Пăва çулĕ çинче :: Майкапа тĕл пулни
Каçхине картуна таврăнтăмăр. Пирĕнпе Шаккаман старикпе Ортишка та ерсе пычĕç. Лашасене тăварса утă панă çĕре тĕттĕм те пулчĕ. Картун умĕнчи çырмаран çамрăксем шуйăхни илтĕнет. Эпир, пусă умне тăрса, сивĕ шывпа çăвăнтăмăр та пӳрте кĕрсе каçхи апата лартăмăр.
Анюк инке, пирĕн ума сăмавар лартнă май, çилленсе, упăшки çине пăхса илчĕ. Картун хуçи чей тултарма тытăнчĕ, арăмĕ мăшлатса алăкăн-тĕпелĕн уткаласа çӳренине туйман пек пулчĕ.
— Паян яшка икĕ хут пĕçерме тиврĕ, — тутине тăсса каларĕ Анюк инке, — упа çурисем мана кашни утăмрах сăтăр туса çӳреççĕ. Ыран вăрмана кăларса яратăп акă!
Кавăрле кукка, ялкăшса, арăмĕ енне çаврăнса пăхрĕ:
— Килте икĕ тăлăх ӳсет, эсĕ ăна-кăна пĕртте тĕшмĕртместĕн иккен.
Уçă кантăкран çамрăксем шавлани, кĕслеçĕ кĕвĕ калани, хĕрупраçсем юрлани илтĕнет. Вăрмантан картун умне утă çулакансем вĕçĕмсĕр тухаççĕ. Çырма хĕррине хунă кăвайт çинче яшка пĕçерекенни те, чей вĕретекенни те пур. Тахăшĕ тата кĕслеçĕ кĕввине хупласа хуткупăс тăсса ячĕ.
Эпĕ, Герăпа Ортишка çине пăхса, кашăка ума хутăм: тула чупса тухма хатĕррине систертĕм.
— Çи, çи, — терĕ асатте, кăштах кулса. — Сирĕн часрах тула тухса чупас шухăш пулĕ ĕнтĕ. Ĕлкĕрĕр-çке...
Эпĕ ирĕксĕрех тирĕкри салмасене кашăкпа пĕрерĕн «турттарма» тытăнтăм. Мана курса, Герăпа Ортишка та вырăнтан хускалмарĕç.
Салма яшки хыççăн Анюк инке кăвар пек вĕри пăтă кӳрсе лартрĕ. Пирĕн ăна та астивсе пăхас пулчĕ. Пăтă хыççăн асаттепе Шаккаман старик тепĕр хут чей куркисене тултарттарчĕç (чăваш йăлипе чее эпир яшка умĕн ĕçнĕччĕ). Тин çеç юхтарнă шĕвĕ пыл чашки пире илĕртет те — тултан Майка сасси илтĕнсе кайрĕ. Ортишка, мана аяк пĕрчинчен тĕртсе, куçне хĕсрĕ. Эпĕ сасартăк çурăм тăрăх темле йĕр пĕçерсе аннине туйрăм: те апат ытлашши вĕрирен пулчĕ ку?
— Тухатпăр! — шăппăн систерчĕ Ортишка. Асатте пире каллех тытса чарасшăнччĕ те, атте хута кĕчĕ:
— Кайччăрах! — терĕ вăл, — тек пăркаланса лараççĕ! Эпир виçсĕмĕр те, Кавăрле куккапа Анюк инкене тав туса, картун умне чупса тухрăмăр.
Гера çырма хĕрринчи кĕслеçĕ патне пырса ларчĕ. Авалхи юрă кĕввине ĕнерсе çинçе хĕлĕхсене турткалакан сарă мăйăхлă çын ун кăмăлне кайрĕ-мĕн — ниçта хăпмасть, пирĕн çине те пăхмасть.
Эпĕ Ортишкăна кăвайт умне ертсе кайрăм. Таçтан лутра Катюш сиксе тухрĕ. Пире курсан, вăл, именнĕн, тутăрне куçĕ çине антарса çыхрĕ — те хăй Ортишкăна шыва кӳртнине аса илчĕ, те урăх сăлтава пула.
— Санăн савнийӳ, — тантăшăма тĕртсе илтĕм эпе. — Пыр, кайса сăмахла.
— Хăраса тăрăп тетĕн-и-мĕн?
Эпĕ ăна хăравçă теме шутламан, унашкал шухăш халĕ мар — ĕлĕкрех те пулман ман пуçра. Ортишка Катюш çулне пӳлчĕ, тем пирки ăна юптарма пикенчĕ.
Паçăр, апат çисе ларнă чух, Майка сасси илтĕннĕччĕ. Халĕ таçта вăл, курăнмасть. Ирĕксĕрех Ортишкăпа Катюш енне çаврăнса тăтăм. Манăн тантăш сăмаха кивçене каймасть вара. Эх, тыттарать... Упа çурисене хăй паян çеç курнă пулсан та, мĕн-мĕн кăна каласа тăкмарĕ-ши вăл Катюш умĕнче.
— Ĕненместĕн пулсан, Сантăртан ыйт, — терĕ юлашкинчен, — упа çурисĕне эпир кунтан урапа кӳлсех каяс тетпĕр....
— Ăçта каясшăн вара, Юхма пасарне мар-тăр-çке? — кулса ыйтрĕ таçтан килсе тухнă Майка.
Эпĕ ун енне çаврăнса пăхрăм: куçĕсем каçхи тĕксĕмлĕхре те вут-кăваррăн ялкăшса тăраççĕ.
— Майка, эсĕ-и-мĕн? — терĕм эпĕ ăнсăртран.
— Çук, йăнăшатăн, эпĕ мар, — каллех кулса ячĕ Майка.
— Эсир ăçта çулатăр?
— Каламастăп.
— Мĕншĕн?
— Сана пĕлме те кирлĕ мар.
— Кирлĕ.
— Кирлĕ пулсан, шыра.
— Шыраса çӳреме вăхăт çук, утă çулатпăр вĕт! Майка, çилленсе, çурăмĕ çийĕнчи çăмне тăратнă кушак пек айккинелле тарма хатĕрленсе тăнăччĕ, эпĕ ăна хулĕнчен ярса тытрăм.
— Вăхăт çук терĕн вĕт, çывăрма кай часрах.
Эпĕ çывăрма каймарăм. Хамăр çулакан улăхра кун каçа мĕн-мĕн пулса иртнине Майкана каласа кăтартма тытăнтăм.
— Ӳпресем пулмасан, чăн-чăн рай темелле.
— Эх, эсир те çав, ӳпререн хăратăр, — мана тĕртсе каларĕ Майка, — унти типĕ çĕрти ӳпре ӳпре-и вăл? Пирĕн патарта, лапăра, пулса курсанччĕ эсĕ! Кас-кас пĕлĕт те курăнмасть: çара ӳпре!
— Э, апла эсир Черченкĕ кӳлли патĕнче çулатăр иккен, тинех пĕлтĕм!
Çур çĕр тĕлнелле çырма хĕрринчи халăх лăпланчĕ.« Эпĕ, Герăпа Ортишкăна ертсе, утă сарнă аслăк çине илсе хăпартрăм. Тантăшăмçем выртнă-выртманах çывăрса кайрĕç. Манăн ыйхă килмест. Пуçра темиçе тĕрлĕ шухăш пăтранать.
— Ортишка, ыран Черченкĕ кӳлли патне кайса килĕйĕр-и? — тетĕп, юнашар çывăракан юлташа тĕрткелесе. — Шыва кĕрĕпĕр.
— Мĕн эсĕ çĕр хута анрататăн? Çывăр, айван йĕкĕт! Çапла ятласа, Ортишка çийĕнчех ыйха путать. Манăн пурпĕрех ыйхă килмест те килмест. Куç умĕнче тĕксĕм хура куçлă Майка тăрать. Ыран ăна кӳлĕ хĕрринче тĕл пуласах килет ман...
Пурнăçра пуçри ĕмĕт пек пулмасть çав. Ирхине хамăр уçланкă. çине çитсе лашасене тăварсанах, пирĕн хыççăн ут утланнă çын килсе тухрĕ.
— Лука Тимофейчă! — терĕ вăл, кăшкăрса, — сана Ярхун вулăса чĕнет. Пăваран телефонпа пĕлтернĕ, тет. Чĕмпĕре шуррисем илнĕ пулать, те чăнах?!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...