Нинăна
I
Кĕрлет, шавлать кĕрхи вăрман,
Сив çил пĕр çулçă хăварман.
Пăрпа хупланчĕ пĕринче
Çара турат — çут кĕленче.
Çил хӳт çĕре пуçтарнăран
Сар çулçăсем пĕç кăк таран...
Килсеччĕ çакă ĕшнене
Эп санпала ăш çуркунне.
Ем-ешĕл курăк та чечек,
Пĕри ĕлккен, тепри черчен.
Çав чечексен тĕнчийĕнче
Хăв та пулса эс пит чечен.
Вăрман çаралчĕ. Эп — пĕччен...
Вĕçет ав çулçă çĕр çинче.
Тип çулçă - иртнĕ кунăмсем —
Мĕн чул вĕсем, мĕн чул вĕсем!
Татах та килĕ çуркунне,
Ешерĕ çĕнĕрен вăрман.
Пулассине эп ĕненеп:
Килетĕпех çак ĕшнене.
Анчах пĕччен çеç, сансăрах —
Йĕретĕп эп никамсăрах...
Эс утнă сукмăксем çинче
Шăварăп куççульпе чечек.
II
Эс кайрăн çакă тĕнчерен,
Тухса курмастăн чĕремрен.
Тур панă мăшăр вăл — шăпа.
Мĕскер тăвас? Пурнас шăпах...
Хама, тен, суйăп тепĕр чух,
Анчах — суяймăп чĕреме.
Ман ĕнтĕ сансăр канăç çук.
Сăну çеç юлчĕ пуплеме.
Санпа пуллетĕп каçсерен,
Куçа уçсассăн — ирсерен.
Ним те чĕнместĕн сăмахпа,
Пуплетĕн ăшă çеç куçпа.
Куçра мĕскер, мĕн çырнине
Пĕрле чухне те вулайман.
Унта мĕскер тĕрленине
Халь тин ăçтан пĕлес-ха ман?
Пуçа чикетăп вăтанса
Эп çуккă мăшăр умĕнчех,
Вара тăратăп анраса,
Ухмах пек, чĕмсер темĕнччен.
Чĕре сикет, кăрт-карт тапать,
Пĕр хĕсĕнет, пĕр сарăлать:
Тăк-тăк туса, тăк-тăк туса
Асилтерет мăшăр-туса.
Ман пуç çине сив юр çăвать,
Тăран çĕрте ав çĕр çунать:
Çакна эп тивĕçрĕм хамах, —
Пурăна пĕлмерĕм-çке, ухмах.
Хама, тен, суйăп тепĕр чух,
Анчах суяймăп чĕреме.
Ман ĕнтĕ сансăр канăç çук,
Сăну çеç юлчĕ пуплеме.
III
Хĕллехи кăпăшка туратсем
Шурăях та чечек айĕнче.
Тĕмсĕлсе пăхакан куçусем
Асилӳ чӳречи леш енче.
Улмуççи шарламасть, тĕлĕрет,
Ун çинче — уйăпсем, уйăпсем.
Сăнӳкерчĕк манпа халь пуплет —
Сăмахсем, сăмахсем, сăмахсем...
Ваклайман-шим санпа ăш сăмах?
Çăрайман-шим санпа эп çăмах?
Пурнăçра сив сăмах та пулать,
Пурпĕрех чунра ăшă юлать.
Еплерех пĕлмелле пурăнма.
Чăн ăшша пурнăçра хăварма?
Инçетре, чӳрече леш енче,
Шурăях та чечек хушшинче —
Тĕмсĕлсе пăхакан куçусем,
Шарламаççĕ, чĕнмеççĕ вĕсем...
Уйăпсем, пурнăрах, уйăпсем —
Хĕллехи туратсен улмисем.