Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XIV сыпăк
— Улатти пичче! — янăрарĕ каллех такам сасси.
Ак тамаша! Пăри Пурисĕн лупасĕ тăрринче ачасем! Юр кайнă тĕлте, улăм çинче, кĕнеке вуласа выртаççĕ пулмалла. Пĕри, ура çине тăнăскер, те Курпун Кĕркурин вăл, те Пуклак Иванăн, Улаттие тем каласшăн.
— Мĕн тумаллаччĕ-ха? — ыйтрĕ Улатти.
— Сирĕн виçĕ ачи те кайрĕç.
— Ăçта кайрĕç?
— Вĕсем-и? Мăнçырмана каятпăр терĕç.
— Чăнах-и?
— Чăнах. Пĕр чĕптĕм те суймастăп.
— Паçăрах кайрĕç-и?
— Нумай пулмасть. Лупас тăрринчен пăхсан тин çеç курăнатчĕç-ха. Чим-ха, çӳлерех улăхса татах пăхам. Тăр кăштах. Эй, улăхма çук тата. Улăмĕ тĕшĕрĕлсе анать. Улăхрăм. Пăхатăп. Çук, курăнмаççĕ.
— Кампа кайрĕç вĕсем?
— Хреççи аппапа. Чим-ха! Эй, Улатти пичче, куратăп. Хреççи аппа кăшт курăнать, Петĕрпе Ванюк курăнмаççĕ. Мĕн тума кайрĕç вĕсем?
— Пĕлместĕп, — терĕ Улатти.
Вăл палт çаврăнчĕ те лаша витинелле утрĕ. Унтан хăй юратакан Ерголе тытса тухрĕ. Мăнçырма еннелле вĕçтерчĕ.
«Ачасене чиркĕве илсе кайса тур юнĕ сыптармалла тетчĕ вăл. Çавăнта ертсе кайнă ĕнтĕ киремет хĕрарăмĕ. Йӳтенĕскер! Мĕн амакне киле кĕртетĕп-ха çав путсĕре?..» — тарăхрĕ Улатти.
Тене сăрчĕ çине хăпарсан Хреççипе хăйĕн ачисене Улатти аякранах курчĕ. Умлăн-хыçлăн утаççĕ вĕсем. Юрлă хирте тăватă хура муклашка пек курăнаççĕ. Çав муклашкасемсĕр пуçне хирте урăх нимĕнле хуранчăк та çук. Улатти лашине тата хытăрах чуптарчĕ. Ачисемпе Хреççие унăн мĕнле те пулин хăвăртрах хăваласа çитес килчĕ. Улаттин çĕлĕкĕ куçĕ çинех анса ларчĕ. Йӳле янă пиншакĕ темле хăлаçланса, çунатланса пычĕ. Аякран пăхсан лаша çинче çын мар, темле пысăк хăлат кайăк улăхса ларнă пек туйăнать.
Акă ĕнтĕ Улатти «çул çӳревçĕсем» патне çывхарнăçем çывхарса пычĕ. Юлашкинчен вĕсене хуса çитсе кăштах иртсе те кайрĕ, Ерголь çинчен сиксе анчĕ, Хреççие хирĕç тăрса кĕтсе илчĕ.
— Ăçта илсе каятăн эсĕ ман ачасене? — ерипен те шăлне шатăртаттарса ыйтрĕ Улатти.
— Ара, тур юнĕ ĕçтерес тетĕп. Ара, ача-пăча унсăр пăсăлса кайма, вĕсене усал çыпăçма пултарать. Ара...
— Кăна тума камран ыйтрăн эсĕ? Çын ачисемпе хуçаланма кам ирĕк панă сана?
— Ара, ыйтас тенĕччĕ эп. Ара, ху пулмарăн та.
— Петĕр! Ванюк! Витюк! Эсир киле чупăр, — терĕ ывăлĕсене Улатти.
Лешсем, паçăрах епле тарас-ши тесе пыраканскерсем, ялалла хаваспах чупрĕç. Çилленнĕ, хаярланнă Улатти мăнтăр Хреççие кăкăрĕнчен ярса тытрĕ, сарлака ал тупанĕпе питĕнчен икĕ хутчен çăт-çат! тутарса çупрĕ. Ун хыççăн Ерголь çине утланчĕ те каялла чуптарчĕ. Ачисене хăваласа çитсен виççĕшне те — Витюкпа Ванюка хăй умне, Петĕре хăй хыçне — лаша çине утлантарса лартрĕ.
— Эсир çак тухатмăш сăмахĕпе ниçта та нихçан та ан кайăр, — ăнлантарчĕ Улатти.
— Эпĕ пӳрт тӳпине пытаннăччĕ. Хреççи аппа пурпĕрех тупрĕ, — терĕ Петĕр.
— Мана канфет илсе паратăп терĕ, — каласа пачĕ лаша çилхинчен тытса пыракан Витюк та, хăйне лаша çине утлантарнăшăн çав тери савăннăскер...
2
Улаттие пĕр-ик кунтанах трактор çирĕплетсе пачĕç. Ку трактора вăл хĕлле хăех юсанăччĕ. Тракторист ăна паян тепĕр хут чĕртсе çӳретсе пăхма шутларĕ. Вăл ирех тракторсен сарайне çитрĕ. Каç шăнтман. Кăштах çумăр та çуса иртнĕ пулмалла. Çавăнпа лакăм-тĕкĕмсене шыв пуçтарăннă. Улатти сарай умĕнчи шыв кӳлленчĕкне уçса ячĕ. Кăшт вăхăт иртсен паяльнике чĕртрĕ те трактор моторне ăшăтма тытăнчĕ.
— Эхе! Пирĕн Эльба салтакĕ çитнĕ те иккен! — пырса тăчĕ ун патне Микка. Вăл мазутпа вараланнă кĕске пиншак, хура шăлавар, пысăк пушмак тăхăннă. Утнă чухне пушмакĕ калама çук кăптăртатать. Микка трактористра пилĕк-ултă çул ĕçлет ĕнтĕ. Вăл хăйне ятлă-сумлă, ăна-кăна куркаланă механизатор тесе шутлать. Пилĕк-ултă çул хушшинче ун ячĕ кăтарту хăми çинче яланах ытти çынсен хушамачĕсен варринче пулнă. Микка çак çулсенче маларах та сиксе тухман, чи кая та юлман. Пухусенче, канашлусенче ун ятне нихçан та никам та асăнман. Микка çапах та хăйне начаррисен ушкăнне мар, лайăххисен ушкăнне кĕртме тăрăшатчĕ. Малта пыракан механизаторсен ятне каланă хыççăн «тата ытти те» тесен Микка кулкаласа илетчĕ. «Эпĕ те «тата ытти те» тенисен шутĕнче», — тетчĕ вăл. Çав тракторист пухусенче нихçан та тухса калаçса курман. Хăй юлташĕсем тата вăйлăрах ĕçлеме сăмах панине илтсен вăрттăн кулнă. «Пустуй арман авăртаççĕ», — пăшăлтатнă вăл. Улатти пĕр-пĕччен çĕр гектар кукуруза ӳстерме шутланине пĕлсен Микка кĕтеселле пăрăнса варне тытсах кулнă. Халĕ те вăл унпа йĕкĕлтешсе, кулса калаçасшăн.
— Ну, мĕнле, мухмăр çук-и паян, çĕнĕ кĕрӳ? — ыйтрĕ Микка.
— Чипертерех калаç эс, — «сăнă çине сăнăпа тухрĕ» Улатти.
— Çынсем авланнă теççĕ те сана. Хреççипе минчет тума юлан утпах кайрĕ теççĕ.
— Санăн, мĕн, вар ыратать-и уншăн?
— Çук, ыратсах каймасть. Каласа пар-ха, тимĕр калпак тăхăнса куртăн эппин. Мĕнле, пуçа хĕсмерĕ-и?
— Манне хĕсмен. Каплах сӳпĕлтетсен санне хĕсме пултарать.
— Ак тамаша! Хăй чиркĕве çӳрет. Çапах та пуçĕнче темле усал шухăш пур. Капла çылăха кĕретĕн эс... Вилсен хĕртнĕ çатма çулаттараççĕ.
Улатти Миккана темĕн питĕ вирлĕ тавăрса каласшăнччĕ, çилленсе кайнипе унăн пит-куçĕ туртăнкаласа илчĕ, анчах хăйне хăй тытса чарчĕ, чĕнмерĕ, сарайне кĕрсе кайрĕ. Унтан часах трактор кĕрлени илтĕнчĕ. Микка сăмахĕсем вара текех илтĕнмерĕç. Улатти трактора картишне илсе тухрĕ. Таптанă юр çийĕн, шыв кӳлленчĕкĕсем урлă каллĕ-маллĕ çӳрерĕ вăл. Унăн часрах уçă хире çĕмĕрттерсе тухас килчĕ. Трактор хыçĕнче тупă мар, плуг, сеялка кăкарса пырасси мĕн тери чыслă та ырă ĕç вăл! Çакна Улатти чун-чĕри вăйлă, çивĕч туйăмпа сиссе, кĕтсе тăрать. Мотор пĕр тикĕс ĕçлет. Тракторист хĕпĕртерĕ. Хапха патне тепĕр пĕр-ик хут çаврăнса килсен Улатти трактора хăй вырăннех кĕртсе лартрĕ.
— Сухана тухма паян тесен паян хатĕр! Кăлтăксем çук. Пĕлтерекенĕ Улатти сержант, — терĕ вăл тин килсе çитнĕ механика.
Ун хыççăн Микка та, ытти трактористсем те хăйсен тракторĕсене çӳретсе, тĕрĕслесе пăхрĕç. Пĕтĕм вак-тĕвеке тишкерчĕç. Ара, ака уйăхĕнчи ыйхă авăн уйăхĕнчи хуйхă-çке. Çакна трактористсем чухлаççĕ.
— Юлташсем, пĕлетĕр-и, пирĕнпе кам ĕçлет? — ыйтрĕ гайкăна уçăпа ĕхлете-ĕхлете хытаракан Микка.
— Мĕскер? — ăнланаймарĕç трактористсем.
— Пирĕнпе кам ĕçленине пĕлетĕр-и тетĕп.
— Мĕн сӳпĕлтетет çак? — каллех ăнланаймарĕç механизаторсем.
— Курăр, — Улатти еннелле тĕллесе кăтартрĕ Микка. —
— Пирĕнпе «ултă пин те хĕрĕх çиччĕмĕш Мануковский» ĕçлет. Улатти пĕр-пĕччен çĕр гектар кукуруза ӳстерме сăмах панине пĕлетĕр пуль эсир?
— Мĕн вара, ун пек ӳстерме юрамасть-и? Сан чĕлхӳ мĕншĕн кĕçĕтет уншăн? — пӳлчĕ ăна механик.
— Тĕрĕс тăвать Улатти. Патриот! Пурĕ сан пек ни унталла, ни кунталла пурăнмаççĕ. Кала-ха, мĕн тĕслĕ эс, Микка? Шурă-и эс, хура-и?
— Курмастăн-им, хура-çке... — ăнланаймасăр каласа хучĕ Микка.
— Хура çав, — кулса ячĕç трактористсем.
— Эп хура. Эсир шурă, эппин! — çилленчĕ Микка.
— Ан кӳрен. Хура пулсан та хамăрăн, — терĕ механик. Микка пĕр вăхăт ним те шарламарĕ. Çаплах ĕхлете-ĕхлете гайкăна пăрчĕ. Чылайран çеç:
— Çĕр гектар вăл — ача вăййи мар. Темĕн, пуш хурана вут çине çакни пудмасть-ши ку, — тесе мăкăртатрĕ.
— Пуш хуран-и унта, тулли хуран-и? Татсах калама ан васка, — ăна юриех çурăмĕнчен лăпкарĕ Улатти. — Атăл хĕрне çитмесĕр атта хывса йăтас мар. Эпĕ ун пек утма вĕренмен. Эльба салтакĕ эп.
— Тĕрĕс, Улатти! — хавхалантарчĕç ăна юлташĕсем. Каç сĕмлĕхĕ çапрĕ. Трактористсем киле кайма тухрĕç.
Чи малта — Улатти, вăрăммăн яра-яра пусса, талкăштарса пырать. Лавкка патне çитсен кашниех тĕрлĕ урампа саланса пĕтрĕç. Улатти хăйсен урамне тухакан тĕттĕм тăкăрлăка пăрăнчĕ. Çул тăрăх утма çук. Унта шыв, сĕлкĕш. Улатти хӳме çумĕпе, кĕрт тăрăх пута-пута, йывăçсенчен тыткаласа пычĕ. Тайлăк йăмра хыçĕнчен ун умне сасартăк Хреççи килсе тухрĕ.
— Ара, пăх-ха. Тĕл пулас тесен те çакăн пек улах вырăнта тĕл пулаймăн. Юри тунă пекех пулчĕ ку. Ара, — терĕ вăл çепĕççĕн.
Улатти унран ним чĕнмесĕрех иртсе каяс тенĕччĕ, хăй тытнă шитти хăпăнса тухнăран ăна çапса хурас тесе чарăнса тăчĕ.
— Мĕн туса çӳрен эс, — терĕ вăл.
— Ара, Ухвине ачи сарра кайнă та, ун валли сар чĕлхе тĕкĕ шырама тухрăм. Çав тĕке çунтарса ĕçтерсен сарра кайни иртекенччĕ. Хритун патне кĕтĕм. Ара, вăл утарта ун пек кайăксене тытаканччĕ. Тĕлнех вĕсен те çук иккен. Халĕ Анафим патне çитсе килес тетĕп. Вăл иртнĕ çулла вăрман кĕтĕвне кĕтнĕ. Ара, тем кала та, вăл тытнах сар чĕлхене...
— Эй, айван! Çӳрен çав халăх пуçне анратса.
— Ара, унсăрăн Ухвине ачи йăлтах пĕтсе çитнĕ. Тĕлĕнсех кайрăм. Эпĕ ачасене хĕрхенетĕп çав. Çавăнпах çĕр хута урана йĕпете-йĕпете чупса çӳретĕп. Ара...
Улатти атă кĕллипе тапа-тапа шитти пăтине çапса хучĕ.
— Ну, Улатти, кунтан инçех мар ĕнтĕ. Ман пата кĕрсе тухмасăрах каятни вара?
— Вăхăт çук. Ачасем кĕтеççĕ.
— Ара, питĕ тутлă сăра тунă эп. Иӳçсе те чарăнман-ха. Саççим, карланкăна çăтăр-çатăр чĕпĕтсе анать. Çăра, тута çумне çăт-çат çыпăçать. Айта, пĕрер курка та пулин ĕçтерсе ярам.
— Кĕместĕп, Хреççи. Кĕместĕп.
— Ара, санăн халь ĕçме юраманнине хам та чухлатăп. Тракторист-çке эсĕ. Пурпĕрех аптрасах каймĕ. Никам та курмасть, Улатти. Тилмĕртсе ан тăр. Мĕн, пĕркунхи пăтăрмахшăн тарăхса çӳретним? Хам айăплă: санран ыйтман. Ара, ырă ут та такăнать, ырă çын та йăнăшать теççĕ-çке. Ан çилленсе тăр. Айта, айта! — Улаттие пиншакĕнчен туртрĕ Хреççи.
Улатти кайма та шутланăччĕ, сасартăк хăй колхоз председателĕпе калаçнине, пысăк пăнчă çинчен аса илчĕ. Ниушлĕ унăн çав пăнча лартма чăтăмлăх çитмест? Улатти хыттăн туртăнса Хреççирен уйрăлчĕ те килнелле утрĕ.
— Ара, чим-ха. Тăхта пăртак, — хăпасшăн пулмарĕ унран Хреççи. Улатти çаврăнса та пăхмарĕ. Хреççи, чарăнса, нумайччен пĕр вырăнта ним хускалмасăр тăчĕ. Унăн чун-чĕри тулашрĕ. Унăн çак вăхăтра Улаттие тем те пĕр каласа хăртас, питĕнчен сурас килчĕ.
«Ы-ых! Эпĕ ăна, — мăкăртатрĕ тăлăх арăм. — Ытла çăмăлпа хăтăласшăн-çке манран. Ара, ачисене пăхса пурăн-пурăн та, ме сана, тав тăвас вырăнне калаçасшăн та мар. Малтан епле суять тата. Авланатăп тет. Ӳсĕр супьях! Курăпăр-ха малашне мĕнле çӳренине. Вăл ĕçмесĕр чăтас пулсан — луччĕ сăмсана йытта касса парам. Виç кун иртĕ-и, ак каллех ман пата чупса пырĕ. «Хреççи, пĕр стакан тутантарса пăх-ха», — тейĕ. Шиш! паратăп эп ăна ун чухне. Касăлтăр, пĕттĕр. Вилсен те пĕр тумлам тыттармастăп. Çапла вĕт вăл. Йытă самăрăлсан хуçине манать теççĕ. Улатти те çавах. Эллĕм, хĕр тупăп тет-ши ку. Хĕр тупсан та пĕрле пурăнтарас çук эп сире. Ха! «Пулнă — иртнĕ», — тет тата. Йăнăшатăн. Тин кăна пуçланать-ха мыскари».
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...