Ваçлей,
Тăванăмçăм,
Митта!
Эс тарăхни,
Çунни,
Чăтни,
Ĕмĕтленни
Каймарĕ харама,
Йытта.
Ĕçӳ те сан,
Шăпу та санăн
Пархатарлă.
Ку тăрăхра
Вăрман пек шухăшлă,
Уй-хир пек ирĕк чунлă
Поэт анчах-мĕн
Çуралма пултарнă.
Пĕр йӳн сăмах,
Пĕр пуш сăмах,
Пĕр çил сăмах
Эс валамарăн шур хута —
Кĕрешрĕн,
Чăмрăн чĕр вута.
Çĕр туртнине сиссе пулас
Çуралнă çĕршывна эс çитсе куртăн.
Килсе капланнă телейӳ
Шăнăçаймарĕ чĕрӳне —
Кунтах эс юлтăн.
Эс пурăнтăя тĕнче çĕнелнĕ вăхăтра.
Хĕрсе ĕçлес чухне —
Хаяр шăпа! —
Эс ăшалантăн нушара
Каламалли нумайччĕ сав —
Ĕлкĕреймерĕн каласа.
Эппин
Юлташусем, тен, каласа хăварĕç.
Капан тăрне вара
Сан шăллусем пĕр харăс,
Юрла-юрла купалĕç.
Тăпру сан йывăр.
Çапах та канлĕ çывăр...
Килсе курать сана ял-йышĕ.
Ман кăмăл çеçкине те, тусăм,
Йышăн!
Тăван чĕлхӳ пурăннă чух,
Сан çăлтăру, юлташăм,
Тусмĕ.
Тăпру çине пыран çула
Çумкурăк пусмĕ.