Вӗлле хурчӗ — ылтӑн хурт :: XIII сыпăк
1
Çурхи тĕнче! Тавралăха такам çуса тасатнă, çĕнĕрен сăрласа илемлетнĕ тейĕн. Тӳпе, уй-хир, йывăçсем вĕр çĕнĕ пек курăнаççĕ. Çут çанталăкăн пур кĕтесĕнче те çуркунне çитни палăрать. Çуркуннен хитре сар хĕвелĕ, ăшă чунлă çилĕ пурне те хăй майлă çавăрчĕç. Нимĕнле хытă чунлă çын та, нимĕнле йывăç-курăк та çуркуннене парăнмасăр тăраймарĕç. Сарă çӳçлĕ, кăвак куçлă çуркунне йăл кулса пăхсан пурте юратупа антăхса кайрĕç, ун умĕнче лайăхрах пулма, ăна юрама тăрăшрĕç.
Апрель уйăхĕн малтанхи кунĕсем. Паян кăмăллă çанталăк. Тӳпере йăрăм-йăрăм шурă пĕлĕтсем курăнатчĕç. Хĕвел çĕкленсен вĕсем те ирĕлчĕç, çухалчĕç. Тавралăх шăрçа çакнă пек илемлĕ. Лисук комсомол райкомĕн пленумне кайма çуранах тухрĕ. Вăл хура пиншак тăхăннă, кăвак çăм тутăр çыхнă. Уринче ăшă пушмак. Ирхи шăн ирĕлсе çитмен-ха. Кашни ярса пусмассерен сивĕ юр кăчăрт-кăчăрт тăвать.
Арапуçĕнчен тухсан Лисук пĕр самант шухăшласа тăчĕ. Тӳртен каяс-ши е телефон çулĕпех утас? Вара мĕн пулать те мĕн килет, тӳртенех каям-ха, унсăрăн пленума ĕлкĕреймĕп терĕ. Улах çул çинче никамах та курăнмасть. Малта пĕр çын утатчĕ пулас, часах сăрт леш енне анса çухалчĕ. Çывăхранах тӳпене тăри юрласа çĕкленчĕ. Лисук тăри юррине те, шăпчăк кĕввине те пит сисĕмлĕн юратать. Тăри — ĕçе мухтакан юрăç. Шăпчăк — юратăва.
«Пракка мĕнле каларĕ-ха? Мĕн терĕ вăл? — шухăшларĕ Лисук. — Иккĕмĕш бригадăна чи лайăх бригада тăватпăр терĕ. Çак шухăша пухура та ырларĕç. Унтанпа виç-тăватă уйăх иртрĕ ĕнтĕ. Мĕнле çĕнĕ савăнăçсем пур-ха бригадăра? Чăннипех ура тапса ĕçлетпĕр-и эпир? Кашни колхозниках хăй тивĕçне ăнланса илнĕ-и? Чи лайăх бригада пĕччен-иккĕн тĕрмĕшнипе пулмасть-çке. Пĕр алăпа тĕвĕ салтма та йывăр теççĕ. Кашни колхозник хăйĕн тивĕçне ăнланас пулсан. Надежда Григорьевна Заглада пек пулсан...»
Çӳлте тăри çаплах юрлать, юрлать. Çутă юр çинче ирхи хĕвелĕн кĕмĕл шевлисем çиçеççĕ. Лисукăн чун-чĕринче те çавах. Унта та çутă ир. Унта та тăри юрри. Унта та апрель.
Лисука пленум членĕ пулма иртнĕ хĕлле суйларĕç.
«Юлташсем, тантăшсем чыс тунине тӳрре кăларас тесе мĕн турăн-ха эс, Лисук? Мĕн турăн, Елизавета Харитоновна? — хăйĕнчен хăй ыйтрĕ хĕр.— Çук, нимех те сисĕнмест-ха санăн. Хĕлле вĕреннĕ, юр тытнă, им-çам тиесе килнĕ, тислĕк тăкнă. Хаçатсем çинче çĕнĕ майсем, çĕнĕ «çăлкуçсем» тупни çинчен çыраççĕ. Ниушлĕ пирĕн бригадăра нимĕнле çĕнĕ «çăлкуç» та, çĕнĕ меслет те тупма çук? Ниушлĕ пирĕн колхозра «вăрттăн пурлăх» çук? Тем кала та, пурах вĕсем. Хăш-пĕрисене тупрăмăр та ĕнтĕ».
Лисук Çĕн Кавал çырминелле чупсах анчĕ. Çырма варрине тан тапса тухнă. Лапкăшпех сĕлкĕшленсе тăрать. Тĕллĕн-тĕллĕн кăн-кăвак пăр катрамĕсем курăнаççĕ. Лисук каçас тесе ярса пуснăччĕ, ури сĕлкĕш ăшне чашăл! путрĕ. Пушмак ăшне кĕçех юр шывĕ тулатчĕ.
— Ай-ай! Мĕн тумалла ĕнтĕ? Хурах! — хытах кăшкăрса ячĕ Лисук.
— Каçма çук-им? Мĕншĕн чарăнса тăтăн? — вăл килнĕ çулпах аттине шăннă, хытнă юр çинче шăкăр-шакăр! тутарса, шукаласа чупса анчĕ летчик тумĕ тăхăннă çамрăк.
— Каçма çук çав.
— Тарăн-ши кунта?
— Пĕлмесĕп.
Каччă, сăран атă тăхăннăскер, малалла шăмпăр-шампăр тутарса утса кайрĕ. Вара каялла килчĕ те Лисук умне пырса тăчĕ.
— Хĕрĕ ытла та чипер. Çĕклесех каçарас пуль, — терĕ. Çавăнтах Лисука меллĕн ытамласа тытрĕ те шыв урлă
çăмăллăн йăтса каçарчĕ. Анчах шывран иртсен те вĕçертмерĕ. Татах чылай йăтса кайрĕ.
— Ку хĕре эпĕ район центрне çитерме те хатĕр, — ăшшăн кулчĕ каччă.
Лисук вăтанчĕ, унăн пичĕ чие çырли пек хĕрелчĕ. Вăл çумри каччă çине лайăхрах пăхма та хăяймарĕ.
— Хăш ялсем-ха эс? — ыйтрĕ лешĕ.
— Хамăр ялсемех...
— Мĕн, калама юрамасть-и? Секретлă ялта пурăнатним?
— Анаткасра.
— Э-э, кӳршĕ ялсемех.
Авиаци училищи курсанчĕ Лисук çине каллех ăшшăн-ăшшăн тинкерчĕ. Тăп-тăп пӳ-силлĕ, çурхи тӳпе пек чакăр куçлă хĕр килĕшрĕ ăна.
— Эсир кам хĕрĕ вара Анаткасра? Эпĕ унта чылай çынна паллатăп...
— Кама паллатăн?
— Петĕр Улаттине, Сентре Униçĕмне, Праккана... Ăçта ĕçлет халь Пракка? Бригадиртах пуль?
— Çавăнтах.
— Эсĕ, чим-ха, Хритун хĕрĕ мар-и? Сан аппу пирĕн яла качча тухнă-çке. Ларионов учителе. Сăнупа эс çав учитель арăмĕ сăнлах. Чăнах, чисти пĕр евĕрлех.
— Пĕртăвансем пĕр сăнлă ĕнтĕ.
— Эппин, эсĕ Хритун хĕрĕ?
— Çавă-çке.
— Да-а, — терĕ каччă. — Да-а...
Ун хыççăн курсант сасартăк шăпланчĕ. Вăл, темле тарăн шухăша кайнă пекех, пуçне чикерех утрĕ. Ассăн сывларĕ. Сылтăм аллин пас пӳрнипе «палан урте» пӳрнине такама сăмсаран шакканă чухнехи пек чăлт! чăлт! тутарчĕ. Хăй çаплах хĕр çине ăшшăн пăха-пăха илчĕ.
— Сирĕн клуба каçпа çамрăксем пухăнаççĕ-и? — пуçне ялт çĕклерĕ каччă.
— Кашни каçах.
— Эсĕ те çӳретĕн-и?
— Тепĕр чух каятăп, тепĕр чух çук.
— Эпĕ ыран сирĕн яла пырасшăн-ха.
— Мĕн ĕçпе тата?
— Так, курмалла...
Хальхинче Лисук унталла-кунталла пăхса илчĕ. Сăмаха урăх еннелле пăрас шутпа:
— Паян çанталăк пит ăшăтать пулас, — терĕ.
— Эсĕ ыран клуба пыратăн-и?
— Пĕлместĕп.
— Эппин, урама тухатăн-и?
— Пĕлместĕп.
— Килтех пулатăн-и?
— Пĕлместĕп.
Каччă татах пӳрнисене чăлт! чăлт! тутарчĕ. Унăн атти юра хыттăн качăртаттарать. Курсантăн хура çӳçĕ, симĕс карттус айĕнчен тухнăскер, шуххăн вĕл-вĕл вĕçкелесе пырать. Темле значокĕсем хĕвел çинче йăлтăр-йăлтăр çуталса илеççĕ.
Район центрне çитсен каччăн военкомат еннелле пăрăнма лекрĕ, Лисукăн — ВЛКСМ райкомĕ еннелле. Çул хĕресленнĕ тĕлте каччă хура çӳçне сăтăрса карттусĕ айне лайăхрах кĕртрĕ те:
— Пĕрле килтĕмĕр. Ятна та ыйтса пĕлмерĕм. Мĕн ятлăччĕ-ха эсĕ? Эпĕ сан ятна маннă курăнать, — терĕ.
— Эсĕ ăна нихçан та пĕлмен, — кулчĕ хĕр.
— Пĕлнĕ: Марук ятлă мар-и эс?
— Çук.
— Тарук-и?
— Çук.
— Анук пуль?
— Эсĕ яланах «ук», «ук» сыпăкпа пĕтекен сăмахсене каларăн. Мĕн, ун пек ятсене юрататним?
— Питĕ юрататăп.
— Апла пулсан эпĕ те Лисук... Вĕсем иккĕшĕ те ахăлтатсах кулчĕç.
— Ыран сирĕн яла çитетĕп эпĕ. Клуба пырăр, Лисук.
— Пĕлместĕп, — вăшт çаврăнчĕ те хыттăн утса кайрĕ Лисук. Каччă каялла çаврăна-çаврăна пăхса анаталла утрĕ.
«Мĕншĕн çав териех пырасшăн çунать-ха ку пирĕн яла? — кула-кула шухăшларĕ Лисук. — Мĕн илĕртет-ши ăна унта? Ниушлĕ вăл мана килĕштерсе пăрахрĕ? Çу-ук, ун пек епле пултăр-ха. Çул çинче кăшт калаçкаласа пыр та, акă сана, юратрĕ те иккен. Çăмăлттайрах каччă мар-ши ку? Хăй типтерлĕ, ырă. Пӳрнисене çеç темшĕн вĕçĕмсĕр вылятать. Такама сăмсаран шаккасшăн тейĕн».
Комсомол райкомĕн пленумĕ лăп та шай вун пĕр сехетре уçăлчĕ. Малтан çур акинче комсомолецсем умĕнче тăракан задачăсем çинчен доклад итлерĕç. Вара калаçусем пуçланчĕç.
Чи малтанах пĕр шĕвĕр питлĕ, сарă куç харшиллĕ типшĕмрех çамрăк сăмах илчĕ. Вăл хăй сăмахне хут çинех çырса килнĕ иккен. Çав хута çур сехет хушши такăна-такăна вуларĕ. Унăн сасси, тĕкĕлтура сасси пек пĕр тикĕс нăйласа тăраканскер, пурне те ыйха ячĕ.
— Çитет! — кăшкăрчĕç ăна залран. Лешĕ пурпĕрех чарăнма шутламарĕ.
— Çитет! Йăлăхтарчĕ! — каллех илтĕнчĕç сасăсем.
— Тепĕр страница çеç. Пĕтеретĕп, — çаплах пуçне чиксе вулама пикенчĕ оратор.
Çак сарă куç харшиллĕ каччă трибуна умĕнчен ансан пурин те чунĕ лăштах кайрĕ пулас, залра кулса юриех хыттăн алă çупрĕç. Сарă куç харши куншăн савăнчĕ, сумлăн талт-талт пусса, чĕркуççине сахалрах хутлатса утса хăй вырăнне шакăрт! кĕрсе ларчĕ.
— Вăйлă калаçрăн, — терĕ ăна çумри юлташĕ хăй тăрăхласа каланине систермесĕр, ним кулмасăр. Вара сарă куç харшин аллине хытă чăмăртарĕ. — Вăйлă оратор эсĕ. Иккĕмĕш Цицерон!
Ун хыççăн «Туслăх» колхозри комсомол организаци секретарĕ Туймедов сăмах каларĕ. Унăн сасси уçă, кăмăллă. Вăл кăçал комсомолецсем тĕлĕнмелле «месторождени» тупни çинчен, хире икĕ пин те ик çĕр тонна юшкăн кăларни çинчен, колхозри кукуруза хирне çамрăксем шефа илни çинчен пĕлтерчĕ.
— Çамрăксем каçайми хӳме çук. Аçта чи çӳллĕ хӳме — унта эпир. Унта — çамрăклăх, — сăмахне пĕтерчĕ Туймедов. Ун сăмахĕ пленумри çамрăксене пурне те кăмăла кайрĕ. Вăл калаçнине итлесен пурин те чĕрисем хавассăн тапма тытăнчĕç. Çан-çурăмĕсем вĕриленчĕç. Пурин те хăйсен ĕçĕсем çинчен, хуйхи-суйхи çинчен пĕлтерес, юлташсемпе канашласа пăхас килчĕ. Çамрăксем пĕрин хыççăн тепри трибуна умне хăпарчĕç.
— Пирĕн механизаторсем пурте çамрăксем. Вĕсем кашниех коммунизмла ĕç ударникĕ пулма тăрăшаççĕ. Анчах пирĕн кăштах кăлтăксем те пур-ха. «Сельхозтехникăна» запаслă пайсем илме пырсан яланах пĕр сăмах вĕсен: «çук» та «çук». Кунта районти «Сельхозтехника» пуçлăхĕ килнĕ-ха. Ман унран ыйтас килет: çав «çук» сăмахсăр пуçне урăх сăмах калама вĕренес тет-ши вăл, вĕренес темест-ши? — ыйтрĕ Ленин ячĕллĕ колхозри механизатор Ваня Савуков.
Ун шухăшĕпе килĕшсе çамрăксем кăшăл шавласа илчĕç.
Юлашкинчен Лисук та хăй вырăнĕнче лăпкăн лараймарĕ, калаçма тухрĕ. Вăл тĕттĕм кăвак костюмпа. Кăкăрĕ çинче ВЛКСМ значокĕ хитрен йăлтăртатать.
— Чĕлхӳпе калаçма ан васка, ĕçне тума васка теççĕ ваттисем, — сăмах пуçларĕ Лисук.— Эпĕ, тен, васкарах та калаçатăп пуль. Çапах та юлташсене çакна пĕлтерес килет. Эпир, «Малалла» колхозри иккĕмĕш бригадăри ĕçченсем, хамăр бригадăна чи малта пыракан бригада тăвас тетпĕр.
Залра пурте хавассăн алă çупни кĕрлесе кайрĕ. Лисук çакна илтсен именнĕ пек пулчĕ, тутăрне тӳрлеткелерĕ, ӳсĕрем пекки турĕ. Унтан каллех калаçма тытăнчĕ. Малтанах унăн сăмахĕсем тытăнчăклăн тухрĕç, кайран вăл хăюланса-хăюланса пычĕ те бригадăри ĕçсем çинчен йĕркипе каласа пачĕ.
Çак вăхăтра кӳршĕ колхозран пынă пĕр çамрăк Лисука йĕкĕлтесе илчĕ:
— Чи малта пыракан бригадăна Улаттипе Хреççи пеккисем тăваççĕ-им сирĕн?! — тесе кăшкăрчĕ вăл, варринчи ретсенчен пĕринче лараканскер.
Анчах Лисук çухалса каймарĕ, çав йĕкĕте тӳрех тавăрчĕ:
— Алла шăрпăк кĕресрен хăрасан хăйă та чĕлеймĕн. Йывăрлăхран шикленсен пĕр ĕç те тăваймăн, — терĕ вăл. — Эпир кашни ĕçех чун-чĕре хушнă пек тума чăнлатпăр. — Унтан хĕр колхозри «вăрттăн тупрасем» çинчен каларĕ. — Пирĕн таврара туйăм («юшкăн» сăмаха Анаткасра «туйăм» теççĕ) тулнă пĕвесем пур, — терĕ малалла Лисук. — Торф та тупма пулать. Унсăр пуçне эпир фермăсенчи, колхозниксен килĕсенчи тислĕке шăпăрпа шăлсах хире кăларатпăр. Анчах кăларатпăр кăна мар. Ăна хирте сыхласа хăварма похода тухатпăр. Унсăрăн тислĕк тăпри çурхи шывпах юхса пĕтет. Çырма шывне им-çамлани мĕн тума кирлĕ пире? Çырма шывĕ унсăрах кĕрлесе, шавласа юхма пултарать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...