Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XX сыпăк
1
Уйра ĕç хĕрсех пырать. Тырпула ăнăçлă вырса кĕртесси — ял çыннисен пуç çинчи пуринчен те канăçсăр, чыслă ĕç. Çуллахи кун çулталăк тăрантарать теççĕ ваттисем. Çак сăмаха кашни минутрах, яланах ас тума тивет. Унсăрăн ăнса пулнă тыр-пул та хăмла пекех вĕçсе саланать. Çакна Анаткас çыннисем лайăх пĕлеççĕ. Ĕнер, апата чарăнсан, Праккапа Лисук кĕтмен çĕртенех тавлашса кайрĕç.
— Ыран ниепле те ыраш вырса пĕтерейместĕр-ха эсир. Ан та хăпартланăр, пулмасть сиртен, — терĕ Пракка.
Бригадир çавăн пек тӳрккесрех калаçни, «пулмасть сиртен» тени Лисука питех те кӳрентерчĕ.
— Тавлашатăн-и? — пырса тăчĕ вăл Пракка умне.
— Тавлашатăп! — хăй сăмаххи çинех тăчĕ бригадир.
— Мĕнле тупăшатпăр?
— Кирек мĕнле...
— Айта çакăн пек калаçса татăлар: эпир çĕнтерсен санăн пĕтĕм бригада çыннисем умĕнче: «Мана çĕнтерчĕç!» — тесе виç хутчен кăшкăрмалла. Килĕшетĕн-и?
— Ку ытла мăшкăллани пулать-çке. Урăхла килĕшер.
— Четвĕрт эрехле ал татăр! — кăшкăрса ячĕ Микка.
— Кĕпелле калаçса татăлăр, — шавларĕç хĕрарăмсем.
— Çук, мана ним те кирлĕ мар, эрехĕ те, кĕпи те... Малтан каланă пекех пултăр. Ну, аллуна пар, — Пракка умне яш! пырса тăчĕ Лисук.
— Эпĕ çĕнтерсен мĕн тесе кăшкăратăн эс? Ăна та пĕлтерсех хурар, — ăснă кашăкне алра тытса тăчĕ бригадир.
— Ай-ай, яшки тăкăнать, хăранипе алли чĕтрет, — кулчĕ Татюк.
— Эсĕ çĕнтерсен эпĕ «Лисук, ман ăс çук» тесе кăшкăратăп.
— Ха-ха-ха! — кулса ячĕç çынсем.
— Ална паратни эс? — хыттăн ыйтрĕ Лисук.
— Паратăп. Пурпĕр çĕнтерес çук эсир мана, — хуллен çĕкленчĕ бригадир.
— Аллăрсене хам уйăратăп. Кĕпçе сыпăклă, сăмах татăклă! — чупса пычĕ вĕсем патне Улатти.
Çапла калаçса татăлчĕç вĕсем. Çавăнпа Терентей Ваççипе Лисук паян, çав сăмахсăр пуçне, пурин çинчен те манчĕç темелле. Вĕсем Праккаран епле те пулин куласшăн. Вĕсем халĕ хир тăрăх тĕлĕнмелле шухă шухăш-туйăмпа çĕмĕрттерсе пыраççĕ. Комбайн пĕр тикĕс шăвать. Ăна Терентей Ваççи каçхине тĕплĕн пăхса тухса лайăх типтерленĕ, хатĕрленĕ. Пурне те, пурне те шута илнĕ комбайнерпа унăн помощникĕ. Ниме те манса хăварман. Кăнтăрлахи апата вĕсем килтенех чиксе тухнă. Ĕçленĕ вăхăтрах çиме шутлаççĕ вĕсем. Шывĕ те хăйсемпе пĕрлех. Шоферсене те лайăх хытарнă, тырра вăхăтра турттарса тăма хушнă.
Ыраш хирĕ ансăрланнăçем ансăрланать. Шултра пучахсем мăнаççăн пуç тая-тая юлаççĕ. Тӳпере ушкăн-ушкăн шурă пĕлĕт иртет. Пĕрисем иртсе кайнă тĕле теприсем капланса та çитеççĕ. Чылай шухă çил Лисук тутăрне силлет, варкăштарать. Тутăр хĕрринчен тухнă сарă çӳç пайăркисене тустарать. Пĕлĕтсем вĕçĕмсĕр шуни те, çил канăçсăр чупа-чупа килни те Лисука «васкăр, васкăр» тенĕ пекех туйăнать. «Васкăр-васкăр, вăр-вăр-вăр», — пуплет çил. «Васкă-ăр!» — тесе иртет ыраш хумĕ. Кураксем те: «Кра-ак! Васкăр тата пăртак!» — тенĕ пек туйăнаççĕ.
— Ваççа пичче! Эй, Ваççа пичче! — кăшкăрать Лисук.
— Мĕн?
— Ĕлкĕретпĕр-и?
— Ĕлкĕретпĕр.
Комбайн малалла хăватлăн, хавассăн, пĕр канмасăр туртăнать. Нар сăрчĕ еннех хăпарать. Халĕ вăл тӳпене, шурă пĕлĕтсем патне, ыткăннă пекех туйăнать. Ылтăн çӳçлĕ, хаваслă, ăшă куçлă хĕвел патне хăпарнă пекех курăнать.
Акă комбайн Нар сăрчĕ çинех улăхса çитрĕ. Акă вăл çаврăнчĕ те каялла анать. Сан умăнта тем анлăш уй-хир, тем сарлакăш тĕнче. Кунтан инçетри-инçетри ялсем курăнаççĕ. Кунтан район центрĕ курăнать. Авă пĕр поезд район центрне пырса кĕрет. Аяларах сĕтел-пукан фабрики тĕтĕм мăкăрлантарать. Унтан инçетре татах катасем, хирсем, хирсем. Атăл леш енчи хыр вăрманĕ те тĕтреленсе аран-аран палăрать. Мĕн тери ирĕк тавралăх! Кунта ĕçлеме те, юрлама та, савăнма та, кулма та тĕлĕнмелле лайăх, уçă. Лисукăн халь хыттăн ахăлтатса кулас, вĕçĕмсĕр кулас, савăнас килет. Лисукăн халь юрлас, юрлас, юрлас килет.
— Ваççа пичче! Эй, Ваççа пичче! — кăшкăрчĕ хĕр каллех.
— Аха! — чĕнчĕ Терентей Ваççи.
— Ĕлкĕретпĕр-и?
— Ĕлкĕретпĕр, Лисук. Пурпĕр ĕлкĕретпĕр.
Вĕсем вăхăтлăха татах шăпăрт пулчĕç. Мотор кĕрлени çеç кăмăллăн илтĕнет. Хыçра сарă хăмăл чĕтренсе юлать. Вĕçĕмсĕр юлать, юлать... Йĕтем çинчен автомашина вĕçтерсе тухрĕ. Хăмăл тăрăх, тӳртĕнех, комбайн патне васкать.
— Ваççа пичче! Эй, Ваççа пичче!
— Мĕскер?
— Машина килет.
— Куратăп.
— Ĕлкĕретпĕр-и? — ыйтмасăр чăтаймарĕ Лисук.
— Какшĕ! Сăмах та пулма пултараймасть ун пирки.
— Миçе çаврăнтăмăр-ха эпир?
— Улттă. Полнăй ход шарлаттаратпăр. Пракка килсен çăварне карса пăрахĕ. Эпир вăл, эпир, Лисук чĕкеçĕм...
Автомашина кĕрлеттерсе çитрĕ. Кабинăра, шоферпа юнашар, Татюк ларса килнĕ. Мĕн туса çӳрет-ха вăл? Тем кала та, апата чĕнме килнĕ ĕнтĕ. Мĕнле, паян иртерех пиçнĕ-ши вара ун апачĕ? Анчах Татюк кабинăран сăрпаланса тухрĕ те тӳрех Лисук патне чупса пычĕ.
— Лисук, ан-ха комбайн çинчен, — чĕнчĕ вăл.
— Мĕншĕн тата? Мĕн пулнă? — тĕлĕнсе пăхрĕ ун çине хĕр.
— Калаçмалли пур. Питĕ кирлĕ ĕç.
Татюк пăшăрханни, пăлханни аванах сисĕнет. Куçĕ çутала-çутала илет.
— Чим-ха. Штурвала парам. Çиччас! — терĕ комбайнер помощникĕ.
Часах Лисук комбайн çинчен сиксе анчĕ. Чалăшнă тутăрне тӳрлетрĕ те Татюк умне çитсе тăчĕ.
— Мĕн каласшăн эс?
— Айта-ха леререх, — Татюк хĕре чылай аякка çавăтса кайрĕ.
— Акă, Лисук, сана пĕр хыпар пĕлтерем, — хĕвĕнчен хут татки туртса кăларчĕ Татюк. — Ме, вула.
— Мĕн, телеграмма-и?
— Çавă çав. Коля çаптарнă.
Лисук телеграммăна ик-виçĕ хутчен вуласа тухрĕ. Унта Коля хăй Инçет Хĕвел тухăçнелле иртсе каясси çинчен пĕлтерет. Лисука станцăна тухма чĕнет. Поезд номерне те каланă. Хĕрĕн ахаль те хĕрлĕ пичĕ сасартăк татах хĕрелчĕ. Куçĕ телейлĕн те шухăшлăн йăлкăшрĕ. Вăл ним калама та аптрарĕ.
— Халь çеç парса хăварчĕç-и кăна? — ыйтрĕ Лисук.
— Тин кăна. Коля сана манаймасть çав. Пит юратать. Ăçтан пĕлен, тен, пурнăç çулĕ пĕр тĕлех пырса тухĕ. Чĕннĕ япала кайса кур-ха. Поезчĕ пирĕн станцăна каçхине сакăр сехетре çитет.
— Ай, ним калама та пĕлместĕп.
— Ан аташса тăр. Мĕн пĕлмелле марри...
— Çапах та.
— Эй, Пракка кӳренесрен хăратним? — пăшăлтатрĕ Татюк. — Кӳренмĕ-ха.
— Унран хăрамастăп-ха.
— Вара мĕн тата.
— Темскер хам та ăнланаймастăп.
— Каччи, хăвах пĕлетĕн, начар мар. Пирĕн тăванра, тĕрĕссипех калатăп, путсĕр çынсем çук. Пурте ырă çынсем. Коля летчика вĕренсе тухнă ĕнтĕ.
Çак вăхăтра, кĕтмен çĕртенех, комбайнер сасси илтĕнчĕ:
— Эй, Лисук! Мĕн туса тăратăн эс? Кайрăмăр!
Лисук комбайн патне чупрĕ. Татюк та автомашина еннелле васкарĕ.
— Асту вара, ан ман! — кăшкăрса хăварчĕ вăл Лисука. Комбайн татах малалла шурĕ. Тӳпере çав-çавах ушкăн-ушкăн шурă пĕлĕтсем иртеççĕ. Ыраш пучахĕсем хăйсене çитĕнтернĕ уй-хирпе пуç тайса уйрăлаççĕ. Лисук пуçĕнче халь шухăшсем, шухăшсем. Хĕр чĕри васкавлăн тапать, çунать. «Мĕн тумалла-ха манăн? — калаçать вăл ăшра. — Каяс-и станцăна, каяс мар-и? Каймасан темле ытла та мăн кăмăллă, путсĕр пулнă пек туйăнать. Инçетре пурăнакан каччăн тăван ял-йыш хыпарне те илтес килет пуль. Ниушлĕ халĕ те чун-чĕринчех усрать вăл мана? Ниушлĕ çаплах асра тытать? Чăнах, станцăна тухса тĕл пулмаллах унпа. Хамăр Тăван çĕршыва, хамăр пурнăçа сыхлакан çар çыннине курса калаçмаллах».
Комбайн путăк-шăтăклăрах тĕлте хуллен сиккелесе илет. Унăн паян канма вăхăт çук: участока тĕттĕм пулнă тĕле мар, çичĕ сехет тĕлнех вырса пĕтермелле. Унсăрăн Лисук ĕлкĕреймест. Унсăрăн Лисук поезда курса юлаймасть. Унсăрăн Лисук чунĕ нумайччен-нумайччен пăшăрханса çӳрĕ. Унсăрăн Лисук кулянĕ, тарăхĕ, кӳренĕ.
— Ваççа пичче! Эй, Ваççа пичче!
— Мĕн амакĕ каллех?
— Хытăрах ярăр комбайна!
— Ма ытлашши тĕпĕртетес? Ĕлкĕретпĕр.
— Çук, ĕлкĕрейместпĕр! Ĕлкĕрейместпĕр.
Лисукăн сарă çӳçĕ çилпе вĕл-вĕл-вĕл вĕçет. Тутăр хӳри те вăркăшать. Кĕпи те силленет, чĕтренет. Лисукăн халь комбайна чуптарса, хăвăрт чуптарса илсе каяс килет. Унăн халь çак хирти ыраша пĕр самантрах вырса пĕтерес килет.
«Хитре каччă çав Коля, — шухăшларĕ вăл савăнăçлăн. — Пирĕн ялта ун пек хитри кам пур-ха? Нумай мар. Чăнахах та нумай мар. Сăнĕ мĕнле унăн, чисти вырăс каччи пекех. Хăйне палламан çын ăçта та пулин тĕл пулсан ял çынни тесе никам та калас çук ăна. Палласа илейĕ-ши вăл мана? Ай, çил çинче, хĕвел çинче çӳресе сăн-пит улшăнман-ши манăн? Чиперленнĕ-ши эп, путсĕрленнĕ-ши? Тем кала та, путсĕрленнĕ. Питри ӳт сĕвĕнет ав. Куçăм кăштах хĕрелнĕ. Сивĕ шыв ĕçнипе-ши, сас та кăштах тытăннă. Ай, лайăх мар пуль капла ун умне курăнма. Ай, луччĕ каяс та мар пуль. Ĕлкĕреймерĕм тес те, ĕçĕ те пĕтнĕ. Анчах ун пек суйни лайăх-и-ха? Çук, лайăх мар».
— Ваççа пичче! Эй, Ваççа пичче!
— Пĕрмай ан шавла-ха. Ай, кăлăхсăр чун. Нумай юлмарĕ-çке.
— Ай, кунта муклашкаллă. Чул та пулма пултарать.
— Эппин, çӳлерех кастарар. Юрать-и?
— Юрать, юрать...
Лисук алăри сехечĕ çине часрах та часрах пăхса илекен пулчĕ. Ăна халь такам вĕçĕ-хĕррисĕр, яланах: «Саккăрта çитет. Поезд саккăрта çитет. Саккăрта çитет. Поезд саккăрта çитет. Чăнах та çитет. Çитет, çитет», — тенĕ пекех туйăнать. Хĕр пуçĕнче çаплах шухăшсем. Паян ыраш вырса пĕтерсен станцăра каччăпа калаçма та кăмăллăрах пулĕ. Коля тыр-пул епле çитĕнни çинчен, хирти ĕçсем çинчен ыйтатех ĕнтĕ. Лисук ăна хуллен кăна, пĕчĕк ĕç çинчен пĕлтернĕ пек çеç: «Халь тин комбайн çинчен килтĕм. Ыраш вырса пĕтрĕ», — тейĕ. Хĕр вара хăй те ăшшăн ыйтĕ: «Сирĕн çитĕнӳсем мĕнле?» Вĕсен калаçмалли пур-ха. Сахал мар, нумай, нумай. Ара, чылайранпа пĕр-пĕрне курман вĕсем. Çыру яркаласа илнĕ ĕнтĕ. Анчах çыру мĕн вăл? Çыру хăй калас тенине калать те урăх пĕр сăмах та чĕнмест. Тĕл пӳлсан çур сехет калаçассине çырупа çур çул калаçатăн!
Каçпа çичĕ сехет тĕлне ыраш пусси ĕлĕкхи уйрăм хуçалăхсен ани пек çеç çинçелсе юлчĕ. Комбайн тепĕр пĕр-ик хут çаврăнса килсенех вырмалли пĕтет. Лисук текех тӳссе пыраймарĕ.
— Ваççа пичче! Эй, Ваççа пичче! — терĕ вăл яланхинчен те хытăрах.
— Мĕн пулчĕ сана паян?
— Эпĕ каятăп.
— Ăçта?
— Манăн питĕ васкавлăн станцăна çитмелле.
— Комсомол райкомне чĕнеççĕ-и?
— Унта мар. Урăх çĕре. Питĕ васкамалла ман. Поезда ĕлкĕрмелле.
— Чăнласах калатни эс? Чăнласах калатăн пулсан вĕçтер. Халĕ сансăрах пĕтеретĕп. Ну, Праккана лектертĕмĕр паян. Ай-ай!
— Эп киличчен «наказани» ан пар-ха ăна. Пĕрле кулăпăр! — комбайн çинчен анса йĕтем еннелле чупрĕ Лисук. «Унти машинăсем элеватора каяççех ĕнтĕ. Çавсемпе ларса вĕçтересчĕ», — пăшăлтатрĕ вăл чупнă май.
Лисук станцăна шăп та шай сакăр сехетре çитрĕ. 72-мĕш номерлĕ пассажир поезчĕ халь-халь килмелле. Авă хĕрлĕ карттуслă дежурнăй чугун çул хĕррине тухса тăчĕ. Перрон çинче çынсем чупкалаççĕ: хĕрарăмсем, ача-пăчасем. Шап-шурă пиншак тăхăннă, марля тутăр çыхнă хĕрсем ăшă кукăльсем, булкăсем, пӳремечсем йăтса килчĕç.
Акă, пĕр сассăр тенĕ пекех, поезд килсе чарăнчĕ. Вагонсенчен тĕрлĕ çын анать. Вĕсен хушшинче çар çыннисем те пур. Лисук унталла-кунталла пăхкаласа вагонсем çумĕпе хуллен утрĕ. Хăш вагон-ха унăн? Çиччĕмĕш-çке. Çиччĕмĕш.
— Лисук! Эсĕ-и ку? — чупса пычĕ ун патне вокзал енчен çӳллĕ те яштака çамрăк лейтенант. — Сана шыраса хăшкăлтăм. Ну, тухман ĕнтĕ ку тетĕп. Ой, тарласах кайрăм.
Коля Лисук аллине хыттăн чăмăртарĕ. Çамрăк хĕр вăтаннипе ним те калаймарĕ, пуçне чикрĕ, хăй çапах умри лейтенант çине ăшшăн-ăшшăн тинкере-тинкере илчĕ.
— Эй, епле чиперленсе кайнă эсĕ! Тĕлĕнмелле! Çăвĕпех курортра пулмарăн пулĕ те... — Лисук çине ытараймасăр пăхрĕ каччă. Ăна çак хĕр эреветлĕ-теветлĕ чĕкеç пекех курăнчĕ.
— Ай, тем те калăн эсĕ! — татах вăтанчĕ хĕр.
— Халĕ тыр выраççĕ пуль?
— Пурте хирте. Эпĕ те комбайн çинчен антăм та тӳрех станцăна килтĕм. Киле аран ик-виç минутлăха кĕрсе тухрăм. Типтерленмен те эпĕ. Сирĕн умра тăма та намăс мана. Ыраш вырса пĕтертĕмĕр...
— Намăс пулать-и? Ĕçлекен çынна чыс та мухтав! Ĕç вăл — пурнăç илемĕ, — хĕр аллине татах чăмăртарĕ Коля.
— Эсир ăçта каятăр?
— Курил утравĕ çине.
— Яланлăха-и?
— Кам пĕлет ăна? Приказ ăçта — çавăнта эпир. Яланлăхах пулмалла. Ну, Лисук, эпĕ питĕ хăраса пурăнтăм. Качча кайрĕ пулĕ ку, пирĕн йышшине кĕтмест пуль тетĕп. Мĕнле пурăнатăн?
— Питĕ аван.
— Вĕренетĕн-и?
— Вĕренетĕп.
— Каччăсем пур-и?
— Пур.
— Чун савни те пур-и?
— Пĕлместĕп, — кулса ячĕ Лисук.
— Эпĕ санпа питĕ... питĕ кирлĕ «проблема» çинчен калаçасшăнччĕ.
— Мĕн çинчен-ши апла?
— Эсĕ пĕлетĕн ăна.
— Çук, пĕлместĕп.
— Эпĕ ун çинчен кашни çырурах çырнă. Эпĕ яланах сана аса илетĕп. Кĕтетĕп. Чун-чĕрере эсĕ анчах. Пĕр пытармасăр калатăп сана.
Лисук пуçне тата аяларах усрĕ. Вăл хăйне çак хитре лейтенант мĕн каласса пĕтĕмĕшпех, пĕтĕмĕшпех чухлать.
Хĕрĕн çав сăмахсене илтес те килет, илтес те килмест. Вăл халь ун пек пуçватмăш ыйтăва, пĕтĕм малашлăх, пĕтĕм пурнăç ыйтăвне татса пама çамрăкрах-ха. Хатĕрленсе çитмен. Унăн халь вĕренес, ĕçлес, урăх вара, урăх вара ним шухăшсăр пурăнас килет.
— Лисук, манăн кирек ăçта кайсан та санпа пĕрле, санпа юнашар пулас килет. Хамăр енчи хĕрпе, чăваш хĕрĕпе, чун юратнă хĕрпе. Сансăр тунсăхлатăп, чĕре ыратать. Хăвах пĕлетĕн, сăлтавсăр суран сурмасть. Эпĕ санран нихçан та уйрăласшăн мар. Килĕшетĕн-и, Лисук? Ман сăмах, тен, васкавлăрах пулчĕ пуль. Пуриншĕн те каçар. Кала, пĕр пытармасăр кала ху шухăшна? Кала, поезд каять...
— Ай, ытла та кĕтмен çĕртен. Кайса вырнаç-ха эс. Çыру çыр. Виçсе касни виçеллĕ.
— Килĕшетĕн пулсан вырăна çитетĕп те хваттер хатĕрлетĕп! Вара сана илме самолетпа вĕçтерсе çитетĕп. Çавăн пирки чĕнтĕм те сана кунта.
— Ытлашши ан васка, Коля. Васкакан вакка сикнĕ тет.
Станци дежурнăйĕ пысăк чан кантрине туртса виçĕ хут чанлаттарчĕ. Аслă проводник хыттăн шăхлич шăхăртрĕ.
— Килĕшетĕн-и? — çынсем умĕнчех чуптуса ыйтрĕ лейтенант.
— Поезд тапранчĕ! Лар, Коля! Лар! — кăшкăрса ячĕ хĕр.
Каччă чупса кайрĕ те вагон пусми çине çăмăллăн хăпарчĕ.
— Чипер кай! Çыру çыр! — ал сулса юлчĕ хĕр. Унăн темшĕн сасартăк макăрас килчĕ. Куçĕ майĕпен-майĕпен йĕпенчĕ.
Лисук станцире тек тытăнса тăмарĕ, тӳрех ялалла утрĕ. Çамрăк хĕр чунĕ çаплах лăпланса çитеймерĕ-ха. Унăн Кольăпа татах калаçас кăмăл пурччĕ. Хĕре таçти инçетри çĕршывсем илĕртрĕç. Эх, халь поездпа ыткăнса пырас пулсан! Кольăпа пĕрле каяс пулсан! Мĕнле кăна çĕршыв курмастчĕ-ши Лисук. Урал тăвĕсем. Хĕвел анăç Çĕпĕр тӳремлĕхĕ. Ун хыççăн çӳллĕ сăртсем. Инçет Хĕвел тухăç. Тинĕс. Курил утравĕсем. Мăнаç океан. Хĕрĕн халĕ кайăк пулса поезда хăваласа çитес килет.
Лисук тавраналла тинкерчĕ. Хирте пур енче улăм куписем, çĕмелсем. Вăрман хĕрринче, Ара çырмипе Кăпшар çырми пĕрлешнĕ тĕлте, Анаткас ялĕ. Тăмпа шап-шурă шуратнă чăх-чĕп витисем, шыв башнисем, пушар каланчи, ватă хурама. Ял леш енче Нар сăрчĕ. Хăй çуралса ӳснĕ яла, тăван вырăнсене курсан çамрăк хĕр чĕри ыратнă пек туйăнчĕ. Мĕн амакĕ-ха ку? Ялтан, ял-йышран кăшт кăна уйрăлсан та кичемлĕх пусать. Санăн тăван яла питĕ ырăпа, ырăпа асăнас килет. Эх, тăван яла пăрахса каяйĕ-ши Лисук? Инçетре тӳссе пурăнĕ-ши? Ах, питĕ йывăр, çав тери йывăр пулĕ ăна.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...