Пăва çулĕ çинче :: Пĕр усăсăр иртсе кайнă кун
— Пĕлĕшсем тетĕн-и? Э, мана Чĕмпĕрпе Хусан кĕпĕрнинче кам пĕлмест? Эпир пĕррехинче Хусанта генерала арăмĕпе çывăрнă çĕртен çаратса тухрăмăр. Çурчĕ кермен пек çӳллĕ. Урамра хапхи умĕнче икĕ салтак сыхласа тăрать. Эпир генерал мундирне тăхăнса тухнă чух часовойсем чеç парса кăларса ячĕç.
— Кайран хăваламарĕç-и? — ерипен ыйтать Туманик Иванĕ.
Ярмуш, ăна тин çеç асăрханăн, тутине тăсса пуçне каçăртать:
— Мана чыс туса Туманик те килмен-и? Туманик, хăйне темле аван мар ĕç тунă çĕрте курса намăслантарнă пек, ним чĕнме аптраса тăчĕ. Ярмуш ăна кăкăрĕнчен тытса силлерĕ:
— Эсĕ, тăванăм, хăвăн улăм витнĕ пӳртне вăрласа каясран шикленетĕн-и? Э, ĕлĕк мĕнле каланă-ха? Шикли шикленнĕ, кĕрĕкне пĕркеннĕ, теççĕ-и? Пуянсемпе пĕрле эсĕ те кĕрĕк пĕркенсе ларас тетĕн-и? Тен, эсĕ мухмăрпа аптранă? Апла пулсан, атя, мухмăрна пĕрле чĕртĕпĕр. Манăн мухмăр утмăл куна пырать те йăлтах аптраса çитетĕп вара, Эй, халăх, мĕншĕн купăс каламастăр?.. Манăн ташлас килет!
— Ара, эпир кичем пурăнатпăр вĕт кунта. Пирĕн хуттăрта купăс та çук.
— Питлĕх çапăр! — кăшкăрса пăрахрĕ Ярмуш. — Атту...
Шăла çыртса калаçкалакан çынсем ирĕксĕрех ушкăнти пĕр качча питлĕх илсе тухма хушрĕç. Лешĕ, тĕрленĕ çухаллă кĕпе тăхăннă çамрăк, куçне хĕссе пуçне ухрĕ, мĕн тумаллине сисетĕп тенĕ пек, кулса, картишне кĕрсе кайрĕ. Тепĕр минутран вăл шăтăк витре йăтса тухрĕ те Ярмуш умне тăрса, витленĕ пек шăлĕсене кăтартса, çăварне карса пăрахрĕ, сылтăм аллинчи патакпа витрине шанлаттарма тытăнчĕ, пĕр вырăнта ташланăн чĕркуççийĕсене чĕтретсе илчĕ. Ярмуш ăна мухтаса ыталама тăрсан, каччă сасартăк каялла чакрĕ, ман ура çине пусрĕ. Эпĕ кăштах çухăрса ямарăм, «çав кирлĕ-ха сана, киле васкас вырăнне кунта çапкаланса çӳретĕн» тесе, хама хам вăрçса тăкрăм. Çавăнтах Туманик Иванне хам мĕн çăмăлпа килнине пĕлтерме шут тытрăм, хăюланса, унăн хулĕнчен тĕртрĕм. Туманик хăйне Ярмуш хăртса пăрахнă хыççăн чăрсăрланма, чĕрре кĕме хăтланчĕ, Ярмуша тĕртсе акă мĕн каларĕ вăл:
— Кун пек купăспа та тĕнчере пĕр çынна ташлаттарма пулать иккен.
Айккинерех тăраканнисем ахăлтатса кулса ячĕç. Ярмуш, ушкăн варринчен тухса, Туманике кĕпе çухинчен ярса тытма хăлаçланчĕ, çыннисем, ăна икĕ хулĕнчен çавăтса, картишне илсе кĕрсе кайрĕç. Ушкăнти халăх, лăштах сывласа янăн, пĕр самантлăха шăп пулчĕ. Ярмуш Туманике тавăрайманнине манман иккен — пăртак тăрсан вăл, калинккерен каялла тухса, сылтăм чăмăрне кăтартрĕ:
— Эй, Туманик, эпĕ сана Виçĕ хурăна кайса евит тума хушатăп: кĕçĕр хăнасем килеççĕ тесе пĕлтер. Лайăх кĕтсе илччĕр!
Виçĕ хурăн кунтан пилĕк çухрăмри пĕр килĕллĕ хуттăр ячĕ. Унăн хуçи иртнĕ эрнере пирĕн пата икĕ кĕске пăшал илсе пырса аттене юсаттарнăччĕ. «Çĕрлехи отряд» пирки вăл: «Пырса çеç çулăхчăр, тăхлан пăрçа пăтти çитерсе яратăп», — тенĕчче. Ярмуш Виçĕ хурăн хуçи парăнма шутламаннине те пĕлмест, те пĕлсе юри çапла хăратать.
Ярмуш хыпарĕ ушкăнти çынсене сасартăк тĕлĕнтерсе пăрахать. Кулкаласа сăмах вылятаканнисен çаврака пичĕсем, тăрăхланнăçемĕн тăрăхланса, кичеммĕн курăнакан пулаççĕ. Пурте шухăша каяççĕ. Пĕр Туманик çеç пуçа усмасть. Вăл Ярмуш умне пырса çĕлĕкне илет:
— Пĕр çынна çеç хыпар çитересшĕн çăпата çĕтсе çӳреместĕп ĕнтĕ, çул май ыран каç кам патĕнче пулассине те каласа яр, пĕрех хутне.
— Ыран Тимĕрлере, тепĕр кун туçасем патĕнче, унтан черет Савик патне çитет, пурне те кала, шăп çур çĕр тĕлĕнче кĕтсе тăччăр!
Акă мĕн пĕлтерчĕ Ярмуш.
Ушкăнти çынсем тĕлĕннипе пĕççисене шарт çапаççĕ.
Пирĕн ялйышсене хĕсĕрлесе утелне çĕрне каялла туртса илнĕренпе Савик таврари чи хаяр та никама пăхăнми хуçа пулса тăратчĕ-ха. Ярмуш унтан та хăрамасть иккен.
Туманик каллех кулкаласа сăмах тăсать:
— Савик ывăлĕ Чĕмпĕртен пулемет илсе килнĕ темеççĕ-и?
Кăна хирĕç Ярмуш аллипе çеç сулчĕ, «ун пирки пуплесе çăвар тутине те сая ярассăм килмест» тенĕ пек, текех калаçса тăмарĕ, кил хушшине кĕрсе, калинккине шап хупрĕ.
Çичĕ килĕллĕ урам варрине тăрса юлнă арçынсем, ĕнсисене хыçкаласа, пĕр-пĕрин çине пăхса илеççĕ. Туманик Иванĕ чĕлĕмне кăларса табак тултарнă май хуттăр çыннисене хĕрхеннĕ пек пулса тем мăкăртатрĕ.
— Пахчана иленнĕ сыснана чукмарпа хĕнеме хушаççĕ, — терĕ ушкăнти кӳршисене Левентей, — эсир, ахăртнех, урăхла шухăшлатăр пуль?
— Мĕнле сысна вĕт?
— Шĕвĕр сăмсаллă сысна, хăйне пĕрре чукмарпа хĕнесе ярсан, тепре килме чĕнчĕç тесе калать, тет. Сысни вăл тĕрли пулать вĕт? — Шĕпĕн сăмсаллă çын, куçпуçне вылятса, йĕри-тавралла пăхкаласа илчĕ.
Туманик Иванĕ тинех пире асăрхарĕ, эпĕ кам ачи иккенне те палларĕ, мĕн çăмăлпа çӳренине те сисрĕ. Ушкăнти çынсем çине пăхса: «Манăн килелле уттарас пуль», — тесе, çăм шлепкине çĕклесе каялла пусарах лартрĕ.
— Чипер кай! — харăсах ик-виçĕ сасă хуравларĕç ăна.
Тарăнвар пуçĕнче хуттăртан каялла — анаталла утма питĕ те канас пулчĕ. Туманикĕн пĕр-пĕччен ларакан пĕчĕк çурчĕ патне çитиччен эпĕ атте мĕн хушнине каласа кăтартрăм. Туманик темшĕн мана тарават пулмарĕ, килне çитсен те, арăмĕпе ывăлне часрах çăнăх виçсе пама хушас вырăнне, мана лаша кӳлме çеç пулăшрĕ.
Курăк çисе тăраннă лаша киле каясса сисрĕ, турта хушшине кĕртсе тăратнă-тăратманах вырăнтан хускалма хăтланчĕ. Эпĕ ăна пуçĕнчен лăпкаса кăштах чарса тăратасшăнччĕ, лаша мана ăнланмарĕ, малти урисемпе çĕре чава-чава илчĕ.
— Халех, — терĕм эпĕ ăна, урапа тĕпĕнче выртакан пушă миххе саркаласа. — Ак çакăнта çăнăх тултăратпăр та тӳрех киле вĕçтеретпĕр.
— Аçуна кала, çăнăхне эпĕ пасара кайнă чух çула май хам кĕртсе хăварăп, — тесе тĕлĕнтерчĕ Туманик.
— Атте мана паянах илсе килме хушса ячĕ, — кăмăлсăр пултăм эпĕ.
— Çук, паян килте писмен çук.
— Апла пулсан, ав, унта кайса виçĕпĕр, — сăрт çинчи хуттăр енне тăсса кăтартрăм.
— Пĕр пăтшăн çынна чăрмантарса çӳресси, ырантан тепĕр кунне пасар вĕт — хамах леçсе паратăп, — тесе Туманик картишне кĕрсе кайрĕ.
Килте хама анне пушă кăвас чĕресĕ умĕнче кĕтсе ларнине аса илтĕм: эпĕ çăнăхсăр таврăнсан, пирĕн ыран çăкăр пулмасть. Çакна асра тытса, эпĕ лашана сылтăм турта çумне туртса çыхрăм та хуçа хыççăн картишне кĕтем, анне кăвас хума хатĕрленсе тăни çинчен каласа патăм.
— Эккей, ача, каларăм-çке сана, хам леçсе паратăп тесе! Мĕн эсĕ сăпса пек çыпçăнатăн? — ятласа тăкрĕ Туманик, хыçалти алăкĕнчен пахчаналла тухса.
Эпĕ картишĕнче пĕр-пĕччен тăрса юлтăм. Миккульпе амăшĕ те таçта кайса кĕчĕç. Хапха умĕнче тин çеç вĕреме кĕнĕ сăмавар чашкăрса ларать. Çак сăмавара пĕр эрне каялла типĕлле лартнă хыççăн Туманик ăна юсама атте патне пырса панăччĕ. Ун чухне сăмаварăн кранĕпе икĕ хăлăпĕ тавра шăранса тухнă тăхлан купаланса тăратчĕ. Атте Туманике нумай кĕттермерĕ — икĕ кун хушшинчех юсаса пачĕ. Малтан килĕшсе татăлнă пĕр пăт çăнăх пирки Туманик ун чухне çапла каласа хăварчĕ: «Эпĕ Юхмана кайнăччĕ те, çула май кĕрсе пăхас терĕм, сăмаварне парса яр, эппин, чейсĕр пурăнаймастăп, çăнăхне ăна ыранах кӳрсе парăп».
Атте ăна шанса сăмаварне парса ячĕ. Çавăн хыççăн пĕр кун кĕтрĕмĕр, икĕ кун кĕтрĕмĕр. Туманик çăнăх килсе пани-туни пулмарĕ. Паян акă эпĕ ятарласах ун патне лаша кӳлсе килтĕм. Туманик каллех улталарĕ. Тарăхнипе вара хам та сисмерĕм — хапха умĕнче чашкăрса ларакан сăмавар кранне кăштах пăртăм: аран шыв юхма пуçларĕ. Эпĕ текех тытăнса тăмарăм — урапа çине васкаса лартăм та лашана хускатрăм. Çул çинче Туманик хыçран хăвалать пулĕ тесе кăштах шикленнĕччĕ те — вăл-ку пулмарĕ.
Çакнашкал хăтланнăшăн мана атте кăштах ятласа илчĕ те — анне хута кĕчĕ:
— Хам пулсан, эпĕ ăна сăмаварне те каялла хурса килмелле, — терĕ вăл.
Аттепе анне ман пирки икĕ тĕрлĕ калаçса илни, паллах, никама та лăплантарма пултараймарĕ. Кăвас хумашкăн пурпĕрех килте çăнăх çук: çил пулманнипе эпир çăнăх ниепле авăртаймастпăр. Анне, кӳршĕрен пĕр тирĕк çăнăх кивçен илсе, каçхи апата салма пĕçерсе пачĕ те ыран валли «турă парасса кĕтес пулать» терĕ. Атте турă çине шанма юрамасть терĕ. Çавăнпа вăл каçхи апат хыççăн та лаçа тухса утрĕ. Часах ун патне эпĕ те пырса тăтăм. Атте алă арманĕ тума тытăнчĕ.
Аттерен курса, эпĕ те патрон гильзинчен зажигалка тума тытăнтăм. Патрон гильзи ялта нумай. Фронтран таврăнакан кашни салтак винтовка та тулли патронташ йăтса килет. Хуттăр хуçисем кăçал çăмарта пухакан суту-илӳçĕ пекех тырăлла патрон сумкисемпе пăшалсем пухаççĕ.
Эпĕ аттепе юнашар хĕрсе ĕçлеме çеç тытăннăччĕ — хĕвел анса ларчĕ, куç курми пулчĕ. Вара иксĕмĕр те лаçăн уçă алăкĕ умне канма тухса лартăмăр. Выртса çывăрма та вăхăт ĕнтĕ. Темшĕн пирĕн киле васкас килмест. Атте, самана лăпкă пулмасан та, мана вĕренме хулана леçес тет. Эпĕ урара атă çуккишĕн пăшăрханатăп. Пĕлĕтре çăлтăрсем палăракан пулсан, лаç умне анне çитсе тăчĕ:
— Эсир кунта мĕн ĕçлесе ларатăр?
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...