Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XVIII сыпăк
1
Çуллахи ăшă, çутă, янăравлă кунсем. Ял çумĕнчен пуçласах çӳллĕ ыраш хумханса ларать. Ыраш пуссинчи такăр сукмакпа пăртак кайсанах Кăпшар çырми хĕррине çитсе тухатăн. Эсĕ вара салтак тӳмисен шап-шурă тинĕсне куратăн та пĕр вырăнта юпа пек хытса тăратăн. Çав шап-шурă тинĕс таçтах-таçтах хăпарса каять. Çырма ку енче те, варринче те, леш енче те шурă чечексем, чечексем. Вĕсем тинĕсри çăмăл хумсем пек хумхана-хумхана илеççĕ те, эсĕ чун-чĕре çĕкленнипе ху сисмесĕрех питĕ ăшшăн кулса яратăн. Чун савнине пăхнă чухнехи пекех хĕпĕртетĕн. Эсĕ тĕнче ытарма çук хаваслăн, ытла та çутă, чечек сăнпа эрешленсе, çиçсе тăнине куратăн. Эсĕ шалтах тĕлĕнетĕн. Ниушлĕ эпир пурăнакан тĕнче, эпир çуралса ӳснĕ тавралăх çакăн пекех илемлĕ тетĕн. Санăн çак илем кунтах, хăвăн умăнтах çиçсе, ташласа, кăчăк туртса тăнине ĕненес те килмест. Çук, пирĕн çĕршыв мар пуль ку, тĕлĕкре çеç курăнать пуль ку мана тетĕн.
Салтак тӳми чечекĕсем çинче шурă, сарă, шупка кĕрен лĕпĕшсем вĕçсе çӳреççĕ. Таса, черченкĕ, лăпкă, сăпайлă вĕсем. Чечексем пекех хитре, савăнăçлă. Тепĕр чухне çав лĕпĕшсем йышлăн вĕçсе, выляса çӳренине куратăн та, сана вĕсем лĕпĕшсем пек те мар, чĕрĕ чечексем пек, ырă хĕвеле, сенкер тӳпеллĕ ылтăн куна ытараймасăр çунатланнă салтак тӳмисем пек курăнаççĕ.
Лисук та сукмак тăрăх çăмăллăн утса çырма хĕррине тухсан сасартăк чарăнса тăчĕ, шап-шурă салтак тӳми тинĕсне тинкерчĕ. Хĕрĕн кăвак куçĕ телейлĕн çиçсе илчĕ. Акă ăçта иккен вăл илем, савăнăç, телей. Акă ăçта иккен вăл çамрăклăх çĕкленĕвĕ! Акă ăçта иккен вăл юратун чăн-чăн сăваплă вырăнĕ! Кунта пĕччен шухăшлама, тунсăхлама чи чаплă кĕтес! Кунта кулян, выртса макăр, хĕпĕрте, ташла, чупса çӳре, юрласа яр! Кунта чун савнипе шăкăл-шăкăл калаçса лар, ыйтса пĕл, тĕпче, килĕш, вăрç, çиллен. Кунта сăмах пар, ыталаса чупту, чупту, чупту...
Çамрăк хĕр, ашшĕ патне утара кайма тухнăскер, тӳсеймерĕ, чечексем хушшине ларчĕ. Унăн хĕвелпе пиçсе хĕрелнĕ, таса ӳтлĕ яштака урисене салтак тӳмисем пыра-пыра сĕртĕнеççĕ. Унăн алли патĕнче те салтак тӳми. Лисук пĕр чечекне татса илчĕ те шăршласа пăхрĕ. «Хĕвел шăрши килет», — калаçрĕ хĕр хăй тĕллĕн.
Тӳпере пĕр пĕлĕт татки те çук. Тĕнче янкăр уçă. Кирек ăçталла пăхсан та вĕçĕмсĕр инçет. Лисукăн пурнăçĕ те çавăн пек. Уншăн халь пурнăç ташласа, купăс каласа тăрать. Унăн халь кирек хăш еннелле утма та, вĕçме те ирĕк. Лисук уяр çанталăка, вĕçсĕр анлă тĕнчене ытарайми юратать. Унăн кайăксем чĕвĕлтетнине, çырма шăнкăртатса юхнине, лашасем тулхăрнине, çĕрле каччăсем шăхăркаласа иртнине тăнлас килет. Унăн чи шанчăклă тус, таçти инçетри çĕршыва кайсан та пăрахман тус, вут ăшне чупса кĕме, тарăн авăра чăмма, темле хаяр тăшмана та çапса ӳкерме пултаракан харсăр, хăюллă тус тупас килет. Унăн савнийĕ улăп пек патвар, ăслă, ырă пултăр. Унăн савнийĕ тĕнчери чи паттăр çын, Юрий Гагарин пек, Герман Титов пек, Андриян Николаев пек паттăр çын, пултăр.
Лисукăн хăйĕн те пултаруллă, харсăр, ĕçчен пулас килет. Зоя Космодемьянская пек, Люба Шевцова пек илемлĕ, хăюллă пулас килет. Тăван çĕршывшăн тĕлĕнмелле ырă-ырă ĕçсем тăвас килет. Лисукăн тĕнчере пурăнас килет, вĕçĕмсĕр, нумай-нумай пурăнас килет.
Çамрăк хĕр тавралăха калама çук ăшшăн, ачашшăн тинкерчĕ. Шанса, кĕтсе, ĕненсе, юратса тинкерчĕ вăл. Салтак тӳмисем каллех чӳхенчĕç, шап-шурă тинĕсĕн çуллахи чи хаваслă хумĕсем инçене-инçене ыткăнчĕç. Çывăхри ыраш хирĕ те юратупа пăлханма пуçларĕ.
Лисук Пракка çинчен шухăшларĕ. Нимех те çук пек ун çумĕнче. Ялти ытти каччăсенчен уйăх пек çутă питпе те, хĕвел пек хитре кулăпа та уйрăлса тăмасть. Çапах та ун çумĕнче хăй патне туртакан илемлĕ, çирĕп вăй-хăват пур. Мĕнре-ши çав хăват? Мĕн амакĕ илĕртет ун çине пăхма? Мĕн амакĕ хĕтĕртет ун çинчен шухăшлама? Тен, пĕр пек ĕмĕт, пĕр пек тĕллев, пĕр пек шухăш-кăмăл? Анчах темшĕн Пракка кăшт кулăшларах пек туйăнать Лисука. Темшĕн ăна курсан тепĕр чухне кулас килет, вăрттăн кăна мар, ахăлтатсах кулас килет. Ара, Хреççи патĕнче эрех тунинех аса ил-ха. Айван! Лисука юратнипех, ун умĕнче тӳрре тухас тенипех хăтланнă вăл çавна. Кунсăр пуçне клубран епле тухса тарчĕ тата? Бригадир мар, чăн-чăн мемме ача, тăм-тăмаккай тейĕн. Ăçта ун çирĕплĕхĕ, паттăрлăхĕ? Пултарать-и вăл хăйĕн çывăх юлташĕшĕн, тусĕшĕн вута кĕме, çулăмра асапланма? Пултарать-и вăл ĕмĕрлĕх шанчăклă, хаваслă, телейлĕ юлташ пулма? Тен, Коля Праккаран шанчăклăрах. Унăн пĕвĕ-сийĕ те яштака, çӳллĕ. Çырусене мĕнле çырать тата?! Кашнинчех «чунăм» та «чунăм». Те чăннипех çырать вăл. Пĕрре те канăç памасть-çке. Вĕçĕмсĕр салам ярать. Лисук хăй пĕр çыру та хирĕç яман пулин те кӳренмест. Çаплах почтальон ун çырăвĕсене кашни кун илсе килет. Тен, хăйĕн патне те пĕр-ик сăмах çырмалла мар-ши? Çын-çке вăл. Пирĕнни пекех чĕри пур унăн, чунĕ пур. Инçетри çĕршывра, тен, ăшă салам та илес килет пуль. Анчах ун пек хăтланни ик мулкача хăвалани пулмĕ-ши? Иккĕшне хăвалăн та — пĕрне те тытаймăн. Ай, мыскара вара. Мыскаран мăйраки кукăр теççĕ.
Çамрăк хĕр инçех те мар, шăпкан тĕмĕ патĕнче пыл хурчĕ вĕçсе çӳренине курчĕ те çирĕппĕн, шуххăн çапла каласа хучĕ:
— Пыл хурчĕ хăйĕн йăвине тупать. Эпĕ те тупăп-ха! — терĕ.
Çав вăхăтра çывăхрах, питĕ çывăхра, ыраш хушшинче, путене пĕт-пĕлтĕк! туни илтĕнчĕ. Лисук тĕлĕннипе пуçне ялт çĕклесе пăхрĕ. Ниушлĕ çакăнтах путене пур? Лешĕ татах икĕ хутчен: пĕт-пĕлтĕк! пĕт-пĕлтĕк! турĕ. Унччен те пулмарĕ — ыраш ăшĕнчен Пракка кулкаласа тухрĕ.
— Пĕт-пĕлтĕк! — терĕ вăл чăн-чăн путене пекех.
Лисук пуçне тепĕр еннелле пăрчĕ.
— Мĕн хăратса çӳретĕн эс мана?
— Эй, путене авăтнинчен хăратни эс?
— Хăратăп çав. Эпĕ, пĕлетни, шăширен те, шăрчăкран та, таракантан та хăратăп.
— Эй-яй-яй, — ун çумнех пырса ларчĕ Пракка.
— Вăт япала! Мĕне пĕлтерет ку? — аяккарах пăрăнчĕ Лисук.
— Ак тамаша! Юнашар ларма та юрамасть иккен.
— Юрамасть!
Пракка ним калама та аптăрарĕ, хĕр çине тинкерсе пăхрĕ.
— Ма пăхатăн ман çине? Куç ӳкеретĕн! — татах аяккалла куçрĕ Лисук.
Каччă асаплăн хаш! сывларĕ те урăх чĕнмерĕ. Ун куçĕ тĕтреленчĕ. Татах тĕтреленчĕ. Çав тĕтре ăшĕнчен хавассăн кулса пĕр яштака салтак тухрĕ. Акă вăл Пракка умĕнчех тăрать. Карттусĕ çинче çăлтăр йăлтăртатать. Кăкăрĕ çинче значоксем.
— Лисук, эсĕ иккĕмĕш курс валли пур кĕнекесене те тупрăн-и?
— Пурте çук çав. Мĕнле вĕренсе тухăпăр-ши эпир? Яла култарни çеç пулмĕ-ши?
— Мĕн аташатăн эс? Эх, Лисук, хăравçă.
— Çапах та йывăр-çке.
— Мана санпа пĕрле ним те йывăр мар. Эпĕ санпа пĕрле пулсан тем тума та, таçта кайма та хатĕр. Йывăртарах чухне: «Эй, манăн Лисук пур-çке», — тесе шухăшлатăп та, чун-чĕрене вăй-хăват пырса тулать. Пĕрре çапла васкасах пиллĕкмĕш задание ямалла манăн. Темле каярах юлнăччĕ. Ну, çыратăп, çыратăп. Ума кĕнекесем туллиех купаласа тултарнă хам. Пĕрине уçатăп, тепĕрне, виççĕмĕшне... Çур çĕр иртсе кайрĕ. Хам йăлтах ывăнса, халтан кайса çитрĕм. Çавăн чухне сасартăк сана аса илтĕм. «Ара, эпĕ каплах ыйхăласа, çăвар карса ларнине Лисук курсан мĕн калĕ?» — терĕм. Чăнах, çапла каларăм та, ыйхă тени таçта мура çухалчĕ. Эпĕ чĕп-чĕрĕ çын пултăм лартăм.
— Юмах пуль ку санăн? Эх, сӳпĕлти!
— Çук, Лисук. Юмах мар. Сан çине ман пăхнăçем пăхас килет. Тĕлĕнмелле ырă çын эсĕ. Таçти инçетри хире кайсан та эпĕ сана курсах тăратăп, сан ăшă куллуна чĕрере усратăп. Тепĕр чухне эс ĕçлекен çĕре ахалех çитсе тухатăп. Вăт, Лисук. Пĕтертĕн эс мана. Пăсрăн. Аркатрăн...
— Эппин, эс кунта каллех ман хыççăн килтĕн-и?
— Çук, кунта урăххи хыççăн.
— Мĕнле урăххи?
— Манăн урăххи те пур çав. Пĕлместĕн-и эс ăна? Тупнă тата: хăйĕн икĕ каччă та, манăн вара пĕр хĕрпе çеç туслашмалла-и?
Лисук шӳт сăмаха сисрĕ пулин те кичемленнĕ пек курăнчĕ. Унăн çутă кăвак куçĕ тĕксĕмленчĕ, пичĕ çинчи ăшă кулă çухалчĕ. Хĕр, хăйне хăй сисмесĕрех тенĕ пек, унталла-кунталла пăхкаласа илчĕ.
— Тепĕрне питĕ чаплине тупрăм эп. Сан пекки çеç мар, — кулса калаçрĕ Пракка.
— Кам вара вăл?
— Каламастăп.
— Эй, камах пăхтăр ĕнтĕ сана? Мĕн пур сан çумра. Куçусем чакăр-и, сассу уçă-и? Лайăххи те санăн тĕшмĕш Хреççи патĕнче аншарли тума пĕлни çеç. Пĕлтĕр тата кукуруза хирĕнче çум курăкĕ туса илнипе чапа тухнăччĕ. Кăçал мĕнпе тĕлĕнтерĕн-ши ĕнтĕ?
— Кăçал-и? Кăçал пурпĕр, вилем-каям, хамăр бригадăпа колхозра мала тухатăпах. Каланă тейĕн. Кукуруза пулатех. Тулă та аван çĕкленет. Ыраш ав, хăв куран, епле ăнăçлă. Анчах пирĕн çунмалли, тертленмелли, вăй хумалли татах нумай-ха. Шутсăр нумай. Пĕлтĕр пирĕн колхоз вăтамран, хăвах пĕлетĕн, кашни гектартан вун икĕ центнер çеç илнĕ. Вун икĕ центнер тырă нумай-и вăл? Нумай мар. Лисук пек, Татюк пек, Сентре Униçĕмĕ пек, Улатти пек çынсем пур чухне çакăн пек çеç ĕçлемелле-и пирĕн? Тракторсем, комбайнсем, çĕр тĕрлĕ машина. Урăхла каласан, колхозра целăй МТС пур чухне...
— Вара татах мĕн каласшăн эсĕ?
— Эпĕ-и? Бригадăри кашни çыннăнах калаçуран ĕçе, чăн-чăн ĕçе кӳлĕнмелли çинчен каласшăн. Миçе çул пуплеместпĕр ĕнтĕ: яланах тыр-пул тухăçне ӳстерес, вăйлатас, тивĕçлĕ шая çĕклес, аталантарса пырас, кĕрешĕве сарса ярас тетпĕр. Яланах кĕске вăхăтра та пысăк пахалăхпа тетпĕр. Тепĕр чухне отчетсене итлетĕн те пĕççе шарт! çапас килет. Кашни çулах «пĕлтĕрхинчен лайăхрах», «пĕлтĕрхипе танлаштарсан çавăн чухлĕ ӳснĕ» тесе çыраççĕ.
Пĕлтĕрхипе танлаштарма май килмесен (ун чухне тыр-пул отчетлă çултинчен лайăхрах пулнă пулсан) маларахри çулсемпе танлаштараççĕ. Мухтанма мĕнле кăна май тупмаççĕ-ши? Пурте хăйсен ĕçне лайăх кăтартасшăн. Пурте хăйĕн мухтавĕшĕн. Анчах ĕçĕ вара хăш-пĕр бригадăсенче, колхозсенче халичченхи пекех. Ни каялла, ни малалла... Пĕр вырăнта карусель пек çавăрăнса тăратпăр. Çавăрăнасса вăйлă çавăрăнатпăр вара! Пĕлĕт те, çĕр те курăнмасть...
— Малашне, сан шутпа, мĕн тумалла? Мĕнле ĕçлемелле?
— Ман шутпа-и? Эпĕ колхоз председателĕсем хатĕрлекен шкулта вĕренекен пĕр юлташ калаçнине илтнĕччĕ. Вăл хăйне пуçлăха суйласан, кассăра пĕр тенкĕ укçа та çук пулсан чи малтанах правлени çуртне сутса яратăп, хам палаткăра е землянкăра ĕçлетĕп тенĕччĕ. Пирĕн ун пек хăтланмах кирлĕ мар. Пирĕн чи малтанах çĕр çине чĕре витĕр пăхма вĕренмелле. Пирĕн вăхăтлăх колхозник мар, яланлăх колхозник пулмалла. Паян пур та ыран çук тесе пурăнмалла мар. Çĕр вăл çирĕп туслашнине, ĕмĕрлĕхех туслашнине юратать. Çĕр вăл туслăха манакансене çав тери çилленет. Çак туслăхра пурте пултăр: дисциплина та, явап тытасси те, савăнасси те, хуйхăрасси те, кӳренесси те, вăрçасси те.
— Çапах та туслăхпа, юратнипе кăна тырă ӳсĕ-ши?
— Ӳсет, Лисук. Каларĕ тейĕн, пурте çавăнтан пуçланать. Туслăх вăйлă пулсан уй-хире юратса йĕркеллĕ сухалатăн, им-çамне те нумайрах, привулĕ кăларма тăрăшатăн. Çук пулсан та шыраса тупатăн. Туслăх пулмасан вара — пĕтрĕ тĕнче. Уй-хир чире каять, унăн çан-çурăмĕ хытса ларать. Тăпран сывлăш тухми пулать, юнĕ выляма чарăнать. Эх, Лисук, тĕнчере пурте çуратаççĕ-çке. Вăрман çамрăк хунавсем, уçă сывлăш, телейлĕ сулхăн çуратать. Çырмара шăнкăр-шăнкăр шыв çуралать. Уй-хир вара тутлă апат-çимĕç çуратать. Пурнăç малалла каясси, йыш хушасси, телей тупасси, çуратасси — пурте пысăк юратуран килет. Çапла-и? Ма чĕнместĕн? Тен, акă эпир те пĕр-пĕрне юратăпăр-юратăпăр та сан пекех хитре, илемлĕ ача, тапкаланса, хыттăн йĕрекен ача çуратăпăр... Ну, каласа пар, çурататпăр-и?
— Эй, ухмах. Ăссăр!
— Пĕрре те ăссăр сăмах мар. Пулмасть тетĕн-им? Тĕнчере тем те пулма пултарать. Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчеле.
Каччă Лисука пилĕкĕнчен тытрĕ. Хĕр унăн аллине илсе пăрахма тăчĕ:
— Ил аллуна!
— Илместĕп.
— Ил. Илмесен çыртатăп!
— Çырт.
— Юрать эппин! — Лисук Пракка аллине ыраттармаллах çыртрĕ. Бригадир «ай-ай!» тесе çухăрса ячĕ те хĕре ытамĕнчен вĕçертрĕ.
Лисук сукмак тăрăх ялалла чупрĕ.
— Ху каларăн-çке çырт тесе! Тĕсси сана! — кăшкăрса хăварчĕ хĕр. — Асăнмалăх юлтăр.
Пракка аллине сула-сула уткаласа çӳрерĕ.
— Вăт вутăш! Асăнмалăх тет тата. Юрĕ, асăнмалăх пултăр апла.
Пракка хĕре хăваласа çитсе татах калаçасшăнччĕ, анчах уя хăй мĕншĕн тухнине аса илчĕ те чарăнса тăчĕ. Унăн тепĕр «хитре» пикепе тĕл пулмалла-çке. Вăл кирек мĕнле пулсан та çакăнта улах сукмакпа таврăнать. Бригадир уткаласа çӳресен-çӳресен паçăр Лисук ларнă вырăнах ларчĕ, ыран мĕн-мĕн ĕç тумалли çинчен шухăшларĕ. Комбайнсене тепĕр хут пăхса тухмалла. Чăх-чĕп ферминче пулмалла. Сахăр кăшманĕ хирне çитсе килмелле. Авторучка туянмалла. Атă тĕпне çапмалла. Бригадăри ик ачана пионер лагерьне ăсатса ямалла.
Тӳпене мал енчен çĕр мамăк купи пек кăпăшка шурă пĕлĕтсем хăпарма пуçларĕç. Вĕршĕнсем шыв çийĕн урлă та пирлĕ ыткăнма тапратрĕç. Нар сăрчĕ енчен, унта темле улăп ассăн сывласа илнĕ пекех, вăркăш çил чупса иртрĕ.
Пракка сасартăк ыйхăланă пек пулчĕ. Унăн ем-ешĕл курăк çине тӳнсе канас килчĕ. Вăл чăнах та сумкине пуç айне хурса выртрĕ те куçне хупрĕ. Çапла чылайччен выртрĕ вăл. Тăван çĕр кăкăрĕ çинче, ыраш пусси çумĕнче, çуллахи кун сăпкинче.
Бригадир тĕлĕрмех пуçланăччĕ, ун хăлхине хуллен хăлтăр-хăлтăр! тунă сасă пырса кĕчĕ. Пракка хăвăрт пуçне çĕклерĕ те унталла-кунталла тинкерчĕ. Аха! Çырма хĕррипе пĕр хĕрарăм ачурапи туртса килет. Ун çинче — виç-тăватă тулли михĕ. Чăнах, çавă-çке ку! Çавă. Бригадир с.иксе тăчĕ те сукмак еннелле ыткăнчĕ.
— Чарăн-ха, Хреççи! — терĕ вăл чылаях хыттăн.
Кунта никам та пулас çуккине шанса пыракан инке арăм чĕри кăртах сикрĕ. Вăл каялла çаврăнса пăхрĕ.
— Чарăн-ха тетĕп! — каллех чĕнчĕ бригадир
— Ара, чарăнатăп, чарăнатăп. Тем тума кирлĕ пултăм ĕнтĕ сире? — ачурапине пăрарах лартрĕ Хреççи. Пракка ун патне çитсе тăчĕ.
— Сывлăх пултăр. Аçтан таврăнатăн? — ыйтрĕ вăл.
— Ăçтан пултăр? Кăштах çум курăксем таткаласа çӳрерĕм.
— Мĕнле çум курăксем тата? Салтсах пăхар-ха, — бригадир ачурапи çинчи пĕр миххе салтрĕ. Унтан тӳрех ем-ешĕл улăх ути тăкăнма пуçларĕ. — Чăнах, çум курăксем иккен! Ай-ай!
— Ара, йĕркеллĕ курăк çук унта, Пракка. Шырлан пуçĕсенчен вырса çӳрерĕм. Çавă çеç. Колхоз унти курăка пур-пĕрех çулса пухас çук. Ара...
— Хреççи аппа! Кирек мĕнле япалан та вĕçĕ пур. Эсĕ тĕк пек çăмăл пурăнма юратни пуриншĕн те паллă. Анчах ĕмĕр тăршшĕпех çăмăлпа, çын хӳттипе йăпшăнса пыма çук-çке. Текех тӳсме хал çук. Колхозăнне тăп-тăр кăнтăрла çаратни-çке ку.
— Ара, ачуралипе курăк çулса килни çаратни пулать-и, ачам. Йăли çапла вăл. Çăва тухсан курăк хатĕрле, хĕлле — вут-шанкă. Ара, ун пек çилленмелли ним те çук-çке. Асапланса çӳре-çӳре те тата сăмах илт. Упăшкасăр çыннăн ним хурри те çук çав.
— Айта, сӳпĕлтетсе ан тăр, туртса кай та лаша вити умне пушат ку утта. Кун пек колхоз пурлăхне çаратасси тек асăнта та ан пултăр. Куншăн ахаль каçармĕç...
— Эй, ачам, сăхсăхса калатăп, — чăнах та ик-виç хут сăхсăхса илчĕ Хреççи. — Турă пул маншăн. Ял çинче ун пек-кун пек шăв-шав ан кăларах. Ахаль те аран-аран çӳретĕп. Ăш анать-çке манăн. Пуç çаврăннипе аптратăп. Ыратман вырăн та çук. Манпа пĕр çултисем ав тăрăслаттарса ĕçлесе çӳреççĕ. Манăн вара... Эй, мĕн каласси. Ара, Пракка шăллăм, эсĕ ăслă-пуçлă çын, ăна хăвах пĕлетĕн. Сирĕн аçу та пит йĕркеллĕ çынччĕ. Улмуççинчен улми инçе ӳкмест теççĕ. Çаплах пулчĕ. Ара, ялта санран ытла кăмăллакан çынни те тупăнмасть манăн. Ку ачурапине килех кĕртем-ха, ачам. Турă пул.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...