Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XXXIII сыпăк
Çĕр ĕçлекен çыннăн хирти чи ырă тусĕ — тăри — хавассăн юрă шăрантарать. Ун юррине кам кăна итлесе савăнман-ши? Ун юрринче мĕн кăна илтĕнмест-ши? Ун юрринче — уй-хир ĕçченĕн çутă ĕмĕчĕ. Ун юрринче — ылтăн хĕвел айĕнче патваррăн ӳсекен калчасен хускавĕ. Ун юрринче — ӳснĕ тыр-пулăн чуна илĕртекен кашлавĕ. Ун юрринче — кĕрхи туйсен чарăнми шавĕ. Ун юрринче — хитре хĕрсен янăравлă кулли. Ун юрринче — телей. Вĕçĕмсĕр телей.
Тăри юррине нихçан та, нихçан та тӳлеккĕн, пĕр шухăшсăр итлеме çук. Ăна итлесен савăнатăн, аса илетĕн, кĕтетĕн, шыратăн.
Çав юрăра пирĕн ачалăх, пирĕн çамрăклăх. Çав юрра эпир пĕчĕк чухнех прасна тăрăх çарран утса, хир варринче уйранпа çăкăр çисе тăнланă. Çав юрра эпир тарланă лашана сава-сава, трактор плугĕн тимрине калакпа хыра-хыра, трактор радиаторне шыв яра-яра итленĕ.
Праккашăн пулсан тĕнчере тăрирен чаплă кайăк çук та. Тăри юрри уншăн чи илемлĕ кĕвĕ. Халĕ те бригадир çак кĕвве чарăна-чарăна итлесе утрĕ. Авă пĕр юрăçи тин кăна вĕçсе çĕкленнĕччĕ, тепри çуначĕсене çăмăллăн вылята-вылята хăпарма та пуçларĕ. Праккан хăйĕн те халь çӳлех, çӳлех вĕçсе хăпарас килчĕ. Унтан пĕтĕм уй-хире, пĕтĕм вăрмансене, сăртсене, юхан шывсене курас килчĕ. Кунти çĕршыва кăна мар, таçти аякри çĕршывсене те курас килчĕ. Тинĕссем таран. Тайгасем таран. Океансем таран. Кунашир утравĕ таран. Лисук таран.
«Мĕнле-ши, Лисук итлет-ши халь тăрисен юррине? Пур-ши вĕсем унта, çук-ши? — шухăшларĕ каччă. — Тăрисем пулмасан мĕнле кайăксем вĕçеççĕ-ши унти тӳпере? Мĕнле кайăк юрри савăнтарать-ши ăна? Эх, ăнланнă-ши, сиснĕ-ши Лисук тăри юрринче çакăн чухлĕ илем çиçсе тăнине?»
Бригадир Хăмăшлăх çырми патне çитрĕ. Çакăнта, лăп та шай çак вырăнта, пĕлтĕр Терентей Ваççипе Лисук ыраш вырчĕç. Çакăнта, шăп та шай çак вырăнта, ăшшăн-ăшшăн кулса иртетчĕ Лисук.
Леререх, Хăмăшлăх çырми леш енче, трактор кĕрлени янăраса кайрĕ. Ун хыççăн тракторĕ хăй те курăнчĕ. Пракка тăракан еннеллех килет. Ку участокра Сентре Униçĕмĕн сухаламалла. Униçĕм халь Улатти тракторĕпе çĕмĕрттерсе çӳрет. Вăл Улатти пекех хастар, хĕрӳллĕ пулма тăрăшать. Вăл Улатти пекех вăйлă тыр-пул ӳстерсе пĕтĕм яла, пĕтĕм района, тĕнчене тĕлĕнтерме шутлать. Вăл тыр-пул тухăçне çултан-çул «картлашка тăрăх» ӳстерсе пырасшăн. Акă трактор темле танк пек чĕтретсе çитрĕ.
— Йĕркеллех-и? — кăшкăрчĕ бригадир.
— Çакăн пек, — кабинăран аллине тăсса пас пӳрнине кăтартрĕ Униçĕм.
— Эппин, кĕрлеттер!
Трактор малалла шатăртаттарса кайрĕ. Ун хыççăн тем анлăш сухаланă йăрăм выртса юлчĕ. Тин касăлнă çутă хура тăпра çинче хĕвел çиçет. Бригадир çав тăпрана ывăçласа илчĕ те тĕпретсе пăхрĕ. Унтан нӳрлĕрех те çĕр çыннине çеç сисĕнекен хаваслă ырă шăршă килет.
Сентре Униçĕмĕ йĕркеллех çавăрттарса кайнине курсан Пракка ытти трактористсем патне çул тытрĕ. Унăн пурне те пĕлсе, пăхса тăрас килет. Унăн трактористсене татах, татах васкатас килет. Ара, çурхи кун çулталăк тăрантарать теççĕ-çке. Халĕ пĕр сехет те, пĕр минут та ахаль ларма юрамасть. Халĕ кашни çеккунт хаклă. Çурхи вăхăта ылтăнпа виçеççĕ. Пĕлтĕр ав иртерех акнă тырăсем кĕретех патвар çитĕнчĕç, хăвăрт ураланчĕç. Вĕсене çум курăксен арăш-пирĕш çарĕ тăлласа лартаймарĕ. Каярах акнă вăрлăхсем вара çумăр пулманнипе вăрахчен тăпра айĕнче тусанпа, типĕпе антăраса «вилес патнех» çитрĕç. «Ах, пĕр тумлам та пулин нӳр парăр-ха», — тесе тилмĕрчĕç.
Миккапа Терентей Ваççи урпа акаççĕ. Вĕсем Праккана кăшкăра-кăшкăра, çĕлĕкĕсене сулла-сулла чĕнчĕç. «Ну, кусем мĕн те пулин лĕпĕртетнĕ ĕнтĕ. Çав Миккан яланах çынтан уйрăм, яланах аптратмалли тупăнать», — тарăхса шухăшларĕ бригадир. Вăл чупнă çĕрте чупса, утнă çĕрте утса Микка агрегачĕ патне пычĕ.
— Мĕн пулнă? Мĕн арçури пек çухăратăр? — çилленнĕ пек ыйтрĕ Пракка.
— Ваççан чаракĕ пĕтрĕ. Пĕрмай çырма пуçне чупать, — кулчĕ Микка.
— Мĕн, эсĕ мана çавăнпа чĕнтĕн-и?
— Çавăншăн. Вилет-çке этем...
— Тупнă калаçмалли...
— Тархасшăн, пăрçа яшкине лайăхрах вĕреттĕр-ха Хреççи. Кала. Унсăрăн пурне те анратса ӳкерет вăл пире... Ма хушнă-ха эсир çавна яшка пĕçерме?!
— Аптрамасть, — кулчĕ Пракка. — Хальхинче вутти сахалрах пулнă унăн. Эп хам айăплă. Малашне чиперех çитерĕ. Хреççие манăн урăх ĕçе яма юрамасть. Вăл, как-никак, йывăр çын. Каламалли урăх ним те çук-и сирĕн?
— Пирĕн-и? Нимĕн те çук — вăрлăх та çук.
— Пур-çке вăрлăх.
— Ку вăл чăп-чап тума та çитмест. Эпир ăна кăнтăрлаччен пĕтеретпĕр.
— Унччен автомашина тепĕр рейс тăвать.
— Шан-ха вĕсене! Шаннă йăвара кайăк пулман теççĕ. Ĕнер те пĕр сехет ахаль лартăмăр.
— Мĕнле апла?
— Кăнтăрла иртсен тем шуйттан туса тăчĕç вĕсем. Кĕтрĕмĕр, кĕтрĕмĕр...
— Эп пĕлмен-ха ун çинчен.
— Тем пĕлетĕр эсир, тем пăхса çӳретĕр.
— Апла калатăп-ха вĕсене!
— Вĕсене каламалла çеç мар, чышкă-муклашкă памалла! Кладовщикне те, шоферне те... Ну, кăштах сана та юрать. Кăшт, вирлех мар...
— Тавтапуç тӳрĕ сăмахушăн.
— Пире тав туни мар, вăрлăх кирлĕ. Эй, Ваççа, кайрăмăр. Асту, вăрлăх пирки ан ман, Пракка!
Агрегат хускалса кайрĕ. Малалла тикĕссĕн, мăнаççăн шурĕ. Уй-хире тинкерсе пăхсан пур енче те тракторсем шуни, автомашинăсем калле-малле чупни, хӳшĕсем умĕнче симĕс тĕтĕм мăкăрланни, çынсем уткаласа çӳрени курăнать. Уй-хирте пур енче те хĕрӳлĕх, паттăрлăх сисĕнсе тăрать. Кунта халĕ хăйсене çав хĕрӳлĕх, паттăрлăх пырса хавхалатман, хускатман çын вуçех çук. Уй-хирте халĕ çурхи çĕкленӳллĕ пысăк юхăм. Çав юхăм вăл — шыв юхăмĕ те мар, çил юхăмĕ те мар. Çав юхăм куçа курăнман илемлĕ юхăм. Вăл çынсен чун-чĕрисем витĕр юхать. Вăл аякках-аякках сарăлса кайнă. Çав юхăм хăйĕн хумĕсемпе Праккана та, Миккана та, Терентей Ваççине те, Сентре Униçĕмне те пырса çапнă. Çав юхăм Хреççи патне те çитнĕ. Çав юхăм Алексеев чун-чĕрине кĕрлесе çапăннă. Çав юхăм лекнĕ çын çак çурхи савнăç, телей кунĕсенче ниепле те пĕр-пĕччен пăчăхса ларма, çынсенчен пăрăнса çӳреме, халăх кĕрешĕвĕнчен пытанма пултараймасть.
Бригадир пур агрегатсене те астуса, тишкерсе пĕтерчĕ те шоссе çулĕ еннелле утрĕ. Вăрлăх пирки яла кайса çил-тăман кăларма тиветех тесе шухăшларĕ вăл. Унăн чунĕ тарăхрĕ. Ара, автомашина халĕ те çук-çке, уй хапхинчен тухни те курăнмасть. Вăт этемсем!
Бригадир утнă май хуллен шăхăркаласа илчĕ. Пракка юрă кĕввисене шăхăрма ачаранпах юратать. Вăл шăхăрнă сасса ялта пĕлмен çын та çук пуль тейĕн. Каччă çĕрле правленирен таврăннă чухне те, клубран тухсан та яланах шăхăрса çӳретчĕ. Çав сасса илтсе Лисук хапха умĕнче кăштах та пулин кĕтсе тăтăр тетчĕ вăл. Лисукĕ, чăнах та, кĕтсе тăратчĕ вара. Лисук кайнăранпа Пракка шăхăрсах курман. Шăхăрнă пулсан та килте, пахчара е лупас айĕнче кăна шăхăркаланă. Халĕ те Праккан пит янăратсах шăхăрас килмест.
— Хам çапла шăхăркаласа çӳренĕренех Лисукран шăхăрса юлтăм пуль, — хăйне хăй сисмесĕрех йăл кулса илчĕ каччă.
Вăл паттăррăн, сулмаклăн утса пычĕ-пычĕ те чăн-чăн çамрăк çын пек хĕрӳлĕхĕпе, шухăшлăхĕпе аллине çӳлелле çĕклерĕ. Чăмăрне сулкаласа, вылятса илчĕ.
— Çу-ук, Праккана пурпĕрех пĕтерес çук! Пракка пурне те тӳсет! — тесе хыттăнах каларĕ, çул çинчи чула вăйлăн тапса ячĕ. Çул хĕрринчи çухрăм юпине сăран сумкăпа ахальтенех çат! тутарса çапса хăварчĕ. Çӳлте пĕр тикĕссĕн вĕçсе çаврăнакан хурчкана: — Эй, мĕн туса çӳретĕн эс? Мĕн пирки çаврăнатăн? Эй, кукăр сăмса! — тесе кăшкăрчĕ.
Çапла аппаланса пынăран Пракка сисмен те, ăна хирĕç автомашина вĕçтерсе киле парать. Бригадир ку кам машинине аякранах палласа илчĕ. Вăл çул çинчен пăрăнма шутламарĕ, ик аллине те çӳлелле çĕклерĕ:
— Чарăр! Чарăр, путсĕрсем! Машина ерипенрех пыма пуçларĕ.
— Вĕлеретĕп эп сире! Чарăр-ха! — кăшкăрчĕ вăл. Машина маларах иртрĕ те чарăнчĕ. Бригадир ун патне чупса пычĕ.
— Шуйттан эсир! Сăтăрçăсем!
— Ан шавла-ха эс, — лăпкăн каларĕ шофер.
— Парăп эп сире «ан шавла»! Мĕн мăраланса çӳретĕр эсир? Мĕн шуйттанĕ унта? Тракторсем сире пула ахаль лараççĕ!
— Мĕн калатăн эс? — кабинăран тухрĕ Алексеев. Партком секретарĕ те шоферпа пĕрле хире ларса тухнă иккен. Бригадир ăна малтан асăрхаман та.
— Эй, эсир те кунта-çке? Салам! — хăй хĕрӳленнĕшĕн кăшт именсе алне пачĕ Пракка.
— Салам! Тракторсем лараççĕ тетĕн... Апла мар-çке. Пурте ĕçлеççĕ. Эпĕ пăхсах килтĕм, — калаçрĕ Алексеев.
— Халь ĕçлеççĕ-ха. Ĕнер пĕри ларнă.
— Санăн та ун пекки пулнă-и?
— Пĕр сехете яхăн...
— Ну-у! Эпир кладовщика çын хушса патăмăр-ха. Калаçрăм эп унпа. Текех кӳрентермĕ.
— Тем пекехчĕ, — лăштах пулчĕ Пракка.
— Урăх ун пек-кун пек çук-и?
— Çукрах.
— Мĕнле «çукрах»?
— Хальлĕхе сисĕнмест-ха.
— Юрĕ. Удобренисемпе мĕнле сан?
— Чиперех.
— Картограмма тăрăх сапатăр-и?
— Çавăн тăрăх.
— Айта лар кузов çине. Кайăпăр.
— Ăçта? Эпĕ яла çитсе килес тенĕччĕ.
— Унта кайран та ĕлкĕрĕн. Эпĕ сире хĕрлĕ ялав парас тетĕп. Правленипе партком çапла йышăнчĕç.
Апат вăхăтĕнче хир варринче иккĕмĕш бригадăри паттăрсен вун-вун ик минутлăх митинг пулса иртрĕ. Çур акин малтанхи кунĕсен итогĕ кăмăллă, бригада колхозри ытти бригадăсенчен чи малти. Алексеев хĕрӳллĕ сăмах каларĕ:
— «Çăкăр» сăмах вăл тĕнчере чи хаклă сăмах. Çăкăршăн пирĕн аттесем, асаттесем чи таса, чи вĕри куççульне юхтарнă. Çăкăр пулманнипе ачасем вилнĕ. Çăкăр ыйтнăшăн асаттесене персе пăрахнă. Революци ялавĕ çине чи малтанах «Çăкăр» тесе çырнă. Çав ялавпа çынсем кĕрешĕве çĕкленнĕ. Çăкăр вăл — Октябрь революци тивлечĕ. Çăкăр тăвакан çынсем яланах мухтавлă. Эпир çăкăр нумайрах тăвассишĕн кĕрешетпĕр. Ăна çисе пирĕн ачасем тĕреклĕрех ӳсчĕр тетпĕр. Пирĕн сĕтел тулăх пултăр.
Çавăншăн тата ударлăрах кĕрешер! Çак хĕрлĕ ялав пире яланах хăй çулăмĕпе ăшăтса, хăват парса пырĕ!
Алексеев пичĕ çинчи тар тумламĕсене шăлса илчĕ те куçса çӳрекен ялава иккĕмĕш бригада бригадирне Прокопий Егоровича тыттарчĕ. Пракка ăна çирĕппĕн чăмăртарĕ.
— Эпир ăна хамăр алăрах тытса тăма сăмах паратпăр, — терĕ бригадир. — Ана çирĕп тытса тăрас тесен мĕн тумалла-ха? Ăна çирĕп тытса тăрас тесен пирĕн ака-сухара трактор рульне çирĕпрех тытмалла, уй-хир çыннин, çăкăр тăвакан çыннăн чыслă ятне çӳлте тытмалла...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...