Юлташсем хамăр хушăмăрта мана: «Култаруçă-пултаруçă», — теççĕ. Паллах, хăюллă ача кăна такам умĕнче те вырăнлă сăмах тупса шӳтлесе илме хăять ĕнтĕ. Эпĕ вара ку енĕпе — мухтанмастăп — чăнах та самаях пултаратăп темелле. Мĕншĕн мухтенас? Пурри пурах ĕнтĕ вăл. Çуккине пур тесе каламастăп вĕт. Акă, сăмахран, вуннăмĕш класран вунпĕрмĕшне куçаймарăм та, куçрăм, тесе каламастăп-çке-ха. Иккĕмĕш çул кайма та кăмăл тумарăм, колхоз уйĕнче ĕçлеме тытăнтăм. Çав майпа мана, килте муклашка, ялта яклашка тенешкеле, правленин пĕр пӳлĕмĕнче, залра, табак турта-турта сăмах çаптаракан «чĕлĕмçĕсем» хушшинче ларсан та... ятласа тăкакан çук. Ара, кăнтăрла вĕсемпе пĕрлех ĕçлетĕп пулсан, эппин каçхи канашлусене хутшăнма та тивĕçĕм пур ĕнтĕ.
Килте эпир аннепе иксĕмĕр çеç пуранаттăмăр. Анчах пĕррехинче, пĕр çурхи уяр кун, пирĕн пата колхоз председателĕ пĕр чиперкке хĕре ертсе килчĕ те, — пирĕн, çапла вара, кĕтмен çĕртенех çав кунран пуçласа виççĕн пурăнмалла килсе тухрĕ. Хĕрĕ ку агроном пулчĕ, институт пĕтерсен ăна пирĕн колхоза ĕçлеме янă, уйрăм хваттер çуккипе председателĕн ун валли çын патĕнче хваттер тупса пама лекнĕ. Ан тив, пурăнтăр. Аннене те, мана та кансĕрлемест вĕл. Пӳрчĕ аслă пирĕн. Çыртăрах каçхине умне лампă лартса тĕрлĕрен хутсем, пуçне çĕмĕртĕрех. Мана ун çине чăлантан сăнаса выртма интереслĕ те вĕт. Хут листине варринчен шăтарса тунă «абажур» мĕлки унăн питне куç харшийĕ таран хупăрлать пулин те — пур пĕрех интереслĕ. Тĕлĕнетĕп тата: епле ывăнма пĕлмест-ши пирĕн агроном? Кунĕпе хирте, каçхине — правленире, çĕрле — каллех сĕтел хушшинче. Правленире вăл кашни каç, хăйĕн пӳлĕмĕнчен тухса, тĕрлĕ хучĕсене кăтартма председатель патне кĕрет. Анчах — темшĕн вара? — ялан тенĕ пекех унăн планĕсем председателе килĕшмеççĕ. Хĕп-хĕрлĕ ĕнселле Григорий Иванович Кокшеватов (ял-йыш ăна, ятне хăйне май çăмăллатса, Григори Ванч Кукшеватых, тет), тавлашура ая пулас мар тесе, мĕн пур майпа хӳтĕленме тытăнать. Çав самантра залри пĕр-пĕр йĕкĕлчĕкĕ хăма стенана тӳп! туп! тӳп! шаккать.
— Григори Ванч! Людмила Семеновнăна тнлас пулать. Вăл — виççĕмĕш. Виççĕмĕш — тур пани, тенĕ авал, — каласа хурать вăл çавна май. Ыттисем ахăлтатса кулса яраççĕ.
Хăйĕн тивĕçне тăвас тенĕн, председатель чĕлĕмçĕсене ятласа илет. Унтан арçынсем Людмила Семеновна умĕнхи агрономсем мĕншĕн пĕр-икĕ çултанах тухса кайни çинчен палкама тапратаççĕ. Чăннипе, тупсăмне тупма тăрăшаççĕ-ха. Вăл кирлĕ-и вĕсене? Шăл йĕрсе пултăр!
Ял хуçалăх специалисчĕсем çине çапла пăхни ахальтен мар ĕнтĕ — сисетĕп-ха. Сăлтавĕ мĕнре иккенне шута илмесĕрех ыттисенчен кулма эпĕ хам та хăю çитеретĕп. Анчах пĕррехинче лайăхрах шухăшласа пăхрăм та манăн Людмила Семеновнăран пĕрре те кулас килмерĕ. Мĕншĕн-ха эпир вăл пирĕншĕн çывăрмасăр тенĕ пек тăрăшса çӳренине шута илместпĕр? Кунта килнĕренпе начарлансах кайрĕ хĕр. Кунĕпе хирте, çĕрĕпе сĕтел хушшинче. Çав вăхăтрах хăй тата пирĕн кил-çурта тирпейлеме те ĕлкĕрет. Пĕлес тетĕр пулсан, пирĕн кил халь хулари пĕр-пĕр интеллигент çурчĕ майлă курăнать. Пĕр тусан пĕрчи тупайман!..
* * *
Урине ăшă боти, пӳсине кинори чипер хĕр евĕр илемлĕн кăтартакан хăмăр платйĕ тăхăннă Людмила Семеновна паян та, ак, зал урлă иртсе пырать. Халичченхи пекех вăл, ури айĕнчи çĕр çирĕп иккенне сиснĕн, хăйĕнчен кулакансем çине пăхмасăр, мăнаçлăн утать.
— Хурлăх ĕнте! Çак пуканешĕнех хулари танцплощадкă ма хĕсĕкрех пулнă-ши? — терĕ тахăшĕ, пĕрĕхтерсе кулса.
— Ан кулян, хуланах таврăнĕ! Вĕреннисемшĕн çул уçă: агрономра ĕç ăнмасан, ыранах — учитель, — хуравларĕ тепри темĕнле усал кулăпа.
Çав самантра Кузьма Илли килсе кĕчĕ. Вара чĕлĕмçĕсем шăпăртах пулчĕç, кулма та, шавлама та пăрахрĕç.
Тимĕрçĕ вăл, Илле. Вĕçкĕн мар, япшар мар, лăпкă каччă.
— Илле пăшăрханнине янахĕ айккинчи юн тымарĕ кăлт-кăлт тапнинчен çеç пĕлме пулать, — тесе шӳтлеççĕ ун пирки хăшĕ-пĕрисем.
Тӳрĕ кăмăлтан, чăннине пытармасăр калаçать Илле. Çав самантра хăй, такамран именнĕн, куçне мăч-мăч хӳпкалать, çĕрелле тинкерме тапратать, темĕн çыпăçса ларасран асăрханнăн, кăшт каçăртарах сăмсине шĕвĕр пӳрнипе кăлт тĕксе илет. Çак йăлине пула вăл пушшех те именчĕк курăнать. Пăхатăн та — унра кăмăла ăшăтса тăракан ырă япала пур пек туятăн.
Председатель пӳлĕмĕнче тавлашуллăрах калаçу хускалнине пĕлсен, тепри пулсан тӳрех унта таплаттарса кĕрсе кайĕччĕ — халь вăл ятлă çын-çке: колхоз парторгĕ вĕренме кайсан, вăхăтлăха ун вырăнне ĕçлеме хушнă ăна. Илле вара унта мар, чĕлĕмçĕсем хушшине тĕттĕмрех кĕтесе ларчĕ те кам мĕн çинчен сăмахланине шăпăрт çеç тăнлама тапратрĕ.
Шалти пӳлĕмре Людмила Семеновна планĕсем пирки Кукшевшых чунтан шăртланса калаçни, çăмăл аттипе шăкăрт-шăкăрт тутарса утни илтĕнет.
— Çук, çук, тислĕкпе ытлах аппалан мар. Май килнĕ таран минераллă удобренисем туянма тăрăшăпăр. Вăл йӳнерехе ларать. Пайти те пысăкрах. Сăмахран, — терĕ председатель ял хуçалăхне агрономран кая мар ăнланнине кăтартас кăмăлпă, — пĕр центнер. аммиак селитри тырă тухăçне... гектар çинчи тырă тухăçне тăватă-пилĕк хут ӳстерет. А компост сĕткенĕ кĕллĕ тăпрара тытăнса тăраймасть. Унпа ытла чăрманмасан та юрать.
— Чи малтан удобрени фабрики пекки кирлĕ, Гриторий Иванович.
— Эх, эсир те çав, çамрăксем! «Фабрикă, фабрикă», тетĕр. Хăтланас марччĕ кирлĕ мар япалапа. Тислĕк, кирек мĕнле купаласан та, тислĕкех ĕнтĕ. Тем тери пăчарта — унран çавах ылтăн кăлараймăн.
Çилли капланса килнипе-и, самантлăха Людмила Семеновна ним калаймасăр тачĕ. «Эх, çĕннине шанман мĕскĕн консарватор!» — тесе шухăшларĕ-и тен вăл. Пăртакран, хăйне алла илсе, лăпкăн калама тапратрĕ:
— Ахаль купаласа хурсан, тислĕк çулталăкра та йĕркеллĕ çĕрсе çитмест. Тепĕр тесен, нумай-и-ха пирĕн тислĕкĕ? Фабрикăра вара мĕн пур ăпăр-тапăртан компост тума пулĕ. Эпир ăна, минераллĕ удобренисемпе хутăштарса, кирлĕ шĕвексемпе сапса çĕртĕпĕр. Тăхăр уйăх хушшинче вунă пин, çĕр пин тоннă...
— Химилле препаратсем пулсан,.. — калама тăчă пуçлăх. Ун шухăшне сиссе, Людмила Семеновна хыттăн:
— Çакă шăпах вырăнти химизаци шутне кĕрет те ĕнтĕ! — тесе пӳлсе хучĕ.
— Шухăшласа пăхнă эпир ун пирки. Миçе сарай, тислĕк шывне упрамалли мĕн пысăкăш шăтăксем... Çавăн чухлă стройматериал туянсан, тĕп пулатпăр. Ĕçкунĕ мĕнлерех расхутланать тата — у-у! тăванăм, майĕ те çук!
— Ун вырăнне кайран çăмăл пулĕ. Шăммине ватмасăрах мимине çиеймĕн.
— Кайран-и? Пĕтĕм пурлăха расхутласа пĕтерĕпĕр те, ĕç ăнмасан, шăхăрса ларăпăр.
— Чул кăларакансем чул айне пулнинех илтмен. Шанчăксăр пурăнакан — çур çын çеç, теççĕ, çакна пĕлетĕп.
Никама сив сăмах каламасла ăшă сăнлă Людмила Семеновна çапла çивĕччĕн кастарма тытăнни залра тăнласа ларакансене пурне те тĕлĕнтерсе пăрахрĕ. Пичĕсенчен паçăрхи йĕкĕлчĕклĕ кулă йĕрĕсем ерипенех сирĕлсе пычĕç. Çынсем пĕр-пĕрин çине çиллессĕн, тахăшне темшĕн айăплама хăтланнă пек пăхнăн туйăнчĕ мана. Тепри, ав, хăлхипе стена çумнех сĕртĕннĕскер, ыттисене шăпланма хушса, пӳрнипе юнаса илчĕ. Людмила Семеновнăн пĕр сăмахне те илтмесĕр юлас мар терĕ пулмалла.
— Мĕске-ер?! Мĕскер?! — кăшкăрса ячĕ тарăхнă председатель.
— Хăш-пĕр пуçлăхăн хăлхи хытă, теççĕ. Чăнах иккен.
— Мĕн «хытă»? Эп сана-а!.. — каллех кăшкăрчĕ Григори Ванч, унтан, пуçран такам çапса антратнăн, вăйсăр сасăпа калаçма тытăнчĕ:
— Тăна кĕрсем, чиперукăм. Пирĕн ун патне мар-ха кăçал... Паян тесен — паян выльăх апачĕ çук. Химилле чылай препаратсемпе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетнĕ çĕрте те усă курма май пур. Çавăнпа çавна, мĕне... туянма палăртнă...
— Вăл та, ытти те кирлĕ. Çĕнĕ пусă алт та, киввине ан варала, теççĕ. Кивви çĕннине хӳтĕлет.
— Ку ухмахшăн та паллă. Анчах укçа ăçта, укçа? Турăçăм! — йынăшса ячĕ председатель. — Тĕл пулатпăр кăçал. Хуптаратăр эсир мана. Хуптаратăр та хăвăр тухса таратăр. Сире мĕн...
— Эпĕ туса хатĕрленĕ план юрăхсăра тухать-и апла, Григорий Иванович? — илтĕнчĕ Людмила Семеновнăн çирĕп сасси.
— Çапла. Халлĕхе çапла, тăванăм. Пĕр-ик çултан, вăй илсен, тен, ăна тума та тытăнăпăр.
— Ай, çук, çук, Григорий Иванович. Эсир мана кирек мĕн калăр, эпĕ райкома çитсе килетĕпех.
— Уссăр тăкаксемшĕн райком алăкне ирĕксĕрех уçма ан тивтĕрччĕ сире.
— Ыр сăмахшăн тав тăватăп!
Людмила Семеновна алăка шалт! хупса тухрĕ. Пирĕн хушăран пĕри пĕр сăмах чĕнекен пулмарĕ, пурте тĕлĕннĕн пăхса ăсатса ячĕç ăна.
Эпĕ ăнланаймарăм, хăшĕ тĕрĕсрех каларĕ вĕсенчен: председатель-и е агроном? Анне сăмахне аса илтĕм. Çăварни çăварне карса килет, ачам, тет вăл час-часах. Чăнах, çуркунне çакнашкал пысăк план туса, путланса лармĕ-ши ку? Шикленсе илтем те урама тухрăм. Анчах киле каймарăм-ха, правлени умĕнчех тăтăм. Кил еннелле манăн Людмила Семеновнăпа пĕрле утса, ăна хамăн шухăш-кăмăла каласа парас килчĕ.
* * *
Чылайран Людмила Семеновнăпа Илле шăкăлтатса тухрĕç. Тĕлĕнсех кайрăм. Çак вăтанчăк каччă унпа калаçма епле хăять-ха?
— Çапла çав, мĕн, шухăша яракан япала, — терĕ Илле, пуçне сулкаласа, — Кăçалах вăй çитмест пулсан та, мĕн... питĕ интереслĕ. Кирлĕ япала.
— «Вăй çитмест»! Шăпах вăйсăр колхозсен ытларах шухăшламалла та. Çĕртен мар пулсан, урăх мĕнрен вăй илмелле вара? — халĕ те лăпланса çитеймесĕр хиврен татса хучĕ Людмила Семеновна.
— Пирĕн председательпе калаçса татăлма мĕн мар çав, çăмăлах мар. Эппин, ма уссăр чĕрре кĕрес унпа? — терĕ Илле пăлханмасăр. Хăй, Людмила Семеновна умĕнче хĕр пекех вăтанса, сăмсине пӳрнипе тăк та тăк тĕксе илчĕ. — Эпир мĕн-ха, апла мар. Кун пирки ыранах партпухура сӳтсе явăпăр.
Вĕсем чылайччен шăкăлтатса тăчĕç. Кайран вара, савнă туссем пек, алă парсах уйрăлчĕç. Унтан Илле, «мĕн çав... питĕ интереслĕ» текелесе, каллех правленине кĕрсе юлчĕ.
Çурхи каç тĕттĕм. Карта хĕррисенче çеç тăрса юлнă юр тăрăхĕсене те тĕксĕм сăн çапнă. Кăшт кăчăр пулнă кӳлленчĕксем пирĕн çине эпир утнă май сив куçпа пăхаççĕ.
— Сирĕн ялта вĕреннĕ çынсем сахалтарах пулас, — тесе хучĕ Людмила Семеновна пĕр кĕтмен çĕртен.
— Вĕреннисем сахал мар та, инçетелле саланса пĕтнĕ, — хуравларăм ăна. Унтан паçăртанпах муритлекен шухăшăма пĕлтерме васкарăм, анчах колхоз пурнăçне эпĕ те кăштах чухланине систерес шутпа мар, урăх сăлтавпа калаçрăм.
— Григори Ванч сана шеллет ĕнтĕ. Ĕçӳпе тӳрре тухаймасан, пăрахса каймалла ан пултăр, тет. Чăнах вĕт-ха, колхоз укçа-тенке бюджетпа пăхса тухнă çĕре çеç салатма пултарать. Каçал эпир минераллă удобренисем нумай туянма палăртнă.
— «Эсир» апла? — кулчă Людмила Семеновна.
— Кирек кам пултăр, анчах кассăра укçа пур, — терĕм кӳренсе.
— «Пур»! Кĕт-ха пуласса! Пĕтĕмпех пур сирĕн: пĕкки — Пĕкĕлмере, турти — Турханта. Эх, эс те çав, шăпăрлан шăллăм...
Инкекĕ çинчен манса, вăл çав тери хаваслăн кулса ячĕ. Вара кӳреннĕрен капланса килнĕ ăшăмри хытă чул часах шăранса кайрĕ. Людмила Семеновнăн уçă сасси каçхи урам тăрăх çурхи шыв пек шăнкăртатса юхнине итлесе пыма питĕ кăмăллă пулчĕ мана.
Чăннипе, кӳренме сăлтавĕ çителĕклехчĕ ĕнтĕ. «Шăпăрлан» тенине чăткалăп-ха, унăн шăллĕ вырăнĕнче пулма вара, тем тусан та, килĕшессĕм çук. Каччă мар-и эпĕ? Ан тив, институт пĕтермен пултăр, анчах пур пĕрех çитĕннĕ çын вĕт.
— Мĕнех вара, Людмила Семеновна... — пуçа килсе кĕнĕ çĕнĕ шухăшăма калама тытăнтăм эпĕ, анчах вăл мана пӳлсе те хучĕ:
— Килти çынна çапла чĕнни аван-и-ха?
— Мĕнле эппин?..
— Кирек мĕнле... Ну, Миля, те... анне пек. Анчах вĕренме пăрахмалла марччĕ санăн, Борис. Кĕнчелепе тĕнче тытаймăн тенешкел, ялта «уçăлнă» çынсем ытларах кирлĕ. Шухăшла-ха, залра ларакан çав арçынсем мăкăрлантарнă сĕрĕм ăшĕнче çитĕнсен кам пулăн эс? Çӳрес марччĕ сан унта пĕреххут! Урăх ĕç çук-им? Кĕнеке вулăн е,.. — малалла тăсма пăхрĕ вăл сăмахне, анчах сасартăк шухăша кайрĕ те тарăннăн сывласа илчĕ. Тĕттĕм пулсан та, унăн чарăлса кайнă куçĕсем курăнчĕç. Ывăннăн, утăмне пĕчĕклетрĕ.
— Ма нимĕн те чĕнместĕн, Борис? — ыйтрĕ вăл. Унтан кăмăллă сасăпа хушса хучĕ:— Сирĕнпе, çамрăксемпе, çапах ĕçлеме пулĕ-ха. Хăрах çын утти вăрах, теççĕ. Эсĕ мана пулăшăн. Çапла-и?
— Ахă... — темшĕн хĕпĕртесе ӳкрĕм те эпĕ урăх сăмах çавăрса калаймарăм. Çак самантран пуçласа манăн ăна питĕ пулăшас килсе кайрĕ.
* * *
Тепĕр каçхине Людмила Семеновна партпухуран çурçĕр иртсен тин таврăнчĕ. Пуху шавлă-шавлă пулнă курăнать. Тем çырас шутпа вăл сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ, хучĕсене умне сарчĕ. Хăй вара нимĕн те çыраймарĕ, фантазер пекех, темĕнле, килентерекен шухăша путрĕ.
— Çапах, çапах ĕç тухатех, — сасăпах каларĕ вăл шухăшне. — Пултараканскер иккен Илья Кузьмич. Пăхма хăй нимех те мар пек.
Хучĕсене пуçтарчĕ те çывăрма выртрă.
Ирпе вăл, яланхи пекех, кăвак çутăпах тăчă.
— Фабрикă тумаллах тесе йышăнчĕç, Борис, — пĕлтерчĕ мана, пĕчĕк хĕрачалла хĕпĕртесе. — Малтанлăха, çамрăксем пуçарнипе, ĕç кунĕ тăкакламасăр тытăнăпăр.
Унран юлас мар тесе, хăпăл-хапăл тумлантăм та ирĕличчен фермăна, тислек фабрики тума палăртнă вырăна, Мильăпа пĕрле кайрăм.
Çула май Миля ял çумĕнче ларакан пысăк илемлĕ çурта — кăçал кăна туса пĕтернĕ вăтам шкула кĕчĕ. Унччен те кĕркелетчĕ вăл çавăнта, анчах эпĕ ку таранччен ун пирки нимех те шухăшламастăм. Паян вара... паян тем пулчĕ мана: Миля шкула кĕнишĕн чăтма çук тулашма пуçларĕ манăн чун.
«Пирĕн хушăра кичем ăна, интеллигентлăрах çынсене курмасăр тӳсеймĕст, — тесе шухăшларăм. — Пĕр-пĕр çамрăк учительпе паллашрĕ пуль-ха? Ахальтен-и каять унта?»
Миля вăрах кĕттермерĕ. Тĕксĕм кантăклă куçлăхне сăмси çине вĕçкĕнле лартнă пĕр çамрăк учитель, хулă евĕр япшака пӳллĕскер, ăна ăсатма хапха умне тухрĕ. Ятне пĕлместĕп эп унне, вăл пĕрремĕш çул çеç вĕрентет. Хĕр пек çаврака пĕчĕк питлĕ; çынна тĕл пулсан, паллани-палламанни умĕнче те йăл кулса илекенскер, малтанах килĕшнĕччĕ мана. Халĕ ĕнтĕ çинçе пĕçĕллĕ шăлаварĕ, ĕнси хыçĕнче мăк пек купаланса тăракан çӳсĕ, пĕвĕпе авкаланни пĕтĕмпех тарăхтарса ячĕ. Анчах Миля, Миля мĕн тăвать-ха? Мĕншĕн унпа вăл çапла кăмăллăн калаçать? Тем ӳкĕтлет тата!
— Питĕ шуçлак-çке. Урана мĕн тăхăнмалла-ха? Тепĕр тесен... — хирĕнкелесе каларĕ леш.
— Ну, ну! «Тепĕр темесен» те юрать, тăванăм. Ку сарă туфлие тăхăнма ялта «сезон» уçăлман-ха. Пĕр-пĕр ватă учителĕн кирзă атă пурах пуль. Ыйтса пăх.
— Паян, канмалли кун, ачасемпе эпир репетици тăвасшăнччĕ. Воскреснике тухмалли çинчен хăть ĕнер каçхине пĕлтермелле пулнă. Тата мĕншĕн воскресник шучĕпе — çак шыв-шурта?..
— Атя, атя, Владимир Кирилч. Приказа сӳтсе явмаççĕ. Ачасене пух та фермă çывăхне... — шӳтлесе, тĕрте-тĕртех кĕртсе ячĕ ăна Миля.
— Ах, миленькая Миля! — тесе хăварчĕ каччă.
«Ха, ку япшар унăн амăшĕ чĕнекен ятне те пĕлет-мĕн. Ахаль мар...» — шухăшларăм эпĕ, чăтмалла мар хаярланса.
Ман пата пымарĕ Миля, лупашки-мĕне пăхмасăрах, çӳхе пăра ботипе кăчăр-кăчăр тутарса, уялла хăвăрт утрĕ. Шахмăт хăми евĕр сăрласа тĕрленĕ перчеткине тăхăннă май пуçне сулса çеç паллă пачĕ мана. Вара шăн çĕр çийĕн ун хыççăн ĕлкĕри-ĕлкĕрми таплаттарса пытăм.
Уя тухсан, ката хыçĕнчен капан хулăнăш тĕтĕм хăпарнине асăрхарăмăр. Пушăр тухнă пулĕ тесе Миля самантрах хыпăнса ӳкрĕ.
— Унта ял таврашĕ çук. Улăм урине вут тивертнĕ пулмалла, — терĕм эпĕ лăпкăн, хăрама кирлĕ маррине систерес шутпа. Вăл, пур, пушшех ăшталанма тапратрĕ:
— Ай, неушлĕ? Кам ухмахĕ унта?
Çӳллĕ тумхахсенчен такăна-такăна вăл ката еннелле чупрĕ. Эпĕ те юлмарăм. Чылай кайсан, пĕр пысăк мĕлке тĕтĕм ăшĕпе шунине асăрхарăмăр. Çулăмпа ялкăшакан çутлăх тытнă арçын тепĕр улăм купине чĕртсе яма васкать иккен.
— Мĕншĕн çунтаратăн? Кам хушнă? — ыйтрĕ Миля, ун умне хашкаса çитсе тăрса.
— Мĕнле «кам»? Председатель. Ларура калаçса татăлнă, — ним пулман пекех хуравларĕ лешĕ, тĕтĕм йӳçĕхтернĕ куçне чăмăрĕпе йăваласа. — Шăн ирĕличчен улăма вут тивертес пулать. Тен, кĕçех акана тухмалла пулĕ. Атту вĕсен айĕнчи çĕр лаптăкĕ сухаланмасăр юлать.
Чупса пăшăхнипе-и е такама çилленнипе — Миля пичĕ нар пек хĕрелсе кайнă. Кролик çăмĕнчен çыхнă сăрă тутăрĕ ĕнси çине анса ларнă. Чарăлса кайнă кăвак куçĕсенче кăвар пĕрчисем сикколеннĕн туйăнаççĕ. Çепĕç чĕлхеллĕ, ăшă кăмăллăскер, вăл çекнешкал хаярланса кайма пултарасси çинчен эпĕ шухăшламан та.
— Хăйнă ан пултăр! Хăйнă ан пултăр! — кăшкăрчĕ вăл, пĕчĕк чăмăрĕпе юнаса. Тарăхнипе хăй урăх ним калама та пелмерĕ, тĕплĕн ăнлантарса пама та сăмах тупаймарĕ курăнать, çын аллинчи çутлăха вăтăр-ватăр çĕлса илчĕ, çĕре пăрахрĕ те таптама тытăнчĕ.
— Ха, ак тамаша! — пĕççине çапса мăкăртатрĕ арçын. —_Халиччен те вут тĕртнĕ. Кивĕ улăмпа мĕн тумалла-ха? Чӳпĕкленĕ ĕнтĕ ăна шăшисем.
— Ав, епле иккен эсир! Хĕлле выльăх-чĕрлĕхе"" в8 аитере выртни те пулнĕ пулĕ-ха. Ай сарăмне хулăнрах хурса парсан, вĕсем тĕреклĕрех хĕл каçĕччĕç. Çав вăхăтрах сирĕн мĕн чухлĕ тислĕк пулмалла! Халĕ, ав, тĕнчене тĕтĕретĕр унпа.
— Вот те на!
— Улăма пĕтĕмпех компост фабрикине турттармалла. Ăнлантăн-и?
—Мĕн фабрики?
— Удобрени.
— Ăçта вăл?
— Кайран курăнĕ.
— Тĕлĕнмелле! Хӳ, ăнланма çукскер, — мăкăртатса илчĕ арçын, унтан, пысăк аллине лашт сулса, ялалла çул тытрĕ.
* * *
Каялла таврăннă чух эпир пĕчĕкçĕ çырма хĕррипе утрăмăр. Ял çумĕпе тăсăлса выртать вăл. Унăн тепĕр енче аслă çул. Çырми пысăкланса каясран ял-йыш урам шăлнă çӳп-çапа, пĕтĕм ăпăр-тапăра çакăнта тултарать. Çуркунне çӳп-çап куписем хушшипе кăпăкланса пăтранчăк шыв юхса выртать. Халĕ кунта çутă пăр айĕн шуранка хăмпăсем анаталла чĕркĕмĕл тумламĕсем пек куçни курăнать.
— Мĕн чухлĕ пурлăха Атала хӳтерсе каять-ши çуркунне! — терĕ Миля.
Эпĕ ирĕксĕртенех кулса илтĕм.
— Тулнă тупра! Лапра тесен татахчĕ...
— Ăçта лапра — унта тупра, тенĕ ваттисем.
Хăй каларĕшпе, çакнашкал «пурлăх» харама кайнишĕн чунĕ ыратнипе вăл такама ятласа илет пуль тенĕччĕ — çук, ятламарĕ, куçне хĕсерех инсетелле пăхрĕ те, пичĕ çине кулă выляса тухрĕ.
— Пирĕн ĕç ăнатех, Борис. Çапла вĕт?
— Пĕлейместĕп. — терĕм эпĕ.
— Чухлама питĕ çăмăл. Халиччен кунта тислĕке хакласах кайман. Çĕре пĕри кăна мар, органикăллă, бактериллĕ, минераллă удобренисем — пурте, пурте кирлĕ. Пĕркун Григорий Иванович еплерех каларĕ-ха?
— Çапла, кӳрентерчĕ çав. Хăв та ĕнтĕ... калаççĕ вĕт, хăравçăпа вăрçă çинчен ан канашла, тесе, — хĕрхенĕçлĕн хушса хутăм эпĕ.
Миля ман çине çаврăнса пăхрĕ те çинçе сассипе кăлтăртатсе кулчĕ.
— «Кӳренте-ерчĕ»! Шăпăрлан! Еплерех лайăх каларĕ: мĕн пур вăя минераллă удобренисем туянма паратпăр, терĕ. Эпир вара компост фабрики тума та вăй хурăпăр. А пĕлетĕн-и-ха эсĕ, пĕр тоннă компост тума вунă кило фосфорит çăнăхĕ... Пĕр сăмахпа каласан, вĕренмелле санăн, кусарпа пура пурас çук. Вĕреннисене кĕтет çĕр-аннемĕр.
— Григори Ванч тăрăххăн пăхать, урлă тăрать пек туйăнмасть-и сана? — ыйтрăм унран.
— Çĕвĕç ӳслĕксĕр пулмасть, теççĕ-и-ха?
Юрĕ ирĕлнипе хушкаланса юлнă ана çинче унта-кунта пĕлтĕр тăкнă тислăк куписем курăнкалаççĕ. Пĕтĕмпех вĕсем çултан инçетре мар. Сăлмавĕ мĕнре иккенне пĕлетĕп-ха. Хĕлле ана çинче кĕрт тарăнччĕ. Лашана аштарса тухма кансĕртен лава ăçта май килнĕ çавăнта пушатса хăвараттăмăр. Ялтан ик-виçĕ çухрăмри анасем патне каймалли çинчен пирĕн шухăш та пулман. Ăçтан вăйлă çитĕнтĕр-ха çавăнта тырă?
Халиччен çылăхăм-айăпăма тавçăрнăçемĕн Миля умĕнче сасартăк намăсланса кайрăм, хытă ӳкĕнме пуçларăм. Ку çĕр Мильăна мар, пуринчен ытла мана çывăх-çке. Вăл тăрантарнипе кăна ӳссе вай илнĕ эпĕ. Çапах çав çĕре такам килсе семçетсе парасса çак таранчченех кĕтнĕ. Çитменнине, тăван тавралăха пуянлатас вырăнне, унран кулнăн, пур-çук тислĕке те кирлĕ çĕре кайса тăкман.
— Ак çаксенчен мĕн усси пур тата? — ман шухăша пĕлнĕ пекех, тислĕк куписем çинелле тĕллесе кăтартрĕ Миля. — Хĕлле вăл шăнать, çуркунне, ăшăннă чухне, унри азот пăс пулса вĕçет.
Тем сăлтавпа ман çине пăхса илсен, вăл тăруках куç харшине пĕрĕнтерчĕ: сăмăм вырăнта марччĕ пулас.
— Мĕн эс Борис? Сана эпĕ кӳрентермерĕм пуль те? Юнтармăш ача евĕр...
Сăмах хушаймарăм.
— Ача-пăча темерĕн-и! — хăй ăссĕн мăкăртатса илчĕ вара вăл.
Чĕрем кӳтсех ларчĕ тĕйĕн çав. Кунран кунах хам ӳссе çитĕнни çинчен шухăшлатăп, уншăн пулсан — каллех ача!
— Турти хуçăлчĕ! — терĕ те вăл пĕтĕм хаваслăхĕпе кăлтăртаттарса кулса илчĕ. — Çитĕ-çке сана, çитĕ йĕрмĕшме. Малалла пăх-ха, юр ирĕлсе пĕтсен, ак çак çырма варрине тăршшипех йывăçсем лартса тухăпăр. Питĕ майлă вырăн: çул хĕрри. Аллейĕ евĕрлĕ пулĕ. Çырми те тарăнланаймĕ.
* * *
Сысна ферми çывăхĕнче фабрикă тунă вăхăтра та эпĕ хама йĕркеллĕ тыткалаймарăм.
Воскреснике халăх темшĕн сахалтарах пухăнчĕ. Чĕлĕмçĕсен ĕçе тухни-тухманнипе пĕрех, кĕреçисемпе кăлттин-кăлттин çеç тĕрткелесе сӳреççĕ.
— Пули-пулми япалашăнах малашне ĕçкунĕ тăкаклема тивет, — мăкăртатаççĕ вĕсем.
— Ха, тупнă! Çулла пулсан, ик сехетре, халĕ — ик кун алтмалла. Ăс кирлĕ пулнă та пуçармашкăн! — лĕхлетсе кулчĕ тахăшĕ.
— Шыв-шур типсен, пирĕн урăх ĕçсем пуçланаççĕ, — терĕ Миля, вĕсене хирĕçтерес мар тесе, лăпкă сасăпа.
Ĕнер кăнтăрлахи ăшăпа ирĕлнĕ çĕр каçхи сивĕпе хытă шăннă, лум та витмест, çапсан, тимĕр евĕр, чанк! та чанк! янăраса çех тăрать. Хурçă савăлсем лартса, çамрăксем çур пăтлă кувалтăсемпе кăрăнлаттараççĕ. Çаплах парăнасшăн мар çĕр пичĕ.
Чунĕ чăтайман енне пуль ĕнтĕ — Миля та кувалтă тытрĕ. Çук çав, ку вăй çемми мар ăна, çич-сакăр хутчен йăтса çапнипех хĕр нар пек хĕрелсе кайрĕ.
Халь çеç килсе çитнĕ Илле, хура хулăн куç харшине кĕтеслентерсе, кулакансем çине çиллессĕн пăхса илчĕ.
— «Пыл» тенипе çăварта пылак пулас çук, — терĕ вăл. Унтан Миля умне пычĕ, мазутпа якалнă, вырăнĕ-вырăнĕпе çунса шăтнă фуфайкине хыврĕ, кĕсйинчен лучăрканчăк пир алса кăларса тăхăнчĕ, вара шăппăнрах çеç ыйтрĕ: — Ывантăн-им? Пар-ха...
Аллинчи кувалтăна Миля ăна пачĕ. Кувалтăна Илле меллĕн тытса çӳлĕ-çӳле çĕклерĕ. Хул шăнăрăсем, карăнса, тăвăртарах çаннисене тулчăç. Хăнăхнă йăлипе ĕхлете-ĕхлете вăл мĕн пур вăйран савăл çине тарăслаттарчĕ. Çапать те çапать. Кăрăн! Кăрăн-н! янăрать савăл, таçтанах чĕтрет çĕр.
Умри ĕçе пăрахса, ял-йыш калашле, çăвара карсах чĕлĕмçĕсем ун çине тинкереççĕ.
— Ха, епле патлаттарать вăл! — пăшăлтатрĕ тахăшĕ.
Илле такам тем каланине те илтес çук халь, кĕрĕслеттерет çаплах.
Юлашкинчен çĕр лашлатса çурăлса кайрĕ. Савăннипе çамрăксем кăшкăрса ячĕç. Тахăшĕ, театрти пек, шаплаттарса ал çупрĕ. Миля сăнĕ те çуталса кайрĕ ĕнтĕ. Качча вăл темĕн тĕрлĕ тав тума, тытса çупăрлама та хатĕр темелле.
Хамăн çав кăреш каччăнни пек тĕлĕнтермĕш вăй çуккишĕн эпĕ ӳкĕнетĕп. Эх, пулас пулсан... вăйăма ним шеллесе тăмăттăм. Тен, Мильăна эпĕ те çаплах савăнтарнă пулăттăм. Вай çитнĕ таран халĕ те мекĕрленетĕп-ха. Манăн та аллăмра кувалтă çавнашкаллиех — çур пăтли. Катнă муклашкисем кăна вакăрах. Миля ман çывăха килмест. Килме терĕм-ха, асăрхамасть те.
Хăш-пĕр кукша çын пĕр хут пуç çăвиччен туй иртсе кайнă, тетчĕ асанне. Çавнашкал, фабрикă тунине курма Кукшеватых тăхăр сехет иртсен тин тухрĕ. Ни çуна, ни тăрантас кӳлме май килменнипе вăл «улма-чăпар урхамахне» йĕнерленĕ.
— Не зна-ай, — пуçне сулкаларĕ вăл.— Çутçанталăк парăнĕ-ши пире?
— Çутçанталăкран йăлăнса ыйтма пултараймастпăр эпир; унран илмелли — пирĕн тивĕç, çапла каланă-и-ха Мичурин? — ыйтрă Миля.
Çав самантрах Мильăпа килĕшнĕн, Григори Ванч çирĕппĕн; «Мда! мда! — тесе хучĕ. — Чăнах, паха япалах пулассăн туйăнать-ха. Ку ĕçе хутшăнмасан юрамасть, Анчах мĕнпе пулăшас? Лум тытас — варалансан çăвăнма кунта шывĕ таса мар», — çапларах шухăшларĕ пулмалла вăл, хăй вараланмасăрах аллине сăтăркаласа илчĕ.
Çапах Григери Ванч аптрасах ӳкмерĕ, часах хăй валли ĕç тупрĕ. Пуçлăха командăласа тăни килĕшет мар-и!
— Безобрази! Ăçта бригадирсемТ Ну-кă, пацан, утлан-ха ман ăйăра. Кала, пур пек таканлă утсене кӳлччĕр, — хушрĕ вăл пĕр çамрăка.
Лешĕ çавна çеç кĕтнĕ тейĕн. Чаплă ăйăра ăмсанса тăраканскер утланса ларнă-ларманах ялалла ухă пек вирхĕнтерчĕ.
— Ну, агроном юлташ, фабрикă йĕрке мĕнлерех пулать? — ыйтрĕ пуçлăх Мильăран.
— Ăнланатăр пулĕ.
— Ман сирĕнтен илтес килет, — терĕ вăл çемçен, хулăн тутине çулакаласа.
— Хранилище патĕнче уйрăм çынсем ĕçлĕç. Пур фермăсенчи, лаша витисенчи тислĕке, тĕрлĕ çӳп-çапа шăлса кунта кӳрсе килĕç.
— Мĕнле çӳп-çапа? Ăçта вăл?
— Ну, сахал-и колхоз территорийĕнче! Урам шăлни, йĕтемсенчи каяшсем, кантăр арпи, ĕне тылланă çĕрте — шăмми, хăма çуракан цехран — пăчкă кĕрпи... Хирти капан тĕпĕсем, шурлăхри торф...
— Апла, пĕчĕкрех пулмĕ-и хайхи-майхискер?..
— Пĕрремĕшне пысăках тумăпăр. Эпĕ пĕлекен пĕр колхозра пурĕ вун пĕр хранилищĕ. Кашни ялтах, кашни фермăрах.
— Ăхă. Тэк, тэк... — текелесе ларчĕ председатель, куçне мăч-мăч хупкаласа. Унăн хусканăвĕсенче вăл çаплах-ха темшĕн иккеленни палăрчĕ.
* * *
Часах учительсемпе шкул ачисем — тăввттăмĕшĕнчен пуçласа вуннăмăш клас таранах — çар пек килсе тулчĕç. Ĕнтĕ Мильăн ĕçĕ питĕ нумайланса çитрĕ. Тăрлĕ çĕре каймалла, мĕн тумаллине ĕçченсене кăтартса памалла. Çитменнине, чи кирлине — шăтăка хăвăртрах алтса пĕтермелле, стенисене бетонламалла.
Миля кĕске плюш пальтине хывса çакнă, çаннине тавăрнă, пĕтĕм вăйран тăрмашнăран хăйĕн пит çăмартийĕсем çурăлса тухаспа хĕрелнĕ. Шăтăкри муклашкасене пăр ăстрăм ывăтать те хăйне чĕннĕ çĕре — фĕрмăна е итем çине вĕçтерет. Вĕсемпе пĕрле унта каллех тепĕр тĕрлĕ ĕçе тытăнать.
Ачасем паçăртанпах фермă картишне тасатаççĕ. Тилхепине Владимир Кирилч тытнă.
Çамрăк учитель тарласа чăм шыва ӳкнĕ. Çийĕнче — кăвапинчен кăшт çеç иртекен фуфайкă. Уринче — вăрăм кунчаллă кирзă атă. Хăй килпетсĕр çинçен курăнать. Пысăк аттипе илемсĕр пускалать.
— Ма куçупа ман çине тăрăнатăн? Капла сана килĕшерех паратăп-им? — тесе кулкаларĕ Владимир Кирилч, Миля тĕлне çитсен, пĕвĕпе кăшт хуçкаланса.
— Епле ытарăн сана? Тата пĕчĕкрех фуфайкă тупаймарăн-им? Ак кунтарах йăвантар лавна, кунтарах.
Лашине чарса, Владимир Кирилч урапана пĕтĕм пĕвĕпе хирме тапратрĕ. Вăш кăлăхах асапланнине курсан, Миля кĕреçене кĕтесе тăратрĕ те, кустăрмаран тытса, урапана çĕклерĕ — урлă тĕнĕл çинче ларнăран тĕрекне çухатнă лав тӳнсе кайрĕ.
Ĕç майне пĕлменнипе нимле мар пулнă каччăн паçăрхи хăюлăхĕ таçта кайса кĕчĕ. Чĕлĕмçĕсем унран кулма тытăнчĕç; ăшă енчен пирĕн пата илсе килне тĕвепе танлаштарчĕç. Каччă пушшех намăсланасран-ши, пĕтĕм шăв-шава уçă сасси айне туса, Миля та кăлтăртатса кулса ячĕ, хаваслăн шӳтлесе, ăна çурăмĕнчен тĕрте-тĕртех ăсатрĕ:
— Каях ăнтĕ, каях!
Аллăмри кувалтă çинчен мансах хытса тăтăм эпĕ. Пĕр-пĕриншĕн кам-ха вĕсем? Мĕншĕн Миля манпа çапла ашкăнмасть?
Ирхине çанталак пĕлĕтлĕччĕ, çиллĕччĕ. Каçалапа хĕвел ялкăшса тухрĕ, пĕтĕм тавра çуталса кайрĕ, темле хăват тытса чарнă пекех, çил те вĕрме пăрахрĕ. Ялта автансем шарлаттарса авăтни илтĕнет. Пирĕнтен вăтăр-хĕрĕх метрти йĕтем çинче хĕрарăмсем шӳтлени-кулни чуна çĕклентерет. Йăри-таврара пур çĕрте те çуркунне сисĕнет. Каçчен эпир пĕр пысăках мар шăтăк алтса хĕррисене бетонласа пĕтертĕмĕр.
Каçпа ĕçлекенсем салансан та Миля киле васкамарĕ. Паçăр, хăй ывăннине çынна систерес мар тесе, вăл чăтăмлăн çӳренĕ пулмалла. Халĕ вара, паянлăха ĕç пĕтнине туйсан, лăштах кайрĕ. Пальтоне илме фермă çывăхне пырсан юпа çумне сĕвенчĕ те кашт çеç кукленсе анмарĕ, аран кăна ури çинче тытăнса юлчĕ: аллисем лаштăрах çĕрелле усăнчĕç, сăнĕ ӳсĕрĕлсе кайнă çынăнни пек тĕссĕрленчĕ... Тути хĕрринче çеç ĕшенчĕк кулă йĕрĕ палăрать.
Кăшт тăрсан, Миля пальтоне тăхăнчĕ. Çаврăнса мана курчĕ те куçне чарса пăрахрĕ, кулам пекки турĕ:
— Кĕтетĕн-и? Эх, маттур çак эс!
Иртенпех эпĕ унпа пĕрле пулнине манса кайнă тейĕн, вăл мана кунти ĕç епле ăнăçлă пĕтни çинчен каласа пама пуçларĕ. Унтан, тăна кĕнĕн, аллине сулчĕ, хаваслă туйăмне пытараймасăр:
— Эх, лайăх та! Эх, лайăх та! — терĕ. — Савăнăç ман паян, савăнăç! Виçĕ савăнăç.
Тахçантанпах тунсăхласа кĕтнĕ çынпа тĕл пулнăн, вăл мана мăйран ыталаса пăчăртарĕ. Эпĕ, ăсран каймаллах хĕпĕртенĕскер, нимĕн калайми хытса тăтăм, унтан унăн виçĕ телейĕ-савăнăçĕ çинчен ыйтма хăю çитертĕм.
— Епле тавçăрмастăн-ха? Пери — ĕç ăнса пыни, тепри... тепри Вова. Çитес эрнере унпа пĕрле пулатпăр. Паян çыру илтĕм. А виççĕмĕшĕ...
Виççĕмĕш савăнăçĕ пирки вăл каларĕ-ши? Астумастĕп. Е эпĕ илтми, е илтсен те тăнланми пултăм-ши?
Сăнран пăтĕмпех ӳкрĕм пулас. Куç умĕ сисĕнмеллех тĕттĕмленчĕ. Миля ман хурлăха ним вырăнне хумасăр çаплах çепĕççĕн чĕвĕлтетет, хаваслăн кулать.
— Шăпăрланăм, ылтăнăм, айванăм! Ма нимĕн те анланмастăн-ши эсĕ? — терĕ вăл юлашкинчен. Эп хирĕç чĕнмерĕм. Пĕрремĕш хут хамран пилĕк çул аслă Мильăна чăтма çук хытă юратса пăрахнине кăна ăнлантăм.
* * *
Ирхине, вăранса кайсанах: «Виççĕмĕш савăнăçĕ пирки ыйтса пĕлетĕпех паян», — тесе шухăшларăм эпĕ. Çав вăхăтра Миля умĕнче ун пирки самах хускатма хăю çитереймессе те пĕлсех тăтăм хам. Эпĕ унăн каччи мар-ске, çитменнине çулпа та нумай кĕçĕн ун пек-кун пексем пирки калаçма.
Çурхи кун çурма ăслă, теççĕ ваттисем. Ĕнер сивĕччĕ, паян — чĕреслетсе çумăр тăкать. Пирĕн пӳрт тăрри, хĕç тимĕр витнĕскер, тăвăлпа-çумăрпа танкăртатса тăрать. Шултра тумламсем вирлĕн çапăнса, чӳрече кантăкăсене чанк! та чанк! тутараççĕ.
Часах ман умра такам сывлани илтĕнчĕ. Куçа уçса пăхрăм та— шурса кайнă çаврака пит курăнса кайрĕ.
— Эсĕ вăраннă-çке, Борис.
Миля сасси ку. Вăл, ман умма килсе, питĕм çывăхнех пĕшкĕннĕрен хăпĕртенипе чĕрем кăрт-кăрт сикрĕ. Анчах çавăнтах тата хăраса ӳкрĕм: мĕншĕн шурса кайнă вăл?
Малалла Миля эпĕ пĕр кĕтмен сăмахсене пăшăлтатрĕ:
— Мана хăвăн плащна парса яратăн-м?
— Ăçта? — ыйтрăм тĕлĕнсе.
— Кайса килес тетĕп. Мĕнле-ши лере?
Миля кĕçĕр чĕптĕм те çывăрман пулмалла,
Пичĕ мĕншĕн шурса кайнине тинех ăнланса, хăвăрт тăрса пуçтарăнтăм. Ăна хамăн плаща патăм, хам анне накидкине пĕркенсе, унпа пĕрле тухса утрăм.
Çумăр çаплах вăйлă çăвать. Çил, урса кайнă пекех, йывăç тăррисене силлет.
Часах эпир тислĕк шывĕ упрамалли хранилищĕ умне çитрĕмĕр. Стенан пĕр енĕ, каçхине кăна бетонланăскер, хытма ĕлкĕреймен иккен. Çумăр тумламĕсем ăна шăтарса пĕтернĕ, пĕр кĕтесĕ ишĕлмех пуçланă. Ăна курсан, чĕрем ыратса кайрĕ. Вара ирĕксĕрех Миля çине пăхса илтĕм. Вăл, хавшак чĕреллĕскер, шари çухăрса ярассăнах туйăнчĕ. Çук, çухăрасса çухăрмарĕ те, анчах куçне пĕр мăчлаттармасăр, хытнă пек тăчĕ.
— Пулкалать ĕнтĕ. Юсăпăр, — лăплантарасшăн пултăм ăна.
— Кунта йăнăшма юраманах. «Уссăр тăкаксемшĕн райком алăкне ирĕксĕрех уçма ан тивтĕр», тенĕччĕ Григорий Иванович. Тинех мана хĕсĕрлеме сăлтав тупĕç.
— Эсĕ хăратăн-и вара унран? — тĕлĕнсе ыйтрăм эпĕ.
— Малалла ял-йыш та шанми пулĕ — акă мĕн хăратать, Борис.
— Эсĕ айăплă-им? Çумăр...
— Çутçанталăк айăпа кĕмест. Пур инкек те эпир тавçăрайманнипе килсе тухать. Кам шутланă паян çумăр пуласса?
Киле таврăннă вăхăтра Миля тутине çыртса лартрĕ, пĕр сăмах та чĕнмерĕ. Ăна текех лăплантарма шутламарăм эпĕ, вырăнсăр сăмахăмпа пушшех тарăхтарса ярасран шиклентĕм. Тепĕр тесен, хам та макăрса яманни кăна ĕнтĕ.
Çурхи çумăр алла шантать. Çил утма памасть, каялла тĕртет, плащ аркине туллать. Пите алапа хупламасăр ниепле те малалла пăхма çук. Вăрăм плащ арки Мильăна такăнтарать. Пăвĕпе малалла ӳпĕнсе, тăнран тухнă çын пек, вăл халсăррăн утать.
Киле çитсен те канăçне тупаймарĕ Миля. Чӳрече патĕнчен тепĕр чӳрĕче умне пыра-пыра, кантăка шелсĕр танкăртаттаракан шултра тумламсене тинкерсе тăчĕ.
— Çаплах ĕнтĕ, çаплах. Пире пĕтерсех лартать ку çумăр, — пăшăлтатрĕ хурланса.
Макăрса ярас чухнехилле, вăл йывăррăн сывланине илтрĕм, хулпуççийĕ кăлт-кăлт туртăннине куртăм. Куçĕсем тĕссĕрленнĕ. Пур япала çине те ним тĕллевсĕр пăхать. Ĕнер, ывăннă хыççăн мана тытса ыталанă вăхăтра, çапла шухăшланăччĕ эпĕ: «Пăртак кансан, унăн сăнĕ хĕвел пекех çуталĕ, вара малалла пушшех, пушшех ытарайми хӳхĕм пулĕ», — тенĕччĕ. Çынсем те ун çине шансарах пăхма пуçланă пулĕччĕç. Пӳртне тума мар, никĕсне хывма хĕн, теççĕ-çке ваттисем. Çук çав, хывăнмарĕ пирĕн никĕс.
Тем пекех йăпатассăм килчĕ ăна. Сăмахăм тупăнмарĕ. Сахалрах вĕреннишĕн ӳкĕнтĕм.
Тĕкĕннĕ кайăк тĕкне çиет тенешкел, чӳрече умĕнче тăма та чунĕ чăтмарĕ курăнать Мильăн, плащ пĕркенсе, фермă еннелле тухса утрĕ. Шывлă çерем тăрăх çатăлтаттарса, лакăм-лĕкĕмне пăхмасăр, çиле майăн вăл питĕ хăвăрт васкаса малалла талпăнчĕ. Усси пурĕ пĕрех пулас çук тесе, эпĕ текех унпа каймарăм.
* * *
Пĕр-икĕ сехет пек иртсен, çумăр лăпланчĕ. Чылайран пирĕн пахча калиткинчен пĕр çын йăпшăнса кĕнине асăрхарăм. Вăл йăлтах вараланса пĕтнĕ, çӳçĕ арпашăннă, кăкăрĕ таранах йĕпеннĕ платйи ӳчĕ çумне çыпçăнса ларнă. Такам курасран шикленнĕн, пӳрте те вăл çаплах йăпшăнса кĕчĕ. Аттине хывса шăпăр шăтăкне пăрахрĕ. Унтан, йĕпе йĕпе тупанĕпе урайне йĕрлесе хăпарса, чăланалла иртрĕ. Часах умывальникрен шыв шăпăртатни, ывăç çинче супăнь нăчăклатни илтĕнме пуçларĕ.
Пăртакран Миля çăвăнса, типĕ кĕпе-йĕм тăхăнса тухрĕ. Кулса пăхакан кăвак куç чунăма çĕклентерсех ячĕ.
— Акă йăлтах йĕркене кĕртрĕмĕр. Яп-яка та çап-çута. Анчах кун çинчен... — Вăл шăпланчĕ. Куçне чарса, ман çине тинкеререх пăхрĕ. — Эпе хам та айванах çав. Мĕне кирлĕ пулчĕ ун çинчен сана калама?
— Неушлă эс мана чăннипех айван тесе шутлатăн? Ан хăра, кала, çавара ытла кармăп.
— Стена ишĕлме пуçлани çинчен чĕлĕмçĕсем пĕлсен, çитре кулма! Е Григори Ванч хăлхине кĕрсен... Пĕтрĕ пуç! Тӳрех çапла калĕç: «Кашни çумăр хыççăн юсамалла япаларан ыррине ан кĕт», — тейĕç. Шарламăн-и?
Чи вăрттăн сăмахсене те шанса калани мана савăнтарса ячĕ.
— Эпир çеç мар, пирĕн пек çунса çӳрекенсем татах пур. Илья Кузьмич, Владимир Кирилч, ытти хăш-пĕр çамрăксем те хранилищă патне тухнă. Стенана чиперех юсарăмăр. Пĕлетĕн-и, юсарăмăр!
Мана вăл пăчăртаса ыталарĕ те «каламастăн-и?» — тесе ыйтрĕ, эпĕ «никама та шарламастап» тейичченех ямарĕ. Çав вăхăтра вăл ăшăнас шутпа тĕршĕнчĕ пулмалла. Çапах ăшăнса çитеймерĕ, çине-çинех тăр-тăр чĕтрерĕ.
— Больницăна кайсан аванрах пулĕ сана, Миля, — сĕнтĕм ăна.
— Мĕншĕн? Капла кăна мар шăннисем пулкаланă. Хулăнрах пĕркенсе выртăп та...
Пĕркенсе выртрĕ вара. Утиялпа, çийĕнчен аттерен юлнă тăлăппа витрĕм. Урăхлă «сиплеме» ас çитереймерĕм эп. Анне кӳршĕ ялти хăйĕнпе пĕр тăван аппа патне кайнăччĕ те çул пăсăлнине пула часах таврăнаймарĕ.
Çĕрле Миля хăрушă тĕлĕк курчĕ пулмалла: питĕ канăçсăр çывăрчĕ. Тепĕр кунне те хĕрлĕ сăн ун пичĕ çине тухмарĕ. Кĕл чаххи пекех шураччĕ. Куçĕ айĕнче кăвак йĕр палăрчĕ. Пăртак вăхăт иртсен, вăл ӳсĕрмĕ тапратрĕ.
— Шăннă кăшт. Ӳслĕке ертĕм. Аптратаймасть, иртет. Çапла-и? Иртетех, — терĕ ун пирки.
* * *
Пирĕн иккĕмĕш тислĕк хранилищи йĕтем çывăхĕнче пулмалла. Çанталăк уяртсанах эпир унта кайрăмăр.
Çурхи çумăр хыççăн çĕр кĕркуннехилле пылчăкланмасть, çăвăнса тасалнă евĕр илемлĕн ешерме тытăнать. Паян хĕвел хĕртет. Янкăр тăрă тӳпере тăрисем тăрăлтатаççĕ. Хамăн та, юрласа ярасла, кăмăл çĕкленет. Миля çине пăхсан кăна пурин çинчен те манатăп, пусăрăнчăк туйăм тыткăна илет.
Лариван лариман, Курмиле куриман тенĕ пек, Миля хăйне хăй лăплантарни тӳрре тухаймарĕ. Ĕçре вăл халичченхи хастарлăхне çухатрĕ. Ытлашши сăмах вакламасть. Хушăран çын çук вырăнарах пăранать те чыхăнсах ӳсĕрме тытăнать.
Кăнтăр апачĕ умĕн вăл самай йывăрланчĕ. Ăна больницăна ăсатма тиврĕ. Улăм сарнă урапа çинче вăл йывăррăн сывласа выртрĕ.
— Кулăшла! Питĕ кулăшла пулса тухрĕ. Пĕр кĕтмен çĕртен... Э? — терĕ Миля. Мĕн пирки каланине ăнланаймарăм, аташать пуль терĕм. Унтан çул хĕрринчи пĕчĕкçĕ çырманалла пăхрĕ те вăйсăррăн пăшăлтатрĕ: — Çакăнта йывăçсем лартса хăварма вăхăт çывхарать ĕнтĕ.
Самантлăха вăл шăпланчĕ.
— Темшĕн салху эс паян, — терĕ чылайран, — Пĕлетĕн-и, Борис, ман санпа калаçмалли нумай-ха.
Çук, халичченхинелле шӳтлĕн-мĕнлĕн çăмахламасть вăл, ватă та аслă çынпа канашланăн, ăшшăн пуплет манпа.
— Мĕн каласшăн эс? — ыйтрăм унран.
— Епле мĕн? Каламалли пайтах. Эсĕ ман чи шанчăкли-çке. Больницăра вăрахчен выртас пулсан, вăхăт пур чухне çӳрĕн-и унта?
— Çӳреп.
— Сансăр кичем пулĕ мана. Эсĕ ĕçри хыпарсене тĕплĕн пĕлтерсе тăрăн. Унта, хамăн чăматанта, хулăн кĕнеке пур. Çавна тăтăшрах вула. Çитернĕ ут утмăл пăт туртнă, теççĕ.
Сăмахласа ывăнчĕ пулас Миля, месĕрле çаврăнса выртрĕ те пĕр вăхăт тӳпенелле тинкерсе пычĕ. Ĕнтĕ вăл кĕç-вĕçех янкăр тӳпе пирки сăмах хускатассăн туйăнчĕ.
— Халĕ чи кирли çинчен... Тăхта, хамăр тĕллеве витĕр курса тăратăн-и эсе?
Татса калаймарăм.
— Кунта кĕллĕ тăпра. Компост сĕткенĕ унра тытăнса тăраймасть, арлан тăпри патне анса каять. Çавăнпа ун усси çук, тесе салтав тупма хăтланаççĕ хăш-пĕр пуçлăхсем. Малта пыракан колхозсем ун уссине практикăра кăтартса панă...
Каçса кайсах ӳсерме тытаннине пула сăмахне пĕтереймерĕ вăл.
Часах больницăна çитрĕмĕр. Шурă халат тăхăннă икĕ хĕрарăм Мильăна, наçилкке çиче вырттарса, вăрăм чул çурта йăтса кĕрсе кайрĕ. Алăк уçăлса хупăннă вăхăтра тухнă эмел шăрши сăмсана кăтăкларĕ. Кăмăл пĕтĕмпех хуçăлчĕ ман.
* * *
Больницăна эпĕ кашни кунах çӳрерĕм. Анчах Миля пушшех йывăрланнă пирки ун патне мана пĕрре те кĕртмерĕç. Эпир пĕр-пĕринпе хут урла çеç калаçкалайрăмăр.
Мильăн хăмăр чăматанĕнче конспектсем, агрономи теорийĕ, малта пыракан колхозсем çинчен çырнă литературă нумай пулнă. Вăл мана çавсемпе паллашма ирĕк панăшăн виçесĕр хĕпĕртерĕм. Халиччен эпĕ кĕнеке вулама юратсах кайман, халĕ унăн кашни кĕнеки пысакран та пысăк пĕлтерĕшлĕ япалан курăнма тапратрĕ. Каçсерен алăран пăрахма пĕлми вулатăп вĕсене. Вулатăп! Вуламасан юрамастъ пек. Манăн нумай пĕлмелле. Эпĕ темĕнле пысăк ответлăха туятăп — Миля умĕнче ят ярасран хăратăп.
Вăл чирленĕ хыççăн компост тăвас ĕç чарăнмарĕ. Хранилищĕсем патĕнче Илле парторг та, председатель те кашни кунах пулчĕç. Григори Ванч тенĕрен, тем пулнă халь ăна, «кĕрĕкне вал тĕппипех тĕпĕр май тавăрса тăхăннă, пиччен май». Фабрикă тунă çĕрте-и, правленире-и — кирек ăçта та хăй чăннипех маттур пуçлăх иккенне кăтартма пуçларĕ. Чăрмавĕ пысăк пулсан та, бригадирсемпе коммунистсене пухса каçсерен лару пеккисем ирттерчĕ. Иллепе калаçса пăхнисем те пулкаларĕç. Миля патне те, больницăна, хăвăртрах сывал тесе, саламлă телефонограммă ячĕ. Анчак эпĕ пырса çӳрени те, Григори Ванч савăнтарни те Мильăна пулăшаймарĕç. Вăл кунран-кунах начарланчĕ, типрĕ...
Каярахпа мăна пĕр япала питĕ тĕлĕнтерчĕ. Халиччен шăрçа пек çыракан Миля хут листи çине сасартăк армак-чăрмак йĕркесем йĕркелекен пулчĕ. Çырасса ытларах Вова çинчен ыйтса çырать: çыру çук-и унран? Хăй килмерĕ-и? Вăл çырса панисем тăрăх унăн савнă тусĕ таçта инçетри хулара вĕреннине пĕлтĕм. Владимир Кирилч Мильăн пĕрле ӳснă тантăшĕ-мĕн, вĕсем пĕр ялтан иккен.
Кукăр-макăр çырнă йĕркесем урлă эпĕ вал хăй савнине мĕн тери юратнине, уншăн еплерех тунсăхланине яр-уççăн курса тăратăп. Кӳлешсен те, ăна шелленипе, вĕсен çав савăнăçлă самантне — тĕлпулăвне — хăвăртрах çывхартас килекен пулчĕ.
* * *
Пĕр каçхине пирĕн пата тинех Миля савнийĕ — Владимир Околицын килсе çитрĕ.
Вăрман институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Околицына Çĕпĕре кайма сĕннĕ. Темчченех калаçса лартăмăр эпир. Хăй çинчен вăл каласшăнах мар, пĕрехмай Миля пирки ыйтать, савнийĕн кунта пурăннă вăхăтри кашниутăмне тĕпчесе пĕлме тăрăшать.
Ирхине ирех больницăна кайрăмăр. Мильăна курма савнийĕ килнине пĕлсен, сестрасем те хĕпертесе ӳкрĕç. Вĕсем, манашкалах, Миля савăнăçĕшĕн, ун сывлăхĕшĕн тăрăшаççĕ. Пĕр сестри, ватăраххи, хăех дежурнăй тухтăртан ирĕк ыйтрĕ, шурă халатсем пĕркентерсе палатăна кĕртрĕ.
«Шăпах вăхăтлă тĕлпулу, — шухăшларăм эпĕ. — Вова пирки пăшăрханма пăрахсан, унăн сывлăхĕ часах самайланĕ».
Вова килни çинчен Мильăна малтанах пĕлтернĕ пулмалла. Вăл, чăлт шурă кĕпе тăхăннăскер, ăна кĕтсе, койка çине тăрса ларнă. Халĕ пирĕн ура сассине тăнланă май, хытсах кайнă темелле, куçне ним хускатмасăр алăк çинелле пăхать. Çаврака пичĕ туртăннă, шуранка-кăвакрах тĕс, çĕр тĕсĕ, çапнă. Хыткан кĕлеткипе пĕкĕрĕлерех хăштак-хăштак сывлать. Ăна паллаймасăр, эпĕ малтан иккĕленерех тăтăм.
Вова койкă патне пырса сывлăх сунсан, вăл ăна ыталаса илчĕ, питĕнчен, мăйĕнчен чуптурĕ.
— Ыталанăшăн каçар, каçар, чунăм. Манран ан йĕрĕн, Вова. Манăн ерекен чир мар, — терĕ вăл шутсăр пăлханнăран чĕтрекен сассипе.
— Мĕскер эс, тăванăм? Çук-çке.
Тусне вăл тата хытăрах çупăрларĕ, ун питне, куç харшийĕсене хыпашларĕ, унтан çинçе пӳрнисене сăмси тăрăх шутарса антарчĕ, тутине сĕртĕнсе пăхрĕ. Вовăн кăмăлĕ хуçăлчĕ пулмвлла, нимех те калаймарĕ.
— Иртет, чунăм, пĕтĕмпех иртет ак, — ыйтмасăрах ăнлантарса пама васкарĕ Миля.
Пĕр-пĕрин хыпарĕсене вĕсем кĕскен те хăвăрт ыйтса пĕлме тапратрĕç. Тусĕ умĕнче Миля ялти комсомолецсене, вĕсемпе пĕрле мана та, мухтаса илчĕ. Вова кĕвĕçесрен эпĕ аванмарланса тăтăм.
— Пирĕн... пирĕн, куратăн, пысăк инкек пулчĕ, чунăм, — шăппăн пăшăлтатрĕ Миля пĕр кĕтмен çĕртен. — Килтисем... хатĕрленсе çитни çинчен çырса пĕлтерчĕç. Эпĕ, ак...
«Виççĕмĕш савăнăçĕ»... — аса илтем эпĕ. Мильăна сăмахсăрах ăнкартăм: килĕнчисем вĕсен туйне тума хатĕрленнĕ иккен.
— Уншăнах ан пăшăрхан-ха эс, — сиввĕнреххĕн каларĕ Вова.
Часах вĕсем сывпуллашреç. Тĕлпулу çапла хăвăрт иртессе кĕтменччĕ.
Эпир тухса кайнă чухне Мильăн хускалма куçĕсенче чăп тулли куççульччĕ, — куçĕсем чакăр иккенне те пĕлме çукчĕ.
Каялла çаврăнса пăхмасăрах Вова алăкран тухма васкарĕ. Мĕн киле çитичченех çапла хăвăрт утрĕ вăл.
— Суккăрланнă. Людмилăран чипер куçлă çын пулас çук, — каласа хучĕ çул çинче.
Миля суккăрланнине эпă хам та малтенах сиснĕччĕ, манăн çавна ĕненес кăна килменччĕ. Околицын сăмахĕсем хыççăн вара ирĕксĕрех тĕрĕслехе йышăнма тиврĕ.
Киле çитсен, Вова хут татăкĕ çине темĕн çырчĕ,
— Çакна Людмилăна леçсе парăн, — терĕ вăл, мана тыттарса.
Çав кунах Околицын тухса кайрĕ.
Вăл çапла çырса хăварнă-мĕн:
«Эпĕ кунта текех юлма пултараймастăп. Сывалма сана чунтан ыр сунатăп. Тен, кайран тĕл пулăпăр. Владимир»,
* * *
«Ухмах! Тавçăрусăр айван! — ятлатăп эпĕ халь хама, — çав ĕçтиçук хут татăкне мĕншĕн кайса патăм-ха Мильăна? Çурса, шăпăр шăтăкне пăрахас-мĕн!»
Çавăн хыççăн Мильăпа тĕл пулма тӳр килмерĕ. Ăна тата икĕ кунтан самолетпа Крыма ăсатнă...
...Кăвакарчăн куçĕ евĕр тăрă тӳпере пĕчĕкçĕ татăк-татăк шурă пĕлĕтсем курăнаççĕ. Хускалмаççĕ те пек. Таçта инçетре, çӳлте-çӳлте, тăри юрă шăрантарать: ĕçле-ĕçле çи, ĕçле-ĕçле çи-и... Лере, ана çинче, трактор кĕрлет, çулпа йывăр лав кăчăртатса пыни илтĕнет.
Çырма хĕрринче сарă чечексем — ăшă çуркунне паллисем — таврана илем кӳрсе лараççĕ. Темшĕн-çке вĕсем мана шăпах тин тухнă хур чĕпписене аса илтереççĕ. Сывлăш уçă. Хĕвел хĕртет. Йывăçсем хушшинче кайăксем чĕвĕлтетеççĕ. Вĕçĕмсĕр юрă, юрă. Пур çĕрте те çуркунне! Анчах маншăн çеç çуркунне мар — хура кĕркунне... Киле таврăнтăм та ун патне Крыма çыру çырма лартăм.
«Сывалсан та, сывалмасăр çаплипех юлсан та, сана çавах пăрахмăп. Эсĕ — манăн кун-çулăм, ĕмĕтĕм, çутатакан хĕвелĕм», — тесе çыртăм юлашкинчен. Ун сывлăхĕ самайланасса шанса тăтăм эпĕ. Унашкал хĕрӳллĕ çынсем пуçланă ĕçĕн вĕçне тухмасăр вилме пултараймаççĕ пек туйăнчĕ мана.
* * *
Хурлăх хупарласан хусăк тыт, теççĕ ваттисем. Тытрăм та вара... «хусăк», колхозри пĕр ĕçрен те юлмарăм, кĕркунне вуннăмĕш класа тепĕр хут лартăм. Куçайман пулсан, тен, тепĕр çул та ларнă пулаттăм. Нимле инкек те вĕренме чарайман пулĕччĕ мана.
...Унтанпа халь ĕнтĕ икĕ çул иртрĕ. Эпĕ кăçал института кĕтĕм. Миля сăмахĕсем çаплах асра-ха. «Вĕреннисене кĕтет çĕр-аннемĕр», тенĕччĕ вăл.
Института кĕме каяс умĕнхи кун хире тухрăм. Астăватăр-и, çул хĕрринче пĕр çырма пурччĕ. Халĕ çук вăл. Çав çулах çĕре бульдозерпа тикĕслесе, ун вырăнне йывăçсем лартса хăвартăмăр. Халĕ кунта Миля асăннă «аллейă» ешерет.
Сылтамра, ката енче, ыраш çитĕнет. Çăра, выртса ӳснĕ ыраш. Пуçĕ шуралнă ĕнтĕ. Уçă, ырă шăршă кĕрет унран. Çавăнтан, ăна аллисемпе ик еннелле сирсе, Миля килсе тухассăн туйăнать.
Перрехинче Владимир Околицын килсе кайнăччĕ. Анчах Миля кунта пулнă пулсан та, эпĕ пĕлетĕп, Околицына вăл пур пĕрех йышăнман пулĕччĕ. Чи йывăр самантра «тен» сăмахпа калаçакан çынсем — Миля валли мар. Çапах та Околицына эпĕ Миля адресне патăм, мĕншĕн тесен Мильăпа эпир икĕ çул хушши çыру çырса тăратпăр. Вăл тахçанах сывалнă, суккăр мар.
Мĕн çинчен çыратăп-ха эпĕ Миля патне?
Владимир Кирилч самаях улшăннă. Пĕвĕ тĕрекленнă. Çийĕнчи тумĕ те камитле мар. Темшĕн вăл халь тĕрленĕ кĕпе тăхăнма юратать. Хуçкалансарах калаçас йăли кăна çав-çавах упранса юлнă. Колхозра тăтăшах лекци вулать. Авланнă.
Пирĕн колхоз районта малтисен шутĕнче ĕнтĕ. Районти хисеп хăми çинче ахальтен мар ларать-и Кукшеватых сăн ӳкерчĕкĕ? Анчах Григори Ванч та улшăннă: пăртак тачкалнă, çамрăксем пек, çип-çинçе галстук çакнă. Ĕçре чăнах та чăн-чăн паттăрлăх кăтартать.
Унăн сăнăпе юнашар тăрахларах питлĕ хӳхĕм хĕрарăм сăн ӳкерчĕкне вырнаçтарнă. Ку — Миля вырăнне килнĕ агроном.
Илле халĕ те парторг. Кăçал авланчĕ.
Анне чиперех пурăнать. Колхозра ĕçлеме пăрахнă ĕнтĕ, пенси илет.
Эй, çырас тесен, тем çинчен те çырма пулать. Çавсем çинчен çыратăп та вара Миля патне. Яла кăçал йывăр тиене машинăсем питĕ нумай киле-киле кĕчĕç, кузовĕсем çинче — тăм евер япаласем. Çавсене хире сапсан — тыр-пул питĕ вăйлă пулать. Вĕсене станцăран турттараççĕ. Кун çинчен те çырма манмастĕп.
Миля мана нихçан та нумай кĕттермест, çийĕнчех хуравлать. Околицын пирки çур самах та асăнмасть вăл, çапах та ман ăшăмра, темшĕн-çке, час-часах лăпкă мар. Миля юлашки сăмахне каламасăр хăварнăн туйăнать мана. Тен, хам хăюсăр эпĕ? Ĕлĕк юлташсем мана «култаруçă-пултаруçă» тетчĕç, халь акă ун пек калама та парахрĕç... Те улшăнтăм? Улшăнтăмах пуль çав... Анчах Миля тĕлĕшпе çакна калама пултараймастăп. Пултараймастăп... пултараймастăп!.. Эпир унпа тĕл пулатпăрах! Вăл каллех пирĕн колхоза ĕçлеме килесшĕн... Манран пилĕк çул аслăскер, халь çырăвĕсене пурне те хăйĕн тантăшĕ патне çырнă пек çырать. Эпĕ хам та халь ĕнтĕ хама унчченхинчен икĕ çул аслă пек мар, унтан темиçе хут аслăрах пек туятăп. Икĕ çул иртнине пула мар, Мильăна пула.