Пăва çулĕ çинче :: Ухик парни
Хальхинче аттепе анне те шанк хытса кайрĕç. Пирĕн умра Ухик тăрать. Пичĕсене чĕрнипе чаваласа пĕтернĕ хăй, хулпуççи урлă купăсне çакса янă.
Лăриванпа Тиххăн çийĕнчех пире акă мĕн каласа кăтартрĕç.
Ухике пытарса таврăнсан, Тиххăн пĕр усал шухăш тытнă (кăна Лăриван çапла каларĕ). «Ухикĕн чăплă хуткупăсне çĕр айĕнче çĕртмелле мар», — тенĕ вăл. Лăриван патне пырса, ăна та çĕр варринче масар çине пыма тĕтхĕртнĕ. Кун пирки Лăриван çапла каларĕ: «Ара, Тиххăн эрехпе илĕртрĕ, купăсне Пăва пасарĕнче сутса укçа тума пулĕ», — тет. Хĕвел анса тĕттĕмленсен, Лăриванпа Тиххăн, икĕ кĕреçе йăтса, масар çине кайнă та Ухик тăпри умне лăпчăнса выртнă. Çывăхра выртма килнĕ ачасем кăвайт хурса ларни вĕсене кăштах чăрмантарнă: курасран шикленнĕ. Анчах уйăх тухиччен çĕр тĕттĕм пулнă, выртмари ачасем те кĕçĕр кăвайт умĕнчен хăпман. Тарăн мар чавса пытарнă шăтăкри тăпрана ывăтасси Лăриванпа Тиххăншăн йывăр пулман. Васкаса ĕçленĕ вĕсем. Тупăк патне çитсен, пĕр кана чарăнса тăнă. Сасартăк тупăк хуппи хăй тĕллĕн уçăлма тытăннă. Лăриванпа Тиххăн шанк хытса кайнă. Тепĕр самантран Ухик хăй те йăшăлтатса илнĕ, унтан тăрса ларнă. Лăриванпа Тиххăн çӳлти çветтуй турра асăна-асăнах шăтăкран сиксе тухнă, тарма тытăннă. Вĕсем хыççăн: «Пурпĕрех палларăм», — тесе, Ухик те кăшкăрса чупнă (кăна эпир те кăвайт умĕнче ларнă чух илтрĕмĕр). Лăриванпа Тиххăн, халтан кайнăскерсем, ирĕксĕрех Ухик умне кукленсе ларнă. Лешĕ ыратакан пит-куçне икĕ аллипе сăтăрса илнĕ. «Ĕçкĕ мĕн тăвать, — тенĕ вăл. — Шăтăкра сывлăш çитменнипе вăранса кайрăм, питçăмартисене чаваласа пĕтертĕм».
Ухик чăнах та чĕрĕ çын иккенне тавçăрса илсен, Лăриванпа Тиххăн, каялла çаврăнса, Ухикĕн тупăкри купăсне тата çур штоф эрехне илтернĕ. Эрехне вĕсем çавăнтах тутанса пăхнă та Ухике купăсне калама хушнă. Эпир, выртмари ачасем, хунă кăвайт патне çитсен, тепĕр «мыскара» пулса иртнĕ. Унта чаппанпа чĕркенсе выртнă Кутĕрке Ваççи пĕр-пĕччен çывăрса юлнă. Тиххăн ăна тапса вăратнă та юлашки эрехне кăтартнă: «Ухик чĕрĕлсе тăнă ятпа сыпса пăхсам», — тенĕ. Кутĕрке Ваççи, Ухике пытарнă çĕрте пулнăскер, халĕ ăна курсан, сăхсăхма тытăннă, унтан ялкăшса çунакан кăвайт урлă сиксе каçнă та масар енне тарма тытăннă, унти хĕрессене курса пушшех хăраса ӳкнĕ, каялла çаврăнса, каллех кăвайт умне чупса пынă, вутпуççине пуççапма пикеннĕ.
Çакна каласа кăтартнă хыççăн анне сĕтел умне тухрĕ те Ухик çине пăхса илчĕ:
— Эсĕ халех аннӳ патне пырса ан кĕр-ха, тем курса тăрăн, хăранипе вилсе кайĕ.
Анне сăмахĕпе пурте килĕшрĕç. Унтан ăна мĕнле хыпар тумалли çинчен канашласа илчĕç. Сахьяна карчăк патне чи малтан манăн анне каять. Вăл Ухик пирки сăмах тапратать те: «Ывăлу пĕртте вилмен пек туйăнать», — тесе сăмах калать, унтан карчăка пирĕн пата илсе килет. Пирĕн патăртан вара Ухикпе амăшĕ тӳрех Патăръелĕнчи чиркĕве каяççĕ (унччен Лăриванпа Тиххăн пупа кайса пĕлтереççĕ).
Анне, картишне тухса, ĕне суса кĕчĕ те Сахьяна карчăк патне кайма хатĕрленсе çĕнĕ саппун çакса ячĕ.
— Кĕтӳ хăваличчен çитсе килес пулĕ.
— Анне, эпĕ те санпа пырам-и? — тесе шăппăн кăна ыйтрăм эпĕ аннерен.
Вăл та мана шăппăн хуравларĕ:
— Мĕн шăршлама?
Атте мана выртса çывăрма хушрĕ, лашана улăхран хăех тытса таврăнма пулчĕ. Эçук килне кайрĕ.
Эпĕ ирĕксĕрех алкумĕнчи чаршав айне кĕрсе выртрăм. Ыйхă килмерĕ. Пӳрте кĕрсе тухакансем нумай пулчĕç. Ухике курма хускалнă çынсем пурте алăка уçиччен сăхсăхса илеççĕ. Акă анне те чупса таврăнчĕ. Пӳртри çынсем, пĕр ăстрăм канашласа илсен, Ухике кӳршĕ ял чиркĕвне илсе кайрĕç. Вĕсем хыçĕнчен эпĕ те чаршав айĕнчен тухса утрăм. Çакăн пек тĕлĕнмелле кун епле-ха çынран çывăрса юлас? Çула май Эçук патне те кĕрсе тухрăм, вăл вите çинче çывăра парать. Лăскаса тăратрăм.
Ухикпе амăшĕ мĕнле тĕл пулнине эпир кураймарăмăр (Эçук час вăранайман пирки кая юлтăмăр). Чиркӳ умне кĕпĕрленсе тăнă халăх хушшинче вара эпир шыври пулă пекех ирĕккĕн çӳрерĕмĕр. Çынсем çапса хĕстернĕ пек пĕр-пĕрин çине ӳпĕнсе, тĕртĕнсе тăраççĕ пулин те, эпир аптраса тăмарăмăр. Икĕ чавсапа икĕ енне чыша-чыша, пуçа малалла чикетпĕр те пĕр çĕртен тепĕр çĕре куçатпăр. Чиркӳ тавра тытнă тимĕр карта алăкĕ умĕнче сухаллă стариксем тăраççĕ. Пупĕ килмен-ха. Чиркӳ старости — Патăръел çынни Губанов, Атраçран куçса килнĕ ирçе, шакăртаттарсах чăвашла калаçать, ĕнер чиркӳ кĕнеки çине «Ухик вилнĕ» тесе çырса хуни çинчен пĕлтерет. «Шур хут çине хурапа çырнине кĕреçепе хырса тăкма çук. Мĕн тăвас пулать ĕнтĕ халь?» — тет вăл. Губанова ăс параканнисем те пур. «Ухике ăна халь çĕнĕрен çуралнă çынсен кĕнеки çине çырмалла», — теççĕ. Теприсем ку шухăша пачах хирĕç тăраççĕ: «Ай-ай, ытла пит, вара вăл ача шутĕнче çӳретĕр-и? Апла унăн ячĕ салтака кайнă чух та тухас çук? Капла юрамасть, çук, юрамасть!» Тепри каллех тепĕр тĕрлĕ калать: «Ĕнер вилнĕ тесе çырса хунă çын пирки паян мĕнле çырас тетĕн вара? Вилсен тепĕр кунне чĕрĕлсе тăчĕ тесе çырма Иисус Христос мар вĕт вăл?»
«Иисусĕ Иисус мар та, анчах масар çинчен каялла таврăнакан пирĕн таврара пулманччĕ-ха».
«Пĕлтĕр ун пекки Шăмăршăра пулнă, тет, шăпах шăтăка янă чухне тупăкĕнчен сиксе тăчĕ, тет».
Губанов, чиркӳ кĕллисен йĕркине пĕлекенскер, халĕ мĕнле кĕлĕ каламаллине те пĕлмелле мар тет, мĕншĕн тесен кĕнекери кĕлĕсем те пĕр йышшисем — çуралсан, тепĕр йышшисем — вилсен вуламаллисем.
Ушкăнти халăх, пĕр тăрук ш-шш-шшш тесе, лаштра йăмра пек чăштăртатса илчĕ те сасартăк шăп пулчĕ. Губанов чиркӳ алăкне яри уçса пăрахрĕ. Лăриванпа манăн атте Ухике çавăтса чиркĕве илсе кĕчĕç. Ухикĕн пит-куçĕ халĕ, хĕвел çутинче, пушшех хăрушшăн курăнчĕ. Урăх кĕпе тăхăнтарнă хăйне, уринче те çăпата мар, атă. Ухик хыççăн Сахьяна карчăкпа ăна хулĕнчен тытнă инкесем утрĕç шалалла. Пăртак тăрсан, хура тумлă пупĕ те персе çитрĕ. Ун хыççăн икĕ ял çыннисем пурте чиркĕве кĕпĕрленсе кĕме пикенчĕç, пĕр енчен тепĕр енне туртăнса, хумханса илчĕç, пире, ача-пăчасене, тимĕр карта алăкĕ хыçне хĕссе хăварчĕç. Хальхинче эпир йăнăш турăмăр — маларах шала кĕрсе тăмалла пулнă иккен...
Чиркӳрен тухсан, Тиххăн Ухикпе амăшне лав çине лартсах хăй килне илсе кайрĕ. Унта эпир те чупса çитрĕмĕр. Тиххăн çын умĕнче мухтанма юратать. Çавăнпа вăл, хăй патне пухăннă ялйышсене тепĕр хут тĕлĕнтерме тăрăшса, иртнĕ хăрушă каç çинчен темтепĕр каласа кăтартать.
Ухик чылайччен чĕнмесĕр ларчĕ. Унтан, такам аяк пĕрчинчен чышнă пек, ассăн сывласа илчĕ те ура çине сиксе тăчĕ:
— Ăçта манăн купăс?
Тиххăн унăн шурă тӳмеллĕ купăсне сентре çинчен илсе тыттарчĕ.
— Çухăртса ил-ха пĕрех хутне!
Кăна хирĕç Ухик, купăсне каялла Тиххăна парса, çапла каларĕ:
— Пехиллетĕп, санăн пултăр! — тере.
Унтан вăл амăшне çавăтрĕ те пĕр чĕнмесĕр килне тухса утрĕ.
Çак «мыскараран» тĕлĕнчĕ ялйышсем сиссе те юлаймарĕç — Ухик каллех куçран çухалчĕ. Ун пирки акă мĕнле хыпар сарăлчĕ. Байдуган хуçа хăйĕн тарçине чĕнсе лав янă, тет, анчах Ухик килĕшмен, çуранах чугун çул станцине утнă. Унтан вăл, Чулхулана кайса, вырăссем ĕçлекен завода кĕретĕп тесе каланă-мĕн.
Сахьяна карчăк каллех пĕр-пĕччен тăрса юлчĕ. Вăл, килне кин кĕртсе, ывăлне хăй патĕнчен урăх ниçта та ямастăп тесе ĕмĕтленни кăлăхах пулчĕ.
Чылай вăхăт иртсен, ун патне Чĕмпĕртен Савик хуçа хĕрĕ Зоя килсе кайрĕ. Сахьяна карчăка вăл хаклă кучченеçсем парса хăварнă тата ун ывăлне, Ухике, мухтаса, ырă сăмахсем каланă, тет. Ашшĕ ăна халичченех çилленсе çӳрет имĕш. Тен, çавăнпа та Зоя пирĕн ялта пулнă хыççăн тӳрех каялла Чĕмпĕре вĕçтерчĕ. Савик хуçа хăйĕн хĕрне тӳре-шара урлă килне кӳртересшĕн, анчах Чĕмпĕрти Иван Яковлевичран хăрать тесе шавлаççĕ пирĕн аннесем. Тепĕр çулхине Зоя каллех пирĕн ял урлă иртсе кайни курăнчĕ. Эпир, урамра выляса çӳрекен ачасем, паллах, ăна сăмах чĕнме иментĕмĕр. Апла пулин те, Савик хуçа хĕрĕ Юхма çулĕпе кайни çинчен пĕтĕм яла хыпар сартăмăр. Каçхине апат çисе ларнă чухне ун пирки анне акă мĕн пĕлтерчĕ:
— Учительницăна тухса килнĕ тет, кăçал Патăръел шкулĕнче вĕрентме тытăнать тет.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...