Пăшăл-пăшăл сас та
Кĕрхи сивĕ каç,
Хăмăшăм ман, хăмăш,
Эс калаç, калаç.
Саркайăк сассиллĕ
Сар хăва асра...
(Хамăн та ман тусăм
Пур-çке леш касра.
Тăр чĕтретĕп эп те
Сивĕ çил çинче.
Пĕр йĕреп, кулатăп,
Тунсăх — каçсенче.)
Хăмăшăм ман, хăмăш
Тантăшăм — пĕрре —
Эсĕ пĕччен мар-çке,
Иккен-çкĕ, пĕрле.
Ав, хăва пур санăн.
(Манăн? — Хам пĕлеп.)
Ĕненсех кĕтетпĕр,
Килессе — сисеп:
Çăлтăрсем çиçеççĕ
Пирĕн куçсенче
Юратма пӳрнишĕн
Çакă çĕр çинче.
Тантăшăм ман, хăмăш,
Пулинех сив каç —
Пурпĕрех ыйтатăп,
Эс калаç, калаç.