Пулас кинсем :: Виççĕмĕш пайĕ
— Тăхăн ман кĕпене, — тет анне. Пăлтăртан икĕ аркăллă саттин кĕпине илсе тухрĕ. Хăй ман çине чăрласа пăхать. Суран йĕрри шырать-ши ӳтĕм-пĕвĕмре? Сăмах хушмасăр та чăтаймарĕ. — Талюна хĕрĕм, паçăртанпах сăнатăп-ха сана. Сывласса, тем, хулпуççипе сывлатăн. Мĕн...
Шăп çак вăхăтра Илай алăка уçса ячĕ. Анне чĕлхине çыртрĕ. Тавтапуçах Илая, асаплă калаçуран хăтарчĕ.
Ăшра вăрттăн кулса илтĕм. Анне темерĕн çав, куçĕ саккăр сăвать, пурне те пĕр харăс пĕлесшĕн. Калаçăва хăй пуçарнă чух, тен, чуна уçса пама çăмăлтарах пулатчĕ. Юрĕ çке, пуласси пиртен тараяс çук.
Картиш енчи кантăкран Вунеркке учительница килни курăнчĕ.
— Эх, ик-чак... çын умне мĕнле курăнан капла?! — аллипе хăлаçланать анне. Эпĕ унăн кĕпипех тăратăп-çке.
— Ман килес... Ялйыш тӳперен çунатлă çутă çăлтăр вĕçсе аннине асăрханă. Вăл ниçта та мар, çак килте йăлтăртатать имĕш. Мана курма юрĕ-ши тесе килтĕм те,— шутлет Вунеркке. — Айăп тумăринччĕ.
— Вунеркке акамăр, иртĕр тĕпелелле. Хăна пулăр, — чĕнет Илай.
— Çăлтăр мар, хĕвелне те кăтартăпăр, ик-чак,— хыпăнса ӳкрĕ анне.
Эпир Вунерккепе иксĕмĕр пĕр-пĕрне ыталаса илтĕмĕр те чылайччен çурăмăрсене кӳпкерĕмĕр кăна. Вара сак çине кайса лартăмăр.
— Пурнăçу мĕнле тесе ыйтмастăп, — пуплет. Вунеркке. — Тăхăнса кăтарт-ха хăвăн летчик тумна, çар тумĕпе курман-çке-ха эпĕ сана.
Ăçтан аюклатса тăрăн кун пек чух.
Татах алăк уçăлса хупăнчĕ. Ялти чи ватă кăптăрмăш старик кĕрсе тăчĕ. Вăл çĕлĕкне хывса хул хушшине хĕстерчĕ те пурне те алă тытса тухрĕ.
— Макаç вăртах, ик-чак... Сана курманни — пĕр ĕмĕр. Пирĕн пата пĕртте килместĕн-çке, — тет анне.
— У-у, ара, мĕнле килместĕп тет? Сирĕн урайне таптанă ура йĕрĕ те типмен-тĕр-ха? — пуплет старик.
— Мĕнле чупан, сывлăху еплерех?—тĕпчет анне.
— Ватă çынла, — халаплать лешĕ. — Чирлекелесех тăратăп çав. Ия. Айăк чикнипе пилĕк кун выртрăм ав. Хавшанă катка сапаланассине пĕлтерсе тăрать мар-и, ара.
Анне старике тӳрех сĕтел хушшине йыхăрчĕ.
— Ан чăрман, Краçук вăртах-кин. Эпĕ хĕрачуна курма тесе çеç килтĕм. Питĕ чаплă терĕç те, — юмахлать мучи.— Вăхăчĕ йывăр халĕ, апат-çимĕçне хĕссе-пĕссе тыткала.
— Ах, ик-чак... Пур — пĕрле, çук — çурмалла, — тавăрчĕ анне. — Вăрçă пĕтрĕ. Малашне пурăнма тытăнăпăр.
— Эх, Краçук кинĕм, ыран-паянах, нинай, юсанайĕ-и? Вăрçăран арçынсем тавăрăнсан, ик-виç çул иртсен, тен, сывлăш çавăрăнĕ.
Анне, мучипе килĕшсе, «эччĕ, эччĕ» текелесе тарать. Унтан эпĕ панă парнесене кăтартрĕ.
— Хырăмăрсем хыр тăрне хăпарчĕç пулĕ. Атьăр апата, — йыхăрчĕ анне кашнине алăран тытса сĕтел хушшнне сиктернĕ май. Мана ырă-сывă çавăрăнса килнĕ ятпа саламларĕç.
Паян хăна йышăнмалли уяв пирĕн. Пĕри те тепри килсех тăрать. Мĕн чухлĕ салам илтмерĕм-ши! Тата пушă алăпа та килмеççĕ, кашниех кучченеçпе: чĕреспе сăра, тутăрпа чĕркенĕ пуремеч е çăкăр. Эпĕ пĕчĕккĕ чух аттепе анне хăнана кулач пĕçерсе каятчĕç. Йывăр вăхăтра çăкăра кулач вырăнне йышăннă иккен. Çапла, вăрçă çулĕсенче çăкăр нихăçанхи пек мар пысăк хисепе тухрĕ… Çăкăр вăл пурте: пурнăç та, çĕнтерӳ те.
Килен хăнасен сăмах-юмахĕ пурин те пĕр. Хаяр тăшмана мĕнле çĕнтерни çинчен каласа пама ыйтаççĕ-ха, анчах та халĕ вĕсемшĕн ку чи кирли мар. Ăнланмалла кăна. Ара, кашни килтен фронта кайни пĕр е икĕ çын. Хăшĕсем вăрçăн малтанхи кунĕсенчех çырусем çырма пăрахнă. Çывăх çын пĕтнĕ тенине ниепле те ĕненес килмест. Тен, сывах? Апла пулсан ăçта, мĕнле çĕршывра пулма пултараççĕ-ха вĕсем? Эпĕ курман-ши хамăр ял çыннисене вăрçă уйĕнче? Акă мĕн кăсăклантарать кашнин чунне.
— Халĕ ĕнтĕ тавăрăнаççех, — ырă сăмахпа йăпататăп салтак ашшĕ-амăшĕсемпе тăванĕсене. Шӳтлĕ-мĕнлĕ хушса та хуратăп: астăвăр, сăрăра лайăх упрăр, кăмăскаланса ан кайтăр, кулавккине çĕнетсех тăрăр. Тавăрăнаççех.
Анне килнисене сăрапа сăйлать. Сăри питĕ тутлă-çке ун, хăймаллă.
Хĕрсе кайрĕç пирĕн хăнасем. Шавлаççĕ. Кашниех хăйĕн хуйхи-суйхи çинчен пуплет.
Çав вăхăтра пӳрте пачах кĕтмен çын — Павăл Сĕмьюнĕ кĕрсе тăчĕ.
— Ан ятласамăр, — пуçĕнчи карттусне хывса, хул хушшине хĕстерчĕ хайхискер. — Эп, мĕн, хĕр салтака курас терĕм.
Ман кăмăл пăсăлчĕ. Çынсем те шăпланчĕç. Вăрçăччен ялта мĕн пулса иртнине никам та манман. Вăл колхоз кĕлетне вут тертнине эпĕ курнă. Судра ман çавăн çинчен калама тиврĕ. Çавăн чух тĕрмене хупнă ăна. Тухсан, каллех тепĕр хут çав çурта лекме тивнĕ ун. Ку хутĕнче колхоз лашине тарăн вара сиктерсе вĕлернĕшĕн айăпланă. Судра ман атте те айăпласа сăмах каланă. Пире тавăрас пирки вăл хытă юнанă имĕш.
— Талюна, эпĕ те вăрçăра пулнă, штрафнойра, — ман куçран пăхрĕ Сĕмьюн. — Паттăр çапăçса, хăшпĕрисем хуратнă ятăма çуса тасатрăм. Аманнă хыççăн госпитальте сыватрĕç, вара тап-таса ятпа киле таврăнтăм.
— Çаплах-ши? — сиввĕнрех сăмах хушрăм эпĕ.
— Пачах та суймастăп. — Сĕмьюн, ăнсăртран тенĕ пек, ман кăкăр çинчи çăлтăра куранçи турĕ. — Эпĕ, тем, Указра Татьяна Степпанова хушамата курман пек астăватăп, хаçат вуламан кун иртменччĕ те.
— Ман хушамат — Итемри, — çирĕплетсе хыттăн каларăм.
— Мĕн кирлĕ мара авăран, Сĕмьюн, — Макаç мучи ун еннелле алне сулчĕ. — Вĕсене мĕн ĕлĕкренех Итемри Çтаппан таврашĕ тенĕ.
Пирĕн хушăра хирĕçӳ тухасран шикленчĕ-тĕр анне. Вăл Сĕмьюна сĕтел хушшине ларма чĕнчĕ.
— Иртнине манар, э-э, ик-чак, — мăкăртатрĕ вăл. Çынсем те Сĕмьюна ман çумран сиресшĕн тăрăшса ĕнтĕ хăйсем патне чĕнчĕç.
Вунерккене хăлхинчен пăшăлтататăп. Эпĕ ăна çапăçу хирĕнче ĕмĕрлĕхех выртса юлнă Валя юлташăмăр амăшĕ патне кайса килме чĕнетĕп.
— Халех-и?
— Тек пĕртте тăхтас килмест, — тетĕп.
— Хăвна курма килнĕ çынсем кӳренмĕç-и?
— Вĕсем ăнланма тивĕç. Валя амăшĕн хăй çуратса ӳстернĕ хĕрне кĕтнипе чунĕ кĕлленсе ларчĕ пулĕ.
— Айтасам эппин, — килĕшрĕ Вунеркке.
Урама тухрăмăр. Хĕвел анăçалла сулăннă. Çапах та каç чатăрĕ анасси аякра-ха. Турă çырлах, мĕн тери вăрăм паянхи кун! Ахăртнех, эпĕ çуралсанах пуçланнă-тăр.
— Сана курсан, вилесле макăрать ĕнтĕ Валя амăшĕ,— ассăн-ассăн сывлать Вунеркке.
Эпĕ йĕмен-и? Мĕн тери хĕр-пикене çухатрăмăр та. Куляннипе ăшăм çунса тухатчĕ. Ун амăшĕпе тĕл пулма мана та йывăр. Умне чĕркуçленсе ларăп. Пĕрле вĕри куççулĕпе пите çăвăпăр. Анчах мĕн усси? Амăш савăнăçне тавăрса пама тĕнчере нимле меслет те çук.
Пĕр хушă ним чĕнмесĕр, шухăша кайса пытăмăр.
Вунеркке кĕтмен çĕртен, юханшыв тепĕр çыранне ним уямасăр сиксе каçнăнах, каларĕ те хучĕ:
— Качча кайрăн эппин?
Çанçурăм тăр-тăр чĕтресе илчĕ. Çак самантра ытла та вырăнсăр панă ыйту пек туйăнать ку. Вунеркке мĕншĕн çапла ыйтнине те ăнланатăп: ватлăх сăнĕ çапнă пите. Канаш станцинче радиопа Ким янă музыкăллă салама илтнĕ хыççăн эпĕ шартах çурмалла çурăлтăм. Вара пĕр-ик сехет хушшинчех ватăлтăм та лартăм. Ахальтен мар ĕнтĕ анне те ман сăн-сăпатра чечеклĕх сӳннине асăрхарĕ.
Пăтрашуллă сисĕм-туйăм мана Вунеркке умĕнче пĕчĕклетрĕ, аркатрĕ. Айккинчен пăхсан, эпĕ тĕршĕннĕ чĕрĕп евĕрех пулĕ халĕ.
— Эх, Вунеркке тусăм, кирлĕ марччĕ-тĕр качча кайма.
— Ак тата. Вĕçен кайăк та мăшăрланать. Савнă упăшка вăл — чун çути. Хăçан таврăнать-ха?
— Кам, Булат-и?
Çурăм хыçĕнче ура сассисем илтĕнчĕç. Варукпа Демьян иккен. Турра шĕкĕр, пирĕн калаçу сăмах айне юлчĕ.
— Герой-хĕр пире кĕтмесĕрех килтен тухса тарнă, — кулкалать Варук.
Эпĕ Демьяна Вунерккепе паллаштарасшăнччĕ. Вĕсем, иккен, паян тĕл пулса калаçнă та.
— Ăçта çул тытнă эсир? — кăсăкланать Варук.
— Валя амăшĕ патне. Эсир те пĕрле пырасса шанатăп, — терĕм эпĕ.
— Талюна, тен, ырана хăварăпăр? — тилмĕрсе пăхать Варук ман куçран. — Килнĕ кунах чунăма пĕртте сивĕ çумăрпа чашлаттарас килмест.
— Мĕн эсĕ? Ырана хăварсан, пире Валя каçарас çук. Пирĕн пурăнăç малалла, унта — хĕвеллĕ кунсем пайтах.
Çарти тусăм мана хирĕçлемерĕ, пит-куçне хура сулхăн та кармарĕ. Паян Демьянпа Варук пăхса ытармалла мар чипер. Çиçсе кăна пыраççĕ. Вĕсенчен савăнăç хĕлхемĕ пĕрĕхет. Ăнланмалла. Вĕсем вăрçăн тамăк хуранĕнчен чĕрĕ, сывă тухнă.
Варукăн сăмса çунаттисем авсăнаççĕ. Чĕлхи вĕçне мĕнле сăмах килчĕ-ши? Кĕттермерĕ:
— Çĕнĕ хыпар пĕлтерер-и сире?
— Ырă хыпар пулсан, тархасшăн, — тет Вунеркке.
— Ырри! — хаваслăн чĕвĕлтетет Варук. Ун сасси урам тăрăх янăраса каять. Вăл хăйпе çавтăнса утакан Демьяна чавсипе аякĕнчен тĕрткелесе хĕтĕртет: — Тимук, эсĕ кала. Юрĕ-и?
— Мĕнех, — Демьянăн туртăнса тăрас шухăш палăрмасть. — Эпĕ пулсан, эпĕ пултăр. Итлĕр эппин: эпир ыран ял Советне çырăнма хут кайса паратпăр.
— Хатĕрленĕр, — кăшт вăтанчăклăн хушса хурать Варук,— тепĕр виçĕ кунран туй!
Пирĕн саламласси кăна юлчĕ. Телейлĕскерсем. Пăхатăп та — вĕсем шăп мăшăр кăвакарчăн, тĕнчене пĕри теприншĕн çуралнăскерсем.
— Пĕрне-пĕри юратсан, мĕн тери эйпетлĕ. Телей тени сирĕншĕн пурнăçра тулли пултăр! — ырă сунать вĕсене Вунеркке. Эпĕ те çавнах калатăп.
3
Валя амăшĕ, Натти инке, юнашар ялта пурăнать. Эпир, униче хапхинчен тухса, тӳрех сукмак çине ӳкрĕмĕр. Çулĕ çав тери кĕске. Ара, ялĕ çывăх, тăссан, алă çитмелле.
Тавраналла пăхатăп. Тĕлĕнтермĕш вăл. Хама эпĕ пĕр-пĕр варинкке кăкĕнче тăнă пекех туятăп. Варинкке хĕрри тӳпенелле çĕкленнĕ. Сĕвекĕнче мĕн кăна курмастăн-ши! Уй-хир, вăрман катисем, ялсем. Сывлăш техĕмлĕ, чуна уçăлтарса ярать. Сукмакăн икĕ айккипе — ыраш пусси. Хăмăлĕсем çӳллĕ. Пире пуç тайнăн, йывăр пучахĕсене пĕкнĕ.
Кӳршĕ яла пырса та кĕтĕмĕр. Хăш тĕлте пурăнать-ши Валя амăшĕ? Чухлаймастăп, эпĕ вĕсем патĕнче пулса курман. Ку темех мар, пире Вунеркке ертсе каять.
Утатпăр урам тăрăх. Пĕрисем умĕнче йкĕ ача выляççĕ. Çăмхалла иккен. Хапха юпине тĕл лектермелле. Ача чухне хамăр та пайтах вылянă çапла. Вĕсенчен пĕри пире асăрхарĕ те тăпах чарăнчĕ.
— Кур-ха, хĕр салтаксем, — терĕ вăл. Юлташĕ самант юпа пек хытса тăчĕ.
— Здрасте!
Ай-яй, маттурскерсем. Саламлама пĕлчĕç. Эпир те парăмра юлмарăмăр, паллах.
Çак шăпăрлансене хамăрпа пыма нихăшĕ те кăчăк туртманччĕ, апла пулин те, вĕсем пирĕн хыççăн ута пачĕç. Пырăçин, ара, вĕсем пире нимĕн чухлĕ те чăрмантармаççĕ. Ял ачисен йăли çапла: ют е тата хăйсене кăсăклантаракан çын хыççăн утасси. Тепре çавăрăнса пăхнă çĕре вĕсен йышĕ самай пысăкланнă. Хăйсем шăппăн тавлашаççĕ.
— Çав геройĕ Итемри текенни,— хытах çирĕплетет пĕри.
— Эсĕ ăçтан пĕлен? — ĕненесшĕнех мар ыттисем. Калаçăвĕ ман пирки пырать-мĕн. Йăл кулмасăр тӳсейместĕп.
— Тен, Елис амăшĕ патне те паянах çитмелле пирĕн?— тăпах чарăнать Варук.
— Уншăн хыпакан никам та çук пулĕ çав, — ассăн сывласа илчĕ Вунеркке.
— Юрĕ, — тетĕп, — Эпĕ Елисăн тăван аппăшĕ пулăп. Ĕмĕр-ĕмĕр ман асра пурăнтăр вăл.
Ыттисем те ман шухăшпа килĕшеççĕ. Елиса кашниех хăйĕн çывăх тăванĕ вырăнне шутлама хатĕр.
Кĕпер урлă каçсанах, Вунеркке аллипе тĕллесе кăтартрĕ.
— Ав Вальăсен килĕ.
Вăшт пăхрăм эпĕ. Пĕве хĕрринчи ешĕл урам, Вунеркке кăтартнă пӳрт (темшĕн вăл хăраххăн ларать, юнашарта тек çурт çук), пахча карти çумĕнче çăра тураттисене уснă лăстака йăмра... Килĕшрĕ ку кĕтес мана. Çак чуна çĕклентерекен тавралăх Вальăна çупăрланă ĕнтĕ, чиперлĕх, ырă кăмăл, чăтăмлăх, хăюлăх парнеленĕ.
Пире кĕтсе ывăннă Валя тухса каясран пăшăрханнăн, сасартăк васкаса утма тытăнтăмăр. Тăнăмăрсем улшăнчĕç. Нихăшĕ те сăмах чĕнместпĕр.
Çитес çĕре çитрĕмĕр. Умра кивĕ çурт. Тăрне витнĕ улăма çил çĕклекелесе хускатать. Урамалла пăхакан икĕ чӳрече. Анса ларма пикеннĕ хĕвел халсăррăн çутатнăран-ши, кантăк куçĕсем пĕртте ăшшăн курăнмаççĕ. Хашакĕсем, юр-çумăра пула-тăр, тĕссĕрленнĕ. Хапха хăмисем те хăйсен сарă тĕсне çухатнă. Çак кил-çурт та, вăрçă шарне тӳссе, хуçисемпе пĕрлех хавшанă тейĕн.
— Килĕнче кам та пулин пур-ши? — Вунеркке кантăка пӳрнипе тăкăртаттарчĕ.
— Натти инке, — чĕнчĕ вăл. — Натти инке, килте-и эсĕ?
Кăшт тăхтасан, чӳрече уçăлчĕ. Кăвак пир тутăр çыхнă хĕрарăм пуçне кăларчĕ.
— Кам кирлĕччĕ?
— Натти инке, сан пата Вальăн фронтри юлташĕсем килчĕç.
— Валя? — ун сасси темле урмăш тухрĕ. Тинкерсе те, тĕлĕнсе пăхрĕ вăл пирĕн çине. — Халех тухатăп!
Натти инке хапхаран урама тухасса кĕтнĕ май пĕр рете карталанса тăтăмăр. Кăшт айккинерех ачасен ушкăнĕ чарăнчĕ.
Нумаях та вăхăт иртмерĕ, картиш енче Натти инке тем тăрмашнине илтрĕмĕр. Вăл ахăртнех, сăлăпа шутараймасть пулас. Хыпаланнă чух çапла вăл: вăй та пĕтет, ал-ура та çыхланать. «Ах тур», — тет хăй. Аранах калинкке уçăлчĕ те, хĕрарăм урама сирпĕнсе тухрĕ. Куçĕсем — сапаланчăк.
Унччен те пулмарĕ, хыткан аллисене сарса, ман пата ыткăнчĕ Натти инке.
— Валя! Валя! — мана çатăрласа ытамларĕ. — Эпĕ пĕлнĕ, эпĕ пĕлнĕ, хĕрĕм, эсĕ таврăнасса.
Хытă-хытă чуптăвать мана Натти инке. Çурăмран çупăрлать. Саспа ĕсĕклет, анчах хăйĕн куççуль тухмасть. Мăнтарăн амăшĕ, макăра-макăра куççуль çулĕ те типсе ларнă ĕнтĕ ун.
Хуйхăпа чыхăнса ларнă амăшне йăпатма пĕри те пĕр сăмах тупаймасть.
Тепĕртакран тин Вунеркке мĕн тумаллине тавçăрса илчĕ.
— Натти инке, эсĕ палламарăн пулĕ-ха, — терĕ вăл.— Ку — Талюна, тепри — Варук, иккĕшĕ те хамăр ял Совет хĕрĕсем. Вĕсем фронтра Вальăпа пĕрле çапăçнă.
— Ман Валя хĕрĕм ăçта вара? — ыйтрĕ Натти инке. Тути хăйĕн тăпра тĕслĕ хуралса кăвакарчĕ, чĕтрет, куçĕ пачах сӳнчĕ. — Ман Валя... Валя ăçта?
— Натти инке, лăплан-ха, лăплан, Валя Тăван çĕршывăмăра хӳтĕлесе пуçне хунă.
— Ах, чăнах та çаплаччĕ-çке. Ах, телейсĕр хĕрĕм, мĕскĕн чĕппĕм. Аннӳне те хĕрхе...
Натти инкен сасси ăша кайрĕ. Вăл çĕре тĕшĕрĕлсе анчĕ.
— Каçарăр пире, упраймарăмăр Вальăна! — тетĕп Натти инкене ярса тытса.
— Çав териех ан кулянăр-ха, — йăпатма тăрăшать ăна Вунеркке.
Валя амăшĕ тăнне çухатрĕ. Эпир çийĕнчех ним тума та пĕлеймерĕмĕр.
— Пĕтертĕмĕр çынна. Валя мĕн тейĕ пире? — йĕрсе ятăм.
— Паян килесшĕн марччĕ те эпĕ... Çакна сисрĕ пулĕ ман чĕрем, — ӳлет Варук та.
Айккинче тăракан ачасем кăшăлл пырса тăчĕç.
Юрать Вунерккепе Демьян сывлăш çавăрса яма пулăшрĕç Натти инкене.
Эпир Валя амăшне пӳрте çĕклесе кĕтĕмĕр те вырăнĕ çине вырттартăмăр.
— Шыв, — ыйтрĕ вăл, тăна кĕрсе… Ĕçтертĕмĕр. Куçне уçрĕ. Пире асăрхарĕ.
— Ан ятлăр ĕнтĕ, — каçару ыйтрĕ вăл. — Хам та пĕлместĕп, тем пулчĕ. Сывлăш пӳлĕнчĕ темшĕн.
Вăл каллех ĕсĕклеме тытăнчĕ. Куççулĕ çав-çавах тухмасть хăйĕн.
Эпир чĕнместпĕр. Натти инке куçне хупрĕ. Выртать вăл, кĕл пек шурса кайнăскер. Çывăрса кайрĕ-ши е куçне уçмалăх та вăйĕ юлмарĕ-ши унăн?
— Талюна, эсир виçсĕр те кайăр, — хушрĕ Вунеркке.— Эпĕ юлатăп.
Хирĕçлеме пĕлмерĕмĕр. Ӳлĕмрен килсе калаçăпăр.
4
Варук хăйĕн муталанăвĕпе мана питĕ тĕлĕнтерет. Валя амăшĕ патĕнчен таврăнсан, нумай та вăхăт иртмерĕ (тĕттĕмленнĕччĕ ĕнтĕ), Демьянпа иккĕш пирĕн пата пычĕç. Çук, каччине вăл пӳрте илсе кĕмерĕ-ха, хапха умĕнчи сак çине лартса хăварнă. Алкумне чĕнсе тухсан, акă мĕн каларĕ вăл мана:
— Талюна, туй пуличчен Тимука хăвăр патăрта усрăр-ха. Çывăртăр Илайпа.
— Ак тата, мĕн пулчĕ? — ăнланаймастăп Варука.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...