Алтăр çăлтăр шерпечĕ :: 8. «Куçран вĕçертме юрамасть»
Икар кун пек пысăк хуйхă нихăçан та тӳссе курман. «Чăн-чăн çывăх çынсем сутăнчăксем пулса тăчĕç», — шухăшларĕ вăл. Мĕн тери пысăк мăшкăл. Хăйсен пурнăçне çăлса хăварассишĕн Сарă кун çĕршывĕнчи халăха та сутма хатĕр. Ашшĕ тата! «Килте арăм кĕтет. Ывăлăн пуçне те çиме пултаратăп капла», — тет.
Икар чăтса тăраймарĕ, чунĕ капланса килчĕ, куçĕсенчен куççуль тапса тухрĕ. Вăл чăн-чăн ача пек уласа йĕрсе ячĕ. Сасă пĕтĕм çурта сарăлчĕ. Çакна илтсен, Николай Ильич пачах пăлханса ӳкрĕ.
— Ман ывăл мĕншĕн йĕрет? — ыйтрĕ вăл хуралçăран çирĕппĕн.
— Ăна никам та тĕкĕнмен, — тӳрре тухма тăчĕ хайхи.
— Ĕненместĕп! Сăмахăра тытмастăр, — ян кайрt командор сасси. — Эпĕ хирĕçлетĕп.
Шăв-шав пирки Хауэра пĕлтерме тиврĕ хуралçăн.
— Ачана хула тăрăх уçăлтарса çӳретмелле, анчах куçран вĕçертме юрамасть, — чееленчĕ хуçа.
Икар пĕр кĕтесе хĕсĕнсе ларнă та сивчир ернĕ пек чĕтрет. Алăка уçса, ăшшăн чĕнем пек турĕç. Арçын ача шыв сыпнă тейĕн. Иккĕн ярса тытса ирĕксĕр урама çĕклесе тухрĕç ăна.
— Хула тăрăх уçăлса çӳре, сывлăхушăн ку питĕ усăллă, — йăпатанçи пулчĕç хăйсем.
Ку сăмахсене илтсен, Икар куçĕ чарăлсах кайрĕ. Пуçра ырă шухăш çиçсе илчĕ. Анчах ăна тепĕр сăмах хура пĕлĕт сарă хĕвеле хупăрланă евĕр сӳнтерчĕ.
— Санпа пĕрле лайăх юлташ çӳрĕ. Аруч ятлă вăл. Хăвах чухлама тивĕç: хулана пĕлместĕн эсĕ. Пуçтах ачасем те тапăнма пултараççĕ, — янăрарĕ хăлхара.
Юнашар пĕр-пĕр тĕреклĕ çын пырса тăрать тесе шу-ланăччĕ Икар, анчах пачах урăхла килсе тухрĕ. Робот ярса тытрĕ ăна алăран.
— Куçран вĕçертме юрамасть, — илтĕнчĕ хыçалтан.
— Сана пула канма тивмерĕ. У-у, çĕр çăтман! Мĕн пĕчĕк ача пек нăшăклатăн, — кăмăлсăррăн мăкăртатрĕ Аруч.
«Тарасси пĕтрĕ», — шухăшларĕ Икар.
— Ан та шутла, айванкка, — çутă куçĕсемпе тинкерчĕ робот.
Ак тамаша, шутлама та хăрушă. «Çумри юлташ» куçран вуласа пырать тейĕн. Хăтланса пăх-ха шухăшламасăр çӳреме? Май килместех.
— Хура чунлă çын эсĕ. Пире кураймастăн, — пĕрмай кăмăлсăрланса пычĕ Аруч.
— Мĕн мухтамалли пур! — кăшкăрсах ячĕ арçын ача.
— Ах, кураймастăн та пирĕн çĕршыва, — тарăхрĕ робот. — Сире пулах хĕн куратпăр. Пире тапăнасшăн эсир.
Калаçма юратаканскер пулчĕ иккен. Сăмаха ахальтен мар ĕнтĕ хăй пуçлать. Аруч ăна Сарă кун çĕршывĕн çынни тесе шутланине сисрĕ Икар.
— Пирĕн хура шухăш çук, йăнăшатăн, тусăм, — терĕ лăпкăн арçын ача.
— Ăçтан санăн тусу пулам! — кӳренчĕклĕн кăшкăрса тăкрĕ робот. — Эсĕ манăн тăшман! Санран эпĕ аслăрах та, — хăйĕн ĕç вырăнĕпе мухтанасшăн пулчĕ ĕнтĕ вăл.
Икар çавна чухлаймарĕ.
— Миçере вара эсир?
— Мĕн тума кирлĕ ку сана? Ну, вунултта кайнă тейĕпĕр.
— Пĕр çулхисемех-çке эпир, — робота хулпуççикчен савăнса çапрĕ Икар.
Аруч тем аса илнĕн сиккелесе илчĕ.
— Эх, вылясчĕ пĕрре тăраниччен çавсем пек, — терĕ капăр çурт умĕнчи ачасем çине кăтартса.
— Атя унта! — хальхинче Икар робота алăран хăй ярса тытрĕ. Хĕрхенчĕ вăл чунсăр «çынна».
Темиçе утăм турĕç иккĕшĕ. Шари! çухăрса ячĕ Икар. Робот ăна пĕтĕм вăйпа çавăрса илнĕ.
— Ух, провокатор! Ахальтен асăрхаттармарĕç пирĕн халăха, эсир усал тума яланах пултаратăр тесе, — çуйăхрĕ вăл. — Мана шанчăкран кăларттарăттăнччĕ! — Икара пăвма аллисене çĕклерĕ вăл.
— Мана вĕлерсен, хăвна та кун пулмасть, — каласа ĕлкĕрчĕ арçын ача.
— Çитет уçăлса çӳреме, киле каяр! — уринчен тапса ӳкерчĕ Икара. Унтан хăех çĕклесе тăратрĕ.
Арçын ача çул тăршшĕпех уксахласа пычĕ. Çавна асăрхасан, хуралçăсем хыпăнса ӳкрĕç.
— Мĕн пулчĕ сана?
— Ансăртран кирпĕче пырса тăрăнтăм, — суйрĕ Икар.
— Мĕншĕн йĕркеллĕ упраймарăн ачана, — чукмарпа сулса çапрĕ Аруча пĕри.
Кĕтменччĕ Икар робот та йĕме пултарнине. Вăл çынран та хăрушă ахлатать иккен. Чуна пырса тивет.
Арçын ачана пачах урăх пӳлĕме илсе кайрĕç. Чӳречисем тимĕр решеткеллĕ пулмасан, тĕрме тесе ниепле те калаймăн. Чечексем йĕри-тавра. Алăк шалт хупăнчĕ ун хыççăн.
«Тараймарăм, — хашш сывларĕ Икар. — Кунашкал май текех килес çук!» — çĕрĕпех куç хупмарĕ вăл.
Робот та çывăрмарĕ. Паян шанса панă ĕç килĕшӳллĕрех. Ытти кунсенче тĕрмере вилнĕ çынсене сĕтĕрмеллеччĕ унăн. Малашне, тен, тасарах ĕç тупса пама пултаратчĕç. Чыс-хисеп илме май пурччĕ. Арçын ача хăйне хĕненине хуçасене каласа парсан — вара пĕтрĕ, патак айĕнчен тухаймăн. Тĕрĕссипе, вĕсем хушнипех чылай-чылай çынна сусăрлатса хăварнă-ха. Хăнăхнă йăлапах пулса тухрĕ ĕнтĕ. Тавах, пăвса пăрахасран асăрхаттарса ĕлкĕрчĕ.
Ирхине Икара каллех урама илсе тухрĕç. Аруча курсан, вăл кутăн чакрĕ. Ĕнер ăна Икаршăнах патак лекнĕччĕ-ха. Паян кун кăтартмасть ĕнтĕ.
Хальхинче робот хаваслăрах пек курăнчĕ. Сăлтавĕ паллă: таса ĕçре вăл. Çапах та хăй ырă та, хаяр та чĕнмест. Икарăн мĕнле те пулин тармалла. Робот сăн-сăпачĕ пĕрре те улшăнмасть-ха. Тен, ĕнер пуçран çапнă хыççăн сисĕмĕ чакман-ши унăн? Мĕн пулать те мĕн килет — сăмах çавăрттарма шутларĕ Икар.
— Ахалех эсĕ Сарă кун çĕршывĕ пирки усал шутлатăн. Çынсем унта пурте пĕр тан-çке.
Робот пĕр сăмах та чĕнмерĕ, ятлаçмарĕ те. Икара вара куçран вĕçертмерĕ.
Тепĕр кунхине чĕмсĕр Аруч Икара хăй ыйту пачĕ:
— Эсĕ ĕнер калани тĕрĕсех-и?
— Тĕрĕс.
— Сар кун çĕршывĕнчи роботсем телейлĕ теççĕ.
— Паллах, — савăнса кайрĕ Икар.
— Каяр-и пĕрле? — куçран пăхрĕ вăл арçын ачана. — Атя апла кунталла, — хĕвелтухăçнелле кăтартрĕ робот.
Хула тулашне тухрĕç. Пысăк юханшыв хĕррине çитме нумаях юлманччĕ. «Каялла таврăнăр!» — тесе кăшкăрни илтĕнсе кайрĕ.
— Пире йĕрлеççĕ, — хыпăнса ӳкрĕ Аруч.
Вĕсем тарма тытăнчĕç. Пульăсем пуç çинченех шăхăрса иртеççĕ.
— Пĕчченех тар, — тере робот, чупма чарăнса.
— Мĕнле апла? Сана вĕлереççĕ, — вырăнтан хускалмарĕ Икар.
— Тар теççĕ. Эп сана хӳтĕлĕп, — вăйпах хистерĕ Аруч. — Пире çынсем малтанласа ырă тĕллевпе ăсталанă. Хуçасем пăсрĕç. Çавăншăн тавăрам, — терĕ те ыткăнса килекен икĕ йĕрлевçе хирĕç утрĕ. Малтине тӳрех çапса ӳкерчĕ. Тепри, кутăн чака-чака пырса, робота темиçе хутчен печĕ. Аруч вилнĕ çыннăн пăшалне ярса тытрĕ, тăшманне тĕллерĕ. Иккĕшĕ те харăсах тĕшĕрĕлсе анчĕç.
Икарăн пĕр самант та тăхтама юрамасть. Ăçта тармалла? Куç умĕнче пысăк юханшыв. Ун урлă сиксе каçаймăн. Арçын ача çыран хĕрринче ниçта кайса кĕреймесĕр чупкалама пуçларĕ. Аякрах мар сăнчăрпа кăкарса лартнă кимĕсем пур. Икар вĕçнĕ пек çитсе тăчĕ унта. Анчах мĕн ку? Пурне те çăра майлă япалапа кăкарса илнĕ. Ним тума аптранă енне унталла-кунталла турткаларĕ. Ак тамаша, «çăра» хăй тĕллĕнех уçăлса кайрĕ.
Юханшыв варрине çитеспе каллех инкек сиксе тухрĕ. Кимĕ чăх-чах туса илнĕ хыççăн чарăнса ларчĕ. Мĕн тумалла. Юрать-ха, кĕсменсем ура айĕнче выртаççĕ. Вăл вĕсемпе хăвăрттăн авăсма пуçларĕ. Кимĕ вырăнтан тапранманпа пĕрех. Каллĕ-маллĕ çаврăнать. Ăсталăх кирлĕ-çке кунта та. Икар майне тупрĕ-тупрех: кĕсменсене хăйĕн хыçнелле ывăтрĕ те, шыв ăшне ытлашши тарăн чикмесĕр, аврисенчен туртрĕ... Хăнăху пулманнипе шалтах ывăнса çитрĕ. Киммине юхăм пĕр еннеллерех хăвалать. Ку лайăх, вăрман унта.
Тата кăштах авăснă хыççăн вăл, сас тумасăр, шыва анчĕ. Кунта тарăн иккен. Ишме ăста-ха, шыв айĕнче те чылаях чăтма пултарать. Пĕтĕм вăйран малалла талпăнчĕ хăй. Тумтир аялалла туртать. Аран-аран çитсе ӳкрĕ хăмăшлăха. Унтан йăпшăнса тухрĕ. Инçех те мар çынсем лараççĕ. Акă пĕри ун еннеллех килет. Икар ерипен каялла чакрĕ, сип-симĕс шыва мăй таранах кĕрсе ларчĕ. Шăнса кайрĕ, шăлĕпе шăлĕ перенмест хăйĕн.
Лешсем, чăнах та, темĕскер шыраççĕ пулас. «Мана мар-ши?» — шухăш вĕлтлетрĕ пуçра. Сасă илтĕнме пăрахсан, Икар хăмăшлăхран пуçне кăларса пăхрĕ. Хай-хискерсем анаталла танккаççĕ. Вĕсем курăнми пулсанах, вăрмана тапса сикре арçын ача. Чупма та кансĕр. Лăчăр-лăчăр тăвать урари пушмак. Утрĕ-утрĕ малалла. Юрать-ха, çанталăкĕ ăшă. Çири тумтир пăсланса типрĕ. Пĕр пĕчĕк уçланка пырса тухрĕ Икар. Çакăнта канас килчĕ унăн. Хырăмĕ çурăм çумне çыпçăннă. Умрах темле çырласем куç хĕсеççĕ. Пуçтарса çирĕ вăл антăхсах.
Унтан тĕмеске çумне пырса ларчĕ. Сисмесĕрех ыйха путрĕ.
Кайăксен юррипе вăрансă кайрĕ Икар. Арçын ача ун-кун пăхкаларĕ — никам та çук иккен. Вăл, сиксе тăрса, вăрманалла тинкерчĕ. Анчах ăçталла çул тытмалла? Çывăрса йăлтах манса-арпашăнса пĕтнĕ. Хĕвеле те пĕлĕт хупăрласа хунă. Хула ачи, пысăк та илемлĕ парксемсĕр пуçне, сĕм вăрманта пулса курман, уйрăмах пĕччен. Шкулта вĕрентнисене аса илчĕ. Йывăçсем тăрăх та кăнтăрпа çурçĕр енĕсене пĕлме пулать-çке, компассăрах.
Хĕвелтухăç ăçталлине тĕшмĕртрĕ çапла. Утнă çĕрте утать вăл, чупнă çĕрте чупать. Ăна хăваланă пекех, каç сĕмлĕхĕ çывхарса çитрĕ. Йывăçсем çул çине туха-туха лараççĕ тейĕн. Тĕрлĕрен шăв-шав хутшăнчĕ. Уланă пек сасă илтĕнет. Хăрушă иккен каçхи вăрманта. Икар пĕр пысăк йывăç çинче çĕр каçма шут тытрĕ. Çывăрса кайса унтан ӳкесрен çыхăнма сăнчăр пур кĕсьере. Çăмăллăнах хăпарчĕ вăл çӳлелле. Майлашса ларчĕ аялти пĕр турат çине. Çăлтăрсем нумай-нумаййăн йăлкăшма пуçларĕç. Çăлтăр çинчен çăлтăрсене куратăн, тĕлĕнмелле. Пирĕн Çĕр ăçтарах-ши? Çук, Çĕр çинче каçсем чылай илемлĕрех. Тем çитмен пек туйăнать кунта тӳрех. Ара, уйăх-çке! Ахаль-и ун çинчен çавăн чухлĕ сăвă-юрă хывнă. Сĕм-авалах çынсем, ăна сăнаса, çанталăк мĕнле пулассине пĕлме пултарнă.
Тунсăх пусса килчĕ Икарăн чун-чĕрине. Тус-тантăшĕсем мĕн тăваççĕ-ши инçетре-инçетре? Каç-ши, кăнтăрла-ши унта? Амăшĕ ăна пĕрмай аса илет ĕнтĕ. Эх, вĕçĕччĕ те кайĕччĕ киле.
Ире аран-аран кĕтсе илчĕ Икар. Çав хушăра кăштах тĕлĕркелерĕ, час-часах шарт сиксе вăранса кайрĕ. Шуçăмпа арçын ача йывăç çинчен йăралайса анчĕ. Курăксем йĕпе. Хырăмĕ хыр тăрринех кайнă. Мĕн тупса çимелле? Çул çинче улмуççисем евĕрлĕ йывăçсем тĕл пулкаларĕç. Улмисем йӳçĕ, пулса çитмен. Мĕнле те пулсан чĕре сури тумаллах. Унсăрăн, халтан кайса, ура çине тăраймăн. Пĕтрĕ вара шанчăк...
Ăш çунать. Икар шурлăха пырса тăрăнчĕ. Шыв ĕçсе тăранатăп тесе савăннăччĕ, кăлăхах пулчĕ: ай, йӳçĕ иккен.
Икар тӳрĕрен кайма шут тытрĕ. Кашни пусмассерен çĕр чĕтреннĕн туйăнать. Шурлăх варрине чиперех çитрĕ. Малалла вара ура путнăçемĕн путсах пычĕ. Акă вăл пĕç тĕп таранах кĕрсе ларчĕ. Юрать-ха, темĕнле майпа килсе выртнă вĕрлĕк пур юнашарах. Ăна вăл хăй çумне туртса илчĕ, ун çине хырăмĕпе уртăнчĕ. Пĕр урине аран-аран туртса кăларчĕ — пушмакĕ тăрса юлчĕ, теприн те. Малалла çара уранах танккама тиврĕ.
Кун хăвăрт иртсе кайрĕ. Юман евĕр пысăк йывăç хăвăлĕнче çĕр каçма шутларĕ Икар. Кунта чылай аванрах пек туйăнчĕ малтанласа, анчах темĕскер чăштăртаттарса çӳреме тытăнчĕ. Çын çӳллĕшĕнчи хăвăла кармашасшăн. Арçын ача хăйĕнпе пĕрле çивĕч вĕçлĕ хулăн та вăрăм патак илнĕ. Тăнк тăрăнтарчĕ сăмсинчен. Тинех сирĕлчĕ çав усал. Ирхине тăчĕ те — тĕлĕнсех кайрĕ: хăвăл умĕнче пакша евĕрлĕ чĕрчун выртать. Апат-çке ку! Мĕнле çимелле ăна? Пĕçерсе çиме май килсен... Ăçта-ха çулăмĕ? Ара, чулсем выртаççĕ-çке шырланра! Тен, вутчуль вырăнне усă курма пулать? Кăваккăн йăлтăртатса выртаканнисене суйласа илчĕ вăл. Типĕ мăк пухрĕ. Чĕртме тесе шаккасшăнччĕ çеç — хăраса кайрĕ: тĕтĕмне асăрхама пултараççĕ-çке. Чим-ха, типĕ кăвайтсем çеç кирлĕ. Вăл, вут-кăвар алхасса ан кайтăр тесе, тăмлă вырăн суйласа илчĕ.
Çывăхра нимĕнле ӳсентăран та çӳк. Икĕ чула типĕ мăк çинче шакка-шакка алă та ывăнчĕ. Тинех мăкăрлана пуçларĕ. Вăл ун çине малтанласа вĕтĕ туратсем çеç, çулăм вăй илсен — шултрисене хучĕ. Чĕрчуна сăнчăрăн пĕр вĕçĕпе яваласа çыхрĕ, тепринпе патакран çаклатрĕ, унтан ăна çулăм çине тытрĕ. Çăтăр хыпса илчĕ çăмĕ. Çук, кун пек юрамасть, çунса кайма пултарать. Вара вăл кăвайт кăварланасса, кĕл пуласса кĕтрĕ.
Лайăх ăшаланчĕ кайăк. Икар, икĕ кун ĕретлĕ апат çименскер, шăммисене те кăшласа ячĕ темелле. Вучаха тĕплĕ сӳнтерсе, çула пуçтарăнчĕ. Çур çухрăма яхăнах утрĕ васкавлăн. Пĕрмай темĕскер çитмен пек туйăнать.
«Сăнчăр-çке!» — аса илчĕ вăл. Мĕн тăвайăн, каялла таврăнма тиврĕ унăн.
Пĕр уйах ытла асапланчĕ çапла çулçӳревçĕ. Ывăнса çитрĕ. Вут чĕртесшĕнччĕ пĕринче. Çук, пулмарĕ. «Сарă кун çĕршывĕ çывăхра апла», — тавçăрчĕ ача. Чим, умра çутă курăнмасть-и? Уçланкă-ши? Кушак пек йăпшăнса утрĕ малалла Икар. Çывăхрах пĕр касă сухаласа иртнĕ сарлака лаптăк. Акă тата пăшаллă çын каллĕ-маллĕ çӳрет. Чикĕ! Мĕнле каçас пулать тепĕр енне? Пилĕк минутранах чупса каçмалла та... Салтак хĕвелтухăçнелле çаврăнса тăчĕ. Хăй инçетелле тинкернĕ. Çав вăхăтпа усă курма шутларĕ те арçын ача. Салтак патĕнчен ун енне шыв çурса тунă тарăн канав пур. Икарăн çавăн тăрăх шуса каймалла та ĕнтĕ. Питĕ йĕркеллĕччĕ малтанласа. Пулать-çке çавăн пек инкек: таçтан канава çакланнă турат çăтăрт хуçăлчĕ.
— Кам унта? — сиксе ӳкрĕ салтак. Арçын ачана курсан, тинех лăпланчĕ тейĕн. — Тух! — кăшкăрчĕ хăй.
Икар ухмаха ернĕ çын пек тытрĕ хăйне.
— Чееленетĕн, йĕксĕк! — тарăхса кайрĕ салтак. Вăл пычĕ те, арçын ачана тапма тесе, урине çĕклерĕ. Икар çав вăхăтра унăн урине хăвăрт ярса илчĕ те вăй çитнĕ таран туртрĕ. Мăкăль-макăль сирпĕнсе анчĕ хайхи пăрçа пек вĕтĕ муклашкасем çине. Вăл сиксе тăриччен унăн пуçĕ çине Икар сулса янă чул пырса çапăнчĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...