Пăва çулĕ çинче :: Шуркинсен çемйинче
— Чипер кай, вĕренсе пысăк çын пулсан, пирĕн пек хресченсен хутне кĕме ан ман! — тесе ăсатать мана Туманик.
— Юхма пасарне кайнă чух пирĕн пата кĕрсе тухăр! Хăна пулăр!
Такăр çулпа такăна-такăна утатăп. Валашка пек пысăк пушмаксем чылай сулмаклăн туйăнаççĕ. Пĕр виçĕ çухрăм утсан, урана салтса, çарран утма шут тытрăм.
Кивĕ Ахпӳрт урамне çитсе кĕтĕм — кĕрхи кунта ял варринче çарран пыни аван мар терĕм. Çитменнине, каллех çиес килсе кайрĕ. Каллех ирхинехи пек тутлă çăкăр татăкĕ аса килчĕ. Мĕн тăвас? Пĕр-ик киле кĕрсе ыйтас-ши мĕн? «Пăваран килетĕп те, çăкăр пĕтрĕ» тесе калас-ши? Чăнах та, пĕр çынтан çеç çăкăр ыйтни ыйткаласа çӳрени мар вĕт вăл? Анчах хăш киле кĕрес-ши?
Урам варрине чарăнса, йĕри-тавра пăхкаласа илтĕм. Аялтан пăхма ак çакă виçĕ чӳречеллĕ пӳрт ыррăн курăнать. Калинккине тĕртсе пăхрăм. Питĕрнĕ. Чӳречинчен пăхакан та çук. Малалла утрăм — юнашарри патне — карта хапхаллă киле пырса кĕтĕм. Пӳртĕнче пĕр çамрăк хĕрарăм çеç иккен, вăл та сăхман тăхăннă, пахчана тухма хатĕрленнĕ пулнă.
— Манăн питĕ те хырăм выçрĕ, — тетĕп кăна, — çăкăр памăр-ши?
— Çăкăрне хĕрхенсе тăмăп та, кам ачи пулатăн-ха эсĕ? — тет уçă кăмăллă хĕрарăм.
— Юхма таврашĕсем эпĕ, хуларан таврăнатăп.
— Апла пулсан, яшка антарса парам, лар-ха, ывăлăм, — тесе, тĕпелтен тирĕк илме тытăнчĕ вăл.
— Çук, эпĕ ларса тăмастăп, каçчен киле çитес тетĕп.
— Кăмăлу хăвăн, — тесе, ырă инке мана тем пысăкăш кукăлĕн çуррине касса парать. — Ан вăтан, яшкине те çисех кай. Тутă хырăмпа хытăрах утăн.
Ялтан тухсан çарранлантăм та кĕрхи такăр çулпа килелле танклаттартăм. Çĕр самаях сивĕннĕ. Ура лаппине ярса пусмассеренех сулхăн çапать. Эпĕ, ирĕке тухнă сурăх путекки пек, шăнса пăсăлас-тăвасран та шикленместĕп, çарранах çиçсе пыратăп.
Киле кĕтӳ аннă вăхăтра çитрĕм. Аннене курсан, каллех кăмăл хуçăлчĕ. Хам хурлăх курни çинчен каласа нама тăтăм та тӳсеймерĕм — нăшăклатса илтĕм. Анне аттене вăрçма тытăнчĕ:
— Çав вĕçкĕн майра патне кӳртиччен хваттерне ют çын патне тупмаллаччĕ, ачана çирĕм хут лайăхрах пулнă пулĕччĕ, — терĕ. — Епле пăрахса килме ăсу çитрĕ, ачам?..
Атте чĕнмест. Туятăп, эпĕ унăн ĕмĕтне татрăм: вăл темĕн чул тăрăшсан та, уринчи пушмакне парса ярсан та, эпĕ хула ачи пулаймарăм.
Анке мана пуçран шăлса ачашларĕ, çăвăнма хушре, хăй яшка антарма тытăнчĕ.
— Кунтан юлтăр вăл хулана каясси. Унти ыйткалакансене тăрантарса çитерес çук! Ыран, ачам, çăпата сыр та хресчен пул ĕнтĕ. Шăпах сĕлĕ аштармăллаччĕ-ха. Лаша хăвалакан кирлĕччĕ... Мĕн вĕреннипе çитĕ ĕнтĕ! Текех çил хăваласа çӳреймĕн.
Çул çинчен ывăнса килнĕскер, эпĕ, каçхи апат хыççăн, вырăн патне аран çитсе ӳкрĕм. Çĕрле пĕр тĕлĕк те курмарăм. Шурăмпуçпе манăн ыйха анне татрĕ.
— Тăр, ачам, анкартине каймалла.
Эпĕ, куçа тăрмалакаласа, аран-аран ура çине тăтăм та, тумланса, атте хыççăн картишне тухрăм. Çанталăкĕ шăнтнă иккен. Çанçурăма çийенчех сивĕ çапрĕ, чĕтретсе илчĕ. Атте ăшă вите алăкне уçса пăрахрĕ — çĕр каçиччен каннă лаша мăйне тăсса тухрĕ те пĕтĕм вăйĕпе туртăнса карăнчĕ, акасларĕ, хашлатса сывларĕ. Пусă патне утса пычĕ. Атте шыв кăларса валашка çине чашлаттарчĕ. Лаша шăршласа çеç пăхрĕ — ĕçмерĕ. Эпĕ ăна хама асăрхаттарасшăн пултăм: «Хушкапуç!» — тесе чĕнтĕм. Лаша ман енне çаврăнса пăхрĕ те хӳрине çеç пăтратса илчĕ. Эпĕ киле таврăннишĕн вăл пĕртте хĕпĕртемест.
Çурт хыçĕнчи анкартине çитсен, атте лашана халлĕхе арпа карти çумне кăкарса хучĕ. Эпĕ пĕчĕк капан çине чикмексĕрех хăпарса кайрăм, йĕтем çине сĕлĕ кĕлтисем ывăтма тытăнтăм. Тухăçри шупка пĕлĕт кăштах кĕренленнĕ çĕре эпир, ашăм сарса, çурлапа кĕлте çыххисене те касса хутăмăр. Пăртак тăрсан, кӳршĕри Хĕритун та, лашине çавăтса, пирĕн пата пычĕ. Атте йĕтем юпы çумне ункăлатса сӳс вĕрен çыхрĕ те унăн тепĕр вĕçĕпе юнашар тăратнă лашасен мăйĕнчен йăлмакласа илчĕ.
— Эй, кайрăмăр! Сантăр, хăвала! — тесе кăшкăрчĕ Хĕритун, — кару тыт, атту йĕтем хĕрринчи кĕлтисем ашăнмасăр юлĕç!
Юпа тавра чупакан лашасене хăваласси йывăр ĕç мар. Алăри пушăпа хăмсарса çеç тăр. Эсĕ юпа çумĕнче тăнипе хутран-ситрен пĕрре ярса пусатăн, йĕтем хĕрринчи лашасем пикенсех чупаççĕ, сĕлĕ кĕлтисене ватаççĕ, улăмĕнчен пĕрчине уйăраççĕ. Тăпачăпа çапас вырăнне сĕлле лашасемпе аштарма шухăшласа кăларакан, тем каласан та, чее çын пулнă, анчах çапакан машина шухăшласа кăларма ăсĕ çитеймен пулĕ. Чим-ха. Тĕрĕс-ши ку? Халĕ, акă, атте, çапакан машина пурри çинчен пĕлсен те, илме пултараймасть. Ахăртнех, тырра лашапа аштарас йăлана чухансем пуçласа янă-мĕн.
Кӳршĕ ял хыçĕнчен хĕвел хăпарса куçне йăмăхтарса пăхрĕ те каллех çăра пĕлĕт хыçне пытанчĕ. Килтен выльăхсене кĕтĕве хăваланă хыççăн анне персе çитрĕ. Ман кăмăла çĕклентерес шутпа-и е хăй савăннине пĕлтерес тесе-и, вăл йывăç сенĕк тытса тăракан Хĕритуна йĕтем çине тăсса кăтартрĕ.
— Пирĕн йĕкĕт таврăнчĕ вĕт-ха, епле пулăшать. Тек ниçта та ямастпăр ĕнтĕ!
Анне сăмахĕсем мана сасартăк çӳçентерсе илчĕç. Эпĕ вĕренӳ çулĕ çинчен пачах пăрăнса каятăп-ши вара? Атте мĕн шутлать-ши? Вăл паян тăрса тухнăранпа та пĕр сăмах чĕнмерĕ. Халĕ те салху. Аллинчи сенĕкпе йĕтем хĕрринчи кĕлтесене силлесе шалалла ывăтать те каллех шухăша кайса тăрать. Мĕн ачаранпах ĕмĕтленнĕ çутă ĕмĕтсем Пăвари Шуркин арăмĕ мана выçăпа аптратнишĕнех сӳнсе лармалла-ши?
Ирхи апата кайнă чух эпĕ юри аттепе каярах юлтăм та малалла мĕн тумалли çинчен ыйтрăм.
— Пăвара пурăнма хăват çитереймĕпĕр çав.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...