулсенче пирĕн таврара та лаша юратакан вăрăсем пулнă. Вĕсем кӳршĕ тутар ялĕсенчен — Маматшăран та Эччельтен пулнă. Выртмана кайсан кашни каç виçшер лаша çухалнă. Мĕн тăваççĕ-ха вара тикашсем? Кашни каç вăрăсене сыхлама хуралсем тăратса тухаççĕ, часах тытаççех çав шаккурсене. Пурĕ 18 лаша çаратнă пулнă вăрăсем. Вĕсене вара урса кайнă чăвашсем тутарпа чăваш чиккинчи «шуйттан» ятлă лупашкана хăйсене шăтăк чавтарса чĕрĕлле çав шăтăка пăрахса çĕрпе витнĕ. Çав вырăн халĕ те пур. Кăçал тутарсен тăванĕ-хурăнташĕсем çĕнĕрен тимĕр карта тытрĕç, мрамор плита çыпăçтарса хучĕç. Çапла хакла ларнă вăрăсене 18 лаша.
Ял хресченĕ лашасăр пурнайман, хуласенче те лашасемпе çӳренĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăра тата мĕн курса тӳсмен-ши вăл? Эскадронĕ–эскадронĕпе çапăçăва кĕнĕ, обоз турттарнă. Аманса вилнĕ лашасем те сая кайман, вĕсене какая янă. Урхамах çыншăн яланах кирлĕ выльăх шутланать.
Миçе ăрат шутланать-ха çĕр çинче? Чи пĕчĕк пони ăратран пуçласа йывăр туртакан Владимирски йăх таранах. Вĕсем хушшинче миçе ăрат-ши? Ял хуçалăхĕнче ĕçлекеннисем çĕр ĕçĕнче пулăшаççĕ. Акатуйсенче пĕр-пĕринпе ăмăртса çынсене тĕлĕнтереççĕ. Мала тухаканннисем хаклă парнесем илеççĕ. Орловски урхамахсем тата мĕне тăраççĕ! Нумай тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнаççĕ вĕсем. Ипподромсенче тата урхамахсем тăрантассемпе чупнине курма мĕне тăрать. Е тата илер-ха циркри лашасене. Мĕнле кăна ташласа кăтртмаççĕ-ши вĕсем! Çĕр-шыв чиккинчи юланутсем тата! Пограничниксем вĕсемпе сăртлă-туллă вырăнсенче çӳреççĕ. Кавказ енчи халăхсен хăйсен ăрачĕ, уй-хир енчисен- хăйсен. Мускав çывăхĕнче пĕр уйрăм кавалери полкĕ пур. Унти лашасемпе ытларах киносем ӳкернĕ çĕрте усă кураççĕ, Хĕрлĕ Тӳремре парада хутшăнаççĕ.
Тутарсемпе пулса иртнĕ ĕç пирки эпĕ асатте каласа панă тăрăх çыртăм. Ку чăн пулса иртнĕ ĕç чăннипех те шухăшлаттарать. Хальхи пурнăçра та ĕç лаши пысăк хисепре. Аслă уйра трактор-машинăпа ĕçлеççĕ пулсан та кил таврашĕнчи пахчара ĕçлеме ланчăк кирлех: пур ĕçе те алă вĕççĕн туса пĕтересси те пулмасть, мотоблок илме пурин те укçи çителĕклĕх мар.
Асаттесем те килĕнче кĕрĕ лаша тытаççĕ. Юрăри пекех, «тăпăртатса çеç тăрать» ăмăрлă лаша. Ут хатĕрĕсене: йĕвенне, йĕнерне, сӳсменне, çăварлăхне, хăмăтне, урхалăхне асатте яланах йĕркеллĕ тытать. Кама та пулин ланчăка парса ярсан асатте ут хатĕрĕсене веçех тĕрĕслесе илет. Çăварлăхламасăр асаттесен пиçĕ лашипе никам та ниçта та тухса каймасть. Çула тухсан ăна пĕрре те хистеме кирлĕ мар, вăл юртăпа кал-кал чупать.
Урхамаха кĕрсе тăма уйрăм вите тунă, унта ăна йĕнерлеме питĕ меллĕ. Утă, сĕлĕ хурса памалли уйрăм такан вырнаçтарнă. «Лаша такани» тетпĕр эпир ăна. Вăл вăрăм та пысăк. Сӳсмен-пăявсене упрама кĕтесре уйрăм пӳлĕм тунă.
— Халĕ 15-20 çул каяллахи пек лаша кĕтĕвĕ çук, уйрăмшарăн пăхма тивет. Лаша апачĕ те нумайрах хатĕрлеме лекет, — тет асатте.
Урапа, çуна, тăрантас, çара çуна таврашне атте йĕркелесе тăрать. Асатте уншăн питĕ савăнать. «Ыр лашана пĕр пушă, ырă çынна пĕр сăмах» теме юратать асатте хăйне пулăшакана.
Пĕррехинче асаттепе çакăн пек ĕç пулса иртнĕ. Çăварнире вĕсем юлташĕсемпе виçĕ урхамаха кӳлсе катаччи чуптарнă. Асаттен лаши тĕпри пулнă. Ăмăртса чупнă май кӳме чалăшса кайнăран асатте юр çине тухса ӳкнĕ. Хуçипе инкек пулнине урхамах çийĕнчех сиснĕ. Сиккипе пынă çĕртен юртă çине куçнă, вара тăп! чарăннă та юра кукалеме пуçланă. Пуçне хыçалла пăрса куçĕпе асаттене шыранă. Телее, асаттепе нимĕн те пулман. Юлташĕсем çĕклесе тăратсан асатте станлă лаши умне пынă та ăна ыталаса илсе ачашланă. Ланчăк пуçне уха-уха илсе хăй савăннине пĕлтернĕ.
Лаша çыннăн сылтăм аллипе танах, чĕлхи кăна çук калаçма, çавăнпа ăна «чĕлхесĕр янавар» теççĕ те ĕнтĕ. Ун çинчен мĕн чухлĕ сăвă-юрă, юмах-халап çырман-ши? Малашне те ĕмĕр тăршшĕпех, тĕнче пĕтичченех тăпăртатса тăтăр этемĕн чи шанчăклă тусĕ — урхамах, ланчăк, юлатут.