Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XV сыпăк
Хирте çур аки. Тракторсем пĕр канмасăр, çĕрĕн-кунĕн кĕрлеççĕ. Халĕ ял çыннисен пĕтĕм тимлĕхĕ, савнăçĕ, хуйхи-суйхи уйра. Ылтăн тырă пĕрчине кăпăш, нӳрлĕ çĕрпе витсе хăварасси — чи ырă та чи мухтавлă ĕç. Çур акин тĕлĕнмелле чапĕ, мăнаçлăхĕ, савăнăçĕ пурне те хăй тыткăнне илет. Çакна хирте трактор рульне тытса пыракан тусанлă, тарлă, канăçсăр çынсем кăна мар, сеялка хыçĕнче чăтăмлăн тăрса пыракансем çеç те мар, ялти пĕтĕм халăх, ватти-вĕттипех туяççĕ. Çур аки вăл — чи хĕрӳллĕ, чи хаваслă, чи чыслă тапхăр. Çур аки вăл — кĕрешӳ, телей, çĕнтерӳ. Ахальтен мар ĕнтĕ, Улатти çур акине кĕскен те хăйне майлă хак пачĕ.
— Çур аки вăл — Курск, Днепр, Эльба, Берлин, — терĕ. Пракка юлашки кунсенче хиртен те кĕреймерĕ темелле. Ăçта кăна çитмерĕ-ши вăл. Трактористсем патне те, вăрлăх турттаракансем патне те, минераллă удобренисем тиесе тухакансем патне те.
Халĕ акă Пракка васкасах Нар çырми хĕрринчи хӳшĕ патнелле утать. Ку хӳшше трактористсем валли юриех Тарье катинчен шĕшкĕ касса тутарнăччĕ. Хӳшĕ патĕнче Татюк пĕчченех. Вăл çур аки вăхăтĕнче хирте апат пĕçерет.
— Ну, мĕнле унта, кăнтăрлахи апат вăхăтра пиçет-и? — ыйтрĕ Пракка.
— Ара, хуранра шывĕ тахçанах вĕрет, — тарăхса каларĕ Татюк.
— Мĕн çитмест тата?
— Продуктсем илсе килмерĕç.
— Халĕ те çитмен-и?
— Çук çав.
— Ну, çав Хреççие! — тарăхрĕ Пракка. — Ирех ятăм-çке ăна. Ку темĕн Çӳлтикаса пĕр хут кăна мар, виç-тăватă хут кайса килетĕп эпĕ. Лашине хам кӳлсе кăларса ятăм-çке инкеке.
Вĕсем, Татюкпа иккĕшĕ те, çырана хăпарса çул çинелле тинкерчĕç. Çук, ниçта та лав килни курăнмасть. Ăçта мура кайса кĕнĕ-ха Хреççи?
— Эх, хамах каймаллаччĕ. Çав Хреççие шанса! — пăшăрханчĕ Татюк.
— Тӳссе пулмасть. Вăт, амак пуçĕ. Нӳçтĕркке, — ял еннелле чупсах кайрĕ Пракка. — Телефонпа шăнкăравласа пĕлес пуль...
Анчах кăштах чупсанах Пракка чарăнса тăчĕ. Вăл ялтан тур лаша тухнине курчĕ. Ку лав, тем кала та, Хреççи лавĕ.
— Ай, епле ерипен кăлтăртатать вăл. Лашине кăшт та пулин васкатасчĕ хуть...
Бригадир каллех Татюк патне пычĕ. Сумкинчен хутсем кăларса тем шутлама, çырма тытăнчĕ. Тӳпене тăрисем пĕрин хыççăн тепри çĕкленеççĕ. Çĕр çумĕнчен уйрăлнă-уйрăлманах хавассăн юрласа яраççĕ: тăр-тăри! тăр-тăри! Паян ирех тăтăр-и? Пĕтĕм вăя хутăр-и? Ăмăртса акатăр-и?
Тур лаша васкамасăр, хуллен çывхарать.
— Лашуна хăвала кăштах. Мĕн çывăрса пыратăн?! — кăшкăрчĕ Пракка.
— Ара, ку лашана хăть çап, хăть ан çап, ним усси те çук, — тилхепине турткаларĕ Хреççи.
— Лаша тенин ăсĕ пур çав. Урапа çинче кам ларса пынине чухлать. Ĕçчен çын ларсан ĕрĕхсе пырать, сĕнкĕлти çын ларсан сĕнксе пырать, тĕнкĕлти çын ларсан тĕлĕрсе пырать...
— Ара, аплах ан хурла-ха мана, Пракка.
— Трактористсене выç варла усрас тетĕн-и эс? Васкарах çӳреме юрамасть-и?
— Халь те васкарăм, Пракка. Туршăн та.
Хреççи лашине чарчĕ. Татюк лав çинчи продуктсене хӳшше йăтрĕ. Вĕрекен хурана часах какай, кĕрпе ячĕ. Вучахне вĕçерсе вут-шанкă пăрахрĕ. Ун хыççăн сасартăк:
— Тăвар илсе килмен-çке эс? Ак япала! — терĕ.
— Мĕнле тăвар? — тĕлĕннĕ пек пулчĕ Хреççи. — Мана тăвар илме хушнăччĕ-и?
— Ара, Праккапа иксĕмĕр те каларăмăр-çке.
— Çук пуль? Ан аташăр-ха. Туршăн та, тăвар илме каламан эсир мана. Ара, каланă пулсан ма илес мар. Ман хамăн та тăварсăр яшкана сыпас та килмест. Эп яшкара тăвар витĕр каланине юрататăп.
Татюкпа Пракка Хреççие çак лашапах яла тепĕр хут чуптарчĕç.
Хирти повар вучаха шултрарах вут хучĕ те сухан турама тытăнчĕ.
Пракка ăна темскер каласшăн пулса апат хатĕрлемелли вăрăм сĕтел çуммипе каллĕ-маллĕ уткаласа çӳрерĕ. Унтан чарăнса Татюк çине пĕр хушă пăхса тăчĕ-тăчĕ те:
— Итле-ха, Татюк аппа, çав сирĕн пата çӳрекен Арапуç каччи кам вăл? Сан тăвану пулать-и? — терĕ.
— Э-э, Кольăна калатăн-çке эс. Тăван çав. Ман йăмăк ывăлĕ вăл. Часах лейтенанта вĕренсе тухать.
— Аван, аван. Вăл пирĕн ялта ăш çунтармăш хĕр тупнă курăнать. Ир те, каç та йăрккакан пулчĕ.
— Халĕ кайрĕ вăл. Ара, хĕр чух хĕрĕх тус, авланиччен алă тус теççĕ-çке. Шанма çук, хĕрне те тупнă пуль. Пирĕн ялта чипер хĕрсем пайтах та. Таврара Анаткас хĕрĕсем — чи хитре хĕрсем текен чаплă хыпар çӳрет...
— Хыпарĕ пур пуль-ха вăл. Арапуç каччи Лисукшăн çунать теççĕ. Чăнах, пит килĕштернĕ пулмалла ăна. Пĕркун клубра куртăм. Куçĕсем Лисук çинче çеç.
— Пулĕ те, пулĕ те... Кам пĕлсе çитертĕр çамрăксенне.
— Лисукĕ те уншăн вилсех каять пулас. Сирĕн патăрта улах ларнă тет-и-ха вĕсем. Çав Коля килсенех сирĕн пата Лисук чупса пырать тет.
— Ун пекех мар пуль.
— Евчи, майлаштараканни, эсĕ теççĕ.
— Эй, ку суя вара. Хальхи çамрăка мĕн евчи кирлĕ ăна. Вĕсем евчĕсĕрех паллашаççĕ.
— Халĕ те Лисукпа иккĕшĕ вĕçĕ-хĕррисĕр çыру çӳре-теççĕ тет. Тупса патăн эс Лисука ырă каччă. Тавтапуç сана.
Пракка Татюка кăшт кӳренни уççăнах сисĕнет. Темшĕн Лисукпа Коля пĕр-пĕринпе паллашни, тĕл пулни пĕтĕмпех Татюк чупса çӳренинчен килнĕ пек туйăнать ăна. Эх, этемсем! Ниушлĕ бригадăри чи кăмăллă, вăр-вар, ĕçчен хĕре Пракка юратнине сисмеççĕ вĕсем. Е сиссен те юри хăтланаççĕ. Клубра Алексеевпа шашкăлла вылянă кунранпа Пракка чун-чĕри вырăнта мар. Пракка чун-чĕри çунать, ялкăшсах çунать. Ăна халĕ Лисук хăйне йĕкĕлтесе сиввĕн пăхнă пек курăнать. Лисук ăна нихçан та юратман пек, унпа пĕрле çӳремен пек, çӳренĕ пулсан та ахаль, ячĕшĕн кăна, никампа вăхăт ирттерме çукран çеç çӳренĕ пек сисĕнсе тăрать. Мĕн тумалла ĕнтĕ унăн? Мĕнле тӳссе ирттермелле? Лисуксăр пуçне тĕнче те кичемленнĕ пек. Çутă кун та тĕксĕмрех, чечен çуркунне те тунсăхлăрах пек...
Бригадир татах тем шухăша кайса тăратчĕ пуль, çывăхрах Микка сасси илтĕнчĕ:
— Пракка, срочнă, халех машина кирлĕ. Çемен варпа аптранă. Вилет.
— Мĕнле апла? Тин çеç чип-чипер сухалатчĕ.
— Трактор патĕнче, прасна çинче выртать. Çаврăнкалать кăна. Ăçтан тупмалла машина? Халех больницăна ăсатмалла.
— Ну, килсе тухать те инкек! Эпĕ аслă çул çине чупатăп. Эсĕ пăхкаласа тăр ăна. Машина тупса пыратăпах. Эй, япала! — чупса кайрĕ бригадир.
Пракка сухаланă, акнă хир тăрăх, çырма-çатра урлă, шурлăхлă-шывлă вырăнсем урлă, ним уямасăр, ниме пăхмасăр чупрĕ. Акă вăл шоссе çулĕ çине вăркăнса тухрĕ. Телее, Нар сăрчĕ енчен автомашинăсем килни курăнчĕ. Пĕр машина, иккĕ, виççĕ. Бригадир аллине çĕклерĕ. Анчах номерсĕр «Перегон» тесе çырнă машинăсем пĕр чарăнмасăр вăшт та вăшт кăна иртсе кайрĕç. Пракка çине сăрă тусан çеç мăкăрланса юлчĕ. Нумай та вăхăт иртмерĕ — сăртран тепĕр машина анма пуçларĕ. Бригадир каллех чарма хăтланчĕ. Лешĕ «бензовоз» пулчĕ, чарăнмарĕ. Мĕн тумалла-ха капла? Пракка тепĕр машина вăркăнса çывхарнине асăрхарĕ. Ку, тĕлнех, çăмăл машина иккен. Бригадир, малтанхи машинăсем чарăнманнипе тарăхса, хĕрӳленсе çитнĕскер, çул варрине тухса тăчĕ. «Хăть хама таптаса кайтăр, пурпĕрех ирттерсе ямастăп», — шухăшларĕ вăл. Аллине çӳле йăтса хаяррăн, хыттăн кăшкăрчĕ:
— Чарăр! Чарăр, шуйттансем!
Çăмăл машина кăрик! тутарса тормозларĕ те чарăнчĕ. Пракка ун патне чупса пычĕ. Çамрăк шофер çумĕнче ларакан шыçмак сăн-питлĕ, куçĕ айĕсем хутаç пек усăнса аннă çын кабина алăкне кăштах уçрĕ, хăйне чарса чăрмантарнăшăн кӳренерех пăхрĕ.
— Мĕскер каласшăн эс? — ыйтрĕ вăл хулăн сасăпа. Пракка хирте инкек килсе тухни çинчен пĕлтерчĕ. Çемене часах больницăна илсе кайрĕç. Унпа пĕрле Пракка та ларса кайрĕ. Çемен вырăнне сухалама вăл Улаттие хушса хăварчĕ.
Улатти çав кун кунĕпе трактор çинчен пĕр анмасăр ĕçлерĕ. Вăл хир тăрăх тракторпа хăватлăн кĕрлеттерсе çӳрерĕ.
Çав шава тăнланă май тем çинчен те, тем çинчен те шухăшларĕ. «Эх! Улатти çултан-çул хăмăш пек, вăрман пек тыр-пул туса илсен! Тĕнчере пуринчен вăйлă, чаплă кукуруза ӳстерсен! Таврара ун ячĕ аслати пек кĕрлесе кайсан! Ун патне Лаврентий Павлович та, Алексеев та такăна-такăна чупса килсен. Районтисем, республикăрисем кĕрлеттерсе çитсен. Тем чухлĕ халăх ялавсемпе, плакатсемпе митинга пухăнсан урам урлă талккăшпех «Чаплă тракториста — Петров Владимир Петровича мухтав», «Сывă пултăр Улатти!», «Чыс та хисеп Эльба салтакне!» тесе çырса хурсан. Улатти трибуна çине тухнă-тухман пурте алă çупса кăшкăрса ярсан».
Улатти шухăшланă май хăйĕнчен хăй сасăпах кулса ячĕ.
Тĕттĕмленчĕ. Нар сăрчĕ çине пăхăртан шăратнă тулли уйăх хăпарчĕ. Çăлтăрсем курăнкаларĕç. Улатти çаплах сухаларĕ. Ун хыçĕнче тарăн касă тăсăлса юлать. Тракторист малалла чăтăмлăн тинкерсе трактор рульне çирĕппĕн тытса пырать.
— Улатти, каçхи апат çиме кил, — чĕнчĕ Татюк. Тракторист ун сăмахне илтмерĕ. Трактор шавĕ кансĕрлерĕ пулас. Татюк вара трактора чупсах хăваласа çитрĕ те тепĕр хут кăшкăрчĕ:
— Клухуй-и эс, мĕншĕн илтместĕн? Апат çиме! Лешĕ тракторне ерипенрех ячĕ.
— Пĕчченех эпĕ. Мана улăштаракан çук, — терĕ Улатти.
— Чарма юрамасть-и вара? Тракторĕ те кантăр.
— Çук, çук, юрамасть.
— Эппин, какайпа çăкăр илсе килсе паратăп.
— Илсе кил.
Татюк чупса кайрĕ те Улатти валли чылай пысăк аш татăкĕпе çăкăр илсе пычĕ. Çĕнĕ тракторист ăна кабинăна хучĕ.
— Сана камăн улăштармалла? — ыйтрĕ повар.
— Пĕлместĕп. Пракка килмен-и?
— Çук.
Улатти тракторĕ малаллах ыткăнчĕ. Çăлтăрсен йышĕ ӳссех пычĕ. Уйăх çӳллĕрех те çӳллĕрех çĕкленчĕ. Çырма енчен сулхăн, нӳрлĕ сывлăш вăркăшса улăхать.
Улаттие улăштарма çаплах никам та килмерĕ. Çур çĕр те çитрĕ ĕнтĕ, уйăх хура пĕлĕтсен айне кĕчĕ. Тракториста малти çутă йăрăмĕсĕр пуçне таврара урăх ним те курăнмасть. Пур енче те сĕм тĕттĕм. Тепĕр чухне тракторпа темĕнле хура стенана пырса çапăнассăнах туйăнать. Улаттин аллисем те ывăнчĕç, урисем те йывăрланчĕç, куçĕ те тĕтреленсех пырать. Анчах тракторист çав-çавах парăнасшăн мар. Çук, çак пусса сухаласа пĕтермеллех унăн. Çакна тума вăй-хал çитеретех вăл.
Ыйхă ан пустăр тесе Улатти шӳтлĕ юрă юрласа ячĕ:
Уя тухрăм, ай уй куртăм:
Ик сар лаша ай вăрçаççĕ.
Вĕсем мĕншĕн ай вăрçаççĕ?
Уйра каю ай çитменшĕн.
Яла кĕтĕм, ай ял куртăм:
Ик сар каччă ай вăрçаççĕ.
Вĕсем мĕншĕн ай вăрçаççĕ?
Ялта сар хĕр ай çитменшĕн...
Юрлани пулăшать иккен. Улатти куçĕсем уççăнрах куракан пулчĕç. Аллисем руле çирĕпрех тытрĕç. Вăл çапла тул çутăличченех сухаларĕ. Шыв, горючи яма тăнисĕр пуçне трактор пĕр минут та чарăнмарĕ.
Хĕвел тухсан тĕтре майĕпен-майĕпен çырмасене, ĕшнене кĕрсе çухалчĕ. Каллех уяр та хитре кун пуçланчĕ. Çут тĕнче каллех ылтăн шевлепе йăлтăртатрĕ. Ĕшнери çамрăк çулçă кăларнă йывăçсем те, Нар çырминчи курăк та кĕмĕл сывлăмпа çиçрĕç.
Тĕнче ăшăннă май Улаттие каллех ыйхă ачашлама пуçларĕ. Трактор малалла шунă май ăна сăпкари ачана сиктернĕ пек пĕр тикĕс сиктерчĕ. Улатти анасла-анасла илчĕ те, унăн пуçĕ руль çине лăнк! кайрĕ. Анчах çак вăхăтра:
— Эй-яй-яй! — тени илтĕнчĕ. Улатти шартах сикрĕ. Трактор патне Микка çитсе тăнă:
— Санпа ылмашăнма ячĕç мана, — терĕ вăл.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...