Хыватăп эпĕ юрăсем.
Ман юрăра шур хурăнсем,
каçхи çăлтăрсене йăтса,
тухаççĕ çул хĕрне утса;
ман юрăра хĕвел пăхать,
юр айĕнчен калча тухать;
ман юрăри кашни чечек —
юратнă çыннăн куçĕ пек —
пĕлмест суйма,
улталама,
чунне сутма,
усал тума.
Хыватăп эпĕ юрăсем.
Ман юрăра — вĕри хирсем,
ман юрăра — çулсем-йĕрсем;
вăрманăн шăплăхне сирсе,
юхать çăлкуçĕ ĕнерсе:
çын — унăн тусĕ авалтан,
ăна типме памасть нихçан.
Ман юрăра усал тӳнет,
вĕри чĕре сивве çĕнет;
ман юрăра — хĕвеллĕ май,
ман юрăра çынсем нумай:
пур тĕлпулу,
пур уйрăлу,
пур юрату,
пур çухату.
Анчах та хамăн пурнăçра
кĕртмен эп вилĕме юрра,
вăрçа нихçан та мухтаман,
ăна пĕр юрă та паман.
Парас та çук!
Ман юрăсем —
çак çĕрĕн
çутă кунĕсем.