Пултăм эпĕ Карпатра
Тĕнче çуннă самантра.
Ĕмсе юлчĕ çав Карпат
Манăн çăмăл юнăма,
Çамрăк вăйăм-халăма.
Карпат сăртсем вăрманлă,
Шырланлă, çырмаллă.
Вăрман-çырма тĕпсенче
Вырткалатчĕç салтаксем,
Ĕмĕрлĕхех ӳкнисем.
Çӳллĕ тăвсем хушшинче,
Çав хуйхăллă кунсенче
Ĕмĕрлĕхе астума
Юнлă çăлсем тухатчĕç,
Хĕрлĕ шывсем юхатчĕç.
Сĕвек тăвайккисенче,
Çырма-хушăк тĕпсенче
Курăнатчĕç чылаях —
Тарăн, вăрăм окопсем,
Çĕн тăпраллă масарсем.