Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XXX сыпăк
Пракка паян ку сессинчи юлашки экзамена тытрĕ. Малтан чылай пăшăрханса çӳрерĕ пулин те ăнăçлах пулчĕ. Профессорсен лекцийĕсене итлени, семинарсенче, тавлашусенче пулни, пĕрле вĕренекен, пĕрле выртса тăракан заочниксемпе çур çĕр иртиччен, кăвак çутăччен калаçса выртни Праккашăн чăннипех те асран кайми шкул пулчĕ. Пуринчен ытла республикăри чаплă бригадирпа — Социализмла Ĕç Геройĕ Николай Семенович Армановпа — пĕр пӳлĕмрех пурăнни, экзаменсене пĕрлех хатĕрленни савăнтарчĕ ăна.
Арманов юлташа урамра, унта-кунта тĕл пулас пулсан никам та ун пек паттăр çын, герой тесе калас çук. Вăл тĕксĕм сăн-питлĕ, лутрарах çын. Унăн сăн-питĕнче ытти çынсенчен çутăраххи, чаплăраххи, илемлĕреххи ним те сисĕнмест. Ун пек çынсене автобусра-мĕнре хисеплесе вырăн паманни те, «маларах шăвăр» тесе тӳрккесрех тĕккелесе илни те пулнă пуль. Ун пек çын хăвна мĕн пирки те пулин асăрхаттарсан ăна хирĕç пĕр-пĕр хаяртарах сăмах çавăрса хума та именсех тăман пулас. Эй, пурнăçра тем те пулать вăл. Урамра утса пыракан нихăш çын çамки çине те «ку — гени», «ку — герой» тесе çырман.
Хулана çитсенех Праккана институт общежитине вырнаçтарчĕç. Малтанхи каç вăл ирех çывăрма выртрĕ. Нумай çывăрнă-ши вăл, сахал-ши, паллă мар, ун хăлхине пӳлĕмре такам уткаласа çӳрени, сĕтеле кăриклеттерсе туртни, алăка уçа-уçа хупни илтĕнчĕ. Хăвăн вилес пекех ыйхă килнĕ чухне çавăн пек сас туса, вăратса çӳрекен çын мĕн тери тарăхтарни такамшăн та паллă ĕнтĕ. Ун пек çынна чăтайми çилленетĕн, вăл шăпланасса кĕтетĕн. Лешĕ вара çав-çавах утать, алăка уçа-уçа хупать, темскер шутарать, çитменнине тата хуллен кăшт юрлакаласа та илет. Санăн ăна, юлашкинчен, сиксе тăрса ним каламасăр питĕнчен чăлт-чалт! çупса ярас килекен пулать. Пракка çаплах тӳссе выртрĕ-ха. Пĕр аяк çинчен тепĕр аяк çине тăтăшах çаврăнкаларĕ, ӳсĕркелесе илчĕ пулин те тӳссе выртрĕ. Хăй вара: «Ну, калатăп-ха кăна, пĕрре хытă шаплаттарса хуратăп», — тесе шухăшларĕ.
Пӳлĕмри палламан çын хайхи хыттăн ĕф-фу! ĕф-фу! тесе таçта шыв пĕрĕхме пуçларĕ. Сивĕ тумламсем Пракка пичĕ çинех пырса сирпĕнчĕç. Ун хыççăн тем япалана кăшăр-кăшăр туртни илтĕнчĕ. Те шăлаварне, те кĕпине утюгпа якатать иккен мур этемĕ. Ахлаткаласа утюгне туртать-туртать те татах ĕф-фу! ĕф-фу! тесе шыв пĕрĕхет. Пĕрмаях пĕрĕхет.
— Ну, тупăнать иккен этем. Куçарать кăна, — хăйне хăй сисмесĕрех персе ячĕ Пракка.
Шыв пĕрĕхекен çын шăпăрт пулчĕ. Пракка тинех тепĕр хут ыйха кайма пуçланăччĕ, сасартăк ун хăлхи çинче темскер йăр-йăр-йăр чупма тапратрĕ. Заочник аллине хăвăрт тăсса çав чупакан тĕле кап тытрĕ — нимĕн те çук. Аллине каялла илнĕччĕ кăна — хăлхи çинче татах йăр-йăр-йăр чупать. Пракка çав тĕле хальхинче тата хăвăртрах тытса пăхрĕ. Çав-çавах нимĕн те лекмерĕ. Темле путсĕр чĕр чун хăлха çинче каллех чупать, чупать. Акă вăл хăлха шăтăкнех кĕрет. Аптраса çитнĕ бригадир ялт анчах сиксе тăчĕ, куçне сăтăркаласа уçрĕ. Ун умĕнче хайхи тĕксĕм питлĕ, лутрарах этем тăра парать. Пукан çине хăйĕн çӳхе пиншакне çакса хунă. Ун çинче Ленин орденĕпе Ылтăн Çăлтăр çуталса тăраççĕ.
— Мĕн, эп куçарнипе вăрантăн-и эс? Каçар, — ăшшăн кулчĕ хайхи çын.
Пракка ун умĕнче апла-капла ӳпкелешме вăтанчĕ. Хуллен кăна:
— Эс шавланипе вăранман эп, хăлха çинче тем амакĕ чупрĕ. Те хăнкăла, те пăрçа. Çавăнпа сиксе тăтăм.
— Ха-ха-ха! — янăравлăн кулса ячĕ герой. — Ха-ха-ха! Эпĕ тĕкпе кăтăкларăм сана. Вăратас терĕм. Манăн икĕ билет. Хампа пĕрле театра илсе каяс тетĕп.
— Пырса çӳрейрĕп-ши эп унта?..
— Мĕн калаçатăн эс? Паян унта «Чапай» опера пулать. Ăна курмасăр юлсан мĕнле-ха? Эпир хулана час-часах килейместпĕр-çке. Май килнĕ чухне тапса сикес. Ăçта сан шăлавару? Э-э, унтах-çке, — тумбочка çинчи Пракка шăлаварне пырса илчĕ хайхи çын, вара ăна та якатма васкарĕ. — Кунта хула. Типтерлĕ çӳрес пулать. Эсĕ авланнă-и?
— Чим-ха, сана чăрмантарни лайăх мар. Хам якататăп...
— Эс уншăн ан пăшăрхан-ха. Авланнă-и, авланман-и — çавна кала.
— Кӳр утюгна...
— Авланнă-и тетĕп?!
Çапла ним кĕтмен çĕртен паллашрĕç Армановпа Пракка. Вĕсем çав каçхине чăнахах та «Чапай» опера кайса курчĕç. Кайран вара пĕр-пĕринчен вуçех уйрăлмарĕç. Экзаменсене хатĕрленнĕ чухне вăхăт сахал пулин те пĕр-пĕринпе калаçмалли, шӳт тумалли самантсем тупрĕç-тупрĕçех. Пĕррехинче, почвоведенипе экзамена хатĕрленнĕ чухне, виçĕ кун чăннипех чĕр тамăк курчĕç Праккапа Арманов. Кĕнеке хыççăн кĕнеке вуланипе иккĕшĕн те пуçĕ арман чулĕ пек йывăрланса кайрĕ. Çывăрнă чухне тӳнк-тӳнк-тӳнк туса выртать, темле чарусăр движок ĕçленĕ пекех туйăнать. Заочник пурнăçĕ кăшт «тӳнтерлерех» иккенне пурте чухлаççĕ ĕнтĕ. Заочник текен çын вăл, ялан тенĕ пекех, экзаменсене малтан тĕплĕн хатĕрленсе килме ĕлкĕреймест. Сессире вара вăкăр пек мекĕрленет, тĕнчере мĕн пуррипе çуккине те манать. Экзамен тытсан кăна, çав кунĕнче хăйне ирĕке кăларса янă пек туять. Праккапа Арманов та экзамен хыççăн хула тăрăх уçăлса çӳрерĕç. Каярахпа общежитие таврăнса, ахаль ларасран тесе, шашкăлла тĕккелерĕç.
— Ну, пĕлтĕр тыр-пул чипер ӳсрĕ-и сирĕн? — ыйтрĕ Арманов. Вĕсем икĕ эрне ытла пĕрле пурăнаççĕ пулин те халиччен пĕр-пĕрин ĕçĕ çинчен тĕпчесе пĕлменччĕ-ха.
— Мухтанмаллах мар, — кĕскен каларĕ Пракка.
— Вăтамран миçе центнер?
— Вун тăваттă.
Пракка хăйне Арманов кăштах та пулин ырласса кĕтрĕ. Ара, пĕлтĕрхи пек çанталăкра ун чухлĕ тĕш тырă пухса кĕртни, кирек мĕн каласан та, ура явса, пуш сăмах тӳнклеттерсе ларнипех пулман. Тĕрĕссипе, Пракка ӳксе çапăничченех чупнă. Çапах та Арманов хавасланни, çутални сисĕнмерĕ-ха. Вăл пӳрнисене шатăрт-шатăрт тутарса илчĕ те:
— Сахалрах çав, — терĕ.
— Районра кайра мар эпир. Виççĕмĕш вырăнта, — хăйне пит начар пекех кăтартас килмерĕ пулас Праккан.
— Пулĕ те, пулĕ те. Тĕнчере тем те пулать...
— Мĕн? — ăнланаймарĕ Пракка.
— Тем те пулĕ тетĕп-çке. Пĕрисем çапла яланах, кашни çулах районта чи мала тухнă тет. Премисем илеççĕ тет, уявсем тăваççĕ тет, пухусенче тухса калаçаççĕ тет. Бригадирсене те, колхоз председательне те Хисеп хăми çине кăларнă тет. Çав хăма çине лекесшĕн бригадирĕсем пĕр-пĕринпе харкашса та кайнă тет. Юлашкинчен çаксем темле майпа кӳршĕ район кăтартăвĕсемпе паллашаççĕ те кĕвенте пек пĕкĕрĕлсе лараççĕ. Кӳршĕ районти чи кайра пыракан колхоз та çав районти чи малта пыракан опытлă-кăтартуллă колхозран нумай тĕш тырă туса илнĕ тет иккен. Вăт пурнăçра çавăн пекки те пулать вăл.
— Кăна ытларах юптартăн пуль эс. «Тетĕн» кĕсри ула теççĕ. Çав ула кĕсре вĕçтерсе çитмерĕ-и сан пата?
— Так, пĕтĕмĕшпе вун тăваттă терĕн эсĕ. Вун тăваттă... — шухăша кайнă пек пулчĕ Арманов, вара сасартăк çапла ыйтрĕ: — Итле-ха, Прокопий Егорович, эсир миçе километртине курма пултаратăр?
— Эпĕ-и? — тĕлĕнсе пăхрĕ Пракка. — Ытти çынсем миçе километр кураççĕ, эпĕ те çавсем пекех. Манăн куç йĕркеллех. Çĕр процентлă.
— Эсĕ апла хăв бригада хирне веçех куратăн.
— Нар сăрчĕ çине хăпарсан веçех куратăп.
— Пур еннелле те-и?
— Тăват еннелле те.
— Тăват еннелле çеç-и?
— Урăх ăçталла пăхас ман?
— Бригадирăн, çĕр ĕçлекенĕн тăват еннелле кăна мар, ултă еннелле пăхмалла. Кăнтăралла та, çурçĕрелле те, хĕвел тухăçнелле те, хĕвел анăçнелле те, çӳлелле те, аялалла та...
— Çӳлелле пăхатпăр-ха ăна, малтан çумăр çăвасса кĕтетпĕр, тыр вырма тухсан — уяртасса, кашни кун сăнаса тăратпăр.
— Çĕрелле кашни кун пăхмастăр-и?
— Мĕн кашни кунах пăхатăн çĕрелле?! Эпир пуçа чиксе çӳреме юратмастпăр. Эпир мăнаçлăн утатпăр. Мĕнле калас, пуçа каçăртарах!
— Шел, шел, — пуçне сулларĕ Арманов. — Ун пек пулнипех ĕç тухать-и вара?
— Пуçа чиксе утсан малтисем, ытти юлташсем мĕн тунине, мĕнле ĕçленине те курма çук. Эпир хамăр сăмса умĕнчине çеç курмалла мар.
— Тĕрĕс. Сăмса умĕнчине çеç курмалла мар. Анчах сăмса айĕнчине те кураймасан?!
— Ăна астуса пыратпăрах ĕнтĕ.
— Çук çав, ас тăваймастпăр. Эпĕ хам та малтан сан пекех шутланă. Тăрăшнă. Йыт ури пек чупнă. Колхоз председательне те канăç кăтартман. Ăна пар, кăна пар. Çав кирлĕ те ку кирлĕ. Хире тислĕкне те тăкман мар. Минераллă им-çамне те çĕр çывăрмасăр турттарса килнĕ. Ăна часрах илсе килес тесе çынсемпе вăрçнă, харкашнă, хăшне-пĕрне штрафланă та. Çав им-çама сеялкăпа та, самолетпа та хире тăкнă. Пĕр çулĕнче çапла кашни гектар çине çуршар тонна известь, çуршар тонна суперфосфат патăмăр. Эй, мекĕрленетпĕр çав. Хамăр чăм шыва ӳкнĕ. Хай пăхатпăр кайран: пирĕн тыр-пул пĕлтĕр мĕнле пулнă, çавăн пекех. Пĕр чĕптĕм те улшăнман. Эй, япала! Мĕн чухлĕ укçа тăккаларăмăр — йăлтах ним усăсăр. Тарăхнипе выртса йĕрес тетĕп — куççуль тухмасть. Çĕр тĕпне анса кайăттăм — çĕр ишĕлмест. Вăт трагеди! Агрономпа пуç çĕмĕрсе çӳрерĕмĕр-çӳрерĕмĕр те тăпрана тĕрĕслеме шутларăмăр. Веçех пĕлес тетпĕр: мĕнле унăн пульс, мĕнле юн пусăмĕ, юн составĕ епле... Хайхи лабораторинче тĕрĕслерĕмĕр. Эй, чĕмере! Пирĕн тăпрана фосфор та, известь те кирлĕ пулман иккен. Эпир чирлĕ çынна юрăхсăр диетăпа тăрантарнă. Пирĕн ăна азотпа кали памалла пулнă-мĕн. Вăт çапла вăл сăмса айĕнчине курманни. Çĕр ĕçлекен çыннăн чăннипех те ултă еннелле тинкермелле. Çĕрелле, тăпра çинелле, пуринчен те хытăрах, куç илмесĕр, ялан, ялан пăхмалла. Пăхмалла çеç мар — курмалла. Курмалла çеç мар — курнипе ĕçре телей тупмалла. Тăпра çине вăйăн-шайăн, ӳркевлĕн кăна пăхмалла мар, хĕр çине, чи хитре хĕр çине пăхнă пекех çĕкленсе, савăнса, хавхаланса, çутă ĕмĕтпе çунса пăхмалла.
Пракка çак сăмахсене, шкул ачи учителе итленĕ пекех, пĕр сас-чĕвĕ тумасăр, пĕр хускалмасăр итлерĕ. Чăнах, мĕн чухлĕ пĕлмелли, ăнланмалли пурнăçра! Пракка хăй ĕçĕнче халиччен çакна тавçăрса илнĕ-и-ха, илмен-и? Çук, тавçăрсах илмен. Вăл тăпрана çиелтен кăна курнă. Çынсене çиелтен пăхса курнă пек курнă вăл ăна. Чирлĕ çынсем шуранки те, сарра кайни те пулма пултараççĕ. Пракка, вĕсене «ку сарă», «ку шурă» тесе хакланă пекех, тăпрана та «кунти — кĕллĕ тăпра», «кунти — хăйăрлă тăпра» тесе кăна хакланă. Кун пек çеç хаклани, паллах, çав чирлĕ çынсене сыватма та, тăпрана лайăхлатма та нумаях пулăшас çук. Çавăнпа тухтăр çынсен мĕнле чирне, вăл тарăна кайнипе-кайманнине, çав чиртен епле сыватмаллине тĕпчесе пĕлнĕ пекех, бригадирăн та тăпрана мĕнле хал парса çĕнетмеллине пĕлмелле. Бригадирăн тухтăр, чаплă тухтăр пулмалла.
Çамрăк заочник пуçне шухăш хыççăн шухăш капланса килчĕ. Унăн аса илмелли, пуç ватмалли чылай иккен. Ара, пĕлтĕр Урлă çырма хирне бригадăри ĕçченсем мĕн тери ачашларĕç, саврĕç. Пĕчĕк ачана çăвартан хыптарнă пек хыптарчĕç ăна. Мĕн тутлине веçех пама тăрăшрĕç. Тислĕкне те турттарчĕç, минераллă им-çамне те хĕрхенсе тăмарĕç. Унти тулă тухăçлăхĕ çапах та ытлашши хăпармарĕ. Кашни гектартан — вун пилĕк центнер кăна. Сахал! Çирĕм, вăтăр центнер илмеллеччĕ. Темскер, кунта яшкана виçесĕр нумай çу хаплаттарни пек пулман-ши? Çук, капла суккăрланса пурăнма юрамасть.
— Чăнах! Йăлтах пĕтертĕн, çапса хуçрăн эс мана, — сиксе тăчĕ Пракка.
— Мĕншĕн? Хăçан?
— Ухмах пулнăшăн, тĕлĕкпе пурăннăшăн.
— Мĕн, сирĕн те ун пек-кун пек пăтăрмах тупăннă-и?
— Тупăннă пуль çав. Тем чухлех тупăннă пуль. Халĕ хама хам çӳçрен ярса тытса хыттăн лăскас килет. Хыттăн, пĕр чарăнмасăр. «А-а-а! лекрĕн-и, Пракка, сан ухмах тăн-пуçна пула мĕн чухлĕ им-çама пĕлмесĕр, тĕлсĕр сапса шар куртăмăр! Мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ шывпа юхса кайрĕ! Эсĕ тĕнчере чи путсĕр, чи айван çын! Эсĕ бригадирта ĕçлемелли çын мар. Санăн чул йăтмалла та вутă купаламалла. Эй, Пракка!» — тесе ятлас килет. Тӳрех калатăп, эпир чăн-чăн çĕр ĕçлекенсем мар, шармаккайсем...
— Çапла, Пракка тусăм.
— Ай-ай!
— Пурнăçра хастарлăх çеç мар, лайăх пĕлни те кирлĕ çав. Халĕ тепĕр чухне, пăх-ха, пухусенче шавлатпăр, шавлатпăр, обязательство хыççăн обязательство илетпĕр. Ăçтан илетпĕр-ха ăна? Чылай бригадăсенче ним шухăшламасăр, çав тери хавассăн, юрла-юрла тенĕ пек çырса лартаççĕ ăна. Юрласа çырса лартаççĕ те юрласах манаççĕ. Хăш хирти тăпрана мĕн чухлĕ им-çам парса, сиплесе чăннипех мĕн чухлĕ тыр-пул илессе амак пуçĕ те пĕлмест. Ара, тăпра ăш-чиккине ăнланмасан, тĕпчемесен ăçтан пĕлен ăна! Картограмма кирлĕ. Вăт ăçтан ташлама, сикме тытăнмалла пирĕн. Обязательствăн аэродромĕ — картограмма! Çакна пирĕн астусах тăмалла.
Çав каçхине Праккапа Арманов нумай-нумай сăмах вакларĕç. Вĕсем ăçта кăна çитмерĕç-ши, мĕн çинчен кăна аса илмерĕç-ши? Социализмла Ĕç Геройĕ Арманов тем çинчен те пĕлни, темле кăткăс ыйтăва та хăйне майлă уççăн ăнлантарса пама, чĕре патне çитерме пултарни Праккана тĕлĕнтерчĕ, савăнтарчĕ, Арманов хăй те Пракка пек бригадир кăна-çке. Пракка пекех ялта, хуларан таçта инçетри ялта, пурăнать. Пракка пекех заочник. Мĕнпурĕ те çулпа кăштах аслă ĕнтĕ. Çавă кăна.
— Эпир хамăр колхозра лаборатори пекки турăмăр. Кăмăлу пулсан айта пырса кур пирĕн пата. Пăла шывĕ хĕрринче мулкач йĕрлесе çӳрĕпĕр. Кунсăр пуçне... кунсăр пуçне пĕр чаплă хĕрпе паллаштарăп сана... — Праккана хулпуççинчен çапса илчĕ Арманов. — Ну, тĕлĕнмелле вара хĕрĕ!
— Тĕлĕнмелле-и, тĕлĕнмелле мар-и, хĕрĕ тарам-ха. Пырса курасса — пырса курăп.
— Пĕр пырсан пулчĕ вара...
— Мĕн «пулчĕ»?
— Çав хĕре эс пурпĕрех юратса пăрахатăн.
— Çук, пĕрре юратнă эп, çитет.
— Кама саврăн вара? Хăвăр ялсене-и?
— Савнă çав...
— Ну, апла тăк хăвăн ирĕк. Юратакан хĕрӳ пур пулсан юрат, ытала, чупту.
— Чуп тунисем иртрĕç пуль.
— Ним те ăнланаймастăп эп сана. Чун савнине епле чуп тумасăр пурăнăн. Эпĕ ик ача ашшĕ пулин те арăма хутран-ситрен алкумĕнче-мĕнре чуп туса илетĕп.
— Эпĕ çук...
— Мĕн пирки «çук»?
— Мĕншĕн тесен хĕрĕ çук.
— Мĕнле этем эсĕ? Апла та, капла та калаçатăн. Тахăшĕ тĕрĕс. Чун савни текенни, тĕрĕссипе, пур-и санăн, çук-и?
— Те пур, те çук, хам та пĕлместĕп. Çапах та эп ăна кĕтетĕп, кĕтетĕп...
— Ăçтан кĕтетĕн?
— Курил утравĕсенчен...
— Ха-ха-ха! — кулса ячĕ Арманов. — Тен, Чукоткăран пуль, Шпицберген çинчен пуль...
— Тĕрĕссипе калатăп: Курил утравĕсенчен...
— Мĕн туса çӳрет вăл унта?
— Качча кайнă...
— Ха-ха-ха! Эй, тĕнче! Эй, мыскара! Вара эсĕ качча кайнă тусна кĕтсе пурăнатăн? Ай-яй-яй!
— Кĕтетĕп.
— Нумай кĕтме шутлатăн-и?
— Яланах кĕтетĕп. Ĕмĕрех, — пуçне усрĕ Пракка. — Эпĕ ăна манма пултараймастăп. Вăл манăн пĕрремĕш юрату, чи çутă юрату. Унтан çутă, илемлĕ юрату эп нихçан та, нихçан та тупас çук...
— Пулĕ те, пулĕ те... — тинех Праккан чун-чĕринче мĕн иккенне ăнланса илме пуçларĕ Арманов. Ăна çак каччăпа куларах, шӳтлерех калаçни халĕ сасартăк темле илемсĕр те путсĕр пек туйăнса кайрĕ.
Экзаменсене тытса пĕтерсен Пракка чăнахах та Армановсен колхозне кайрĕ. Пĕр ирхине вĕсем АН-2 самолет çине ларчĕç те тӳпене çĕкленчĕç. Самолет ăшĕнчи ик енчи тенкел çине те çынсем ларнă, шӳт тăваççĕ, кулкалаççĕ. Пĕри — каракуль çухаллă хура пальто тăхăннă, тĕреклĕ, хĕп-хĕрлĕ çын, арăмĕпех, ачипех. Арăмĕ сап-сарă çӳçлĕ, çинçе куç харшиллĕ, илемлĕ. Вăл Праккана хирĕçех ларса пырать. Пуплешнĕ май, хăй сăмахне çирĕплетсе Пракка мĕн те пулин каласса кĕтнĕ пекех, каччă еннелле çивĕччĕн тинкерсе, куçне сăпайлăн хĕскелесе илет. Тепри, фотокорреспондент таврашĕ пулас, малтан тĕлĕрсе, çывăркаласа пычĕ. Каярахпа вăранчĕ те çывăхрах хитре арăм пуррине сиссен фотоаппаратне пăркаларĕ, майлаштарчĕ. Самолет çинчех çав арăма ачипе пĕрле ӳкерсе илчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...