Çавал сарăлсан :: 5. Марье
Сĕтпе те япăх мар. Сĕте колхозниксене колхозшăн партараймаçтăн. Çавăнпа ку ферма чысра.
Чăх ури каялла сирпĕтет. План тултармалăх çур пин усрасан та çитет. Икшер-виçшер пин усрасан вĕсем пĕтĕм колхоз ыррине пĕрчĕн-пĕрчĕн сăхсах çисе ярĕç. Колтозниксене вара — кар аври. Малтан пус перекетлеме вĕренмелле, унтан колхоза ертсе пым юрать.
Çĕлĕкне тăхăннă Трофим Матвевич çĕр улми пушатакан колхозниксем патне тухрĕ.
3
Трактор кабининче пăчă та шăршлă. Мотор хăлхана çурасла кĕрлет, трубаран тухакан тĕтĕм, çил çапнипе, чӳрече хушăкĕсем витĕр кĕрет. Рычагсем тата. Çак мĕшĕлтишĕн мĕн тума тем тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр тумалла?
— Хам пулсан, ĕмĕрте те тракторпа ĕçлессĕм çук, — тет Марье. Павел ăна илтмест, мотор кĕрлевĕ çамахне хуплать. Калаçу пуçарасшăн сăлтав шыраса Марье кăшкăрса калать.
— Çапла, хĕрарăм ĕçĕ мар. Вĕсем ытларах ал ĕçне юратаççĕ.
— Пĕчченех пурăнатăн-и? — кăшкăрать каллех Марье.
— Иккĕн, — хуравлать Павел, йăл кулса.
— Тери кам?
— Хĕртсурт.
Марье те кулас килмен çĕртенех кулать. Унăн вăтанни те иртет, хăюланать.
— Итле-ха, Павел, эп сана çĕркаç тĕлĕкре курнă.
— Ак тата. Усала-ши, ырра-ши?
— Калас-и, калас мар-и? — шухăшлать Марье, качча сăнаса. Çук, унран мĕншĕн вăтанас?
— Эс мана хытă-хытă пăчăртаса ыталаран. Сывлăш тухми пуличчен.
— Трофим Матвеевичпа пăтраштартăн пулĕ.
— Унпа сана... — кӳрененçи пулать Марье.
— Чăн пулсан аванччĕ, — каçса кайсах кулать каччă.
— Сан пек хитре хĕрарăма ма ыталас мар?
Марье хăй çине ал хурасса кĕтсе куçне хупать. Анчах тĕкĕнмест каччă. Ун еннелле çаврăнарах ларнă та тăхать, пăхать хăмар та пысăк куçĕпе.
Çырма урлă та каçрĕç.
— Эх, — вăрçать хăйпе хăй Марье. Çулĕ ытла та кĕске. Маларах пуçлаймарăм сăмăха...
...Борчĕсене сарса хурса, урапи çине хăма тĕрентерсен, Павел прицеп çине икĕ хул хушшине икĕ михĕ хĕстерсе йăта-йăта хăпарчĕ. Виссарион Маркович пулăшма тесе янă Володьăпа кӳршисем те тулли михĕсене пӳртрен кăларчĕç.-
— Вăй-тăк — вăй! — тĕлĕнчĕ Марье, Павел икшер михĕ çĕклесе хăпартмассерен. Унăн куçĕсем сӳнми хаваслăхпа ялкăшрĕç, çӳхе тути хупăнма пĕлмерĕ. Председатель килĕнчи çĕр улмие тиесен Виссариои Марковичсем патне куçрĕç. Ĕç кал-кал шурĕ. Павел борта хăпартрĕ. Фуфайкă тăхăнса тухнă Нинăна прицеп çине çĕклесе лартрĕ. Черет Марье патне çитрĕ. Павел аллине кĕрсенех вăл чĕтресе илчĕ.
— Пĕтрĕн, мана лартаймăн.
Павел Марьен вĕри сывлăшне хăйĕн пичĕ çинче туйрĕ. Тем хушăра хĕрарăм каччă ытамĕнчен вĕçерĕнчĕ те тарчĕ.
— Кума, ан. Вĕсем паян апат та çимен. Павел! Володя! Ăçта васкатăр. Атьăр, атьăр, — пырса тытрĕ Марье Павела.
— Тен, çĕр грам пулать апла, — терĕ Володя, пускăча хута яма парахсах.
— Кунашкал ĕçшĕн çур кило та шел мар. Ан, кума, тем катемпи пек ларатăн. Апат çиччĕр.
Павелан Нинăна каллех çĕклесе антарма тиврĕ. Лартса панă эрех кĕленчине Марье тем пек хистесен те, трактористсем текĕнсе те пăхмарĕç. Ăшаланă çăмартана киленсех сĕтпе сыпса çирĕç.
— Мункун çихмесĕрех çирĕмĕр. Çылăхĕ хуçине пултăр — шӳтлерĕ Володя.
Шăпланнă Марье, диван çине кайса ларса, хусканмасăр Павела сăнарĕ. Ыттисем асăрхама пултарасран та хăпамарĕ, Нина чĕнсен те илтмерĕ. Павел ун куçĕн хĕлхемне апат çисе тухсан çеç асăрхарĕ. Ăна самантлăха Галя куçĕпе тĕл пулнăн туйăнчĕ, «юрататăп сана» тет пулас.
— Мираж, — персе ячĕ Павел саспах.
— Мĕнле мираж?— тĕлĕнчĕ Володя.
— Чăх çăмарти хур çăмарти пек курăнчĕ, — шӳтлерĕ Павел, туйăмне пытарса.
Кăнтăрла çитерехпе Володьăпа Павел çĕр улми çунисене униче хапхинчен тракторсемпе сĕтĕрсе тухрĕç. Телефон юписем çинче ларакан хурчăкасем, мотор сассинчен хăраса, тӳпенелле вĕçе-вĕçе çĕкленчĕç.
4
Тимĕрçĕн йăли çавнашкал: кăштах «тăваймастăн» е «хатĕрсем çук» тесе курнăçланма юратать. Анчах тытсан тăватех.
Павел вара Петĕре тĕплĕн, пытармасăр, каласа пачĕ. Унăн ĕмĕчĕ ăна савăнтармарĕ курăнать, пуçне çеç сулса тăчĕ.
— Ураписем пур, ăна паратăп. Эка, чĕмере, ăна лаша плугĕн урапи те юрамасть. Урăх ман ним те çук. Рамисене мĕнле çыпăçтаратăн? Болтсемпе-и? Мĕнле шăтаратăн? Манăн пысăк сверло та çук. Эпир ăна иксемĕр çулталăкра туса пĕтерейместпĕр. Ман хамăн ĕç. Бригадăсем еплерех çунтараççĕ. Хăвна шанатăн пулсан — ĕçле. Тулта тепĕр сунтал пур. Хăть лаççа кĕрт, хăть тултах шакка. Эпир хĕрарăмсем мар, тĕпел кукришĕнех вăрçмăпăр. Хăтланса пăх. Тен, мĕн те пулин кăларăн.
— Пĕччен йывăртарах çав. Санах пулăшма ыйтасшăн, Петрушка, — терĕ Павел, тимĕрçĕ час-часах хăй ăсталăхĕпе мухтанма юратнине аса илсе. — Хăнкăла урине таканлама пултарнине Петĕр плуг тăваймĕ-и?
— Эп мĕн... пулăшăп. Эка, чĕмере... Тульккăш тăвайăпăр-ши?
— Ма тумалла мар? Акă расчетсам, схемă акă, — кĕсьерĕн хут тĕрки кăларчĕ Павел.
Петĕр кăмрăкпа хуралнă аллисене каткари шывпа çуса, шăлса типĕтрĕ, вара хут çине тинкерчĕ.
— Эка, чĕмере. Мĕн линийĕсем кусем? Эп чертежота пĕлместăп. Çичĕ çул çеç вĕреннĕ, — каштах сывласа ячĕ тимĕрçĕ. — Эс мана луччă сăмахпа ăнлантар.
Татах кăтартса пама тиврĕ.
— Эка, чĕмере. Пĕр çултах тыр-пул тухăçне икĕ хут ӳстерет-и? Вăт плуг. Апла ма тăвас мар? Эс Çавалкаса, пуйтарса яратăн, — пĕтĕмпех килĕшрĕ Петĕр.
Лаçа Гайкă Ваççи чупса çитрĕ. Вăл халь çеç çывăрса тăнă курăнать, кук тĕрри тапса тухнă пичĕ çинче минтер хутламĕсем касса кĕни те çухалман. Сарă куçĕсем ӳрек-сӳрĕкрех. Хăй фуфайкăпа, кирзă атăпа. Мăн çĕлĕкĕ хăлхисĕм тăрнех анса ларнă.
— Эка, чĕмере. Кунашкалах çывăрсан, тимĕрçĕ пулаймастăн эс. Эп икĕ сехет ĕçлетет. Улаха чупма тытăнтăн ĕнтĕ, кашни ир çывăрса юлатăн. Ас ту, ак, кашкăр капкăнне çакланатăн.
— Хĕвĕл те тин çех тухрĕ. Улаха ху чуп. Кашкăр капкăнне те çаклан, — нар евĕрлех хĕрелсе кайрĕ Ваççа.
— Эс шкула çӳреместĕн-им? — ыйтрĕ Павел, çамрăк ачана тимĕрçĕрен çăлас тесе. Те тăлăх ӳснĕрен, вăл çынна вăтантарма юратмасть.
— Эп виçĕм çулах çиччĕмĕш клас пĕтернĕ, — терĕ Ваççа куçне çĕклеймесĕр.
— Малалла вĕрен.
— Интереслĕ мар. Вĕренес килмест.
— Спутник! Хăв ĕçне ан ман. Кăмрăк илсе кил. Вун икĕ милиметрлă пралук. Болтсем касма тытăн. Челхӳпе кайран та ĕçлĕн, — хушрĕ Петĕр.
Çамрăк ача чĕрĕлчĕ, çырă куçĕсем тимĕрçĕ çине саванса пăхса илчĕç. Вăл витре ярса илчĕ те тулалла вирхĕнчĕ.
— Мĕн эс? Урса кайрăн-им? Ураран çапса ӳкереттĕн вĕт. Вăт спутник, вăт колхоз аппендицичĕ, — янрăрĕ тулта Володя сасси.
Комсорг лаçа кĕчĕ, кашнинех ал пачĕ.
— Так, пуçлатпăр апла, Павел.
— Пуçлатпăр, Володя. Тимĕр королĕ ак чарма мар, пулăшма пулчĕ, — Пĕтĕр енне пуçне сĕлтрĕ вăл.
— Ан пулăштăр-ха. Ăна. Çавалкас Круппне, кашкăр капкăнĕпе мар, упа капкăнĕпе çаклататпăр, — кулса ячĕ Володя, тимĕрçе куç хĕссе. Лешĕ хĕрелчĕ, анчах шарламарĕ. Павел темĕнле кулăшла истори пулса иртнине сисрĕ, ыйтсан тимĕрçе кӳрентересрен хăрарĕ.
— Паян шурлăх плугĕн рамисене пăсса вырнаçтарасчĕ.
— Рамă пирки ан кулян. Эп çĕркаç шкул директорĕпе калаçрăм. Вĕсен «трудпа» вĕрентме илсе килнĕ пĕр баллон кислород, пĕр баллон ацетилен пур. Çыпăçтаратпăр. Пирĕн вара уншăн шкул ачисене трактор çинчен вĕрентмелле пулать. Ак мĕнле экстлуатаци. Так. Килĕшӳ йывăр, анчах урăхла май çук. РТСри куçса çӳрекен мастерской çĕмрĕк. Ăна юсиччен çур аки иртет.
— Маттур, — савăнса кайрĕ Павел. — Эпир рамăсене болтпа çыпаçтарас терĕмĕр. Электродне хамăр та тăватпăр, пурă пур.
— Апла паянах илсе килес-и?
— Паянах.
— Хам, тракторпах каятăп, — лаçран тухса чупрĕ Володя.
Павел, Петĕре чăрмантарас мар тесе, сунтала йăвантарса кĕртрĕ. Тимĕрçĕ те хăй ĕçне пăрахрĕ ĕнтĕ. Шурлăх плугĕн тĕренне касса шĕчĕклетнĕ чух вĕсем иккĕшĕ те тар юхичченех ĕçлерĕç.
Комсорт пушăллах таврăнчĕ. Директор ыран çеç парать-мĕн. Парать те, шкул ачисене сваркă мĕнле тунине кăтартма илсе килет.
Рамăсене зубилăла касаймастăн ĕнтĕ. Кăнтăрлаччен лаçра тĕрмешрĕç те, кăнтăрла иртсен Павел хăй тракторне юсама тухса утрĕ. Лаçа колхозниксем пырса тулчĕç. Пĕрин пуртă хăйра тытмалла, теприн шăвăç мăрье çĕлĕкне тутарттармалла. Хирĕçме хăнăхман Петĕр ытти ĕçне пăрахсах вĕсемпе айланма пикенчĕ.
— Икĕ мулкача хăвалатăп, пĕрин хӳри те курăнмасть, — салхуллăн шухăшларĕ Павел.
Шкул директорĕ хăй сăмахне тытрĕ. Ирхине, сакăр сехетсем тĕлне, вăл икĕ баллон лартса çитрĕ. Трактористсем вĕсене майлаштарса та пĕтереймерĕç, шкул ачисем килсе тулчĕç. «Трудпа» тата физикăпа вĕрентекен учительницă Маргарита Степановна, вăрăм та хыткан хĕрарăм, те Володьăна, те Павела çапла каларĕ:
— Эх, ăстасем, халь те аппаратсене вырнаçтарса çитереймен.
Володя йĕплемесĕр чăтаймарĕ.
— Эсир шкулĕпе çулталăк хушшинче майласа çитерейменнине эпир ăçтан пĕр сехетре майлăпăр?
Павел шăрпăк чĕртсе сваркă кранне уçрĕ. Кăвак çулăм хыпса илсе кĕрлеме тытăнчĕ. Хăмăр кантăклă куçлăх тăхăннă тракторист шурлăх плугĕн рамисене касма пикенчĕ.
— Кур-ха, кур, пăчкăпа татнă пек касать.
— Çулăмĕ çине ан пăх, суккăр пулатăн.
— Павел пичи, кӳр-ха, эп те касса пăхам, — шавларĕç шкул ачисем.
Ăнлантарасса вĕсене Маргарита Степановна ăнлантарчĕ. Ку класĕ кайсан, тепри килчĕ. Рамисене касса пĕтернĕ Павелăн сваркă тума пуçăнмаллаччĕ, анчах учительницă татах касса кăтартма ыйтрĕ.
Уроксем пĕтсен кăна Павел пĕтĕмлех хăй ĕçĕпе ĕçлеме пикенчĕ. Çапах сĕм çĕрлечченех тимĕрçĕ лăççи патĕнчен ачасем хăпа пĕлмерĕç, колхозниксем курма пычĕç. Павел вĕсем енне çаврăнсах пăхмарĕ, Володьăпа пĕрле пулас плугăн рамине çыпăçтарса хучĕç.
5
Марье упăшкине Шупашкара ăсатса ярсанах ниçта кайса кĕме пĕлеймерĕ. Пурăнман пӳрте кĕрсе арчине уçрĕ, лайăх якатса хунă платйисене пăтратрĕ. Тĕлĕнмелле-тĕлĕнмелле хитре кĕпе тăхăнас килчĕ унăн. Пĕри килĕшмерĕ, тепри. Арча тĕлĕнчен хĕр чухнехи сар платйине туртса кăларчĕ. Трофим çураçма килнĕ каçхине тăхăннăччĕ ăна. «Сарă тĕс ултавлă», тенĕччĕ Трофим Матвеевич. Пулас упăшки витĕр курнă-мĕн. Çапах та «ултавлă пулсан та хитре», тесе хучĕ.
Халь юратсах утюгларĕ çав платйĕне Марье, хывăнса тăхăнчĕ. Пушанман та, тăвăрланман та. Тĕкĕр умне пычĕ. Сăнран пăхсан та хĕртен нимĕнрен те ӳксе юлас çук. Питре çаплах çамрăклăх сăнĕ ялкăшать. Сăмса тăрринчи йĕр? Вăл куçа пĕрмесен палăрмасть.
Хĕвел сарай хыçне пытанчĕ. Кăнтăрла сĕлкĕшленнĕ юр кăчăр пулма пуçларĕ. Хăйă çутас вăхăт та çитрĕ. Пӳртре нимĕн те курăнмасть. Çапах çутă çутас килмест.
Шухăшсем хирĕçӳллĕ, шухăшсем канăçсăр. Ăçта телейлĕ пурнăç Марьешĕн, ăçта чăн-чăн пурнăç? Ăçта юрату? Юрату та çук, ăна çынсем çеç шухăшласа кăларнă. Кур-ха, çуркунне шăнкăрчсем епле хитрен курăнаççĕ. Юррине еплерех шăрантараççĕ тата. Анчах чĕлхисене кăларса ӳстерсенех вăрманалла саланаççĕ. Юрри те пăчланать. Тĕсĕ те улшăнса хитремарланать. Хуп-хура шăнкăрч сала кайăк теслĕ пулса тăрать. Тепĕр юрату килмесĕр те хитрелĕх таврăнмасть. Чечек те суя çеçкесемпе çурăлать. Хăй ĕмĕрне тăсассишĕн хитреленет, хурт-кăпшанкăсене илĕртет. Пĕтĕçленсе юлать — шанать, тилет çеçке. Ăна татса кĕрсе ларт вазăна — çиелтен тутлă шăршă сарать, ăна чиксе лартнă шывĕ шăршланать. Чечекĕн чăн-чăн пурнăçĕ вăрринче. Этем те çавах мар-и? Этем — кайăк мар — тĕкĕсене çутçанталăк пулăшнипе çутатаймасть; этем чечек мар — çеçке çураймасть. Çавăнлах пуль питне-куçне сăрлать, чĕринче мĕн пуррине пытарать, ыттисем умĕнче урăхларах, лайăхрах курăнасшăн. Пурăнса пăхатăн та, унран нимĕн тĕлĕнмелли те çук. Этем — этемех. Çапла пулчĕ Сергейпе. Ашĕ çĕрĕк те хăвăл пулчĕ каччăн. Трофим та ĕнтĕ темĕнле вăрттăнлăхне çухатрĕ. Халь йăлтах унăн умĕнче — кашни вак-тĕвек çитменлĕхне пĕлет Марье. Тупăнать те çĕнни — вăл та кивелет. Çапла япала вăл — юрату. Кам пĕлет, тен, Сергейшăн та, Трофимшăн та Марье суя çеçке кăна...
Ăшра пăлхануллă, ăшра тĕтĕм явăнать, йӳçĕ тĕтĕм, кулленхи пурнăç тĕтĕмĕ. Пĕччен тăрса юлсан, çумăнта никам та пулмасан, вăл татах та йӳçĕ.
Çенĕк алăкне шалтăртаттарни ăна шартах сиктерчĕ. Сысна çĕмĕрет-мĕн. Выльăхĕсене тĕ хупма маннă, ĕнине те суман.
Тулти ĕçсене пухрĕ, çенĕкре мотоциклăн ăпăр-тапăр пайĕсене пăтратрĕ, ал тормозĕн татăлса кайнă тросне тупса пӳрте кĕчĕ. Çĕнĕ шухăш унăн пуçĕнче хăвăрт çуралчĕ.
— Иккĕн. Эп тата хĕртсурт, — аса килчĕç Павел сăмахĕсем.
— Виççĕн пулатпăр, — кулчĕ Марье. Буфет алăкне уçрĕ, чей стаканĕ çине эрех ячĕ. Çук, ĕçес килмерĕ, «Упĕнтер, хăюллăрах пулăн», — хистет шухăш. — «Пĕрле, пĕрле ĕçĕпĕр», — хирĕçлет çĕнĕ шухăш.
Менелникрен тăрса юлнă коньяк кĕленчине пальто кĕсйине чикрĕ, çутă сӳнтерсе урама тухрĕ.
Таса тӳпе. Уйăх çурмаран каснă пăхăр укçа евĕр. Ун тавра çăлтăрсен пасарĕ пуçтарăннă. Катара-катара, çур-çĕр енчи инçетре пĕлĕтсем вĕтлĕх вăрман пек курăнаççĕ. Вăрманĕ тикĕс мар, çырма-çатраллă, тăвайккиллĕрех çĕре вырнаçнă. Тăвайкки вĕçлекинче пӳрт ларать, мăрйи те пур, мăрйинчен тухакан тĕтĕмĕ аялалла явăнса анать, илемлĕ вармана тĕтĕрет. Сасартăк Марьене тӳпери вăрман та, хутса янă кăмакаллă пӳрт те чăнлăх пек туйăнать, анчах унта «турă» мар, унăн чĕрине пăлхатакан пĕр-пĕр илемлĕ каччă ларнăн туйăнать. Ырă çӳçенчĕк сăрăлтаттарать шăм-шакка.
— Таврăн, таврăн, — тесе чĕнет пек çав каччă.
Çаврăнсанах çил те хирĕç вĕрет. «Кай-кай, малаллах ут», тесе хăвалать. Хыçра — юмах, умра — чăн-чăн пурнăç, çĕр çинчи пурнăç. Сулса ятăн пулсан — çап, шухăшларăн пулсан — ту. Юмахри та çынсем ал усса лармаççĕ, юмахри пурнăç — çĕр çинче телей тупайманнисемшĕн.
Ăçта пытанать хăюлăх? Сана ялта «арçынла Марье», теççĕ. Е чăнах та юрату пур-ши? Юрату вăтантарать-ши харсăр Марьене?
Кăчăртатать шăнса ларнă юр. Вăрра кайнăн çӳçентерет, шиклентерет.
Икĕ каç Марье вулав çуртне Павел пырасса чăтăмлăн кĕтрĕ. Пымарĕ каччă. Володя пĕр-икĕ хут та кĕрсе тухрĕ, пĕрлех çӳрекенччĕ, анчах унран юлташĕ пирки ыйтма хăймарĕ. Халь, ак, килте те пулмĕ, таврăн вара каялла.
Фермăран тухакан тăкăрлăкпа вăрăм çын тухни курăнчĕ. Вăл васкамасăр, ывăннă çын уттипе утать. Утăмĕ — сарлака. Павел пек туйăнать. Хуса çитес. Пĕрле кĕме те лайăх. Анчах урасем итлемеççĕ, урасем — ют, Марьен хăйен мар.
Асăрхамасть, курмасть каччă хăй хыçĕнчен пыракана. Утать те утать. Хапха алăкĕ шалтлатрĕ, кĕçех чӳречерсенчен урама çутă ӳкрĕ.
Марье хапха умĕнче чылайччен тапранмасăр тăчĕ. Умра никам та курăнмасть. Уçрĕ. Темшĕн ăна картишĕнчи кашни кĕтесре çын сыхласа тăнăн туйăнчĕ. Тухать пек, сурать пек. Васкасах пусма картлашки çине хăпарчĕ. Кунта самаях тĕттĕм. Уйăх çути те ӳкмест. Крыльца юписенчен пĕр пысăк пралук карнă. Ун çине çунă ал шăлли тухса çакнă. Вăл шăнса ларнă, çил вĕрнипе кăпăртатса хусканать. Такам утать, такам килет тейĕн.
Чĕтрекен алпа алăк хăлăшне ярса тытрĕ. Питĕрмен. Уçрĕ. Сăмсана нефть, тимĕр тата темĕнле палламан шăршă пырса çапрĕ. Çенĕк хăмисем тăрăх сассăр утса чылайччен пӳрт алăкне шырарĕ. Петли-çке ку? Ăçта хăлăпĕ? Акă, кунта-мĕн. Шаккарĕ.
— Кĕр! Кĕр! — янрарĕ Павел сасси.
— Ман килес... Ыр каç пултăр, — терĕ Марье, сасси улшăнса тухнинчен хăй те тĕлĕнсе.
Тĕпелте çăвăнакан Павел умывальнике танкăртаттарать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...