Çил ачисем, час-час кĕре-кĕре,
калаççĕ сĕрме купăс мăрьере...
Çĕрле сĕм тӳпере сив уйăх ишĕ.
Кикак! кикак! хуркайăксем куллен
вĕçсе саланчĕç кăнтăра çуллен —
хурланчĕç пуль тăван çĕртен кайнишĕн.
Сас кайрĕ вăрманта таçта çити...
Выртса канма-шим сарнă çивитти
çулçăсемпе ĕшенчĕк сĕм вăрманăм?
Сас-чӳсĕр хир те шухăша ярать,
ĕçчен тусăмсене астутарать:
çитес çулччен, уй-хирĕм, канăн, канăн...
Каç ĕмĕлки тухать те йăпшăнса —
кӳтет çĕр пичĕ сивĕпе шăнса,
тĕксĕмленет хура шăналăк карнăн.
Аçта пăхатăн — хĕл паллийĕ пур:
шур лĕпĕш пек вĕçет пĕрремĕш юр —
хĕле кĕтсе тавралăх кăвакарнă.