Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XXIX сыпăк
— Вăй патăр! — самай хыттăн каларĕ Ахваниç мучи.
— Ой, эсир килнĕ-çке, — çаврăнса пăхрĕç трактористсем. — Салам! Иртĕр тĕпелерех! Иртĕр!
— Тĕпелерех иртĕр те алăк патнерех ларăр тесе çеç каламалла пире, чăрмантарса çӳретпĕр, — трактор çывăхнех пычĕ Марье-Мĕтри.
— Ыррипе чăрмантарни юрать вăл. Эльба!
— Сывлăхсем аван-и, Улатти!
— Çиçсе кăна тăратăп!
— Ху çиçетĕн пуль те, трактору мĕнле?
— Тракторăм та çиçсе тăрать.
— Хăшĕ-ха сан лашу? Таканланă-и ăна?
— Манне тахçанах таканласа кайса хупнă.
— Ку камăн?
— Ку никамăн та мар, нейтральнăй?
— Мĕнле апла? Ун пек трактор та пур-и?
— Пулмасăр. Ку тракторпа фермăри хĕрсем силос, кăшман турттараççĕ, сĕт леçеççĕ, улăм тиесе килеççĕ, патшалăха сысна кайса параççĕ. Унпа такам та ĕçлеме пултарать. Петюк та, Санюк та, Хĕветле те, Ухвине те... Ку трактор дежурнăй лаша вырăнĕнче.
— Унпа тепĕр чухне çырмана та сикеççĕ, — сăмах хушрĕ Терентей Ваççи.
— Кӳршĕ яла, унта-кунта хăнана кайма та юрать вăл. «Беларуç» — çарапуç теççĕ ăна, — шӳтлесе илчĕ тепĕр тракторисчĕ.
— Иртнĕ кĕркунне пылчăкра Хреççи унпа чиркĕве каясшăн пулнă. Хăй тытса пыма пĕлменнипе çеç каяймасăр юлнă, — кулса ячĕ Микка.
— Ха-ха-ха! — кулчĕç çамрăксем те. — Чиркӳ умне тракторпа кĕрлеттерсе çитнĕ пулсан Матви пачăшкă мĕн тунă пулĕччĕ-ши?
— Эй, мĕн тутăр вăл! Уншăн пулсан мĕнпе пыни — хут купăс...
— Ну, пĕтĕмĕшпех хăçан юсаса пĕтерме шутлатăр? Нумаях ямастăр пуль ĕнтĕ? Вăхăчĕ те атă кĕлли çине таптасах пырать, — сухалне сăтăркаласа илчĕ мучи.
— Кун пирки нимĕн те каламастпăр. Ку вăрттăнлăх! — терĕ Улатти.
— Мĕн вăрттăнлăхĕ пултăр-ха унта?
— Çар вăрттăнлăхĕ. Эльба!
— Эй, шӳт тăвать çак Улатти. Йĕркеллĕрех пуплеш-ха, — çаннинчен туртрĕ ăна Марье-Мĕтри.
— Çук, пĕлтерме юрамасть ун çинчен. Ни-ни! Пĕр сăмах та> — юлташĕсене пӳрнипе юнарĕ Терентей Ваççи.
— Ай, пире ĕнер çунтарчĕ те Лаврентий Павлович. Колхоза каялла туртса пыратăр, намăс кăтартатăр тет. Мĕн усси пур сирĕнтен тет. Çак эрнере сирĕн тепĕр тракторне юсаса кăлармалла пулнă тет. Эсир шишкă-муклашкă та юсаман тет, — кулчĕ Улатти.
— Мĕншĕн юсамарăр вара? — тĕлĕнчĕ Ахваниç. — Мĕнле апла? Мĕн сиксе тухрĕ?
— Ним те мар. Ай тустарчĕ председатель. Чăннипех тарăхнă. Вăт Эльба!
— Çилленмесĕр. Ун пек пулсан такам та çилленĕ, — ним каламасăр тӳсеймерĕ Марье-Мĕтри.
Карчăкпа старик кӳренме те хатĕрччĕ. Анчах трактористсем хаваслăн калаçнине курсан темшĕн чун-чĕри лăпланчĕ вĕсен. Кунта çамрăксем шӳт тунине, юриех темскер хăтланнине туйса илчĕç пулас.
— Тем пăтăрмах пекки пур-ха сирĕн, — куçне йăлт-ялт вылятрĕ мучи.
— Мĕскер пăтăрмахĕ! Ним те çук. Лаврентий Павловичпа Алексеев юлташа кăшт тарăхтарасшăн çеç эпир. Пăшăрханса илччĕр. Шухăшлаччăр, чупкалаччăр. Пирĕн пата ытларах килекен пулччăр. Унсăрăн сахалтарах кĕркелесе тухаççĕ-ха.
— Паянах тепĕр хут чупса çитеççĕ-ха вĕсем. Курăн: килеççĕ! — тимĕр таткисене чăнкăр-чанкăр тутарса пĕр вырăнтан тепĕр вырăна куçарчĕ Терентей Ваççи. Ыттисем те кула-кула шавласа илчĕç:
— Ăшне кăшт çунтарар-ха пуçлăхсенне!
— Сводка памалла-çке вĕсен. Ха-ха-ха!
— Районтан хĕсеççĕ курăнать.
Карчăкпа старик каллех аптраса çитрĕç. Мĕн тумалла-ха кусемпе? Мĕнле калаçмалла? Мĕн ыйтса пĕлмелле? Темскер, кун пек хăтланса колхоза чăннипех те намăса ан хăварччăр тата. Вăйă вăйăпа, ĕç ĕçпе пултăр, вĕсем пĕр-пĕрне ура ан хуччăр. Марье-Мĕтри туйипе çилĕллĕн тăк-тăк шаккаса илчĕ.
— Апла ачалла ан хăтланăр. Ăслăрах пулăр, — терĕ вăл.
— Кулакан çыннăн кĕрĕкне çыпçăнать тет, — трактор тавра вăш-ваш утса çавăрăнчĕ Ахваниç.
— Эсир ăнланмарăр-ха пире, — терĕ Улатти. — Эпир тракторсене срокчен сыватса пыратпăр. Авă куратăр-и, тăватă трактора салатса хунă эпир. Вĕсен пурин те пĕр пек пайсемех кивелнĕ. Пĕрин «çу пӳри» пулсан, теприн те «çу пӳри». Пĕрин «вар-хырăмĕ» пулсан, теприн те «вар-хырăмĕ». Çавăнпа пĕр пек пайсене пĕрле туни çăмăлрах. Пĕр пек тимĕр, пĕр пек инструмент, пĕр пек станок кирлĕ. Пĕрне тунă май тепĕрне те туса хуратăн. Çапла эпир ку тракторсене пурне те пĕр харăс, фрончĕпех юсаса пыратпăр. Лаврентий Павловича вара сводка пама тракторсене пĕрерĕн-пĕрерĕн, умлăн-хыçлăн кăларса пыни кирлĕ. Вăл уйрăм плацдармсем тунине юратать. Эпир ак тепĕр вун-вун икĕ кунтан пурне те сплошной кĕрлеттерсе кăларатпăр. Пĕр тăрук! Хăватлă наступление тухнă пек. Ункăна çавăрса илнĕ пек.
Марье-Мĕтрипе Ахваниç сăн-пичĕ тинех çуталчĕ. Вĕсем хаваслăрах юмахлама, кулкалама пуçларĕç.
— Тĕрĕс, ачасем, тĕрĕс.
— Сирĕнпе пурăнма пулать... Терентей Ваççи шыв ĕçме пычĕ:
— Пирĕнпе пурăнма пулать те, запчаçсемсĕр пурăнма йывăр, — терĕ вăл. — Тепĕр чухне çавсемсĕр тинкене кăлараççĕ пирĕнне! Завхоз текеннине кайса «шуровать» тăвăр-ха эсир. Сывлама та ан парăр. Вара эпир сире çĕклесе çӳреме те хатĕр. Çавна тусан чăннипех госконтроль пулатăр вара эсир.
— Сире мĕнле запчаçсем кирлĕ? — ыйтрĕ Ахваниç.
— Пире-и? Пире халь комбайнсем валли кирлĕ. Акă, сăмахран, вариатор чĕнĕсем, подшипниксем, çĕçĕ пӳрнисем...
Ахваниç мучи Терентей Ваççи сăмахне ним чĕнмесĕр, пуçне сулла-сулла итлерĕ. Комбайнер хăй сăмахне пĕтерсен, мучи пĕлĕвĕпе кăшт мухтанас тесе-ши, темшĕн сасартăк çапла каласа хучĕ:
— Пирĕн комбайнсен двигателĕ, мĕн, карбюраторнăй текенни мар вĕт-ха, дизельнăй текенни, — терĕ.
Çакна илтсен механизаторсем пĕр-пĕрин çине йăлт та ялт пăхса илчĕç. Улатти Миккана аякĕнчен кăп чышрĕ. Микка — Ваççана, Ваççа — Çемене... Ун хыççăн мастерскойри йĕкĕтсем Ахваниç мучипе Марье-Мĕтрие юриех машинăсен тĕрлĕ чаçĕсем çинчен калаçтарчĕç. Ак мыскара! Вĕсем мотовило çинчен те, сыхланмалли муфта çинчен те, малалла туртса пыракан кустăрмасен «кĕперĕ» çинчен те, передачăсен коробки çинчен те кăштах чухлаççĕ иккен. Вăт, пăх та кур вĕсене, ватă пулсан та техникăна ăнланаççĕ.
— Вай-вай! — аптрасах çитрĕ Микка.
— Кусем, чăнах та, ахалех тухман. Эльба! — трактор айне майланса выртрĕ Улатти.
— Мĕнле, кăçал та кукуруза патĕнчех тĕркĕшес тетĕн-и, Владимир Петрович? Мĕн шухăшлан? — çаплах Улаттипе калаçасшăн пулчĕ мучи.
— Çавăнтах ĕçлес тетĕп. Мĕнле калас, уй-хир пикине чăннипех юратрăм пулас эп. Унтан уйрăлма йывăр мана...
Марье-Мĕтри савăннипе Улаттие çурăмĕнчен çапкаласа илчĕ, Ахваниç мучи ăшшăн кулчĕ.
— Эй, шеремет Улаттийĕ! Эй, Эльба салтакĕ. Мастерскойри хаваслă шухăш-туйăм, ырă та шухăрах калаçу ваттисене чăннипех савăнтарчĕ. Çакăнти паттăрсемпе калаçни вĕсен чун-чĕрине çамрăклатрĕ, илемлетрĕ. Мучипе кинемей механизаторсене телей сунса мастерскойран тухрĕç. Вĕсене ăсатма Терентей Ваççи те тухрĕ.
— Запчаçсем пирки тустарăр вара, — тепĕр хут аса илтерчĕ вăл.
Карчăкпа старик утма пуçланăччĕ — тăпах чарăнчĕç. Ак тĕлĕнтермĕш! Паçăр хыçалтан йăртлатса килнĕ йытă халĕ те кунтах ларать иккен. Хӳрине çăт-çат çапкаласа çынсем çине куç илмесĕр тинкерсе пăхать.
— Ĕç-ç-ç! Пошол! — аллипе хăлаçланчĕ Ахваниç.
— Тивмест вăл. Хăрама кирлĕ мар, — терĕ Терентей Ваççи.
— Кам амак йытти вăл? Темле ăнланма çукскер... — ыйтрĕ Марье-Мĕтри.
— Тăлăх йытă вăл. Хуçасăрскер. Мĕскĕн чĕр чун, — ăнлантарчĕ комбайнер. Вара йытта, карчăкпа старикрен уйăрса юлас тесе пулас, чылаях пысăк çăкăр татки ывăтса пачĕ. Ула йытă çав татăк патне чупса пычĕ, анчах çиесшĕн пулмарĕ, шăршлакаласа пăхрĕ те каллех тӳрленсе ларчĕ.
— Хырăмĕ тутă шереметĕн. Çимест, — мăкăртатрĕ Терентей Ваççи.
Марье-Мĕтри çав ула йытă çине тинкерчĕ те чылайччен ним чĕнмесĕр, юпа пек хытса тăчĕ. Унăн сăн-пичĕ пĕр кăвакарса, пĕр хĕрелсе кайрĕ. Тути кичеммĕн чĕтренкелесе илчĕ. Вăл урисене хускаткаласшăн пулчĕ. Çук, урисем те ăна итлемерĕç. Марье-Мĕтри улшăнса кайнине Ахваниç мучи те, Терентей Ваççи те сисрĕç.
— Мĕн пулчĕ сана? Темскер ыратмасть пулĕ те... — хуллен сăмах хушрĕ мучи.
Карчăк çаплах чĕнмерĕ. Унăн куçĕ тĕксĕмленчĕ. Ăна халь пĕтĕм тавралăх, пĕтĕм тĕнче улшăнса килнĕ пек туйăнчĕ. Ун умĕнчен халĕ çак мастерской та, шыв башни те, çырма леш енчи çӳллĕ ампарсем те, икĕ хутлă шкул çурчĕ те, хитре фельдшер пункчĕ те — пурте, пурте çухалчĕç. Вара тайлăк-тайлăк кивĕ пӳртсемлĕ, пысăк хуйхăллă, хурлăхлă, ӳксе макăракан Анаткас ялĕ, Тинкĕле пуянĕн шыçмак сăн-сăпачĕ тата хутаç çакнă ыйткалакансем тухса тăчĕç. Вĕсем аллисене тăсса çăкăр ыйтаççĕ.
— Шалкăм çапмарĕ пулĕ те? — пăшăрханса ыйтрĕ Терентей Ваççи.
Марье-Мĕтри хăй ăçта иккенне аса илчĕ. Вăл хăй патĕнчи трактористсене, слесарьсене асăрхарĕ те ерипен:
— Халĕ ав хуçасăр йытă та çăкăр çимест, — терĕ. Тинех пурне те паллă пулчĕ. Вара çынсем кашниех хăйне май шухăшласа ун патĕнчен саланчĕç. Вĕсен шухăшĕ кашниннех çăкăр татăкĕ çинчен пулчĕ. Мĕн тери пысăк вăй, хуйхă-суйхă, телей, мĕн тери асапланупа савнăç çак çăкăр таткинче. Унта çын ĕмĕрĕ, пĕтĕм кун-çулĕ. Унта çутă хĕвел, тĕттĕм каç. Унта тавăру, çапăçу, кĕрешӳ. Çав çăкăр татăкĕшĕн ĕлĕк çынсем хăйсен кун-çулне татнă, ĕмĕр тăршшĕпе мăшкăл тӳснĕ.
— Халĕ çăкăр татăкне йытă та çимерĕ, — тепĕр хут каларĕ Марье-Мĕтри. Унтан татах чĕнмесĕр пычĕ-пычĕ те çапла хушса хучĕ: — Пирĕн çамрăксене çăкăра сума сума татах вĕрентмелле-ха. Нумай вĕрентмелле! Авă Ваççа та кĕсйинчи çăкăра ним уямасăр, тăпра муклашкине ывăтнă пек ывăтрĕ. Вăр-р анчах, çăкăра ун пек ывăтма юрать-и, çук, юрамасть. Çăкăра ун пек ывăтма пирĕн ал чĕтрет. Эпĕ çăкăр чĕллинчен сĕтел çине пĕр тĕпренчĕк ӳксен те ăна илме тăрăшатăп. Çăкăр вăл...
— Тĕрĕс. Тĕрĕс, — Марье-Мĕтри сăмахне çирĕплетрĕ Ахваниç.
Карчăкпа старик аслă урампа тӳрех уттарчĕç. Ула йытă та вĕсенчен юлмарĕ, йăрт-йăрт-йăрт туса чупрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...