Хĕвел пăхать. Тавра тĕтресĕр.
Ĕçо васкать çын юрăпах...
Çак ырă иршен, чап кĕтмесер,
Аттесемпе юнашарах
Эпир те утрăмăр вут урлă
Çулла, хĕлле — ялан пĕр май.
Ӳте кышларĕ пуля, хурлăх —
Пурне те тӳсрĕмĕр нумай.
Сивве те чăтрăмăр. Çукка та
Сахал-и куртăмăр?!. Чăнах,
Çунтарчĕ чĕрене блокадă,
Чун улшăнмарĕ çав-çавах.
Юлма май çук хĕн-асапра та
Вăл пăхтармарĕ каялла,
Вилес пек ырнă вăхăтра та
Ним шеллемерĕ вăй-хала.
Шкул çулĕнчи ачсен — вал пирĕн! —
Ун чух шкул пулчĕ юнлă хир.
Тăван çĕршывшăн каçăн-ирĕн
Тертре туптантăмăр эпир.
Ĕçре те, вилĕм аллинче те —
Ниçта усмарăмăр пуçа.
Тасалчĕ анлă çул инçечĕ —
Вăрçса çĕнтертĕмĕр вăрçа.
Ку çĕнтерӳ — çĕршыв хăвачĕ
Хăтарчĕ пурнăçшăн мире,
Октябĕре çăлса хăварчĕ,
Малашлăх пачĕ çак Çĕре.
Паян кун лăпкă. Савăнатпăр
Хĕрӳ ĕçре,
Вĕренуре.
Анчах миçе мĕльюн çын-паттăр
Халь çуккă пирĕн ĕретре?!.
Мухтавлăн пĕтрĕ пурнăç çулĕ
Вĕсен! Пуç хучĕç çамрăклах.
Эппин, асрах кашнийĕ пулĕ
Паян, ыран та — яланах.