Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XXXII сыпăк
— Ытлашши ан шухăшла-ха эс, Улатти пирки те ан хуйхăр. Пĕр вилнĕ çынна чĕртес çук. Майĕпен-майĕпен пурте иртсе кайĕ-ха. Тен, ытлашши куляннипе çеç илтĕннĕ пуль. Шутсăр хурлансан, ывăнсан ун пекки пулкалать теççĕ.
— Ах, Улаттийĕ те чипер пурăнас çĕртен вилсе выртрĕ те. Ара, каям-ха килелле. Шур сурăх тухса тарма вĕреннĕ манăн. Малтан вутă купи çине улăхать, унтан — хӳме çине. Вара урама сиксе анать. Ай, çавна. Те пусса татмалла...
Хреççи тухса кайрĕ. Ăна ăсатса кĕнĕ хыççăн Нанил çурăмне ăшăтас тесе кăмака çумне пырса тăчĕ те шухăша кайрĕ: «Мĕн пулнă-ха Хреççие? Ниушлĕ вăл ухмахланма пуçланă? Ниушлĕ вăл хăй курни-илтнинех каларĕ? Тен, вăл аташа пуçланипе çеç пуплешсе лармарĕ-ши? Аташа пуçланă пулсан часрах больницăна ăсатмалла. Унсăрăн чирĕ шалалла кайĕ. Тем кала та, ухмаха ернĕ вăл. Ухмаха ернĕ. Ара, пăсăла пуçлани малтанах сисĕннĕ-çке ун. Татюкран кĕвĕçсе урса çӳрени те, ытти те, ытти те. Ахальтен мунчара Татюкпа тытăçса каять-и вăл? Çук, чипер ăс-пуçлă çын ун пек хăтланмасть. Юмăç патне те чупать тетчĕç ăна. Каçхине çăва çине те ахалех тухса тăман пулас. Улатти вилсен пит хуйхăрнă ĕнтĕ вăл. Вăт вара ярса илнĕ ăна. Малтанах арпашăнма тытăннăскер, хытах улшăнса çитнĕ. Эй-яй!.. Пĕр шутласан хĕрхенес те килмелле мар ăна. Эрехпе айкашрĕ, ямăт пурнăçпа пурăнма юратрĕ. Ял-йыш каланине итлесшĕн пулмарĕ. Халĕ ав ăçта çитсе тухрĕ! Çапах та чĕртме тăрăшмаллах ăна. Çын-çке, кушак çури мар...»
Часах ялта Хреççи патне вĕре çĕлен пыни çинчен хыпар сарăлчĕ. Ун çинчен хĕрарăмсем пур çĕрте те калаçма, шавлама пуçларĕç. Хĕрсем çакна илтсен кулчĕç, суя вăл, ахаль çеç туртса кăларнă ăна тесе пĕри те ĕненесшĕн пулмарĕ. Арăмсем: «Пулма та пултарĕ. Ăçтан пĕлен?» — текелерĕç. Ваттисем хушшинче çакна мĕнле каласа кăтартнă, çавăн пек ĕненсе лартнисем те тупăнчĕç. Вĕсем: «Эпир турра маннă çав», — тесе хайхи тӳрех чиркӳ еннелле лăкăштатма васкарĕç. Хреççи пӳртне вĕре çĕлен иленни çинчен калакан хыпар ӳснĕçем ӳсрĕ. Хăш-пĕр шутниксем ăна илемлетрĕç, пĕр сăмах çумне ик-виç сăмах хушрĕç. «Хреççие çав вĕре çĕлен пĕррехинче мăйăр парса хăварнă тет. Унăн саппун кĕсйинче мăйăр мар, сурăх тислĕкĕ кăна тет». «Хреççи вĕре çĕлентен çие юлнă тет. Мĕн çуралать-ши ĕнтĕ унран? Шуйттанран шуйттанах çуралать пуль». Ку хыпар Анаткасран ытти ялсене те çитрĕ. Çав ялсенче хăш-пĕр карчăксем те чиркĕве утрĕç.
Ак тамаша! Çынсен шăв-шавĕ тĕрĕсех-ши вара? Хреççин пĕвĕ сарăлнăçем сарăлать. Унăн ача юлни аванах палăракан пулчĕ. Çакна Нанил та сисрĕ. Вăл хăйне кисĕп кирлĕ мар пулин те Хреççи патне кисĕп илме кайсан тӳсеймерĕ, мĕнле те пулин тĕпчеме, ыйтса пĕлме шутларĕ. Сăмах майăн:
— Мĕн, мăнтăрлансах пымастăн пулĕ те эс, Хреççи, — тесе ыйтрĕ.
— Ара, çук пуль...
— Тем, сисĕннĕ пек-ха.
— Ара, пĕлтерес теменччĕ те. Сисĕнет апла. Çын куçĕнчен пытарма пулать-и вара. Уй куçлă, вăрман хăлхаллă...
— Ыйтнăшăн ан кӳрен. Эпĕ никама та калас çук. Камран вара ку?..
— Ара, тупăнать вăл. Шыракан тупать теççĕ.
— Хамăр ялсемех-и?
— Те хамăр ял, пĕлместĕп...
— Ан хăра. Эпĕ такам мар-çке. Улаттирен юлман пулĕ те?..
— Çу-ук. Юлашки уйăхсенче Улаттипе хирĕç тăрса та калаçман эпĕ...
— Тен, вăрттăн-хаччăн!
— Çук, çук.
— Эппин, камран, кала-ха?
— Каламастăп.
— Мĕншĕн аплах?
— Калама юрамасть. Çынни каламалли çын мар вăл. Пĕлсен каллех кулма пуçлĕç...
Нанил чунĕ сӳлетсе илчĕ. Чăнах, вĕре çĕленпех аташса пурăнать-ши Хреççи? Тĕнчере чăнах та ун пек япала пур-ши? Мĕншĕн каламасть-ха Хреççи пулас ача ашшĕ ятне? Вăл çамрăк хĕр мар-çке. Пытарса тăма унăн нимĕнле сăлтав та çук пек. «Пĕлсен каллех кулма пуçлĕç» тени мĕне пĕлтерет-ха тата? Тĕлĕнмелле! Питех те тĕлĕнмелле Хреççирен! Унăн тапхăр-тапхăр ăсĕ пăтрашăнать пулас. Чăннипех пăтрашăнать. Унпа йĕркеллĕ калаçма та çук пулмалла. Вăл тĕлĕкри пек çеç пурăнать пулмалла.
Кӳршĕ хĕрарăмĕ кисĕп йăтрĕ те килне кайрĕ. Урамра çурхи шыв шăнкăртатса юхать. Çырма хĕрринчи çеремлĕхре çĕр типнĕ. Унта ачасем çарранах лапталла выляççĕ. Авă пĕри калакпа хыттăн çапрĕ те çăмхи таçта аякка, юрлă шырланах, ӳкрĕ. Пĕр ачи ăна çара урапах чалтлаттарса кĕрсе илчĕ. Çӳллĕ хурама тăрринче кураксем чăштăр-чаштăр тутараççĕ, краклата-краклата калаçаççĕ.
Шкул çурчĕ çинче хĕрлĕ ялав вĕлкĕшет. Клуб умĕнче Хисеп хăми илемленсе тăрать. Унтах тĕрлĕ плакатсем, лозунгсем. Хĕп-хĕрлĕ питлĕ, пысăк сумкăллă хĕр почтальон кирза аттипе шăкăртаттарса хаçат-журнал валеçсе çӳрет. Сумка çумне Валентина Терешкова космонавтăн сăнӳкерчĕкне çыпăçтарса хунă. Мастерской патĕнчен тракторсем кĕрлени, çатăртатни илтĕнет. Пичатнăй патакĕ йăтнă Пракка хиртен килет. Хăй ывăннă курăнать, çĕлĕкне хывса алла тытнă. Сенкер тӳпере виçĕ реактивлă самолет çӳлелле тӳп-тӳрĕ хăпараççĕ. Виççĕшĕн хыçĕнчен те шуралма сарнă тем вăрăмăш катан пир пек йĕр пулса юлать. Çаксене Нанил пурне те курчĕ. Пурнăç вĕрет. Пурнăç пĕр самантлăха та чарăнса тăмасть. Çак пурнăçра ун пек-кун пек лĕпĕр-лепĕр япала çинчен аса илме те вăхăт çук пек туйăнать. Тĕрлĕ пули-пулми сăмах-юмах валли вырăн та тупăнассăн туйăнмасть. Мĕнле ăнланмалла-ха çак пурнăçра тĕшмĕш халапне?
Нанил хăйсен картишне кĕчĕ те ахалех йăтса килнĕ кисĕпе кĕлет умне хучĕ. Унтан тимĕр кĕреçе илчĕ, кӳлленсе тăракан шыва хапха айĕнчен кăларса яма шутларĕ. Кӳлленчĕкре шыва кĕме хатĕрленнĕ çерçисем пăр-р! вĕçсе хӳме çине ларчĕç. Вĕсене вут çумĕнче сыхласа тăнă кушак пуçне çеç каçăрткаласа юлчĕ.
Унччен те пулмарĕ — урамран Хритунăн кĕçĕн хĕрĕпе кӳршĕри Литюк çапăна-çапăна, кула-кула чупса кĕчĕç те хапхана иккĕш те тĕреклесе тăчĕç. Урам енчен такам тĕртрĕ, тапаланчĕ. Вара ĕç тухманнине пĕлчĕ пулас, пăрахса кайрĕ.
— Мĕн куçса çӳретĕр эсир? Хапхана çĕмĕретĕр! — хăтăрчĕ вĕсене Нанил. — Кам унта сирĕн?
Хĕрсем çурăкран пăхрĕç.
— Кам вара вăл?
— Питĕ пĕлес килет-и сан, анне. Пурне те пĕлсен час ватăлать теççĕ. Кӳр кĕреçӳне, хам уçса ярам...
— Çавăн пек ахăлтатса, куçса çӳрекенсене юратмастăп эпĕ. Мĕн, юрпа перет-и вăл сире?
— Униçĕм вăл. Юрпа перет, — пĕлтерчĕ кӳршĕ хĕрĕ.
— Анне, эпĕ Тарккипе пĕрле чăх-чĕп пăхма кĕрес тетĕп. Кĕме юрать-и?
— Мĕн, Тарккин юлташĕ унтан тухать-им?
— Çук, тухмасть. Халĕ виçĕ çын кирлĕ. Инкубатор станцийĕнчен виçĕ пин чĕп илсе килеççĕ.
— Ай, вĕлерсе пĕтерĕн эсĕ вĕсене, Варкки, — кĕреçине пачĕ Нанил.
— Лайăх пăхсан ма вилччĕр вĕсем! Каятăп.
Çак хаваслă, сывă хĕрсемпе шакăлтатни Нанил кăмăлне татах уçса ячĕ. Унăн халь Хреççи сăмах-юмахне, ял-йыш хыпарне вуçех ĕненес килми пулчĕ. Вăл пӳрте кĕчĕ те çулла утарта ĕçлеме тесе хăй валли саппун çĕлеме ларчĕ.
Ялта хăйĕн пĕвĕ-сийĕ çине ытларах та ытларах сăнаса пăхнине Хреççи сисмерĕ теме çук. Вăл çакна кашни кун тенĕ пекех туйрĕ, ăнланчĕ. Ача амăшĕ пулас туйăм ăна савăнтарчĕ те, пăшăрхантарчĕ те. «Мĕнле пулчĕ-ха ку? — тĕлĕнсе шухăшларĕ Хреççи. — Мĕн мурне çыхланса кайрăм эп çав усал Пахилккепе. Çамрăкрах çын пулсан юрĕччĕ. Ватă çын-çке вăл. Эй-яй-яй! Çын пулать-и манран, çын пулать-и? Çитменнине тата, кĕтмен çĕртенех йывăр çын шутне кĕтĕм. Улталарĕ мана Пахилкке. Ара, çавă та пулин улталарĕ-çке. Укçа парса, эрех ĕçтерсе намăс илсе килтĕм ун патĕнчен. Мĕн кулянмалли ĕнтĕ халь. Куляннипе калле çаврас çук. Ачи ăнăçлă ӳстĕрччĕ. Çавăн пирки çеç кĕл тăвас пулать».
Хреççи пурăна киле, тĕрлĕ-мерлĕ шухăша пула, вĕре çĕлен çинчен манмах пуçланăччĕ. Хуйхăрнипе çеç аташтарчĕ пуль, иртсе каять пуль-ха тесе йăпанса çӳрерĕ. Ялти яш-кĕрĕм, шухă ача-пăча юриех хăтланчĕ пуль тесе те шутларĕ вăл. Ара, ăçтан пĕлен, тем те хăтланакан пур-çке тĕнчере.
Анчах лăпланма иртерех пулнă иккен. Пĕр çумăрлă сĕм тĕттĕм каç Хреççи татах ыйхăран сасартăк вăранчĕ. Алкум алăкне халичченхи пекех шăкăр-шăкăр шаккани илтĕнет. Чылайччен шăкăртаттарса тăрать те чарăнать. Унтан тепĕр хут шăкăртаттарма пуçлать. Хреççи турăш умне чĕркуçленсе ларса ик-виçĕ хут сăхсăхрĕ те алкумне тухрĕ.
— Кам çав?!
— Эпĕ-ха ку. Эльба!
— Кай! Кай! Хăратса ан çӳре мана. Хурах кăшкăратăп. Ара...
— Ун пек юрать-и, Хреççи? Эсĕ ман тусăм-çке. Эпĕ йĕпеннĕ, шăннă. Пĕлетĕн-и, ман окопа халь йăлтах шыв тулчĕ. Рая лекеймерĕм. Эльба, Висла, Одер!
Çак вăхăтра алкум вĕçĕнче тĕпĕр-тĕпĕр турĕç, тыткă çинчи витрене шăнкăр-шанкăр тутарса çĕре ӳкерчĕç. Унтан калаçни илтĕнчĕ:
— Э-э! Каллех лекрĕн-и? Акă кам вăл!
— Ха-ха-ха! Вăт шуйттан! Вăт вĕре çĕлен!
— Хреççи тух, тытрăмăр.
— Акă вăл! Паллаш!
Часах картишĕнчи çынсем кăштах шăпланчĕç. Алексеев Хреççие алăка уçтарчĕ. Вара пӳрте такама сĕтĕрсе, танкăлтаттарса кĕчĕç. Хреççи лампа çутрĕ те хăй умĕнче Алексеевпа Сентре Униçĕмĕ тăнине курчĕ.
— Мĕн шавлатăр эсир? Мĕн? Ара, — терĕ Хреççи.
— Авă кур, — аллине кравать пуçĕ еннелле тĕллерĕ Алексеев.
Хреççи унталла тинкерчĕ те Мариç манашкăна асăрхарĕ.
— Вĕре çĕлене тытрăмăр, — кулчĕ Униçĕм. — Арçын сассипе тĕлĕнмелле лайăх калаçать. Улатти пекех.
— Ара, çак хăратса çӳрет-и мана? Ара, çак вĕлерет-и мана? Чип-чипер ухмаха ереттĕм-çке. Эй, турă! Ара.
Хреççи манашкă умне çывăхарах-çывăхарах тăчĕ те ун пичĕ çине сурчĕ:
— Намăссăр! Кĕççе пит...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...