Пăва çулĕ çинче :: Çуркунне!..
Çуркуннехи хĕвел ӳркенсе тăмарĕ, ир пуçласа каçчен хĕртме тытăнчĕ те часах шурă шăналăк пек йăлтăртатса выртакан хире улалатрĕ. Шыв шур тапранчĕ. Юртан маларах тасалнă улăхри тĕмеске вырăнсенче курăк ешерме тытăнчĕ. Ялйышсем пĕрмай хирелле пăхаççĕ. Çĕр типессе кĕтеççĕ. Асатте кăçал пулла та каймарĕ. Ирĕн те каçăн çĕр валеçесси çинчен калаçса çӳрет вăл.
Акă хĕлĕпе кĕтнĕ кун çитрĕ!.. Ялйыш çĕр валеçме тухрĕ. Эпĕ асаттерен юлмастăп. Вăл паян, чаплă уяври пек, пĕç тĕп таран аттине тăхăнса тухнă. Асатте аллинче виçĕ патакран тунă хăлаç: пĕшкĕнмесĕрех çĕр виçме юрăхлă. Лăриван тимĕр витре йăтнă: унта шĕшкĕ патаккинчен татса тунă мăйăр пек пĕчĕкçеççĕ шăпа шакмакĕсем, кашни шакмак çине номер çырнă. Ухик хут тăрăх кам миçемĕш номерлĕ шăпана кĕнине вуласа пачĕ. Паян пĕтĕм ялйышпа çирĕмшер ята уйăрса шăпа номерĕ панă иккен. Кун пек тумасан, ял çĕрне пĕр пек валеçме май çук. Пирĕн шăпа номерĕ — 17. Ĕлĕкхи саманара çĕр валеçнĕ чухне кама мĕнле ана лекнине мишавай хăй çырса пынă, тет. Ялйышсем çыру пĕлменнипе канцеляри ĕçне кирек мĕн пирки те патак çине картса хунă. Староста аллинче куланай патакки пулнă — вăл камăн мĕн чухлĕ укçа тӳлемеллине кăтартнă, çĕр патакки — камăн миçе ят иккенне пĕлтернĕ, кĕтӳç патакки — камăн миçе карт, çавăн чул кĕтӳçсене апат памалла.
Паян та, çак йĕркене сума суса, Шаккаман старик ятарласах якатса çĕнĕ патак йăтса тухнă. Ăна Ухик тытса пăхрĕ те аллипе сăтăрса илчĕ, Шаккамана мухтарĕ, Совет влаçĕ чăваша çутта чĕнет, çырăва вĕрентме хушать тесе, çĕр патаккине пăрахăçларĕ, камăн миçе ятне тата кама хăш номер лекнине кĕнеке çине çырса пыратпăр терĕ. Ухике хирĕç калакан пĕр çын та пулмарĕ.
- Ваттисем! — кăшкăрса каларĕ Ухик. — Валеçме ăçтан тытăнатпăр?
— Утелнерен пуçлас! — терĕ асатте.
— Утелнерен! — ун хутне кĕчĕ Лăриван.
— Çавăнтан пуçлас пулĕ çав, — шăппăн çеç сассине пачĕ Шаккаман старик.
Ушкăнĕпех ялтан виçĕ çухрăмри уя утрăмăр. Ман алăра тимĕр кĕреçе. Вăл ана палли тума кирлĕ. Тин çеç куштăрканă çĕр ура ярса пусмассеренех мамăк пек пусăрăнăть, тĕл-тĕл ура тĕпне пылчăк та çыпçăнăть. Ман пек çамрăксем алхаскаласа та илеççĕ, пĕрне-пĕри тĕрткелесе кĕрмешекенни те, тăпра муклашкипе ывăтса перекенни те пур. Кӳршĕри Миккуль мана ура хурсах ӳкерме те хăтланчĕ. Эпĕ ӳкмерĕм, хăйне, сăхманĕ çухинчен тытса, чĕркуçлентерсе лартрăм. Ваттисем, пирĕн çине пăхса, сухалĕсене çеç силлентерсе илчĕç, — вăрçаканни пĕри те пулмарĕ. Лăриван çеç кăштах хăтăрнă пек турĕ:
— Эккей, юпах тихасем, епле выляççĕ!
Хĕлĕпе ĕмĕтленнĕ ырă кун ăшшинче камăн усал сăмах каласси килтĕр. Паян кашниех Совет влаçĕ панă çĕршĕн чунтан-чĕререн тав тăвать, ĕмĕрхи пусмăр айĕнчен тухма пултарнишĕн савăнать.
Çурма çула çитсен, малти стариксем, чарăнса, йĕри-тавра пăхса илеççĕ: кунтан лапăри ял алă тупанĕ çинчи пек курăнать. Васкаса тӳпене хăпаракан хĕвел, юр айĕнчен тухнă çĕре юриех часрах ăшăтма васканă пек, пĕçертнĕçемĕн пĕçертет. Асатте, çĕлĕкне хывса, пуçне каçăртса пăхать. Шăнкăрав пек янратакан тăрие курасшăн-мĕн.
Тăри курăнмасть.
— Эх, кунĕ паян çырла пиçмелли вăхăта аса илтерет, — тесе, асатте çĕлĕкне тăхăнать те малалла ярса пусать. Ун хыççăн Ухик, Лăриванпа Шаккаман, унтан ыттисем те çĕре тăрăнтарса лартнă кĕреçисене йăтса хускалаççĕ.
Юпаллă çул урлă каçсан, эпир утелне çĕрĕ çине çитсе тăратпăр: тип-тикĕс, çăмарта кустарсан та нимĕнле лупашкана кĕрсе ӳкес çук. Асатте виçĕ патакран циркуль пек тунă хăлаçлă виçене тытса, пĕр вĕçĕпе чикĕ хĕррине чышать, унтан ултă хăлаç виçсе парать те чарăнса тăрать. Кĕреçе тытнă çын çийĕнчех виçнĕ ана йăранĕ тĕлне чавса паллă тăвать. Шаккаман старик аллинчи витрине силлесе шăпа шакмакĕсене шакăртаттарать. Ухик витре патне мана чĕнет.
— Сантăр, аллу çăмăл пултăр, шăпине туртса кăлар! — тет вăл.
Эпĕ витрери шăпа шакмакне туртса кăларатăп та ун çине çырнă цифрăна пĕлтеретĕп: 5. Малтанхи ана кама лекни паллă пулчĕ. Унăн хуçисем, ушкăнтан уйрăлса, кĕреçепе ана пуçне паллă тума тытăнчĕç. Тухнă шăпана эпĕ хамран сулахайри пушă витрене пăрахатăн. Асатте малалла хăлаçлать. Эпĕ, алăри кĕреçене Миккуле тытарса, тепĕр шăпа туртса кăларатăп. Каллех ушкăнтан виç-тăват çын уйрăлса юлать. Малтанах эпĕ шăпа номерĕсене ерипен çеç калаттăм. Ман хыççăн халăха Ухик пĕлтеретчĕ. Пыра-киле сассăм уçăлса кайрĕ, хамах хытăрах калакан пултăм. Туран Савик хуттăрĕ патне анатпăр. Çӳллĕ никĕс çине улăхса ларнă çурт чӳречинчен, ахăртнех, пирĕн çине хаяр куçлă хуçа пăхать-и тен. Ĕлĕк пулсан, вăл тӳрех тухса йыттисемпе вăслатнă пулĕччĕ е вулăсран уретниксемпе тиексене чĕнсе илĕччĕ. Ун чухне пирĕн пек çынсем Савик çурчĕ патне çывхарма та хăраса тăнă, хуçине курнă-курманах пĕкĕ пек кукăрăлса пуç тайнă. Эпĕ, Савик тарçи пулнăскер, унăн мăн кăмăллă сăнне нихçан манас çук.
Витрери шăпасем пурте тухсан, ушкăн канмалла чарăнса тăчĕ. Эпĕ те, сывлăш çăвăрмалла типĕрех йăран хĕррине ларса, урана салтса çĕнĕрен сыртăм. Ваттисем чĕлĕм тивертсе ячĕç. Ухик, бушлат кĕсйинчен пекĕ кăларса, кăранташне шĕвĕртме тытăнчĕ. Сăмах вылятма юратакан Лăриван ватă пуçĕпе те хăйпе юнашар ларакан Шаккамана тĕртсе илмесĕр тӳссе тăраймарĕ, çамрăк çынла йĕкĕлтесе, акă мĕнле канаш пачĕ вăл:
— Эпĕ, сан пек урçа пулсан, Савик хуçа патне хăтана каймалла, унăн килĕнче качча тухман хĕрĕ пур вĕт. Тен, вăл текех пуянлăхĕпе мухтанса тăмĕ, санпа та хурăнташланма хирĕç пулмĕ.
Ушкăнти çынсем Лăривана сăрса илчĕç. Кулкалама, шавлама, шӳтлĕ сăмаха çĕнетсе яма хăтланаççĕ. Шаккаман старик çине те шикленнĕн пăхкалаççĕ: çилленмест-и вăл? Çук иккен. Чĕлĕм паклаттарса ларакан старик сăн-пичĕ пĕртте çиллес мар. Лăриванĕ те çынна кӳрентерес-тăвас шухăшран аякра тăрать. Кăшт çеç култарса илесшĕн вăл çынсене.
— Мĕн чĕнместсн тата? Шухăша кайрăн-и? Çитмĕле çитрĕн пулсан та, авланас ĕмĕт пурах пулĕ çав сан? — тет Лăриван, Шаккамана хулĕнчен тĕртсе. — Е Савик хуçапа хурăнташланса терт курасран хăратăн-и?
— Савикĕн паян туй шухăшĕ мар-тăр тесе тытăнса тăратăп-çке, — пĕчĕк ача пек ĕхĕлтетсех кулса ярать ырă кăмăллă Шаккаман. — Ахаль пулсан, çула май кĕрсе тухмаллахчĕ.
— Эсĕ юри кĕрсе тух, епле тӳссе тăратăр, çĕр теçеттин çĕрсĕр тăрса юлтăр вĕт тесе кала, — тет Лăриван.
— Эй, сӳпĕлти, айла калаççĕ-и ăна, — килĕшмест Шаккаман. — Ун патне пырса кĕрес те, çĕлĕке чалăш лартса, акă мĕнле калас пулать: «Ну, Савик хуçа, Совет влаçĕ мана санпа танлаштарчĕ вĕт, танлаштарчĕ çеç те мар - кăштах ирттерчĕ те. Санăн вунă ят, манăн вунултă ят! Халĕ çĕр камăн ытларах пулать?» — тесе ыйтмалла.
— Вăт ку тĕрĕс! — Шаккамана хĕпĕртеттерсе кулса ярать ушкăн.
— Эсĕ ăна тарçа кĕме канаш пар.
— Эх, тарăхать пуль вăл паян!
— Вăйĕ çитсен, вăл пире кашнинех шăлпа тытса çурĕччĕ те вĕт, вăйĕ пирĕи алла куçрĕ-çке!
Çапла шавласа ларнă çĕртен ура çине пуринчен малтан асатте тăрать. Вăл, куçне ывăç тупанĕпе хĕвелтен хупăрласа, Савик хуттăрĕнчен сылтăмалла сарăлса выртакан анлă хир çине пăхса илет.
Манран Ухик ыйтать:
— Ну, мĕнле, Сантăр, ывăнмарăн-и? Малалла шăпа туртма пултаратăн-и?
Эпĕ ăна «ывăнман» тесе каласшăнччĕ кăна, Ухик ушкăн енне çаврăнса кăшкăрса ячĕ:
— Эй, кам Сантăр вырăнне тăма пултарать, кам шăпа номерне вулама пĕлет?
Ватăсем хушшинче çыру пĕлекен тупăнмарĕ, çамрăксенчен Керим Тарасĕ сиксе тăчĕ:
— Эпĕ пултаратăп!
Манăн пĕтĕм ăшчик вĕресе кайрĕ. Ман вырăна пуян ачи тăрасшăн. Тараса Ухик те кăмăлламарĕ — унăн сăмахне илтмен пек пулчĕ, тем çинчен шухăша кайнăн аяккалла пăхса тăчĕ. Эпĕ унăн хура бушлачĕн аркинчен ярса тытрăм:
— Шăпине эпĕ хамах туртам ĕнтĕ.
— Ывăнман пулсан — юрĕ. Эпĕ хăвна хĕрхеннипе çеç ылмаштарас терĕм.
Керим Тарасĕ пурпĕрех пирĕн хушăмăра кĕрсе пушă витрене те пулин ярса тытрĕ. Тепĕр витре вăйпитти Хĕритун аллинче (вăл Шаккамана ылмаштарчĕ). Шăкăр-шăкăр! тутарать вăл витрери шăпа шакмакĕсене. Эпĕ Хĕритун аллинчи витререн шăпа туртса кăларатăп та, сассăма хулăнлатса, номерне калатăп, унтан сывлăш çавăрса илетĕп те, шакмака, ытахальтен вылянă пек, Тарас витрине панклаттарса пăрахатăп.
Хальхинче эпĕ хама хам тăн-тăн тыткалатăп, çитĕннисенчен кая пулас мар тесе, утнă чух та çӳлелле кармашкалатăп, пуçа салтак пек тӳп-тӳрĕ тытса малалла пăхатăп.
Ир пуçласа каçчен хир тăрăх çӳрерĕмĕр. Кăнтăрлахи апата та яла анмарăмăр, Йӳçĕ çырма хĕррине ларса, кĕсьери çăкăр чĕллисене çăл шывĕпе сыпкаласа çирĕмĕр те каллех тимĕр витрери шăпа шакмакĕсене шăкăртаттарма тытăнтăмăр. Каç пулнă çĕре манăн сасă тытăнчĕ. Эпĕ, шăпа çине пăхса илсе, шăппăн çеç номере калатăп. Ман хыçран Хĕритун кăшкăрать. Çавăнтах хăйĕн ашшĕ-амăшĕсене ӳпкелесе илет: «Пĕчĕккĕ чухне мана мĕншĕн çырăва вĕрентмен-ши?» — тет.
Хĕвел анса ларнă çĕре эпир ял çĕрне пĕтĕмпех валеçсе пĕтертĕмĕр. Утелне çĕрĕ пирĕн ял çумне хутшăннă май, стариксем, çак сарăмлă ĕçе чӳклесе илсен те юрать текелесе, Ухик çине пăхкаласа илчĕç. Ухик вĕсен кăмăлне парăнмарĕ. «Хирти ĕçсем пĕтсен, акатуй тăватпăр», — терĕ вăл.
Яла таврăннă çĕре эпĕ йăлтах халтан кайрăм. Алăк урати урлă ярса пуснă-пусманах кутник çине йăванса кайăттăм, канма выртăттăм тесе пыратăп. Ывăннипе хырăм выçни çинчен те манса кайрăм. Килте мана атте кĕтсе ларать иккен. Вăл тин çеç çуранах Пăваран таврăннă. Ман пекех ывăннă. Эпир çĕр валеçни çинчен ăна, паллах, анне каласа кăтартнă: аттен савăнăçпа çуталнă куçĕсем мана тӳрех хапăл туса йышăнчĕç.
— Тинех çĕрлĕ пултăмăр, кашни ята пĕрер ана çĕр лекрĕ! — тесе кăшкăрса ярасшăн пултăм та, тытăннă сассăм чăрмантарчĕ.
Аттепе анне пурпĕрех мана ăнланчĕç, часрах апата ларма васкатрĕç. Эпĕ вĕри шӳрпе сыпнă май хирти хыпарсене шĕкĕлчесе тухрăм. Атте савăннипе апат та çиеймерĕ, пирĕн çине çеç пăхса ларчĕ.
Вăл çураки тума вунă кунлăха отпуска килнĕ иккен. Кĕркунне Пăвара профтехшкул уçăлассине пĕлтерчĕ. Унта атте мана хăйпе пĕрле илсе кайма пулчĕ. Ку хыпар аннен кăмăлне кайсах пĕтмерĕ вара:
— Халĕ, çын пек çĕрлĕ пулсан та, хуланах каяс тетĕр-и? — тесе ыйтрĕ вăл.
— Ку чухне пире ялта çеç мар, хулара та çьш вырăнне хурса хисеплеççĕ. Сантăр валли халĕ пур çĕрте те çул уçăлчĕ. Вĕрентес пулать ăна!..
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...