Сиккипе сиксе чупаттăм
Пĕчĕккĕ чухне,
Хула хĕстерсе хураттăм,
Çапаттăм утне.
Урана çеç кансĕрлетчĕ
Çĕтĕк йĕм пĕççи,
Хыçалта тусан кĕрлетчĕ —
Пăх та юл, Хреççи!
Чĕркуççи ванса пĕтетчĕ,
Хырăм — хуп-хура.
Çăвара тусан кĕрет те,
Кăтăклать пыра.
Хырăм выççине манатăн
Пуç ухса чупсан.
Аннене куçран пăхатăн
Çăкăр пăслансан.