Ĕмĕр сакки сарлака. 3-мĕш кĕнеке :: Иккĕмĕш пайĕ
— Икĕ сутăнчăка тăрă шыв çине кăларни аван, Çемен Матвеевич. Анчах эпе çилленместĕп. Турă тăшмана каçарма хушнă. Вĕсем леш тĕнчене куçсан хăйсене тивĕççине тупĕç-ха.
Микула çапла хăйне сăваплă çынла тыткалама хăтланнă хушăра Касмуххасем тухса кайрĕç. Анук ĕçке тепĕр хут хаваслантарса ярасшăн юрă пуçарчĕ:
Ай, мĕн тутлă, мĕн тутлă,
Хăмла çырли пит тутлă.
Ай, кам лайăх, кам лайăх,
Хăта-тăклач пит лайăх...
Анукпа пĕрле ыттисем те юрларĕç. Çемен каллех ĕçкĕ хаваслăхне пăсрĕ. Вăл пуçне сĕтел çине хурса сасăпах макăрса ячĕ. Юрлакансем ирĕксĕрех чарăнчĕç,
— Хуньăм, ан макăр... Хăямат вĕсемпе! — кăмăлне çавăрма тăрăшрĕ Михха.
— Кĕрӳ, тархасшăн, ан йăпат... Ашра вут çуннине шыв сапса сӳнтерес çук, — терĕ те Çемен арăмне йыхăрчĕ: — Карчăк, килелле уттарăпăр!
— Атте, ан тĕлĕнтер. Халех мĕнле каятăр пулĕ?
— Мĕн ĕçни-çинипе çитĕ. Тавтапуç! Ытти хăнисем те тапранчĕç. Ĕçкĕ саланчĕ. Пуринчен кайран Микулапа Анук пуçтарăнса сывпуллашма Михха патне пычĕç.
— Хăта.. тăхлачă... тăхтăр-ха! Ан тив, сăрнайсем тухса кайччăр... Эсир маншăн хуньăм пекех хаклă хăнасем... Тăватсăмăр пĕрле пек чухне пĕрер черкке ĕçер. Лукарье, тултар! — Пурте черкке тытсан, Михха шухăшне малалла тăсрĕ: — Çапла» хăта... тăхлачă... Ку черккене ырă тăванлăхшăн ĕçĕпĕр. Михха ӳсĕрпе сӳпĕлтетрĕ те кайран манса кайĕ тесе ан шухăшлăр. Чăнах та, çирĕм пилĕк пин тенкине ыранах килсе ил. Суту-илӳ ĕçне вăйлатма шутласан, хăймасăр ан тăр. Килĕшетĕр эсир мана. Çавăнпа ним те шеллеместĕп...
Черккисене шаккаса ĕçсен, Микула Миххана ал пачĕ.
— Ну, мĕн ĕçни-çинине тавсъе! Çилленсе ан юлăр.
— Хăвăр çилленсе ан кайăр! — Михха Микулана ыталаса чӳптурĕ.
Куна курсан, Анук ирĕксĕрех кĕлтурĕ: «Эй, турă, сехмет мана та чуптăвасран сирсемех».
Анчах çук турă Анук кĕлтунине илтмерĕ, усала сиреймерĕ. Михха ĕлĕкхи кăмăлĕпех-и, тен, май килнĕ сăлтавпа усă курса, Анука ыталаса илчĕ. Тӳсмелле мар эрех шăршине кӳкĕртсе:
— Хаклă тăхлачă... Эпир сире паян çителĕклĕ пăхаймарăмăр-и, тен. Каçарăр... — терĕ те тутине мăкăртса Анук еннелле тăсрĕ.
Анук кăшт пăрăнса питçăмартинчен чуптутарчĕ. Хăйĕн кăмăлĕ пăтранса хăпарчĕ.
Лукарье вутлăн-хĕмлĕн пулса тăчĕ. Кĕвĕçнипе мар, упăшки пуçарнă йăлапа Микула хăйне чуптăвасса кĕтрĕ.
Микула паян мĕн курни-илтнисене асĕнчен яман пирки Лукарьене кичемленсе ал пачĕ те:
— Тăхлачă, ĕçни-çинишĕн тавсъе! — терĕ.
Лукарье ăнран кайрĕ тейĕн: Вăл Микула аллине хăйне хăй манса чăмăртарĕ, вутлă тутипе ун тутине çунтарса илчĕ. Пуçĕ çаврăннипе ӳкĕччĕ те-и — Микула хăй аллине сасартăках вĕçертейментен çеç ура çинчех тăчĕ. Упăшки тĕшмĕртесрен пытарас шутпа хăй аллине Микула аллинчен вĕçертсе илсенех Анука ыталарĕ те:
— Савнă тăхлачăм... Ял вереллĕ ĕçкĕ пулмарĕ те паян, çилленсе ан кайăрах, тархасшăн! — тесе чуптурĕ...
Ĕçкĕре ытла кĕтмен сас-хурасем сиксе тухнипе Микулапа Анук малтанах ним шарламасăр ларса пычĕç. Анчах вĕсене Çемен Касмуххасене тăрă шыв çине кăларни, çăпăçни те хумхантармарĕ. Касмухха сутăнчăкне вĕсем унчченех пĕлнĕ. Ана кăштах тăн кĕртнине те çав кирлĕ тесе шутларĕç. Микула, Лукерье каласа панисене тепĕр хут аса илсе, хăйне хăй кӳренчĕ. Анук ывăлне Михха хĕрачипе çураçнăшăн кăмăлĕ пăсăлнине сиреймерĕ, уя тухсан тин вăл сăмах пуçарчĕ:
— Ах, Микула, Микула... Мĕн туса хутăн ĕнтĕ капла?
— Мĕн туни çинчен калаçатăн эсĕ? — сасартăках тăна илеймесĕр ыйтрĕ Микула.
— Мĕнне ху тавçăраймастăн иккен? — ӳпкелерĕ Анук. — Паян эсĕ... чăннипех ухмаха ернĕ. Пирĕн чи ырă ĕмĕтсене пĕтертĕн. Кĕтерук кума куçĕ умне мĕнле курăнас ĕнтĕ?..
Микула ăнланчĕ те вĕчĕрхенсе илчĕ:
— Сан шутпа, мĕн тумаллаччĕ ман?
— Килĕшмелле марччĕ.
— Хамăрăн вилĕмле тăшмана вăхăтсăр çиллентермеллеччĕ-и? Вăл Касмухха çеç мар. Тапăнсан, станувуй та хута кĕреймĕ. Вăхăт çитмесĕрех çавна курма, чăн та, ухмаха ерес пулать. Çураçнă пирки ним пăшăрханмалли те çук. Нивушлĕ хамăр кĕрешекен çăткăн сехметпе хурăнташланма килĕшрĕ ку тесе шухăшлатăн эсĕ?
— Апла ма тупа турăн?
— Санран ӳкерсе илсе. Астăватăн-и, пуп ман çинчен тĕпчесе пĕлме тапăнсан, мĕн хăтланнăччĕ эсĕ? Хĕресе чуптусах чавса тăршшĕ лартнăччĕ мар-и?
— Астăватăп, астăватăп, Микула! — чун-чĕрĕленчĕ Анук.
— Ну, вăт, эпĕ те санашкалах, чĕлхепе тупа турăм, ăшăмра «эй, туррăм, каçарсам мана... эпĕ пурпĕрех хам сăмах çине тăрас çук. Мĕншĕн тесен сехметсене çĕр çинчен тасататпăрах» тесе кĕлтурăм.
— Ах, эпĕ кăшт çеç ухмаха ермерĕм... — хăй мĕн таран йăнăшнине ăнланса ӳпкелешрĕ те Анук пуçне упăшкин хулпуççийĕ çине хучĕ.
Микула ăна кăкăрĕ çумне туртса илсе чăмăртарĕ. Арăмĕн пит-куçне вĕри сывлăшĕпе савса пăшăлтатрĕ:
— Анук... Ытла тă айван эсĕ..,. Эйĕ тупа тусах ултă çулхи ачан ăраскалне çыхассине мĕнле ĕненетĕн? Эпир иксĕмĕр хамăр ирĕккĕн мăшăрланнă. Ывăлăма та ирĕксĕрлессĕм çук. Сывă пултăр та ӳстĕр кăна. Мăшăрне хăйсем суйлаччăр.
— Анахвис? — каллех çуйланчĕ Анук.
— Анахвис пирки те çавнах калатăп. Вĕсем пĕр-пĕрне юратчăр тесе тăн парасси пирĕн ĕç. Хăйсем кама юратасси пăхса та курăнмасть-ха.
Упăшкин сăмахĕсем вырăнлине ăнланать Анук. Çапах та ачасем хăйсене кăмăла кайнă май çеç мăшăр суйлассипе килĕшесшĕн мар вăл.
— Эпир вĕсене пĕр-пĕрне юратмалла тăвăпăр! — терĕ Анук.
— Пултарсан пит аванччĕ.
— Тăрăшатпăр... — тупа тунă пек çирĕплетрĕ Анук. Кăштах чĕмсĕрленнĕ хыççăн: — Сехмет сăмах тунă укçа пирки мĕн шутлатăн? — терĕ.
— Парсан илетпĕр. Вăл тивĕçлипе пирĕн пулмалла. Мĕншĕн тесен Михха ку укçана ĕçхалăхне çаратса пухнă. Эпир ăна ĕçхалăхшăн усăллă çĕре ярăпăр.
Хавхалантаракан та пăшăрхантаракан ĕçсем çинчен чун-чĕререн калаçса, пĕр-пĕрне яланхи пекех ăнлансан, Анук йăлтах лăпланса çитрĕ.
— Эпĕ пуриншĕн те савăнатăп. Çут тĕнчере пурăнма ытла та пархатарлă çав.
— Ĕççыннисене чуралăхран хăтарсан, çут тĕнчери пурнăç тата пархатарлăрах пулĕ.,.
Çапла вĕсем киле çитрĕç.
Мăнукĕ пакăлтатнине илтнĕ хыççăн Ванюка мĕн сăлтавшăн Михха хĕрачипе çураçнине ниепле те ăнланайман енне Çтаппан ывăлĕпе кинне ятлама та хатĕрччĕ. Микулапа Анук савăккине курсан, ун ӳрĕк-сӳрĕк кăмăлĕ сирĕлчĕ.
— Эккей, э... Çухалнисем аранах тупăнчĕç!
— Атте, сана килте кĕтсе илейменшĕн ан çиллен.
— Çилленсен те, мĕн тăвас тетĕн ĕнтĕ... Пĕчĕк чухнехи пулсан, хăлхусене пăрăттăм. Халь ал çитеймесрен хăратăп.
— Анисем, ачасем мĕнле пурăнаççĕ, сывлăхсем мĕнле? — евĕклĕн ал тытса ыйтрĕ Анук.
— Пӳлĕхçĕ ырлăхĕпе питĕ аван. Сире пысăк салам калама хушрĕç.
— Çавăрнине мĕнле ирттертĕр?
— Яланхи пекех, никам та пымарĕ. Хамăр та каймарăмăр. Сире кĕтнĕччĕ... — Çтаппан кăштах кăмăлсăрланни сисĕнчĕ.
— Пырас тенĕччĕ, атте... Михха хăнана чĕнни чарчĕ.
— Ăнланатăп... Унта каймасăр куша пултарайман эсир... Сехмет мĕнле пурăнать?
— Вăл хăйне шыври пулă пек туять. Пирĕм умра ун çинчен усал сăмах хускатма ан шухăшла, атте, тем курса ларăн!
— Эсир мĕн, ун хутне кĕме тара кĕрĕшсе килтĕр-и?
— Халь вăл пирĕн аслă хăта!
— Ав епле иккен... Кама качча парса е авлантарса хăталлă пултăр?
— Михха хĕрне Ванюк валли çураçрăмăр.
— Апла тесен, эсир ăсран тухичченех ӳсĕрĕлнĕ курăнать? — кăмăлĕнче мĕн пуррине кăларса хучĕ Çтаппан.
— Пачах урăхла, атте! — Çтаппан кăмăлне сисмесĕр малалла шӳтлерĕ Микула: — Тăп-тăрă урă пуçпах çураçрăмăр. Сехмет ыранах çирĕм пилĕк пин тенкĕ пама, Ванюксем ӳссе мăшăрланас тĕле пире миллионер тума сăмах пачĕ. Акă мĕнле хăта тупрăмăр эпир! Çавăншăн асăрхаттартăм сана, пирĕн умра ун çинчен пули-пулми сăмах персе ан ярах!
— Пӳлĕхçĕм çырлахтăр, — терĕ те Çтаппан сӳрĕкленчĕ — Çавна çеç ăнланмастăп... Иксĕртен хăшĕ ухмахрах-ши? Эсĕ-ши е Михха-ши?
Микула, ашшĕ кӳреннине тавçăрса, Михха патĕнче мĕн курни-илтнине тĕплĕн каласа пачĕ. Çтаппана ку та çырлахтармарĕ.
— Эсĕ çав тери ăссăрла ĕç тума килĕшрĕн-и вара?
— Килĕшрĕм, атте... Урăхла май çук. Хăрушă тăшмансенчен пĕрне вăхăтсăр çиллентерес мар терĕм. — Микула çавăнтах Касмуххапа ывăлĕ Ваçлипе иккĕшне сутма хăтланнине пĕлтерчĕ.
— Эккей, э... явăл пуçĕсем! — хаяррăн калаçрĕ Çтаппан. — Касмухха сутма хăтланнине кăштах ăнланатăп. Пирĕн хушăра ĕмĕртенпех сас-хура пырать. Çак çеç ниепле те тăна килмест: уретник мĕншĕн çилленнĕ-ши? Мĕн сăл-тавшăн сана пĕтерме тапăннă? Нихçан та хирĕçменччĕ-çке эсĕ унла?
— Уретник пире курайманнинчен хам та питех тĕлĕнетĕп. Мĕншĕннине ниепле те тавçăраймастăп. Вăт, хăвах куратăн ĕнтĕ, атте, Миххапа килĕшмесĕр тăма пултарайман эпĕ.
— Ку çаплах та... Çынсем умĕнче тупа тунине кайран сӳтме аван мар.
— Уншăн та пăшăрханмалли çук, атте. Пирĕн Ванюк ӳссе çитнĕ çĕре сехметсене çапса çĕмĕрме те ĕлкĕрĕпĕр. Ун чухне халь çураçни ниме те тăмĕ.
Ĕнтĕ Çтаппан кăмăлĕ те йăлтах уçăлчĕ. Хывăнса тумланма ĕлкĕрнĕ Анук ывăспа апат-çимĕç йăтса тухрĕ.
— Ати, Микула... сĕтел хушшине ларăр-ха. Юлашкинчен те пулин çăварнине хамăр тĕллĕн савăнса ăсатар. Унта, çĕлен-калта сĕтелĕ çинче, апат-çимĕç те йӳçĕччĕ. Эсĕ, ати, анипе ачасене ахалех илсе килмен.
— Панулми çитерме васканипе лартса килеймерĕм. — Хăй айăпне сирме тăрăшрĕ Çтаппан. Часах тултан пĕчĕк пичке йăтса кĕчĕ те, панулмисене пушатсан, икĕ хут стенинчен пĕрне хăпартрĕ. Листовкăсем туртса кăларчĕ.
— Питĕ аван! Калама çук аран! — хавасланчĕ Микула вуланă май.
— Тата тавар Хусана çитнине пĕлтерчĕç. Хуçа ыранах пыма хушрĕ.
— Ырă хыпаршăн тавтапуç, атте. Ирхине унта пулăпăр. Пасара, Анук, эсĕ каятăн.
— Юрать, ара. Халь çакна çеç сĕнес килет: вăхăтлăха та пулин ĕç çинчен калаçма пăрахăр-ха. Пĕрле пек чухне пĕрер курка сăра ĕçер.
— Тĕрĕс, Анук. Пĕрле пек чухне пĕрер черкке ĕçер! — килĕшрĕ Микула.
VII
Уретникпе икĕ стражник тимĕрçе ухтарма килни Макçăм ăшне пăр кĕртсе ӳкерчĕ. Ан тив, мĕншĕн йĕрленине Мошковсем каламарĕç, Макçăм пурпĕрех тимерçĕ кĕрешĕве хутшăннине тавçăрчĕ, Тĕлĕпе ытлашши никам çинех кăтартаймасан та, юлашки пилĕк çултанпа Микула нумай çынна революциллĕ юхăма хутшăнтарнине чухлать вăл. Кĕçĕр Михха патĕнче мĕн курни-илтнисем ăна йăлтах минретрĕç. Вăл, унчченех иккĕлене пуçланăскер, унашкал кĕрешӳпе патша тытăмне ним те тăвайрас çуккине, кĕрешекенсен пурнăçĕсем çеç вилĕмпе е каторгăпа вĕçленессе йăлтах ĕненсе çитрĕ. Кая юлман пек чухне ку хăрушă ĕçрен пăрăнма тĕвтурĕ.
Михха патĕнчен таврăнсанах Макçăм Уçкапа калаçма шутланăччĕ. Лешĕ килте Çуккипе вăл Ваçли патне кайма тухрĕ. Тĕлĕнмелле, халиччен тем таранах çĕрле çӳресен те, нимрен те хăракан марччĕ. Кĕçĕр çăлтăрсем вăл ниçта пытанма урам хушшине лайăхах çутатнăран çук пек туйăннипе тарăхрĕ.
Юлашкинчен ывăлĕн кил хушшине кĕрсе çенĕк алăкне шаккарĕ. Самай вăхăтран та нимле сас-чӳ илтĕнменнипе Макçăм вĕчĕрхенчĕ: «Ха, эсĕ ăна! Çĕр хута чупса çӳренĕ те ним туйми çывăрать!»
Ваçли, çывăрма та шутламанскер, шакканине çавăн чухнех илтрĕ, анчах ку вăхăтра килме никама та чĕнменнипе тăхтарĕ. Алăка çине-çинех шаккарĕç. Ваçли юлашкинчен çенĕке тухрĕ.
— Кам унта?
— Эпĕ... Аçу...
Ваçли ирĕксĕрех сисчĕвленчĕ. Калаçса татăлнă тăрăх, ашшĕ ун патне нихçан та килмелле мар.
— Пĕчченех-и эсĕ?
— Кампа пулас тата ман? Уç хавăртрах! Пӳрте вĕсем ним шарламасăр кĕчĕç.
— Çак тĕри çĕрле мĕн çăмăл хăваласа килчĕ сана? Макçăм Миххасем патĕнче мĕн курса-илтнине каласа пачĕ, ывăлĕ те хăй пекех хăраса ӳкессе кĕтрĕ. Лешĕ кулса ячĕ. Макçăм çилленчĕ.
— Мĕн савăнăçлăн шăл йĕретĕн?
— Кулмалли çук та, савăнмалли пурах вара. Кашкăрсем пĕр-пĕрне тăрă шыв çине кăларни питех те аван.
— Уссăрах савăнатăн. Вĕсем хăйсен хушшинче çапăçĕç те, майлашĕç те... Юрать-ха сиенсĕр иртнĕ. Сана тытса хупсан, мĕн курмаллаччĕ?
— Мана хупма аллисем кĕске!
— Питех йăнăшатăн! Вĕсен аллисем такам патне те, пур çĕре те çитĕç. Ав, Андрей Семенович та сан майлах шухăшланă-и, тен. Чиперех лексе ларнă. Паян мар-тăк — ыран. Ыран мар-тăк — тепĕр кун пурне те çаклатĕç. Вара пуçа çухатни çав пулĕ.
Ашшĕн кăмăлĕ пăçăлнине сиссен, Ваçли çуйланчĕ.
— Тăхта, атте, мĕн калаçатăн эсĕ?
— Патшана вырăнтан сирпĕтмелле вăййа пĕтерме вăхăт.
Ваçли темпе çапнă пекех ура çине сиксе тăчĕ, ашшĕ еннелле тинкерчĕ. Уйăх çути пуртре шупкан çеç сарăлнипе ним те сăнаса илеймерĕ.
— Атте, эсе ăсран кайнă!
— Тунмастăп.., Микула кум Хусантан таврăнсанах... тепĕр тесен, ун чухне урăх шутчĕ. Ун чухне хамăр та кĕлмĕçсемччĕ...
— Халь пуйрăн та манса кайрăн-и?
— Маннă. Сана та çавнах сĕнетĕп. Тата мĕскĕнленсе пурăннипе те çитĕ. Арман хуçи ывăлĕ арман хуçи ывăлех пулма тивĕç. Ыранах киле таврăн. Кунтах пурăнас тесен те, чаплă кил-çурт туса лартăпăр та, авлан. Кĕтерук пирки авланмасăр яла култарни çитĕ!
— Каласа пĕтрĕ-и? Апла ман сăмаха итле! Çуратса ӳстернĕшĕн тавтапуç... Анчах эсĕ мана хăвăн ывăлу тесе шутламастăн. Кĕске ĕмĕртех иккĕмĕш хут ман пурнăçа çиме тапăнтăн. Малтанхинче, Кĕтерука тиркенипе, эпĕ тахçанах çемьеллĕ пулассине пĕтертĕн. Уншăн сана мар, хама ытларах айăплатăп. Микула кум ăс панине итлемесĕр ухмаха тăрса юлтăм. Унтан Микула кум Хусантан таврăнчĕ те куçа уçса çут тĕнчене куракан турĕ. Эпир хамăр ирĕккĕн этемлĕхшĕн пархатарлă çул çине тăтăмăр. Эсĕ каллех, мана ку çул çинчен пăрса, кĕрешӳри тус-йышсене сутма хушатăн. Çук, атте, хальхинче сана итлеместĕп.
Макçăм шăртланса кайрĕ:
— Енчен ылхансан... сан валли мулран тӳпе хăвармасан, мĕн тăвăн?
— Ан хăрат, атте„ Ылханни пушă сăмах çеçне ху та чухлатăн. Юлашки тăват-пилĕк çул хушшинче сана сахал тăк паман. Мул тесен, эпĕ пĕрре те хапсăнмастăп. Хам ĕмĕре мулсăрах пурăнса ирттерĕп.
— Астутартăм, ӳпкевĕ хăвăнта. Сана хам ывăл шутланипе ăс парас тесе килтĕм. Тăна хумасан, хăвăн ирĕк. Эсĕ пĕчĕк ача мар ĕнтĕ. Кайран пырса ан макăр!
— Ан хăра, пымастăп!
Макçăм алăка шатлаттарса хупса хăварчĕ. Ваçли хытса тăрса юлчĕ. Ытла та киревсĕр ĕç сиксе тухрĕ. Унăн тăван ашшĕ, кĕрешӳ çулне хăй ирĕкĕпе суйласа илнĕскер, хăраса ӳкнĕ. Малалла шанма юрать-и ,ăна? Çук, юрамасть,..
Микуласем Ваçлие хавас кĕтсе илчĕç.
— Килех, килех, кум... ытла та вăхăтлă çитрĕн. Сансăр пирĕн йыш çителĕксĕрччĕ. Атя, тӳрех сĕтел хушшине лар! — терĕ Анук.
Ваçли ним шарламасăр ал тытнинчен вĕсем тем сас-хура сиксе тухнине сисрĕç.
— Эсĕ мĕншĕн салху вара? — тӳртен ыйтрĕ Микула. Ваçли ашшĕпе иккĕшĕн хушшинче мĕн пулса иртнине хыпарларĕ. Микула ирĕксĕрех пăшăрханчĕ, хăйĕн ĕçĕнче темĕн туса çитерейменнипе инкек тупăннă пек туйăнчĕ ăна. Анчах аптраса ларни пулăшас çук. Макçăмпа халех курнăçма шутласа, арăмĕпе иккĕшне чĕнсе килме хушрĕ.
Ĕнтĕ Ваçли те сĕтел хушшинче. Ĕçки-çики çеç сӳрĕккĕн пырать. Мăкçăм пĕрле утакан çул çинчен пăрăнма хăтланни пурне те тарăхтарать.
Кĕçех Макçăм çитрĕ,
Саламласа йышăннă хыççăн Анук ăна ӳпкелесе илчĕ: — Верук кумана ма хăвартăн? Эпир çăварнине хамăр тĕллĕн çеç чухне шăкăлтатса ăсатасшăнччĕ.
Макçăм килте чухне тавçăрма хăтланни тĕрĕсне йăлтах ĕненчĕ. Ывăлĕ ахальтен килсе ларман кунта. Паллах, пĕтĕмпе шăтнă та, Микула çавăн пирки чĕнтернĕ ăна. Пурин çинчен те куçа-куçăн калаçас тапхăр çывхарнипе Макçăм асне Çтаппанпа вĕсем мĕн пĕчĕкрен çывăх тăван пек пурăнни пырса кĕчĕ. Ĕмĕр тăршшĕпе мĕн-мĕн курман, мĕн-мĕн тӳсмен-шй? Михха сахал мăшкăлланă-и вĕсене?.. Хăй вăхăтĕнче Платун та кулма хăтланнă. Çтаппана хурал пӳртĕнче хурăн хуллипе çапнă чухне хăйĕн чунĕ чут çеç тухса ӳкменнине Макçăм ăçтан мантăр? Хăш-пĕр этемсем, юлташне инкек амантсан, унран сивĕнме васкаççĕ. Çавăн пирки ĕнтĕ халăх хушшинче «нуша килсен юлташ тупаймăн» текен халап çӳрет. Макçăмпа Çтаппан — пуçĕшех урăхла çынсем. Иккĕшĕнчен пĕрне нуша çаклансан, вĕсем мĕн пуррипе пулăшма, нушаран кăларма тăрăшнă. Патшана хирĕç кавар тунă çĕре хутшăнман пулсан, халь вĕсенчен телейли çукчĕ-и, тен. Михха тесен Михха вĕсене çын вырăнне шутлама пуçларĕ. Тӳре-шарасем те хисеплеççĕ. Вĕсем ĕмĕрĕсене юлташлă пурăнсах ирттерĕччĕç. Микула таçтан патшана хирĕç кĕрешес йăлана тупса килни пĕтерсе хучĕ. Харпăр хăй пурнăçĕ çинчен шухăшлама вăхăт. Пурпĕрех калаçса илмесĕр иртес çук. Макçăм чĕрине хытарчĕ.
— Эп хăнана килмен. Тата эсир те мана хăнана чĕнменнине сисетĕп.
Макçăм сăмахĕсем Микула чĕрине çӳçентерчĕç, анчах вăл яланхи евĕклĕ кăмăлĕнчен тухмарĕ.
— Çук, Макçăм кум, эпир сире чăннипех те хăнана, кашкăрсен хушшинче пулнă хыççăн хамăр тĕллĕн, чунтан юратакан кумсемпе пĕрле, шăкăлтатса çăварнине ăсатас тесе чĕннĕччĕ. Эсĕ Верук кумана юриех киле хăварнă иккен. Ху та ют çын пек калаçатăн. Унашкал мĕн амак тытнă вара сана?
— Ун çинчен Ваçли хыпарланă ĕнтĕ сире.
Макçăм çине тăрсах çатракаланма хăтланни Микула кăмăлне пăсрĕ.
— Туймастăп, кум... — терĕ вăл, чунтан эрленсе, — Ваçли кум сăмахне илтрĕмĕр эпир. Ĕненес килмерĕ çеç... Ытла та тĕлĕнмелле. Юлашки кунччен чиперех ĕçлеттĕмĕр, чиперех пурăнаттăмăр-çке? Сасартăках мĕн сиксе тухрĕ вара? Мĕн сăлтавшăн каялла чакма шутларăн?
— Ман каламалли çав çеç: кавар тумалла вылянипе çитет. Вăйăран вăкăр тухнине кĕçĕр хăвăрах куртăр. Юрать-ха хальхинче ытлашши сиенех кӳмесĕр иртрĕ. Вăкăр каялла çаврăнса килесси те инçех мар. Ырă пуçранах пĕтсе ларассинчен ухмахла япала урăх нимĕн те çук.
— Пирĕн çул çине пир сарманнине пĕлмен-и эсĕ? Е сана ун çинчен асăрхаттарман-и?
— Асăрхаттарман теместĕп. Тĕппипех ăнланса илеймен.
— Халь ăнлантăн иккен?
— Ăнлантăм... Çавăнпа хам ачасене çеç мар, сире те ырă сунатăп. Çакланас мар тесен, пĕр май çеç: каварлă вăййа пăрахса, тӳлеккĕн те йăвашшăн пурăнмалла,
— Енчен эпир каварла выляма пăрахмасан?
— Хăвăрăн кăмăл. Мана тата ман ачасене çеç инкекрен хăтарăр!
— Макçăм кум, Макçăм кум.„. Лайăх пурнăçпа хăравçăлăх акă ăçта çитерчĕ иккен сана? Чухăн чухне эсĕ пĕр сăмахсăр пирĕнпе кĕрешĕве хутшăнтăн. Ачусене те чармарăн. Таврара хура пĕлĕтсем палăра пуçласан, чăхăмăç лаша евĕр, каялла чакса ӳкрĕн. Ачусене, пире те хăв хыççăн илсе каясшăн. Енчен те эпир сан кăмăл-шухăшупа килĕшмесен? Вара сан, старостăн, тӳре-шарасене шăтмалли çеç юлнă.
— Эпĕ унтах çитмен-ха.
— Инçех мар, Макçăм кум... Хăравçăпа сутăнчăк вĕсем юнашар çӳреççĕ. Анчах сутăнчăксене мĕн кĕтнине эпир малтанах калаçса татăлнă, çавăнпа шухăшласа пăхма сĕнетĕп. Паян хăрани пуçламăш та юлашки пулсан, аванрахчĕ.
— Эпĕ хамăнне веçех тĕплĕ шухăшланă...
— Хăвăн кăмăл, Макçăм кум. Эпир никама та ирĕксĕрлесе ĕçлеттерместпĕр. Хăравçăсем пире кирлĕ. Çакна çеç асăрхаттаратăп: чĕлхӳне çыртмасан, хăвна ху ӳпкеле... Тата палăртнă канашлăва сан армантах ирттеретпĕр. Вăл каç эсĕ армана пымастăн. Эпĕ укçа парса хатĕрлеттернĕ çăнăха та кирлĕ çынсене ним чарусăр салататăн.,.
— Куншăн хирĕçместĕп...
VIII
Уçка, ирех вăранма хăнăхнăскер, вырăн çинчен сиксе тăчĕ те, иртнĕ каç ашшĕпе Микула хушшинче сас-хура пулнине пĕлмен пирки, ним шухăшсăр çула хатĕрленме тытăнчĕ.
— Ăçталла эсĕ? — сиввĕн чĕнчĕ Макçăм.
— Эсĕ пĕлместĕн-и вара? Микула пиччесем патне!
— Ниçта та каймастăн! Мĕн ăссăрланса пурăннипе çитет! Такамшăн пуçăрсене хума ӳстермен сире!
Уçка ашшĕ çине усала сиснĕн тинкерсе пăхрĕ те, чĕри кăртах турĕ. Ашшĕ çак териех улшăннине вăл нихçан та курман. Тен, çĕр хутах çывăрман пулĕ вăл? Ахальтен мар ĕнтĕ куçĕ супăнь сĕрнĕ пекех хĕрелнĕ. Çӳçĕ-пуçĕ такам тылласа кайнăн муташланнă. Çурăмĕ те авăннă пек.
— Атте, мĕн калаçатăн эсĕ? — çуйланчĕ Уçка.
Вара Макçăм ĕнер мĕн курса илтни çинчен кĕскен каласа пачĕ. Сăмахне çапла вĕçлерĕ:
— Акă мĕншĕн пуçăмăрсене çыншăн хурас мар тетĕп эпĕ. Çакланман пек чухне каварла выляма чарăнма та вăхăт. Тата пирĕн Микула кум ĕçĕсĕр те пурнăç çителĕклĕ. Хамăр ĕçе тума вĕренмелле. Текех мана çеç шанса пурăнмалла мар!
Уçка пĕтĕмпех ăнланчĕ. Хăраса ӳкнипе ашшĕ ывăлĕсене намăса кĕртнĕ. Марье пĕлсен мĕн калĕ-ши?.. Уçка макăрса ярасран аран тӳссе ирттерчĕ те:
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...