Пăва çулĕ çинче :: Тăвăл умĕн
Çуркуннехи типĕре панулми çинчен астутарни манăн пĕтĕм ăшчике ăвăнтарса илет, тута-çăвар та тутта туять. Çапах та эпĕ, Куршук капкăнне верстак çине хурса, урăх ĕçе тытăннăн тăватăп.
— Ыран каçа ниепле ĕлкĕртме çук.
Куршук шухăша каять. Эпĕ те чĕнместĕп. «Капкăнне каялла йăтса кайинччĕ ку, пĕрех хутне» тесе, тусанлă чӳрече умне пырса тăтăм. Мучи кайма шухăшламасть. Лаçри шыв катки çине пăхатăп, унтан верстак çинчи инструментсене пĕр çĕртен тепĕр çĕре илсе хуратăп. Чӳрече витĕр тахши аякран, Пăва енчен, килни курăнса кайрĕ.
— Ха, кам ку? — тесе эпĕ кăшкăрса ятăм та Куршукран малтан тула чупса тухрăм.
Пирĕн касран пĕр çур çухрăмра хура пиншаклă çын уксахласа килет. Унăн çутă тӳмисем аякранах куçа йăмăхтараççĕ. Карттусĕ сăмсасăр, хыçалтан икĕ хура лента вĕлкĕшсе пырать. Çакнашкал тумтире тинĕс çинчи матроссем çеç тăхăннине эпĕ лайăх пĕлетĕп, темле картинка çинче те курнăччĕ. «Матрос, матрос килет!» — тесе, эпĕ пĕр-икĕ утăм хирелле ярса пусрăм. Манăн çивĕч куçăм хура лентăсем çинчи пĕчĕкçеççĕ якăрсене те палăртрĕ — ылтăн тĕслĕ хăйсем. Унччен те пулмарĕ, эпĕ кăштах уксахласа килекен матроса палласа та илтĕм: Ухик!
Уçă лаçа пăрахсах эпĕ ăна хирĕç чупрăм. Ярса пусмассеренех Ухик патне çывхаратăп. Хавасланнă куç-пуçăм умĕнче Ухик тăрать: ĕлĕкхипе танлаштарсан, сарлакарах та, çӳллĕрех те пек туйăнать. Пуринчен ытла сăнтан нумай улшăннă вăл: çиллес çыннăн куранать. Тен, çавăнпа эпĕ ăна пĕр сăмах калаймастăп. Сасартăк пӳлĕнтĕм. Ухик эпĕ вăтаннине сисрĕ пулмалла. Кулса ячĕ:
— Эсĕ, ачамушка-чамушка, мана хирĕç тухрăн-и? — терĕ вăл ырă кăмăллăн.
Манăн питçăмартисем пĕçерсе кайрĕç. Хĕрелтĕм пулмалла. Каллех нимĕн чĕнейместĕп.
— Эсĕ кам ачи, а? — йăвашшăн ыйтать Ухик.
— Ахмар Лука ывăлĕ! — вăрăммăн сывланăн персе ятăм эпĕ, — Сантăр.
— Э, Сантăр-и?! Сана паллама та çук, епле ӳссе кайнă. Маттур. Ну, мĕнле пурăнатăр? — тесе, вăл мана çурăмран лăпкаса ыталарĕ, кăштах пĕшкĕнчĕ те питçăмартине малтан пĕр енчен, унтан тепĕр енчен чуптурĕ. Эпĕ тинех ĕлĕкхи ырă кăмăллă Ухике астуса илтĕм.
— Эх, Сантăр, — тесе, вăл мана тепĕр хут лăпкаса илчĕ. — Пĕртăван шăллăма курнă пекех туйăнса кайрĕ! Пĕтĕм чунăм-чĕремĕм хĕпĕртерĕ. Еплелле ӳссе кайнă!
Сасартăк вăл хăравçăн ман куçран пăхрĕ.
— Манăн анне мĕнле пурăнать?
Эпĕ калама тăрсан, вăл шартах сиксе ӳкрĕ:
— Сывă-и? Ну?
Нумай пулмасть анне Сахьяна карчăк патĕнче пулнăччĕ. Вăл час-часах чĕри ыратнипе тата сывлăшĕ пӳлĕннипе аптрать. «Пĕрре çеç ывăлăм çине пăхса илĕттĕм те вилĕттĕм», — тесе тăтăшах Ухике асăнать тенĕччĕ анне.
Çакна пĕлтерсен, Ухик сылтăм аллине çĕклесе тахшине юнарĕ:
— Çук, халь тин шăтăка кĕрсе выртма памастăп ăна! Унта лайăххи нимĕн те çук. Эпĕ шăтăкра пулса курнă вĕт, астăватăн-и?
Ухик, çурăмĕ хыçĕнчи пĕчĕк хутаççипе хуткупăсĕн кантрине тӳрлетсе, ман куçран пăхрĕ, кăштах кулса илчĕ:
— Шăтăка пытарнăччĕ те, эпĕ каялла сиксе тухрăм. Тĕттĕм те нӳрлĕ унта. Килĕшмерĕ. Тен, эпĕ хам та çĕре килĕшмен? Эсĕ мĕнле шутлатăн? — чее куçĕсене вылятрĕ Ухик.
Эпĕ, вăл шӳт тунине ăнланса, сăмах тавраш хушмарăм. Ухик кутамкки кантрине малалла туртса пĕшкĕнсен, унăн карттус лентисем ман питçăмартине лекрĕç: сăмсана темле, эпĕ халиччен пĕлмен шăршă çапрĕ: те табак шăрши пулчĕ вăл, те тинĕс шăрши вăл?
— Çĕр мана йышăнмарĕ, — малалла тăсрĕ вăл çурма шӳтлĕ сăмахне, — шыв питĕ те тарават пулчĕ вара. Нимĕçсем пирĕн карапа путарма тăрсан, эпĕ тӳрех вутăш патне сикрĕм, икĕ пӳрнене татса юлчĕ, хăямат.
Эпĕ тин унăн аманнă аллине астурăм.
— Манăн ура та пăртак уксахлать, анчах киле çитме инçе мар ĕнтĕ.
Çула май эпĕ салтакри аттепе Мишша тете çинчен калакаласа кăтартрăм. Ухик арçынсенчен ялта кам-кам пуррине ыйтрĕ. Эпĕ йĕркипе стариксен речĕсене шутласа тухрăм, Ильпăрас Тиххăнĕ тиексене укçа парса салтакран юлнине те пĕлтертĕм, унтан вăрçă час чарăнать-и тесе ыйтрăм.
— Вăрçи нумая пымĕ, — сăмаха татса каларĕ Ухик, — кĕçех акă салтаксем ушкăнĕ-ушкăнĕпе киле персе çитĕç. Вăхăтлăх правительствăшăн никамăн та юн тăкас килмест. Патша вырăнне улпутсем кĕрсе ларчĕç те пире татах юн тăктарасшăн. Эпир халь тин ултава парăммăпăр. Çапла-и, Сантăр?
— Çапла, — терĕм эпĕ, хам мĕн çинчен каланине ăнланмасăр.
Ухик Вăхăтлăх правительство пирки ялта мĕнле шутланине пĕлесшĕн. Эпĕ ăна асаттесем çĕр çинчен çеç пуплешнине, утелне çĕрĕпе Савик тара илнĕ улăха туртса илесшĕннине астутартăм.
— Тĕрĕс шутлаççĕ! — савăнса кăшкăрса ячĕ Ухик. — Тĕп-тĕрĕс. Мĕн пирки чарăнса тăраççĕ вара?
— Хулара Савике хӳтĕлекенсем пур, тет. Пирĕн ял-йышсем питĕ хăраççĕ унтан.
— Мĕншĕн хăраççĕ?
— Савикрен ĕмĕр тăршшĕпех хăраса пурăннă.
— Ĕлĕк хăранă та, халĕ хăрамалла мар, — терĕ Ухик. — Ĕлĕк те хăрамалла пулман, анчах халăх хăйĕн вăйне чухламан. Халах вăл кирек хăçан та улпутсенчен йышлă та, вăйлă та пулнă.
Сывлăш çавăрса ямалла вăл, чарăнса, ял çине пăхса илчĕ.
— Халăх ĕлĕк ыйхăри пек тĕлĕрсе пурăннă. Астăватăн-и, мана вилнĕ тесе шăтăка кайса чикнĕччĕ. Эпĕ чĕрех пулнă. Сикрĕм те тăтăм. Халăх та çавăн пек — ĕлĕк тĕлĕрсе тăнă, халĕ ура çине сиксе тăчĕ... Ну, кун пирки кайран сăмахлăпăр... Ха, урам тулли çын пухăннă. Пире хирĕç тухман-тăр вĕт?
Ухик таврăнни çинчен ялйышсене Куршук систернĕ иккен. Акă вăл халĕ стариксемпе пĕрле инçетрен таврăнакан матроса ыталать. Эпĕ ушкăн тулашне тăрса юлтăм. Стариксемпе хĕрарăмсен хулпуççи урлă мана Ухик карттусĕнчен кăкарăннă лентăсем вĕлкĕшни çеç курăнаççĕ. Эпĕ, уçă лаçă çинчен аса илсе, ял вĕçне чупса кайрăм. Куршук лаç алăкне хупса хăварнă иккен. Капкăнне илсе кайман, юсаттарасшăнах-мĕн. Ăна курсан, манăн кăмăл тулса çитрĕ. «Хуçăлнă çăртине мĕнле тăвас пулать-ха?» — тесе иккĕленсе тăтăм. Çавăнтах Ухике аса илтĕм. Вăл мана пăрахмĕ ĕнтĕ, пулăшĕ, капкăн пружинине мĕнле тумаллине те вĕрентĕ.
Лаç алăкне эпĕ хупрăм та çăра уççине икĕ хутчен пăртăм. Атте те çапла питĕретчĕ.
Пĕр-икĕ кун иртсен, Ухик пирĕн пата килсе кĕчĕ. Эпĕ асаттене кайса чĕнтĕм. Анне, типĕ вăхăчĕ пулсан та, виçĕ чăхран пĕрне пусса хăна валли яшка пĕçерчĕ.
Ухик йĕркипе хăй ăçта-ăçта пулни çинчен каласа кăтартрĕ. Вăл асатте пĕлекен Варшава хулинче пулман иккен.
— Унта çитме тĕл килмерĕ, — терĕ Ухик. — Эпĕ Питĕр таврашĕнче пурăнтăм.
— Эпĕ Варшавăра таçта та çитсе курнă, офицер мана ялан пирус е эрех илме яратчĕ. Ещĕкĕ-ещĕкĕпе йăтаттăм, — сăмах май мухтанса илчĕ асатте.
— Мускавра пултăн-и? — ыйтрăм эпĕ Ухикрен.
— Мускав урлă темиçе хут та иртсе кайма тиврĕ.
— Мускав урамĕсем вăрăм-и?
— Вăрăм! Ир пуçласа каçчен ут, пурпĕрех урам вĕçне тухаймастăн. Хула тулашĕпе çаврăнас тесен, кунтан Чĕмпĕре çитиччен каяс пулать. Çурчĕсем мĕнешкел! Çӳллĕшĕ чиркӳ пек, сарлакăшĕ — пирĕн касри вун кил сарлакăшĕ. Пирĕн ял çыннисем пĕр çурта вырнаçмалла, икĕ çурт парсан, выльăхĕ-чĕрлĕхĕпех, чăххи-чĕппипех кĕрсе каймалла. Акăш-макăш пысăк. Тăватшар-пилĕкшер хутлă. Чи çӳлте крыльца, ăна балкон теççĕ. Унта чей ĕçсе лараççĕ вара.
Çапăçури «мыскарасем» çинчен Ухик сахал калаçать.
— Мĕнле амантрĕç-ха сана? — тесе ыйтрĕ анне. Юн нумай кайрĕ пуль?
— Вăрçăра унта, инке, мĕнпурĕ те юн та пыйтă, пылчăк та тусан. Мĕнле амантрĕç тетĕн? Мĕнле калас? Эпĕ флотраччĕ. Унтан пехотăпа пĕрле окопа куçарчĕç. Çĕрлеччĕ. Окопра выртаттăмăр. Унтăн приказ пулчĕ. Ирхине наступлени теççĕ. Çывăрма памарĕç. Пирĕн ротнăй ахаль чух усалччĕ, хальхинче ача пек ачашшăн калаçма пуçларĕ. Вилесрен хăрать... Ну, çутăлса килчĕ. Икĕ ракета пачĕç. Пулеметсем шăтăртатма пуçларĕç. Хырăмпа малалла, нимĕçсем патнелле, шума тытăнтăмăр. Унччен те пулмарĕ, снаряд ӳлесе килчĕ те шăп пирĕн ума ӳксе çурăлса кайрĕ. Эпир çĕр çумнех лăпчăнса выртрăмăр. Пăртак тăрсан, каллех малалла шума хушрĕç. Эпĕ хускалтăм çеç, сулахай чĕркуççи пĕçерсе кайрĕ. Шăлавара хыпашласа пăхрăм та — йĕп-йĕпе. Юн тапса тухнă. Эпĕ тинех хăраса ӳкрĕм. Сивĕ тар тухса кайрĕ. Малалла мĕн пулнине астумастăп та. Госпитальте тин тăна кĕтĕм. Урана операци тунă чух тухтăр чĕркуççи айĕнчен икĕ осколка кăларса илнĕ. Алла флотра чухнех амантнăччĕ те, карап çинчех тӳрленнĕччĕ.
Пӳрте асатте тусĕсем — Лăриванпа Шаккаман, Терен пырса кĕреççĕ. Сăмах вăрçă хыпарĕсем хыççăн тӳре-шара çине куçать. Стариксем малашне Раççее кам тытса пырасси çинчен ыйтаççĕ.
— Çĕр пирки çĕнĕ йĕрке тухман-и? — теççĕ вĕсем. Сĕтел хушшинчен тухса чĕлĕм тивертсе янă Ухик пĕркана табак тĕтĕмне çăтса илет те ерипен кăна çапла калать:
— Влаçа улпутсем, пуянсем илесшĕн.
— Чăнах-и? Каллех пире мăшкăлласа пурнĕç-ши? — хăраса ӳкеççĕ стариксем.
— Парăнас пулмасть, — тет Ухик, — хуласенчи рабочисем пирĕншĕн хытă тăраççĕ. Эпĕ поезд çине ларас умĕн вокзалта митинг пулчĕ. Пире тӳрех каларĕç: киле çитсен, хресченсене калăр, çĕр вĕсен пулмалла, улпут çĕрĕсене, утелне çĕрĕсене, мăнастир çĕрĕсене — пурне те хресченсене валеçсе памалла терĕç. Çапла вăт, ялйышсем. Эсир кунта пĕр Савик хуçана хирĕç тăрайман. Епле-ха вăл, ют ял çынни, пирĕн хирте хуçа пулса тăнă?!
— Укçи нумай та, кашни чухăн çынна «хĕрхенет», тырă парать, укçа парать, унтан çĕрне туртса илет, — тет Лăриван пичче.
— Земски те ун майлăччĕ.
— Пуянсем вĕсем законсене лайăх пĕлеççĕ. Законĕ вăл пĕрмай пире, чухăнсене, хирĕç.
— Хăрас пулмасть. Халĕ кам вăйлă, çав çĕнтерет. Э, халăх кирек хăçан та Савик пек хуçасенчен вăйлăрах, — паттăррăн калать Ухик.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...