Çунакан вутпуçне çунтăр тенĕ çĕртенех
шыва пăрахрăм.
Чăшăлтатрĕ, чăшăлтатрĕ —
тĕтĕм кăларчĕ те шăпланчĕ.
Шыва майăн юхса кайрĕ аната.
Кĕтсе илнĕ çынна савас тенĕ çĕртенех
манса кайрăм.
Айăпларĕ, айăпларĕ —
алне сулчĕ те лăплăнчĕ.
Ним пулман пек утса кайрĕ малалла.
...............................................
Каçсерен
çав тĕтĕм шăрши куçа кĕрет,
Çĕрсерен
савайман çын кулли тĕлленет.