Пăва çулĕ çинче :: «Патшисене мĕн çитмест-ши?»
Хире тырă вырма тухсан пĕр-икĕ кунтанах халăх хушшинче хăрушă хыпар сарăлчĕ. Вăрçă тапраннă!..
Аттепе пĕрле хиртен эпĕ те, анне те таврăнтăмăр. Атте вулăс кантурне кайса килчĕ. Мобилизаци. Унăн ыран Пăвара пулмалла иккен. Анне кăмака хутса чӳлмекпе сăра лартрĕ, хутаç çĕлерĕ, атте валли таса кĕпе-йĕм хатĕрлерĕ. Кĕтӳ аннă-анманах така пустарчĕ, шăрттан туса вĕри кăмакана лартрĕ. Каçкӳлĕм пирĕн пата Мишша пиччепе Энтри юрласа килчĕç. Кăштах хĕрĕнкĕ, вĕсен те ят тухнă иккен, ыран аттепе пĕрле салтака ăсанмалла.
Анне мана Эçуксем патне хăмла ыйтма ячĕ. Урамра салтакла юрласа килтен киле çӳрекенсем темĕн чухлĕ иккен. Ыран Эçук ашшĕ те, пирĕнпе юнашар Петĕр, Çурăм Митрахван ывăлĕсем, Шерне, Леврук таврашĕсем те приюмра пулмалла... (Ун чухне салтака илекен комиссие çапла каланă.) Кашни килтех куççуль тăкса йĕни илтĕнет.
Манăн анне тутăрне шывланнă куçĕ çине антарса çыхнă, ман умра йĕме чарăнать те, кăшт пăрăнсан, каллех пĕчĕк ача пек ĕсĕклесе йĕрет. Атте Мишша пиччепе ыталанса урам тăрăх тухса утмарĕ: «Манăн килте ĕç пур-ха», — тесе, хăнасене ăсатса ячĕ те мана лаççа ертсе кайрĕ, юсама хăварнă япаласене хуçисене валеçсе пама кăтартрĕ, четвĕрт кĕленчинчи кислотана çатанĕпех кĕлете куçарса лартрăмăр.
— Сана вĕрентесшĕнччĕ те, пулмарĕ, ĕмĕте вăрçă татрĕ, — тесе, атте чикарккă тивертсе ячĕ.
— Телейĕ пулмарĕ пуль çав, шăп çитĕнмелли кунта ашшĕсĕр тăрса юлать, — хурланса каларĕ анне.
Каçхине пирĕн пата Куршук Ваçлейĕ пырса кĕчĕ. Ăна пирĕн аттепе Мишша пиччене Пăвана леçме лава уйăрнă иккен, унăн пĕр ывăл кăна та, халлĕхе салтакран хăварнă, тет.
— Патшисене мĕн çитмест-ши ĕнтĕ, пурăнасчĕ вăрçăсăр. Те çын ытлашши ĕрченинчен хăраççĕ, çĕр çитмĕ теççĕ-ши? — салтака каякансен хутне кĕрсе каларĕ Куршук.
— Патшисем пирĕнтен ыйтмаççĕ-çке, пирĕнтен ыйтсан, калăттăмăрччĕ, мĕн илес тенĕ ил, анчах вăрçăран хăтар тенĕ пулăттăмăр, — терĕ атте.
Анне Куршука чӳлмек сăрине тултарса пачĕ.
— Эй, кинĕм, мана ĕçтерсе ан тăр-ха, салтака каякансене ĕçтер, — тенĕ çĕртенех старик сăра чаплашкине ярса тытрĕ. Сăмах май вăл Пăвана хăш вăхăтра тухса каясси çинчен ыйтса пĕлчĕ.
— Ыран кăнтăрла иртсен каятпăр пулĕ.
— Юрĕ, салтакне ăна ытлашши васкаса каймасан та юрĕ, уншăн тытса хупмĕç, эпĕ кайса лашине сĕлĕ парам-ха эппин, çул çинче пушă тытмалла ан пултăр.
Куршук тухса кайсан, анне аттене милĕкпе таса кĕпесем тыттарчĕ, мунчана кайма васкатрĕ:
— Вутпуççисем паçăрах çунса пĕтрĕç, кайса çăвăнăр ĕнтĕ, атту сивĕнсе кайĕ.
Атте мана пахчари мунчана ертсе кайрĕ.
— Телейӳ пулмарĕ, кăçал вĕренме кĕреймерĕн, — терĕ вăл, — мĕн тăвас тетĕн, вăрçи пирĕншĕн çеç сиксе тухман ĕнтĕ. Сывлăх пулсан, каялла та çаврăнса килĕп, ун чухне хамах хулана ертсе кайăп, Мĕнле пулсан та, пуçна ан ус, ывăлăм. Пĕлетĕп, сана та, аннӳпе шăллуна та йывăр килĕ. Инструментсене те çухатса ан пĕтер, кирлĕ пулĕç. Эх, кăна пĕлнĕ пулсан...
Вăрçă сасартăк тухассине пĕлнĕ пулсан, атте мĕн тăвасси çинчен каламарĕ, мунча урати çине уçă сывлăша тухса ларчĕ те чылайччен сăмах хушмарĕ, йывăр шухăша путрĕ. Урамра купăс сасси те рекрутсем юрлани илтĕнсе кайрĕ.
Кĕркунне те акнă, ай, уçăма
Ĕнтĕ курсан курăр, ай, çуркунне.
Кунтан эпир тухса, ай, кайсассăн,
Курсан курăр пире, ай, тĕлĕкре.
Атте, ыйхăран вăраннă пек, аллипе пит-куçне сăтăрса илчĕ те шыва кĕрсе тумланма тытăнчĕ. Килте аттене ăсатма пухăннă хăнасем кĕтсе лараççĕ. Анне чӳлмек сăрине аттене тав туса ĕçтерчĕ те унтан йĕркипех хăнасене те чаплашка тыттарчĕ. Хăнасем хушшинче асатте пур. Вăл аттене таврăнма пилленĕ май ман çине те пăхса илчĕ.
— Сантăру çын пулнă ĕнтĕ, унпа эпир аки-сухине те тăвăпăр, кĕлтине те кĕртĕпĕр. Е, пирĕншĕн хыпса ан çун, хăвна асту, сывлăхлă çаврăнса килмелле пултăр!
Тепĕр кун пирĕн умран Пăва енне мăшăр ут кӳлнĕ лавсем ирте пуçларĕç. Салтака каякансем пĕр-пĕринпе ыталанса, аллинчи тĕрĕллĕ тутăрĕсене вĕçтерсе хурлăхлă юрă юрлаççĕ, купăсĕ те вĕсене май ĕнерет. Вĕсем хыççăн ăсатаканнисем — арăмĕсемпе ачи-пăчисем, ашшĕ-амăшĕсем, тăванĕсем е, салтака каяканнисем йĕкĕт пулсан, савнă хĕрĕсем, сăра витрисем йăтса пыраççĕ.
Улăха тухсан, лавсем чарăнса тăраççĕ, рекрутсем тăванĕсемпе сывпуллашма тытăнаççĕ. Кунта чуна ыраттарса тухакан сăмахсем калани, каçса кайсах йĕни, сывлăх сунса турра асăнни илтĕнет.
Акă пирĕн те черет çитрĕ. Атте, Эçук ашшĕ, Мишша тете тата кӳршĕри ытти рекрутсем те ыталанса тытрĕç те, тутăрсем вĕçтерсе, ял хушшинелле уттарчĕç. Эçукпа эпир те аттесем хыççăн чиркӳ умне çитиччен пытăмăр.
Кунта рекрутсем чарăнса тăчĕç. Чиркӳ старости вĕсене уçă чиркĕве турра пуççапма ертсе кĕчĕ.
Чиркӳрен тухсан, аттесем ушкăнĕпех пирĕн çуртпа сывпуллашма кайрĕç. Рекрутсене хирĕç крыльца çине малтан асатте, унтан пĕчĕк турăш йăтнă асанне тухрĕç. Аттепе Мишша тете, пуçĕсене усса, ушкăнтан маларах иртсе, вĕсем патне пырса тăчĕç, асанне кĕлĕ каласа хăйĕн ывăлĕсене пехиллерĕ, асатте хĕрес хыврĕ. Сывпуллашма тытăнсан, чи малтан асанне умне атте (аслă ывăлĕ) чĕркуçленсе ларчĕ, унăн ури тупанне, унтан, ура çине тăрса, кăкăрне чуптурĕ. Чăваш йăлипе ку çакна пĕлтерет: ывăл таçта инçете тухса кайсан та, амăшĕнчен аякра пулсан та амăшĕн кăмăлĕнчен иртмест, ăна хисеплесе те пăхăнса тăрать. Юлашкинчен, асатте, хăй ватă салтак иккенне астутарса, çапла каларĕ:
— Тупă пенĕ чухне шăл хушшине шăрпăк хыпăр, атту хăлха илтми пулать, — терĕ.
Киле таврăнсан, анне рекрутсене апат çитересшĕн пулчĕ, вĕри кăмакаран яшка, пăс тухса тăракан пăтă кăларса лартрĕ. Апат шухăшĕ-и юнлă вăрçа каякансен, апата пĕри те астивсе пăхмарĕ. Мишша пичче арăмĕпе Эçук амăшĕ кăшкăрсах йĕме тытăнчĕç, вĕсене курса Эçук та ашшĕ мăйĕнчен çакăнса ĕсĕклесе ячĕ. Анне, куçне шăла-шăла, хăнасене сĕтел хушшине лартать, хăй çавăнтах атте умне пырса хутаçра капăртма, хăпарту, чăкăт, шăрттан пуррине астутарать, шăрттанĕ пулсах çитмен, кăмакана пĕр хут çеç лартнă-çке( ахаль чухне пилĕк-ултă хут лартаççĕ), çавăнпа ăна маларах çиме тăрăш, тет. Малалла анне: «Тăвар çыхнă çĕтĕк кутамкка тĕпĕнче, çиеле пĕр теçетке çăмарта пĕçерсе хутăм, çул çинче çĕмерĕлсе пĕтесрен сыхла», — тет.
Каç пулса килет, урамри лавçăсем тăтăшах, хăйсем кĕтсе ывăннине палăртасшăн лашисене вăрçнă пек туса, сассине параççĕ, лашисем те пуçĕсене уха-уха мăйĕнчи шăнкăравĕсене хăнтăр-хăнтăр тутарса илеççĕ, урипе çĕре чаваканни, тапăртатаканни те пур.
Куççуль тăкса халтан кайнă тăвансем пирĕн пӳртрен тухаççĕ, урăх ниçта кĕмелли те çук — пирĕн çурт ялăн чи хĕрринче. Хальхинче рекрутсем пĕр-пĕринпĕ ыталанса пирĕнтен уйрăм пымаççĕ, кашни хăйĕн тăванĕпе пĕрле утать. Эпĕ атте пиншакĕнчен ярса тытнă, тепĕр енчен атте хулĕнчен анне тытнă, атте аллинче — манăн пĕчĕк шăллăм. Пирĕн хыçран сăра витри йăтнă Кристин аппа утать. Ялтан пĕр икçĕр утăм кайсан, рекрутсем, чарăнса, юлашки хут сывпуллашма тытăнчĕç, Атте, аллинчи пĕчĕк шăллăма çĕре антарса, пурсăмăра та чуптурĕ те кĕсйинчен пилĕк пуслăх пăхăр укçа кăларса кил енне ывăтрĕ. Укçа ăмăрткайăк енĕпе ӳксен, атте киле таврăнать тесе пĕлтерчĕ кун пирки мана Кристин аппа.
Пурте татăлса йĕреççĕ, ĕмĕр каламан ăшă сăмахсем каласа, вăрçа каякансене сывлăх сунаççĕ, каялла çаврăнса килме пехиллеççĕ.
Паçăртанпах пуçĕсене ухса тăракан шăнкăравлă лашасем лавçисем тилхепине карт туртса кăшкăрашнипе хускалса каймаллине тинех туйса илеççĕ.
Аттепе Мишша пичче Германи вăрçине тухса кайсан, пирĕн ратнере арçынсенчен асаттепе иккĕн çеç тăрса юлтăмăр. Вăрçă кунĕсем кӳршĕри Энтрие те учителе тухма чăрмантарчĕç. Хурăнвартан вĕренсе тухнă хыççăн вăл килĕнчех хĕл каçрĕ. Юхма пасар кунĕ ун патне Пожеданов кĕре-кĕре тухать. Ăна курсан, эпĕ вăтаннипе нимĕн каламарăм.
— Ну, Сантăр, çуркунне час пулать-и, пулă тытма кайăпăр-и? — тесе ыйтать вăл манран.
Энтрин сĕрме купăспа тăмра пур. Михаил Алексеевич кирек хăçан та сĕрме купăс каласа пăхмасăр тухса каймасть. Хитре, чĕре патне пыракан кĕвĕсем каласа кăтартать вăл — пĕтĕм урама янăратать. Эх, вăрçă пулман пулсан, эпĕ те малалла вĕренме тытăннă пулăттăм, сĕрме купăс та туянма хăват çитерĕттĕм.
Малтанах ялти ватăсем вăрçă нумая пымасть тетчĕç. Пĕр хĕл каçрăмăр, çăва тухрăмăр, атте çав-çавах çырусем окопран çырать... Кӳршĕри Энтри урлă эпĕ Михаил Алексеевич Пожеданов та салтака кайнине илтетĕп.
— Çавăн пек ырă çынна та вĕлерме илсе кайрĕç пулать, — тесе, анне те йĕрсе ячĕ çак хыпара илтсен. — Эх, ачам, хăвна вилĕмрен хăтаракана та ăсатаймарăмăр пулать, кучченеç парса яраймарăмăр. Турă ан пăрахтăрах. Мĕнле кайнă, çапла çаврăнса килмелле пултăр ĕнтĕ. Илтмен вĕт, илтнĕ пулсан, шăрттан туса леçсе панă пулăттăмăр.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...