Комбайн çути – каçхи ĕçчен хĕвелĕ.
Кĕлте салтса перетпĕр шнек çине.
Тусанлă пит-куçа çанпа шăлса
хăлхасенчен шав витĕр кăшкăратпăр.
Ача-пăчан ашкăнасси те пур çав.
Асли çук чух каятпăр ав ассах.
Пĕри сӳсе илет те карттуса
хыçран ик çивĕт çеç курса юлатăп.
Çĕмел тавра пĕр вуннă çаврăнсан
çак чăрсăра аран-аран тытатăп.
Каç сĕмлĕхĕ теме систернĕрен
сасартăк чарăнса тăпах тăратăп.
Кĕтмен çĕртен çывхарчĕ ик тута.
Кĕçех тата кăвак хуппи ялтлатрĕ.
– Сиссем ухмахăм. Юратап сана.
Карт! тĕкрĕ те çумри хĕркке çухалчĕ.
Телейлĕскер, тӳнеп çĕмел çине.
Астивнĕ пылака аса илме хăратăп.
Пулассине çавах та тĕшмĕртсе
пĕр кĕлтине хам хыттăн пăчăртатăп.
Йĕпреç, 1973.