Чăваш ачи пулса ялта эп уснĕ,
Калаçнă, вăй вылянă чăвашла,
Ырра та, усала та курса тӳснĕ,
Нихçан пуçа усман çавна пула.
Чăваш пулса ăс пухрăм, пурнăç турăм,
Чăваш Ене эп саврăм яланах.
Чăваш хĕрне савса чунпа эп туйрăм,
Çук, урăх пурнăç кирлĕ мар мана.
Санпа эп чĕвĕл-чĕвĕл калаçатăп
Сасартăк тĕл пулсассăн чăвашла.
Çапла çеç тунсăх чунăма уçатăп,
Яш ĕмĕр тепĕр хут таврăнасла.
Чăваш чĕлхи — чун хуйхипе суйхи.
Чăваш чĕлхи вăл — юрату чĕлхи.