Пăва çулĕ çинче :: Пасар хыççăн
Ирхине эпĕ тăнă çĕре килте атте те, Андрей Павлович та пулмарĕ. Пасара кайнă иккен. Анне мана, çĕнĕ кĕпе тăхăнтарса, хĕвел çине тăсса кăтартрĕ;
— Часах пасар саланать пулĕ, аçусем таврăннă çĕре сăмавар вĕретсе хурасчĕ, шакмаксем вакласа пар-ха.
Эпĕ, картишне тухса, пĕчĕк пуртăпа шакмак ваклама Тытăнтăм. Внкюк шакмаксене пĕчĕк карçинккана тултарса тăчĕ. Сăмавар хуппин пĕчĕк шăтăкĕнчен пăс персе тухсан, анне мана тата тепĕр ĕç хушрĕ.
— Чей ĕлкĕрчĕ, аслаçуна кайса чĕн-ха, вăл тем пирки Андрей Павловичпа калаçмалли пур тетчĕ.
Кăна илтсен, эпĕ Ванюкран вăрттăн урама тухса чупрăм. Кĕпер урлă каçсан, манран инçе те мар шăй-шай шуйăхни илтĕнчĕ. Асатте килкартинче кăшкăрашаççĕ иккен. Мĕн пулнă пулать-ха тесе, эпĕ крыльцаллă çурт умне пырса тăтăм. Картишĕнчен пире хирĕç Ильпăрас старостăпа Илюнов куштан, Муратов уретник, кăвак кăшăл карттуслă писĕр, пунеттей йăраланса тухаççĕ. Уретник аллинче асатте атти. Ватă пулăç кĕлет умĕнче ахлатса выртать. Уретник ăна çурăмĕ урлă саламатпах сĕрсе илнĕ иккен. Асаннепе инке куççульпех йĕреççĕ. Мишша пичче килте çук пулас — курăнмасть. Эпĕ тӳссе тăраймарăм, каялла урама чупса тухрăм та староста хулĕнчен çакăнтăм, кăштах тăхтăр-ха тесе ӳкĕтлерĕм.
Урама чупса тухнă Шаккаман старик те ман хута кĕчĕ.
— Тимахви кӳршĕ ывăлĕ пасарта пăру сутса тăратчĕ, мĕншĕн-ха вăл таврăниччен те кĕтместĕр?
— Сан ĕçӳ çук кунта, çерçи! — ахăрса тăкрĕ Ильпăрас. Шаккаман ăна хирĕç темскер калама тăнăччĕ çеç — староста урам варрипе саркаланса килекен Долбова курчĕ те ăна хирĕç çаврăнса куçне хĕсрĕ. Уретник аллинчи атта курса, пасартан таврăнакан çынсем те чарăнса тăчĕç.
— Ахмар Тимахви аттине туянас кăмăлу çук-и?.. Йӳнех сутатпăр, — тесе, вăл ĕхĕлтетсе кулса ячĕ.
Долбов, çуланкаласа, ушкăн патне пырса, çăм шлепкине хыврĕ. Илюновпа писĕр ăна алă пачĕç. Муратов уретник те аллине карттусĕ патне çĕклесе илчĕ.
— Эсир мĕнле, пасар хыççăн канма та пĕлместĕр? — вашаватлăн каларĕ Долбов, — атьăр-ха староста патне кĕрсе чей ĕçер, ĕнер вăл Чĕмпĕртен хăма чей илсе килчĕ пулас.
Тиекпе уретник, пĕр-пĕрин куçĕнчен пăхса, шăрăхра çуркаланнă тутисене чĕлхипе çуласа илчĕç. Староста, куç хĕссе, тиеке хулĕнчен тĕртрĕ:
— Чăнах та, ĕçе пикениччен канса илес мар-и? Уретникпе тиек Ильпăрас патне кĕрсе кайнă-кайманах икĕ пунеттей кунтăксем йăтса тухрĕç те килтен киле чулкаласа çӳреме тытăнчĕç. Пĕрин патĕнчен чăх йăтса тухаççĕ, тепринчен пĕр теçетке çăмарта тăпăлтарса илеççĕ, тăварлă çупа сăра витрине те тиркемеççĕ. Пăртак тăрсан, урама Ильпăрас староста та тухрĕ. Вăл ялйышсене акă мĕн пĕлтерме хушрĕ:
— Кам куланай парса татман, вăл ыран выльăхне кĕтĕве ан ятăр! Илтрĕр-и?
Эпĕ киле чупрăм, уретник асаттене мăшкăлласа кайни çинчен аттене каласа кăтартрăм. Пăртак тăрсан, пирĕн пата Мишша пичче хашкаса çитрĕ:
— Пăрăва сутаймарăм, аттене саламатпа вĕтсе хăварнă, аттине ирĕксĕрех çăлса илсе кайнă, мĕн тăвас пулать?
Пирĕн телее, пасартан Андрей Павлович таврăнчĕ. Вăл чи малтан уретник аллинчи атта староста патĕнчен кĕçĕрех каялла илсе тухма сĕнчĕ:
— Ирччен хăварсан, сутнă тесе суйма пултараççĕ, — терĕ вăл.
— Эсĕ ăна мĕнле илсе тухас тетĕн-ха вара?
— Укçа çукки хуплать вĕт-ха? — тарăхса каларĕ Мишша пичче. — Пăрăва сутас терĕм, пăхакан та пулмарĕ.
— Укçа манăн пĕр виç тенке çитет, çавна кайса парсан, халлĕхе çырлахмĕç-и? — тесе, анне енне çаврăнса пăхрĕ атте.
— Эпĕ тенкĕ те çитмĕл пуслăх çĕрĕ сутрăм. Андрей Павлович мана ыталаса илчĕ:
— Манăн пилĕк тенкĕ пур!
— Мĕнпурĕ мĕн чул кирлĕ? — ыйтрĕ атте.
— Вуникĕ тенкĕ тӳлемелле, — шывланнă куçĕсене шăлса пĕлтерче Мишша пичче.
Мĕнпур пек укçасене пухса, Мишша пиччене патăмăр та, пурсăмăр та Ильпăрас патне кайрăмăр.
— Ыран килĕр, паян пушă мар! — кăшкăрса пăрахрĕ Ильпăрас.
— Эпир укçа хывма килтĕмĕр... куланайшăн, — хăравçăрах сасăпа хыпар турĕ Мишша пичче, — турă пул ĕнтĕ... Ильпăрас хăта, казначейне чĕнсе тух-ха.
Хапха умĕнче çынсем кĕпĕрленсе тăнине курса, пӳртрен уретникпе Долбов та тухрĕç. Хальхинче самах Андрей Павлович пуçларĕ:
— Эсир ватă салтак кăмăлне хуçса хăварнă. Унăн пĕртен пĕр аттине илсе тухнă!
— Паян аттине, ыран ĕнине çавăтса тухăпăр, — тутине ейсе илчĕ уретник. — Тепре килсен, лашине те торгине ăсатăпăр. Вĕрентмелле-ха. Ытла кутăна кайнă.
Çак сăмахсем хыççăн вăл каялла старостă патне кĕрсе кайрĕ.
— Эпир укçа илсе килтĕмĕр.
— Ара, çапла пулĕ, илсе килтĕр пулĕ, анчах эсир пăртак кая юлтăр, — чее куçĕсене вылятса илчĕ Долбов, — Тимахви салтак куланайне эпĕ хам тӳлерĕм.
— Апла пулсан, акă сана укçа, — Мишша пичче хăй кĕсйинчен енчĕкне туртса кăларчĕ, — ме, тыт. Атта каялла пар!
— Э, çук, эпĕ халь тин атă пирки сăмах вакласа тăма пултараймастăп. Маларах килмеллеччĕ.
Кăна Андрей Павлович тӳссе тăраймарĕ. Ушкăнтан уйрăлса, Ильпăрас пӳртне чупса кĕчĕ те тепĕр минутран асатте аттине йăтса тухрĕ.
— Ытлашши ашкăнатăр! — терĕ вăл, Долбов енне çаврăнса.
Шыв арман хуçи Андрей Павловича çухинчен ярса тытрĕ:
— Разбой! Çаратаççĕ!.. Куç кĕрет çаратаççĕ!
— Ан кăшкăр, — хăй çумне сăпса пек çыпçăннă Долбова Андрей Павлович тĕксе ячĕ, — карланку татăлса кайĕ!
Лутра Долбов чăрсăрланса кайрĕ, хăй умĕнчн çыннăн хул пуççийĕ таран кăна пулин те, мĕн пур вăйне пухса сикрĕ, сылтăм аллине чăмăртаса Андрей Павловича ĕнсинчен чышрĕ. Кăна аттепе Мишша пичче ахаль ирттерсе яма пултараймарĕç. Андрей Павлович хутне кĕрсе, Долбова çатăртаттарса тытрĕç.
— Кутузкăна кĕрсе ларас тетĕн-и? — кăшкăрса яче нăр пек хĕрелсе кайнă Долбов, — пĕтрĕм пуç, караул!
Ун сассине илтсе, пирĕн тавра халăх пухăнчĕ, пӳртрен уретникпе писĕр сиксе тухрĕç.
— Кунта мĕн пулнă?! — тесе, уретник пĕчĕк шăхличĕпе шăхăртса илчĕ те Андрей Павловича аттипе тапрĕ.
Ял-йышсем вырăс çыннине хур кăтартасшăн пулмарĕç, иккĕшин хушшине кĕпĕрленсе тăчĕç. Андрей Павловича айккинелле шума систерчĕç. Вăл тарасшăн пулмарĕ. Уретнике хирĕç çаврăнса тачĕ те ятлама тытăнчĕ:
— Эсир саккуна хирĕç пыратăр! Ватă салтака çаратма сире кам ирĕк панă?!
— Арестант! Ссыльнăй! Эсĕ кунта та халăха пăтратса çӳрес тетĕн-и? Решетке хыçне кĕрсе ларас килет-мĕн! — Уретник хĕçне йĕннинчен туртса кăларчĕ.
— Ан хăрат, сан пек хăратакансене эпир пиллĕкмĕш çулхине пĕрре çапса виççĕ тăваттăмăр! — лăпкăн кăна каларĕ Андрей Павлович.
— А-ааа, эсĕ революци тăвасшăн-и? — тепĕр хут ахăрса пăрахрĕ уретник. — Марш! Халех становой патне ут!
— Мĕншĕн?
— Марш! Мĕншĕнне кайран пĕлĕн, — тесе, уретник Андрей Павловича тытса кайма хăтланчĕ.
Ял-йышсем вĕсене уйăрса ячĕç, уретникпе тиеке йăлăнаканнисем те, «ан çыхланăр унпа» тесе лăплантарма тăрăшаканни те пур. Уретник, шăртланма тытăннăскер, ӳкĕте кĕмерĕ, асатте аттине тупса пама хушрĕ. Кăна илтсен, эпĕ Мишша пичче аллинчи атта йăтрăм та киле чупрăм. Ял-йышсем пăлханнă тĕле тепĕр хут кайма тăрсан, мана анне ятласа тăкрĕ, ниçта та кăлармарĕ.
Хĕвел анас умĕн тин киле таврăннă атте вăрăммăн сывласа ячĕ те, становой начальник Андрей Павловича, халăха пăлхатать тесе, айăпланине пĕлтерчĕ.
Кун хыççăн пирĕн таврара Андрей Павлович пачах курăнми пулчĕ. Юхма пасарне килекен тутарсем каласа кăтартнă тăрăх, ăна Пăваран ниçта кăлармалла мар тунă, килĕнче те тĕрмери пек сыхласа тăраççĕ.
— Пирĕн хута кĕрсех çакланчĕ, — терĕ атте.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...