Ытла та вăрттăн юрату :: Иккĕмĕш пайĕ
— Ман шутпа, Мэрирен те, Голдбергран та пулăшу ыйтмалла. Вĕсемпе эсир çыхăнсан, паллах, аванрах пулĕ.
— Килĕшетĕп.
— Гюзель вырăнне, ахăртне, Парижа хамăн каймалла. Çапах та Голдберг мана пĕлет.
— Килĕшместĕп.
— Мĕншĕн?
— Билл сана курсан пĕтĕм ĕçе пăсса хурать, çавăнпа та паянхи саманара Гюзеле пĕччен е, тен, Эльвира Сарбаевăпа пĕрле Парижа яма тивет. Шутла ыранччен. Ирхине çыхăнăпăр Голдбергпа. Халĕ сывпуллашма та юрать. Ыранччен, — çамрăкăн аллине хыттăн чăмăртарĕ Арланов. — Малашне руль санăн алăра. Пĕлтер шухăшна. Тӳрех, çуралсанах.
— Пĕри халех хатĕр.
— Итлетĕп.
— Гюзеле Мэрин ашшĕ кам пулни питĕ кăсăклантарать. Енчен те хытах ыйтсан мĕнле калас?
— Шутлам-ха ыранччен. Ытла та кăткăс ыйту. Билл юлашки вăхăтра ăна пуçĕпех парăнчĕ. Каçар, Герман, Мэрие те чулран туман. Малашне ăçта ĕçлеме тивĕ. Паян — Пешавар, ыранхине кам пĕлет?
— Апла, тен, ун çинчен пьеса çырма та иртерех? — асăрханса ыйтрĕ хирург.
— Ку шухăшпа та килĕшетĕп. Çитменнине, Заил Казанбаев хăйĕн арăмне Голдбергпа Мэри иртнĕ çул Шупашкарта чарăнни çинчен каласа панă та, лешĕ пьесăра прототипсен ячĕсене улăштармасăрах çырнă. Ман çинчен таçтан пĕлнĕ е шутласа кăларнă-и? Хам та тупаймарăм-ха вĕçне-хĕрне.
— Вĕсем Хĕветлепе туслă.
— Йăнăша Хĕветлепе сан урлă тӳрлетме тивет. Апла пулсан ыранах паллашма тăрăш ал çырăвĕпе. Кĕçĕр ăна, паллах, Гюзель вулатăр.
— Тӳрлетĕпĕр, — терĕ те Герман Марков полковнике ăсатма автомашинăран каçхи урама тухрĕ.
* * *
— Сĕтел çинчен те пуçтараймарăм. Çав тери интереслĕ пьеса çырнă Сарбаева, — кĕтсе илчĕ упăшкине Гюзель. Вăл яланхи пекех ун çине ăшшăн пăхрĕ, халат тӳмине тӳрлетсе ун хыççăн пысăк пӳлĕме кĕчĕ. — Чей хатĕрлес-и е кофе ĕçетĕн?
— Кофе.
— Вара çĕрĕпе çывăраймăн.
— Эпĕ çывăрасшăн мар, сан хыçсăн пьеса вуласшăн.
— Эпĕ ăна вуласа тухрăм. Итлеме пултаратăн. Паллах, кĕскен. Тĕп тĕшшине.
— Мана вăл та çитет. Ăна полковник те ырлать, çавăнпа пĕлесшĕн эпĕ унăн содержанине, — авланнăранпа арăмне пĕрремĕш хут суя сăмах каларĕ Герман. Çакна вăл хăй те ăнланчĕ, çавăнпа та хĕп-хĕрлĕ тĕспе витĕнчĕ шуранка пичĕ. Вăл хăвăрт пӳлĕмрен тухма тăчĕ. — Чей вĕретме лартам-ха, — тесе сăлтавларĕ çакна.
— Апла пуçларăмăр, — упăшки кухньăран вĕри чейникпе таврăннă-таврăнман хавассăн шăкăлтатрĕ хĕрарăм, Герман умне хуплу татăкĕпе темиçе печени хучĕ. — Вăлча вăхăчĕ иртрĕ. Кĕçĕр полковник валли юлашки банкăна уçрăм.
— Паян пирĕншĕн тĕп ыйту — урăххи. Итлетĕп пьеса содержанине, — арăмне васкатса каларĕ арçын. Лешĕ çакна сисрĕ. Вăл, ĕмĕр тăршшĕпех хăйне васкатса е хушса каланине хирĕçскер, ку хутĕнче Германа хирĕç пĕр сăмах та чĕнмерĕ, тин çеç вуласа тухнă икĕ пайлă политикăлла драма çинчен васкамасăр калама пуçларĕ.
— Драмăри ĕçсем Вăтаçĕр тинĕсĕн Хĕвелтухăç пайĕнче вырнаçнă НАТОн пĕр вăрттăн лабораторийĕнче пуçланаççĕ. Гарри Годдберг профессорпа унăн арăмĕ Стелла мĕн çамрăкран тĕрлĕрен хăрушă вируссем этем организмне епле сиенленине, улăштарнине тĕпчеççĕ. Çак хăрушă ĕçе вĕсем 50-мĕш çулсенче Корея çур утравĕ çывăхĕнче пуçланă, унтан Вьетнам, Окинава таврашне, Афганистан çывăхне куçнă, халĕ ĕнтĕ Суэц каналĕ витĕр тухса Порт-Саидра Ази чиккипе сывпуллашнă та Африкăн çурçĕр çыранĕ хĕрринче хăйсене валли меллĕ вырăн шыраса тупнă. Çавăнта хĕн кăтартаççĕ те вĕсем Вăтам Атăл тăрăхĕнче çуралса ӳснĕ пĕр матроса. Ман шутпа, çав матрос темшĕн эпĕ пĕлекен çын пек туйăнать.
— Ку, чăн та, интереслĕ. Анчах йĕркипе ăнлантар. Тĕп геройсем камсем? Атту ăнланма йывăр, — арăмĕ çинчен куçне илмесĕр ыйтрĕ Герман. Вăл çак таранччен унăн кашни хусканăвне, пит-куçĕнчи улшăнăвне тимлĕн сăнарĕ, Гюзель Мэри тавра чакаланни ăна хытах шиклентерчĕ.
— Ман шутпа, Арлановран пуçламалла. Сарбаева та çаплах тунă. Павăл Арланов — чăваш, пирĕн разведчик, иртнĕ вăрçă вăхăтĕнче, — Хĕвеланăç Европăра ĕçленĕ чухне, — пĕр вырăс эмигранчĕн хĕрне, Стеллăна, юратса пăрахать те ача тутарать. Анчах каярах, вăрçă хыççăн, ăна США гражданинĕ Гарри Голдберг антифашист, вăрçă вăхăтĕнче Арлановпа пĕрле нимĕç вăрă-хурахĕсене тустарнă çын, качча илет, мĕншĕн тесен Стеллăпа Гарри вăрçă вĕçĕнче Германие тухса кайнă Павăл йĕрне çухатаççĕ. Антифашист арăмне вара, еврей хĕрарăмне, нимĕç фашисчĕсем вăрçă вăхăтĕнче мăшкăлласа вĕлереççĕ. Çапла вара еврейпа вырăс хĕрарăмĕ пĕр çемьене пĕрлешеççĕ. Стеллăпа Арланов хĕрне, Мэрие, пĕрле пăхса çитĕнтереççĕ. Голдберг ывăлĕ Билл, пачах урăхла, СШАра, антифашистăн аппăшĕ патĕнче, çитĕнет.
Мэри — пулас тухтăр, медицина факультетĕнче вĕренекенскер, каникул тапхăрĕнче ашшĕпе амăшне опытсем тума пулăшать. Шăп çак вăхăтра лабораторие, Билл хушнипе, пирĕн матроса, Леонида, илсе пыраççе.
Билл СШАн тинĕс-çар офицерĕ. Голдберг лабораторийĕ вăл службăра тăракан штаба пăхăнса ĕçлет, çавăнпа та ывăлĕ ашшĕн пуçлăхĕ пулса тăрать. Хăрушă опытсем тутарать Билл. Пьесăна вуланăçемĕн манăн çан-çурăм чĕтреме тытăнчĕ, ал-ура сивĕнчĕ. Пĕлетĕн-и, мĕн хăтланать НАТОн çар командованийĕ? Хăрушă, тискер япаласем тăвать.
— Ара, эпĕ вуламан-çке пьесăна, çавăнпа нимех те калаймăп, анчах та НАТО çарĕсен тискерлĕхĕ çинчен юлашки вăхăтра сахалтарах çырма сĕнеççĕ пирĕн журналистсемпе писательсене. Çакна эпĕ лайăх астуса юлнă.
— Калаçаççĕ кăна, мĕншĕн тесен хальлĕхе НАТО штабĕнчи е çарĕнчи пĕр генерала та ĕçрен кĕскетсе кăларман. Сарбаева драматург çынсенчен робот тăвасшăн çунакансене тĕрĕс ӳкерсе парать. Ун пек тĕслĕхсем яппунсен те, нимĕçсен те иккĕмĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнчех пулнă. СШАпа ытги хăш-пĕр çĕршывсенче паян та химипе бактериологи вăрçи валли снарядсемпе бомбăсем тăваççĕ. Нагасакипе Хиросима трагедийĕ те ăнсăртран пулнă япала мар этемлĕхшĕн.
— Апла автор питĕ кăткăс тема çĕклет. Вуламасăр ăнланма та йывăр, — терĕ Марков арăмĕ самантлăха тем çинчен тарăннăн шухăша кайнине сиссе.
Гюзель тарăннăн сывларĕ, сасси йывăррăн илтĕнет, куçĕ салхуллăн çĕрелле пăхрĕ. Хайскер тепĕр хутчен тарăннăн сывласа илчĕ те малалла каларĕ:
— Çар командованийĕн тĕп тĕллевĕ питĕ хăрушă. Вĕсем, Билл пек йĕксĕксем, тăшман территорийĕнче пурăнакан çынсене вирус ярса чирлеттереççĕ, шухăшлавне пĕтереççĕ. Вĕсенчен туйăмне çухатнă чĕрчун, кĕскен каласан, ĕçлекен робот тăвасшăн çунаççĕ. Çак енĕпе вĕсен çитĕнĕвĕ те пĕчĕк мар. Калăпăр, хăш-пĕр препаратсем чăнласах та çынран курăк е чĕрĕ пулă çиекен, этем сăн-сăпатне çухатнă чĕрчун туса хума пултараççĕ. Юрать çав зетта текен япала Голдбергпа Стелла аллинче.
— Антифашист мĕншĕн лабораторире ĕçленине тинех ăнлантăм.
— Ара, çак хăрушă им-çам тискер çынсен аллине лекесрен хăранипе ĕмĕрне лабораторире ирттерет вăл. Ватăлсан хăй вырăнне Мэрие хăварать. Пур, тусăм, çĕр çинче ырă çынсем. Пĕтмен. Çавсемех, — Годдберг, Стелла тата Мэри, — пирĕн ентеше, Леонида, вилĕмрен, хăрушă чир асапĕнчен çăлаççĕ. Леонид пирĕн хулара пурăнать. Анчах кам-ши вăл? Çакна тупасчĕ. Тен, Сарбаева пĕлет. Ыйтма, паллах, юрамасть пуль.
— Кун пирки мана Арланов тепĕр хут асăрхаттарчĕ. Пьесăна пире вулаттарнине пĕлсен Сарбаева полковнике хытах çилленет. Çитменнине, пьеса — литература произведенийĕ. Унти чылай самант пурнăçра пулман, вĕсене, паллах, автор шухăшласа кăларнă.
— Кирек мĕнле пулсан та Сарбаева — пултаруллă драматург. Питĕ ĕненмелле çырнă. Тавракурăмĕ те анлă унăн.
— Çавăнпа та ĕнтĕ сана Эльвирăпа пĕрле Францие, Голдберг патне, яма тивет. Çак кунсенчех.
— Апла ху пымастăн-и? — кӳреннине пытармарĕ хĕрарăм шывланнă куçне пĕчĕк тутăрпа шăлса.
— Парижра тыткăна лекнисенчен икĕ е виçĕ салтак кăна юлнă. Ыттисем Çурçĕр Америкăна вĕçнĕ. Унта, хăвах пĕлетĕн, Канада тата США Тен, Мексикăна çитсе ӳкнĕ-ха.
— Ăнлантăм. Тен, турă пулăшсан Парижри çав салтаксем урлă пĕлĕпĕр ыттисем ăçталла кайнине. Вара сана пĕлтерĕпĕр. Çапла-и?
— Çапла. Тата тĕрĕс ăнлан. СШАна е Канадăна Парижран тухса кайма пирĕншĕн май çукпа пĕрех, — тесе Герман Марков арăмне сĕтел çинчи чашăк-тирĕкпе апат-çимĕçе пуçтарма пулăшрĕ.
Германпа Мэри
Заил чĕрĕк сехете яхăн канлĕнех çывăрчĕ, анчах çурт тăрринче аслати йывăррăн авăтрĕ. Çумăр пăт-пат ӳкме тытăнчĕ — Казанбаев анасласа крыльца çине тухрĕ. Çумăр пĕлĕчĕ куç умĕнчех таткаланчĕ, шĕвелчĕ. Кӳршĕри улмуççи урлă хĕвел пайăркисем ӳкрĕç, вĕсен ăшши çурăма сĕртĕнчĕ. Арçын шĕлепке айĕнчен тухса кайнă çӳç пайăркине пуçтарса чикрĕ те урамалла тинкерсе пăхрĕ.
Хула енчен автобус килнине курсан чĕри хыттăн кăлтлатса илчĕ, вара вăл тепĕр хут сад еннелле çаврăнчĕ, улма-çырла йывăççисем хушшинче çум курăк нумаййине асăрхарĕ.
— Каллех шавлă тĕлпулу. Артура та çывăрма памĕ, хама та ĕçлеттермĕ, — кăмăлсăррăн мăкăртатса йăран хĕрриле улмуççисем патнелле утрĕ арçын. Улькка çинчен манма тăрăшса çум курăкне кăклама тытăнчĕ.
«Анне сăмахĕ тĕрĕсех. Иксĕмĕртен пĕрин çăмăлрах ĕçе куçмалла. Ара, эпĕ ĕçтăвком председателĕ. Арăм — шкул директорĕ тата писатель. Ман шутпа, унăн ик ĕçрен пĕрне пăрахмалла», — тĕвĕленчĕ пуçра шухăш.
Унччен те пулмарĕ — калитке уçăлса кайрĕ, палланă сасă илтĕнчĕ.
— Эй, хисеплĕ мэр, çаврăн-ха кунталла. Ăçта пирĕн çамрăк тус? Эпĕ шӳрпе пĕçерсе килтĕм, э-э-й...
— Артур, чăн та, ывăннăскер, ыйха путрĕ, — арăмĕ патнелле утрĕ арçын пылчăклă аллине йĕпе курăкпа тасатса.
— Сан валли те ырă хыпар пур, — чĕвĕлтетрĕ арăмĕ, — Марковран çыру. Эп тумтире улăштарам-ха, — терĕ те çенĕке кĕчĕ.
Казанбаев шухăша кайса куçне хупрĕ. Ума, экран çинчи пек, Эльвира тухса тăчĕ. Акă вăл Третьяковкăра — экскурсовод, Çывăх Хĕвелтухăçĕнче — стюардесса, шлак вĕçекен цехра ĕçлет, шкул директорĕнче, Артурăн юратнă амăшĕ... Кино кадрĕ пек вĕлтлетсе куçрĕç пурнăç саманчĕсем. Арçын аллипе çамкине сăтăрса илчĕ те аттине хывса çенĕк алăкне уçрĕ.
— Тăхта, тăхăнаймарăм, — тесе хĕрарăм, çаппа-çарамас тăраканскер, аллипе кăкăрне хупларĕ те алăка хупрĕ, упăшкине çенĕке кĕртмерĕ.
Арçынна çакă пит килĕшсех каймарĕ, хăй тĕллĕн кăмăлсăррăн тем мăкăртатса илчĕ те вăл чӳрече еннелле утрĕ. Çывăракан ывăлĕ çине кантăкран пăхса тăчĕ кăштах. Вунултă çулхи ачана ытлашши ирĕке ярсан, килте унпа тӳрккес пулсан, вăхăтра пулăшмасан, ăшăтмасан унран ырă çын çитĕнтереймессе шухăшласа илчĕ те хаш сывларĕ, пĕр вырăнта хускалмасăр тăчĕ.
Çак вăхăтра Эльвира шӳрпе йăтса пахчана тухрĕ. Вăл тимĕр кăмакари вучаха чĕртесшĕн аппаланса упăшкине асăрхамарĕ, пĕшкĕнсе тĕрлĕ вак-тĕвек хута кăмакана ывăтрĕ, шăрпăк чĕртрĕ, анчах чĕрĕ вут-шанкă çунмарĕ, мăкăрланса кăна выртрĕ.
— Эсĕ мĕн шыв сыпнă пек тăратăн? Пулăш, тархасшăн. Çунмасть. Вутти чĕрĕ, — пулăшу ыйтрĕ упăшкине курсан.
Заил кăмака çăварĕнчи типĕ ăпăр-тапăра мăкăрланса выртакан пуленккесем çине хучĕ. Малтан типĕ курăк, унтан турпас ялкăшсах çунма тытăнчĕ. Çăра тĕтĕм палкаса уçă алăк витĕр тулалла тапрĕ, шĕвелчĕ, куçран çухалчĕ.
Иккĕшĕн хушшинче ун-кун сăмах хускалчĕ.
— Сисетĕп-ха, темĕнле тĕтре явăнать сан тавра, — терĕ арăмĕ.
— Çук пуль. Эпĕ сана ăнланатăп, анчах пулăшаймастăп. Çакă мана ялан канăç памасть, чуна ыраттарать, — пулчĕ хурав.
— Арçыннăн чун пулсан хĕрарăм чул хушшинче те пурăнма хатĕр. Эпĕ саншăн савăнатăп, мĕншĕн тесен эсĕ ĕçре пĕтĕм халăхшăн тăрăшатăн, — тутлă яшкана виçĕ чашăка тултарчĕ хĕрарăм ывăлне те манмасăр. — Артура та вăратасчĕ. Иртенпех çимен-тĕр.
— Тĕрĕсех, ĕç — пурнăç никĕсĕ. Вăл пулсан пурлăх та, туслăх та, юрату та пур, — çапла каласа Казанбаев ывăлне вăратма пӳрте кĕчĕ. Чĕри унăн ку хутĕнче тикĕссĕн тапрĕ, куçĕ савăнăçлăн ялкăшрĕ: Улькка Эльвирăпа тĕл пулсан ун пирки мар, пачах урăх япала çинчен калаçнине ăнланчĕ вăл. Çакă Казанбаева лăплантарчĕ, çĕнĕ вăй-хал пачĕ.
* * *
— Мĕн çырать Герман Марков? — ыйтрĕ Эльвира упăшки пӳртрен тухнă-тухманах.
— Пирĕнпе курса калаçасшăн е хăвăрт вĕсем патне шăнкăравлама ыйтать.
— Апла мĕншĕн шăнкăравламастăн?
— Ĕлкĕрĕпĕр-ха.
— Ман шутпа, васкамалла. Темле инкек сиксе тухнă пек туйăнчĕ мана, Гюзелĕн сăн-пичĕ шап-шурăччĕ, вăл тем каласшăнччĕ, анчах эпĕ Ульккапа тавлашнине асăрхарĕ те пӳлĕмрен хăвăрт тухса кайрĕ.
— Кампа? — илтмĕше печĕ Заил.
— Ульккапа-çке, ача çуратасшăн ĕмĕтленекенскерпе.
— Качча тухмасăрах-и?.. — терĕ те сăмахне çăтрĕ Заил. Ун умне ирхине курнă Улькка тухса тăчĕ: ачи хăйĕнчен çуралма пултарнине тавçăрчĕ, вара хăйне алла илсе çапла каласа хучĕ: — Хĕрĕхрен иртсен каччине тупма та çăмăл мар-тăр...
— Çапла пуль. Ватă арçынна тухсан усси те пулать-ха. Çавăнпа та вăл пĕртен-пĕр çамрăка тупасшăн...
— Каллех ашшĕсĕр ача çуралать. Мĕн чухлĕ вĕсем пирĕн хулара, — сăмаха урăх енне пăрма тăрăшрĕ Казанбаев, ывăлĕ çенĕкрен тухнине асăрхарĕ те шăпланчĕ, яшка çиме тытăнчĕ. Чашăка пушатсан çапла каларĕ: — Артурпа иксĕмĕр кайса килĕпĕр правлени çуртне, унта теле-фон пулма кирлĕ.
— Артура ямастăп. Паян садра нимĕн те туман, — хытарчĕ Эльвира чей ĕçме сумкăран сахăр курупки кăларса. — Кĕç хĕвел анать. Эсĕ те хăвăртрах кайса кил.
— Сана Парижа чĕнеççĕ, — пĕлтерчĕ Казанбаев каялла таврăнсан.
— Ан тĕлĕнтер, Парижа яма эпĕ никамран та ыйтман-çке. Каира хатĕрленетĕп, «Ютра» романăн иккĕмĕш кĕнекине çырса пĕтермелле манăн.
— Энтри Парижра, çавăнпа Гюзель Францие васкать, анчах инçе çула пĕччен тухма шикленет. Вăл сана пĕрле илсе каясшăн.
— Тăлмачă вырăнне-и?
— Ыран паллă пулать. Германпа иккĕшĕ ирех кунта килме пулчĕç.
* * *
Хĕвел аннă тĕле Казанбаев çемйи пахчари ун-кун ĕçе вĕçлерĕ. Артур кĕçех улмуççисене шăварма тытăнчĕ.
— Паян çумăр хыççăн çумăр тăкăнчĕ. Тен, çитĕ шăварса, — асăрхаттарчĕ амăшĕ.
— Çимĕç чăмăртаннă тапхăрта йывăçшăн кашни тумлам хаклă, тăрмаштăрах. Тахçан килейĕпĕр-ха тепре сада, — сăмах хушшине кĕчĕ Заил. — Тата мĕн ĕçлемелли юлчĕ-ха пирĕн?
— Марковсем чăнласах килеççĕ пулсан çăл шывĕ тата типĕ вутă кирлĕ, хатĕрлесе хумалла. Чей вĕретĕпĕр. Сыр, çу, шурă çăкăр çителĕклех илсе килтĕм.
— Шывĕ те, вучĕ те — пурте пулать, — хапăл турĕ Казанбаев. — Артур, чарăн шăварма. Кайрăмăр шыв патне, — чĕнчĕ ывăлне.
Вунулттăри çамрăк пăрăх кранне хупрĕ те ашшĕ хыççăн вăрăм утăмсемпе Атăл еннелле утрĕ. Эльвира упăшки пекех яштака пӳ-силлĕ ывăлĕ çине ăшшăн пăхса юлчĕ, вăл ашшĕпе те, амăшĕпе те туслă пулнишĕн савăнчĕ.
* * *
Ывăлĕ тепĕр эрнерен шкул пĕтерет, çавăнпа та Заил çывăхри пĕчĕк ял хĕрринчи шыв колонки патне çитиччен Артурпа вĕренӳ çинчен калаçрĕ. Пупленĕ майăнах çывăх кунсенче пĕр-пĕр шкула çитме, унти йăла-йĕркепе паллашма картса хучĕ.
Çула май ашшĕпе ывăлĕ юманлăха кĕчĕç, хăрăк турат кирлĕ таранах пуçтарчĕç. Вĕсем сада çитнĕ вăхăтра Эльвира улмуççи айĕнче урине çуса тăратчĕ, çавăнпа та ывăлĕ пӳртелле вĕлт! тунине сиссе те юлаймарĕ.
— Ăçта пирĕн пăхаттир?
— Çывăрма вĕçтерчĕ.
— Шел, ĕлкĕреймерĕм тĕрĕслеме. Çич-сакăр чăваш сăмахĕ вĕренме хушнăччĕ ăна. Вĕренмен ĕнтĕ, çавăнпа хăвăрт утиял айне чăмнă. Санпа та сăмах пурччĕ-ха ман. Ĕçтăвкомра çĕнетӳ епле пуçланни, унăн малтанхи тапхăрĕ интереслентерет.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...