Пăва çулĕ çинче :: Хулара
Çу варринче атте мана Пăвана илсе кайрĕ. (Эпĕ халиччен хулара пулманччĕ-ха.) Унта земски управăн мастерскойĕ пур. Атте мана вĕренме çавăнта вырнаçтарасшăн. Кăçал çак мастерскоя çамрăксене пухасси çинчен пире Андрей Павлович пĕлтерсе хăварнăччĕ.
Хулара кукаçи ялан кĕрекен хваттер пур, унăн хуçи — Алексей Алексеевич. Эпир те ун патне чарăнтăмăр.
Калай витнĕ ултă пĕçмеклĕ йывăç пӳрт, лутра пулсан та, мана чиркӳ пек аслăн туйăнса кайрĕ. Ялтан килнĕ çынна кунта, хулара, кашни çурт, кашни урам тĕлĕнтерет. Эпир хваттере чарăннă çурта, тултан хăма çапса, кĕтессисене хĕрлĕпе сăрланă, хапха юписем те, лутра крыльци те хĕрлĕ сăрлă. Юнашар кил хушшине решеткепе тытнă, симĕспе сăрланă. Решетке урлă лапсăркка туратлă акацисемпе чие йывăççисем курăнаççĕ. Эпĕ кӳршĕри çуртсем çине пăхса илтĕм. Вĕсем те, Алексей Алексеевичăнни пекех, тĕттĕмрех хĕрлĕпе сăрланă çурт-йĕрсем. Пурне те калай витнĕ. Урам тăрăх, туран, пĕчĕк канав кукăрăлса анать. Çумăр çусан, çак канав тăрăх, ялти пекех, пылчăклă шыв кĕрлесе юхать-мĕн. Анчах кунта, тĕксĕм, хĕрлĕ урамра, вăл та, канав та хула илемне кӳрсе тăнăн туйăнать.
Лашана тăварса сарайне кĕртсе тăратрăмăр та, çăкăр хутаççисене йăтса, Алексей Алексеевич çурчĕн алăкĕ урлă ярса пусрăмăр. Штукатурка тунă стенасем, маншăн пулсан, ун чухне темле хаклă чултан та хитререх курăнчĕç.
Сулахайра — кăмака, сылтăмра тепĕр пӳрте кĕмелли алăк. Эпир кунтах, кухньăрах, чарăнса тăтăмăр. Атте кăмака умĕнче аппаланакан карчăка сывлăх сунчĕ, аллинчи çăкăр хутаççине тĕпелти турăш кĕтессине хучĕ. Карчăк, атте енне çаврăнса: «Чей ĕçетĕр-и?» — тесе ыйтрĕ. Атте, сак çине ларса, чĕлĕм тивертсе ячĕ, эпĕ ăна хирĕç лутра пукан çине йăпшăнса лартăм. Сылтăмри алăк уçăлса хупăнчĕ. Шалтан хитре çипуçлă çамрăк хĕр юр пек шурă пĕр мăшăр туфли йăтса тухрĕ те сăмаварпа юнашар урайне лартрĕ. Унтан вăл чей чашки çине пура ярса шывпа ирĕлтерчĕ те ахаль те шурă туфлине тепĕр хут шуратма тытăнчĕ. «Хулара епле таса пурăнаççĕ. Ялта кун пек шурă урапа чиркĕве те çитес çук, çийĕнчех тусанланĕ», — тесе илтĕм эпĕ хам ăшра. Хĕр пурă шывĕпе сăрласа йĕпетнĕ туфлийĕсене, алкумне тухса, хĕвел ӳкекен çĕре меллĕн çавăрса лартрĕ те каялла, ман умран иртсе, сылтăмри алăкран кĕрсе кайрĕ. Эпĕ шалти пӳртĕн чӳречисем çинче кĕрен чечеклĕ чӳлмексем ларнине çеç курса юлтăм.
Сăмавар вĕреме кĕриччен атте Андрей Павлович патне çитсе килме пулчĕ. Эпĕ вăл мана вĕрентме кĕртес пирки ыйтса пĕлме кайнине туйса илтĕм. Атте хыççăн эпĕ те пӳртрен картишне тухса лартăм, урапа çумне кăкарса хунă лаша патне пырса, ăна мăйĕнчен лăпкаса илтĕм, çыхланнă çилхине майларăм. Утă çисе тăракан лаша мана та тав тунăн сăмсипе ман хулпуççи çумне сĕртĕнсе илчĕ. «Çи, çи, Хушкапуç, çулĕ вăрăм пулчĕ, ывăнтăн пулĕ», — терĕм эпĕ.
Урамран атте васкаса кĕчĕ. Ытла та хăвăрт кайса килчĕ-çке, ман пирки мĕн пĕлнĕ-ши? Атте, ман пуçри шухăша туйнă пекех, хăй мĕншĕн васкаса таврăннине систерчĕ.
— Карттусна тăхăн, мастерской хуçи патне каятпăр. Манăн чĕре кăкăртан сиксе тухас пек шакка пуçларĕ, хăлха çунаттисем пĕçерсе илчĕç, ура вăйĕ те пĕтсе кайрĕ. Çапах та атте хыççăн хула варринелле васкаса утатăп. Сулахайра мечĕт тăрса юлчĕ, тата пăртак кайсан, хĕрлĕ чиркӳ патне тухрăмăр. Чиркӳ урамĕнче калай витнĕ чул çурт пур. Çак çуртăн аслă картишĕнче жнейкăсем, сăра хуранĕсем, сеялкăсем, тăрантассем лараççĕ. Кĕтесри тимĕрçĕ лаççинче икĕ çын сунтал çине хунă хĕрнĕ тимĕре ахлатса туптать. Тимĕрçĕ лаççипе юнашар сарайра эпир Андрей Павловича тĕл пултăмăр. Вăл кунта, слесарнăйра, пире кĕтсе тăнă иккен.
— Хула ачи пулас килет-и? — тесе, вăл мана хултан лăскарĕ те мастерской хуçи патне ертсе кайрĕ.
Хура уссиллĕ сарлака çын ман çине куçлăх витĕр пăхса илчĕ те пуçне пăркаларĕ.
— Эпĕ вырăс ачи илсе килет тесе шутланăччĕ, — кӳрентерчĕ вăл мана, — чăвашпа тутарсем кирлĕ мар мана. Кунта вырăс ачисем çеç вĕренме пултараççĕ. Эй, малай, эсĕ çăпата тума пĕлетĕн-и?
Эпĕ вăтаннипе нимĕн калама аптрарăм. Андрей Павлович хуçа умĕнче мана мухтаса илчĕ:
— Вăл паяльникпе ĕçлеме те пĕлет, вырăсла та ăнланать.
— Паялышк вăл йывăр мар, манăн механика вĕрентмелле! — татса каларĕ хуçа. — Чăвашран мĕнле механик пултăр?!
— Э, кăна эсир вĕрентсе пăхăр-ха, ачи маттур, тăрăшать. Курăр акă, кайран ӳкĕнмелле пулмĕ, — терĕ Андрей Павлович, — эпĕ ăна вырăсла вĕренме пулăшса тăрăп.
Хуçа сĕтел çинчи хулăн хупăллă журнал страницисене тĕрĕслем пекки тăвать, мана хӳтĕлекен çын сăмахне итлемест. Атте пĕрре Андрей Павлович çине, тепре хуçа çине пăхса илет.
— Эсĕ ху миçе çул вĕреннĕ вара? — Андрей Павловича тĕртсе илчĕ хуçа. — Словесноç вĕрентме диплом тата шанчăклă çын иккенне пĕлтерекен справка кирлĕ. Эсĕ кунта ссылкăра пурăнатăн... Чăваш хутне кĕрсе укçа тăвас тетĕн пулĕ. Ахалех аппаланатăн, вăл чухăн. Пуян çумне çыпçăн.
Андрей Павлович тӳссе тăраймарĕ, хуçа куçĕнчен пăхса, çапла каларĕ:
— Эсир кирлĕ мара калатăр. Халĕ сăмах ман çинчен пымасть. Çак пултаракан ачана вĕренме илĕр. Ан тив, вăл халлĕхе вольнослушатель пултăр!
— Сирĕнпе калаçса вăхăта сая ярас килмест, — терĕ юлашкинчен хуçа, — çăпата тума кайăр. Вольнослушатель пулас тесен, малтан 50 тенкĕ, çитес çул тата 50 тенкĕ тӳлемелле!
Атте сăнĕ-пичĕ сасартăк улшăнса кайрĕ, тăрăхларах курăнакан пулчĕ, куçĕсем те тĕлĕннипе çавракаланчĕç. Хваттере таврăнсан, вăл çапла каларĕ:
— Пирĕн лашапа ĕнене сутма тăрсан та, аллă тенкĕ паракан пулмĕ, вăл çĕр тенкĕ тӳлемелле тет. Ун чул укçа ăçтан тупăн?
Эпĕ çĕрĕсемпе аппалансах хулара пурăнмалăх укçа тума ĕмĕтленнĕччĕ. Айван!
Çуралса астăвакан пулнăранпа паян эпĕ пирвайхи хут хама чăваш тата чухăн пулнăшăн айăпласа илтĕм.
Киле кайма тухсан, атте лашана пасар хыçне тăратрĕ те хăй юнашар лавккана кĕрсе кайрĕ, Эпĕ лав сыхласа юлтăм. Вăхăт нумай та иртмерĕ, ман пата аттепе Савик хуçа пырса тăчĕç.
— Ачуна вĕренме илмерĕç тетĕн? Çĕр тенкĕ тӳлемелле иккен. Эккей, усалсем. Земство сан ывăлна та илмест пулать, — тесе, Савик хуçа икĕ пӳрнипе сухалне пĕтĕрме тытăнчĕ. — Килĕшӳ хучĕ тăвар-и? Эпĕ сан ывăлу вĕреннĕ вăхăтра çулталăкне аллăшар тенкĕ укçа тӳлесе тăрăп, эсĕ ман пата мелнике куç. Шалусăр ĕçле. Ывăлу ăстана тухсан, эсĕ килне кайăн, сан вырăнна ывăлу йышăнĕ, тепĕр икĕ çул ĕçлесе пурăнĕ.
— Манăн çемье пур-çке, Савик хуçа, аслинчен пуçне тата тепĕр ывăл ӳсет, арăм пур. Вĕсем выçă ларччăр-и-мĕн вара?
— Эсĕ çемйӳпех, çуртна хупсах пыр, арăму выльăх пăхакан пулĕ. Икĕ çултан сан ывăлу пек ăста çын вара пирĕн таврара урăх пулас та çук. Кайран пĕр çулта тавăрĕ.
Кăна хирĕç атте пĕр сăмах тă каламарĕ, хамăр урапа патне пырса тăчĕ те ерипен табак хутаççи кăларчĕ, чикарккă чĕркеме тытăнчĕ. Эпĕ ĕмĕтленнĕ ĕмĕт сӳнсе хупланнишĕн кулянса ларатăп — атте енне çаврăнса пăхма та хăяймастăп. Акă пирĕн урапа çывăхĕнче такамсем ахăрни илтĕнсе кайрĕ. Эпĕ пуçа çĕклесе пăхрăм та атте тавра улпутла тумланнă çамрăк çынсем кĕпĕрленсе тăнине куртăм. Пурте кăштах сыпнă пулмалла — тайкаланаççĕ. Вĕсенчен пĕри, çӳллĕреххи, хăйĕн кукăр сăмсине тăсса, аттене пуç таям пекки турĕ. Унăн юлташĕсем тепĕр хут ахăлтатса кулса ячĕç.
— Эй, Василий Ваныч, çăпата сутатăн-и? — тесе, вăл сылтăм урине малалла тăсса, аллинчи кукăр патакĕпе атти кунчине шак-шак! шаккарĕ. — Сырса пăхма юрать-и?
Эпĕ, хыпаланса, çамрăк улпут умне пырса тăтăм: «Манăн атте Василий Иванович мар — Лука Тимофеевич», — терĕм. Усĕр улпутсем пушшех ахăрма тытăнчĕç, аттене пуç таяканни ниçта кайса кĕрейменнипе хырăмне ярса тытрĕ.
Эпĕ тинех чаплă тумланнă улпутсем пирĕнтен кулнине туйса илтĕм. Атте хăвăрт-хăвăрт чикарккине туртса вăрăммăн сывласа илет, йĕкĕлтекенсем çине çилленсе пăхать, анчах пĕр усал сăмах та каламасть.
Хуларан тухсан, çул çинче, эпĕ аттерен хама тĕлĕнтернĕ çамрăк улпутсем çинчен ыйтрăм:
— Мĕншĕн весем пире Василий Иванович тесе кулчĕç?
Атте чылайччен чĕнмесĕр пырать.
— Пĕлместĕп, таçтан тухса кайнă вăл йăла, вырăссем чăвашсене Василий Иванович тесе мăшкăллаççĕ.
Киле çитсен, тепĕр куннех кӳршĕ ялта эпĕ Зоя Савельевнăна тĕл пултăм.
— Эсĕ Пăвана кайнăччĕ-çке, мĕншĕн каялла килтĕн? Экзамен параймарăн-и?
Эпĕ Зоя Савельевнăна нимĕнпе те савăнтарма пултарайманшăн кулянса пуçа усатăп:
— Экзамен таврашĕ пулмарĕ, ахалех... Чăваш тесе илмерĕç. Пуçлăхĕ мана çăпата тума вĕренмелле терĕ.
Зоя Савельевна мана шкула ертсе кайрĕ, класри сĕтел умне лартрĕ те Пăвана мĕнле кайса килни çинчен йĕркипе каласа кăтартма хушрĕ. Эпĕ унран нимĕн те пытармарăм, унăн ашшĕне, Савик хуçана, тĕл пулшше те пĕлтертĕм. Зоя Савельевна, ашшĕ ятне илтсен, хĕрелсе кайрĕ, ялкăшса илнĕ куçĕнче ăна тем тума хатĕрри курăнчĕ. Ахаль мар иккен вăл çуллахи каникул вăхăтĕнче те килне каймасть, шкултах пурăнать.
Пăвари пасарта çамрăк улпутсем пирĕнтен мăшкăлласа кулнине илтсен, Зоя Савельевна каллех тарăхса илчĕ:
— Усалсем!.. Эсĕ пире мĕншĕн Василий Иванович тесе витленине пĕлесшĕн. Ку авалтан пыракан япала пулас. Ĕлĕк-авал чăвашсем хĕвеле пуççапса пурăннă, вырăссен туррине ĕненмен. Екатерина латша вăхăтĕнче чăвашсене ирĕксĕрех христиана кăларма тытăннă, çынсене ялĕ-ялĕпе шыв хĕррине хăваласа аннă та, пуп кашнинех çĕнĕ ят панă. Василипе Иван чи çăмăл ятсем пулнă. Тен, «Василий Иванович» тесе мăшкăлласси те çавăнтан тухса кайнă пулĕ.
— Андрей Павлович, вырăс пулсан та, пире йĕкĕлтемест, — терĕм эпĕ чылайччен чĕнмесĕр ларнă хыççăн.
Зоя Савельевна, ман çине ăшшăн пăхса, кулса ячĕ:
— Вырăссем хушшинче ырă çынсем усаллинчен йышлăрах. Чăвашсенчен пуяннисем çеç кулаççĕ... Пирен халаха теттĕмлĕх пĕтерет. Çырӳ пелекенсем чăваш хушшинче питĕ те сахал, нумайăшĕ трахомăпа аптраççĕ. Эсĕ курнă пулĕ, Майка амăшĕн куçĕсем ялан хĕп-хĕрлĕ, пӳрленсе çӳреççĕ, Хамчук Мĕкĕти те курми пулнă, Селĕп Ваççи çемйине илсен, пурте трахомăпа чирленĕ. Трахома питĕ те хăрушă япала вăл. Трахомăпа чирлес мар тесен, çемьери кашни çыннăн уйрăм алшăлли пулмалла. Э, пирĕн ялйышсем ĕненмеççĕ, çиччĕн-саккăрăн пĕр алшăллипе шăлăнса пурăнаççĕ. Çак инкеке пула хăшпĕр пуян вырăссем пире çын вырăнне те картмаççĕ. Хуларан пирĕн пата тухтăрсем те ямаççĕ.
— Эх, пурте Андрей Павлович пек пулинччĕ! — тесе, эпĕ Зоя Савельевнăн ялкăшакан куçĕнчен пăхса илтĕм.
— Эсĕ пĕр Андрей Павловича кăна пĕлетĕн. Ырă çынсем вырăсра питĕ нумай. Акă эпĕ сана пĕр вырăс çемйи çинчен каласа кăтартам. Ульяновсен çемйи вăл. Чĕмпĕрте пурăнаççĕ вĕсем. Çурт хуçи — Илья Николаевич пулнă, вăл вилни чылай пулать ĕнтĕ. Анчах чăвашсемшĕн вăл темĕн чул ырă ĕç туса хăварнă. Чăваш ялĕнчи шкулсене пурне те çав Илья Николаевич тăрăшнипе уçса хăварнă. Хăй вăл шкулсене пăхса тăракан инспектор пулнă та, пĕрмай чăвашсем патне киле-киле кайнă. Тĕттĕм халăха çутта кăларасшăн, вырăссемпе пĕр тан тăвасшăн тăрăшнă.
Илья Николаевичăн ачисем те хăй пек пархатарлă пулнă. Аслă ывăлĕ, Александр, патшана вĕлерсе халăха ирĕке кăларасшăн тăнă. Çавăнпа ăна патша çакса вĕлернĕ. Тепĕр ывăлĕ Бладимир та, ӳссе çитсен, революционер пулнă. Уншăн ăна Хусанти университетран хуса кăларнă. Вăл пурпĕрех революци тăвассишĕн тăрăшать.
— Ăçта пурăнать вара вăл?
— Владимир Ульянов-и? — кăштах шутласа тăчĕ вăл. — Жандармсен аллине çакланасран сыхланса, тарса çӳрет. Вăл халăха ирĕке кăларасшăн, пирĕн пек тĕттĕмри çынсене вĕренме май парасшăн, çутта кăларасшăн. Ун чухне вара чăвашсем те вырăссемпе танлашĕччĕç.
Малалла Зоя Савельевна Чĕмпĕрте пĕр чăваша, Охотникова, Владимир Ульянов укçасăрах гимназие хăй тĕллĕн вĕренсе пĕтерме пулăшни, экзамен тытма хатĕрлени çинчен каласа тĕлĕнтерчĕ.
«Эх, пур иккен тĕнчере ырă çынсем», — тесе, эпĕ Зоя Савельевна патĕнчен çĕнĕ шанчăкпа тухрăм. Пуçра каллех чуна илĕртекен ĕмĕт — вĕренме каясси — çуралать. «Патшаран пытанса пурнакан Владимир Ульянов, тен, пирĕн ял урлă та иртсе çӳрет», — çак шухăш мана час-часах канăç памасть, аслă çулпа иртсе çӳрекенсем хушшинче эпĕ ăна курассăн туйăнать.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...