Пăва çулĕ çинче :: Хуткупăс
Урамра эпĕ ялан хамăр касри Эçукпа вылятăп. Вăл чăх чĕппи пек çăмăл та хытканскер, мĕтеçле выляма та ăста, ман кĕсьери мĕтеçсем кирек хăçан та ун аллине куçаççĕ; вăл пилĕк утăмран та тӳрĕ тĕллет, вун утăмран та тивертет. Эпĕ пĕр мĕтеçсĕр тăрса юлсан, Эçук мана кивçен парать. Ырă кăмăллă ача вăл. Пашалу Ваççи пек мар.
Пашалу Ваççи, манран виçĕ çул аслăскер, урамра ялан мана мăшкăллать. Иртнĕ пасар кунĕ атте мана пĕчĕк хуткупăс илсе панăччĕ. Эпĕ купăса тытнă-тытманах урама чупса тухрăм, кӳршĕри Кавĕрле пиччесен умĕнче мĕтеçле вылякан ачасем патне пырса тăтăм.
Эçук, мана курсан, савăннипе выляма та пăрахрĕ, çĕрти мĕтеçĕсене пĕрерĕн пухса карттусĕ ăшне хучĕ, ман çума, крыльца урати çине, пырса ларчĕ.
— Купăсна кала ĕнтĕ, — терĕ вăл мана, хултан тĕртсе, — мана та вĕрентĕн-и?
Эпĕ купăса хам та тин çеç тытнă пулин те, Эçук умĕнче ăста çын пек мăнаçлăн пуçа ухса илтĕм, ăна вĕрентме те килĕшрĕм. Манăн купăста çулçи тĕслĕ пĕчĕк купăс пĕр Эçука çеç мар, ыттисен кăмăлне те хускатрĕ.
— Сантăр, купăсна кала-ха ĕнтĕ, — çине-çинех кăшкăраççĕ ачасем. Пĕрисем савăнса, теприсем кĕвĕçсе пăхаççĕ ман çине.
Эпĕ чăн-чăн купăсçă пекех турткаланатăп, мĕтеçле выляма парахнă ачасене пуç çаптаратăп, урам варрипе иртсе пыракансем çине пĕр чĕнмесĕр пăхса ларатăп.
— Ячĕ çеç купăс, калама çук унпа, пукане вырăнне чĕчĕ ачисене йăпатма çеç юрăхлă вăл! — тесе, мана тĕртсе илчĕ Пашалу Ваççи.
Çакнашкал элеклекене хирĕç, паллах, эпĕ купăс тытнă икĕ алла ик енне сарса ятăм, хамăн чи хаклă япалан сассине кĕвĕлесе кăлартăм. «Нăр-нар, нăр-нар», — лаша хыççăн хăвалакан каçхи пăван пек нăрлатса илчĕ купăс. Эпĕ унăн кĕввине улăштарас кăмăлпа хăвăртрах та, ерипенрех те каласа пăхрăм, анчах купăс ялан пĕр кĕвĕпе çеç, «нăр-нар, нăр-нар» туса илет.
— Купăсу лайăх та, калама вĕренсе çитмен иккен-ха эсĕ, — терĕ ман ума пырса тăнă Пашалу Ваççи, — ан кулян, вĕренсе çитĕн-ха.
Кĕвĕçекен Пашалу Ваççи те çапла ыррăн калани ман чуна хĕпĕртеттерчĕ. Эпĕ унпа килĕшрĕм, купăсĕ, чăнах та, аптрамасть, калама пĕлменни çеç касать.
— Кӳр-ха мана, каласа пăхам, — тесе, ман енне аллине тăсрĕ Ваççа.
Эпĕ, Ваççа ырă кăмăлпа ыйтать пулĕ тесе, туртка-ланса тăмарăм, алăри купăса ăна тыттартăм. Ваççа ура çинченех, ман купăспа ташă кĕвви каласа, хăех урисене хуçкаласа илчĕ, крыльца умĕнчен урам варринелле тăпăртатса кайрĕ. «Нăр-нăр-нăр-нăр-нăр-нăр». Чăнах та çĕнĕ кĕвĕ калать купăс. Ушкăнти ачасем каçса кайсах Ваççа çине пăхса тăраççĕ. Эпĕ хам та, Пашалу ачи текех мана аяла тăвасшăн шăртланса çӳремĕ тесе савăнтăм. Эçук та, чее куçĕсене хĕссе, мана хултан тĕртрĕ, ку: «Кур, купăс мĕн тăвать, çак тапхăртан пуçласа Ваççа пирĕн майлă пулать, пирĕн хута кĕрет», — тенине пĕлтерчĕ.
Урам варринче ĕнерхи çумăр шывĕ кӳлленсе тăнă вырăн пур. Унта, пылчăка çăрса, икĕ сысна кĕрсе выртрĕç. Пашалу Ваççи алхасса сыснасене купăс сассипе хăратам пекки турĕ. Ушкăнти ачасем пурте пĕр харăс кăшкăрса ячĕç:
— Сысна купăсçи, мĕншĕн пире ташлаттармастăн?! Унччен те пулмарĕ, Пашалу Ваççи аллинчи купăс сыснасем йăраланса выртакан пылчăк çине персе анчĕ. Эпĕ çухăрса ятăм, купăс патне сиксе ӳкрĕм:
— Мĕн турăн эсĕ, Пашалу?
— Эх, сысна вĕт эсĕ, сысна! — тарăхса каларĕ Эçук та.
— Ара, ӳкрĕ вĕт-ха! Алăран вĕçерĕнсе кайрĕ те… Мĕн тăвас тетĕн-ха? — çапла мăкăртатса, Пашалу Ваççи пăрăвăнни пек сарлака тутине чĕтретсе илчĕ.
Пылчăкпа вараланнă купăса тасатас тесе, эпĕ ăна шывпа çума тытăнтăм. Ку пушшех килĕшмерĕ — хутран çилĕмпе çыпăçтарса тунă купăс йăлтах ирĕлсе кайрĕ.
Эпĕ, Пашалу Ваççине урăх ĕмĕрне те тек ĕненессĕм çук тесе, икĕ пая татăлса ӳкнĕ купăса йăтса килелле утрăм. Мана Эçук хăваласа çитрĕ:
— Халь мĕн тăватпăр ĕнтĕ?
Пуринчен ытла аттепе анне куçĕ умне курăнма хăрушă. Тин илсе панă купăс икĕ сехет хушшинче пăрахăçа тухрĕ. Мĕн каласа, мĕнле çырлахтарас пулать-ха айăпа? Эх, Пашалу, ялан кĕвĕçсе те йуçĕхсе çӳрекен хура юнлă çын! Йăпăлтатса купăса илтĕн те юри пылчăклă шыва пăрахрăн, ултавçă!
— Атя, пирĕн пата каяр, аттен çилĕм пур, — ман хута кĕрсе каларĕ Эçук, — ирĕлнĕ тĕле пир татăкĕ хурса саплăпăр та çилĕмпе çыпăçтарса лартăпăр, э?
Эçуксем патĕнче эпир, чăнах та, шăратса хатĕрленĕ çилĕм тупрăмăр. Килĕнче никам та çук. Пикентĕмĕр ĕçе, Эçук аппăшĕн çӳпçине уçса пăрахрĕ, купăс валли саплăк шырама тытăнчĕ. Пир тăрăхĕсем хушшинче вăл хĕрлĕ пусма татăкĕ тупрĕ. Эпир ăна хачăпа тăрăхла касса татăк-татăк турăмăр, унтан кашни татăкне купăс вĕркĕчин хутламĕсем çине майлаштарса хутăмăр, купăста çулçи тĕслĕ купăс хăмачпа чĕркенĕ пĕчĕк ещĕк пек курăнакан пулчĕ. Эпĕ хăраса ӳкрĕм — аттепе анне ыйтсан, мĕн калăп-ши вара?
— Эпир ăна уткăшкар çулçипе сăтăрăпăр, симĕс тĕслĕ тăвăпăр, — терĕ Эçук.
Маттур вăл. Ун пек шанчăклă тантăш манăн урăх çук та, кирек мĕнле инкекрен те хăтарать. Уссен эпир иксĕмĕр те атте лаçĕнче ĕçлеме вĕренетпĕр, хамăра çӳреме самокатка тăватпăр, машинăсем юсатпăр, хулана кайма тăрантас илетпĕр.
Эçук, çилĕм куркине йăтса, хапха умĕнчи лаçа тухрĕ, кăштах вучахра лартса ăшăтма шутларĕ. Эпĕ пĕр-пĕччен тăрса юлсан, пӳрте Эçук аппăшĕ Кристин пырса кĕчĕ, уçă çӳпçе патĕнче эпир тураса тăкнă хĕрлĕ пусмана курчĕ.
— Эсир манăн сурпан пуçне мĕн кăтартнă? Эçук ăçта? Эй, тупата туршăн!
Эпĕ, хура куç харшиллĕ хитре Кристин куçĕсем вутлăн та хĕмлĕн ялкăшнине курса, темскер каласшăнчĕ — сасартăк чĕлхе çĕтсе кайрĕ, калаçайми те, хускалайми те пултăм. Пит-куçăм вутпа ăшаланă пек пĕçерсе кайрĕ, чĕре шаккани те урамра хĕрсем пир çапнă чухнехи пек картлатса илтĕнекен пулчĕ.
— Ара, çак сурпан пуçлăх пусма илессишĕн пĕлтĕр юри кĕрĕшсе вырма кайнăччĕ, кăçал канвине илĕп, тĕрлĕп тесе тăраттăм. Эй, ай-ай! Йăлтах пĕтерсе хутăр! Хĕрача та мар-çке, мĕн тума кирлĕ пулнă-ха вăл сире?!
Пӳрте çилĕм курки йăтнă Эçук пырса кĕчĕ. Кристин аппăшĕ пире тустарма тытăннине туйсан, вăл тӳрех ман пата чупса пычĕ, аппăшĕпе ман хушша тăрса, Пашалу Ваççи çинчен каласа кăтартрĕ, сурпан пуçĕ купăс юсама кирлине пĕлтерчĕ.
— Япалана ăна ыйтмасăр илмеççĕ, халех Таиççе инке патне кайса калатăп, сурпан пуçлăх кирек ăçтан тупса патăр! — тесе, Кристин, пусма татăкĕсене пухса, манăн анне патне тухса утрĕ.
Эпир пахчари чие йывăççи айне пытанса лартăмăр. Часах пире шыраса аннепе Кристин аппа килчĕç. Эпир сас-чӳ памарăмăр. Пăртак тăрсан, пахчара Эçук ашшĕпе амăшĕн сассисем те илтĕнсе кайрĕç. Эпир хускалмарăмăр. Çулçăсем витĕр анăçри хĕвел анни курăнать, кĕреннĕн те кăваккăн пайăркаланса пĕтнĕ пĕлĕт тĕксĕмленнĕçемĕн тĕксĕмленет, час каç пулмалла. Пăртак тăрсан, лупас хыçĕнче Эçук ашшĕпе ман атте калаçса тăни илтĕнчĕ.
— Пашалу эртелĕ хăçан çынна ырă туни пур? — тет Эçук ашшĕ. — Ваççи те ашшĕ пекех йӳçĕхсе çӳрекен пулать ĕнтĕ, ахаль мар шапа сăн-питлĕ çын вăл, ача аллинчи купăса хапсăннă имĕш.
— Купăсĕ вăл вылямалли тетте пекки çеç те пур-пĕрех ачасен сехрине хăпартнă иккен. — Кăна атте каларĕ, сасси хăйĕн пĕртте çилленнĕ чухнехи пек мар, йăвашшăн туйăнать. — Ăçта кайса кĕчĕç пулать-ха вĕсем?
— Хăранă çав, мĕскĕнсем, пытанса лараççĕ, — кăштах кулнă чухнехилле çепĕççĕн каласа хучĕ Эçук ашшĕ.
— Ăçта?
— Ав унта, чие йывăççи айĕнче.
Атте пирĕн умри чие тĕмĕ патне утса пычĕ.
— Тухăр ĕнтĕ, айвансем, пурпĕрех куртăм, — тесе, вăл икĕ чие хуллине икĕ енне сирсе ячĕ.
Эпир çĕтĕк купăса йăтса ура çине тăтăмăр.
— Эх, ачаммушкă-чамушкă! — çак сăмахсен кĕвви май атте мана йăтрĕ те хăйĕнчен çӳле çĕклерĕ, — хăçан çакăн пек пысăк пулăн-ши? Ун чухне Пашалу Ваççи хур кăтартаймĕччĕ те вĕт.
Тепĕр кунне çĕмĕрĕлнĕ купăса атте хăех юсаса пачĕ: унăн хутран тунă вĕркĕчĕ çеç çурăлнă иккен, сасă кăларакан чĕлĕхĕсем тĕрĕс-тĕкелех пулнă. Ĕнер Пашалу Ваççи мăшкăлларĕ пулин те, паян эпĕ ирех купăс каласа урам тăрăх тухса утрăм. «Кӳл хĕррине ансассăн та, кули ура йĕпенмест», — тесе юрлатăп хам.
— Сантăр, кур-ха манăн мĕнле теттесем пур! — тесе, хăйсен пахчинчен кăшкăрать Майка...
Вăл манпа пĕр çулхи хĕрача, пирĕнтен пĕр кил урлă пурăнать. Унăн ашшĕне Чĕлхесĕр Çĕпритун Кавăрли тесе чĕнеççĕ. Амăшĕ мункунта пĕрмай мана сăрланă çăмарта, хĕвелçаврăнăш парать. «Часрах ӳссе çитĕн, кĕрӳ тăвăп», — тет вăл, пуçран шăлса.
Эпĕ пӳрт умне решетке тытнă пахчана, Майка патне, кĕрсе лартăм. Тăватă шалча çине тĕрентернĕ сак çинче тăм теттесем: яшка тирĕкĕ, чӳлмек, чей чашкисем, алтăр, чейник, çĕçĕ, çатма, кашăк — тем те пур унта. Майка савăт-сапа тума юратать. Эпĕ тăмран лаша çеç тума пĕлетĕп.
— Сантăр, эсĕ хăни пул, эпĕ, хуçи, сана пăтă çитерем, — манăн купăс çине пăхса, йăпăлтатса илчĕ Майка. — Эсĕ купăс каласа кăтарт. Юрĕ-и?
— Юрĕ, — тетĕп ăна, хăма татăкĕнчен майлаштарнă сĕтел хушшине ларса.
Майка пĕр чашăк çине хыр кĕрпи тултарчĕ:
— Хăна ятне эпĕ пăри пăтти пĕçернĕччĕ-ха.
— Çук, ку вир пăтти, — терĕм эпĕ, шурă кĕрпе çине пахса.
— Вир пăтти пултăр эппин, — килĕшрĕ Майка, — кăна ак çакăнта сĕтел варрине лартатпăр.
— Сĕтел варрине хуплу лартаççĕ, — тесе, эпĕ пăтă чашкине айккинерех сиктерсе лартрăм.
Майка ман сăмаха хăлхана чикмерĕ, пăттине каллех сĕтел варрине лартрĕ.
— Эсĕ нимĕн те пĕлместĕн, хуплу çийиччен малтан пăтă çиеççĕ, — çапла вĕрентсе, Майка «сĕтел» çинчи «апат-çимĕçе» хăйне килĕшнĕ пек майлама пикенчĕ.
— Çук, апла мар! — терĕм эпĕ ăна хирĕç. — Пăтта ăна кирек хăçан та киле тухса каяс умĕн çиеççĕ те унтан, ура çине тăрса, çул курки ĕçеççĕ. Çул курки ĕçсен, тек ларса тăмаççĕ, юрă юрласа киле кайма тухаççĕ.
— Тĕрĕс мар, тĕрĕс мар! — çинçе сассипе хăлхана янăратса ячĕ Майка. Пĕркунне пирĕн пата Сăкăтри хăтасем килнĕччĕ, вĕсене анне малтан пăтă çиме лартрĕ, унтан така пуçĕ çитерчĕ, кайран тин хуплу кастарчĕ! Э-э, эсĕ, Сантăркка-халтăркка, нимĕн те пĕлместĕн! Ан та тавлаш!
Хĕрача мана, арçынна, хирĕç пулнине текех тӳссе тăраймарăм эпĕ, хам чĕркуççи çине тĕрентерсе хунă тăваткал хăма татăкне — сĕтеле тĕртрĕм те, ура çине сиксе тăтăм. Майкан теттисем шăнкăр-шанкăр сирпĕнсе кайрĕç: хăшĕ çурмалла çурăлчĕ, хăшĕ виç-тăват катăк пулчĕ, хăшĕ йăлтах ванса кайрĕ.
— Сантăркка-халтăркка, мĕн туса хутăн ĕнтĕ! — тесе, Майка нăшăклатма тытăнчĕ.
Эпĕ хĕрачасем йĕнине юратмастăп вара, купăса йăтса, киле кайма хатĕрленсе тăтăм. Майка пушшех йĕнĕ-çемĕн йĕме, мана хулпуççинчен лăскаса тăрмалама тытăнчĕ. Эпĕ Майка аллинчен çăлăнса урама тухрăм. Майка çари çухăрса ячĕ. Ун сассине илтсе, пӳртĕнчен Укахви инке сиксе тухрĕ.
— Мĕн пулчĕ, хĕрĕм? Кам тиврĕ?
— Сантăр чашăксемпе тирĕксене çĕклесе çапрĕ, йăлтах çĕмĕрсе пĕтерчĕ! — тесе, Майка тепĕр хут йĕрсе ячĕ.
Амăшĕ ăна йăпатма, мана ятлама пуçларĕ. Эпĕ, кунта мана патак та лекме пултарасса туйса, часах киле вĕçтертĕм, купăса сакайне пытартăм, хам кăмака хыçне кĕрсе лартăм.
Унччен те пулмарĕ, ман хыçран Укахви инке персе çитрĕ.
— Хам ăна кĕрӳ тăвăп тесе ачашлатăп, вăл ман хĕре макăртать, — тесе, Укахви инке манăн аннене тĕтхĕртме тапратрĕ.
— Сантăр, тух-ха кунта! — çилленсе каларĕ анне. — Айăпран кăмака хыçĕнче ларса хăтăлаймăн. Кала, мĕн-шĕн Майкана тиврĕн?
— Ма хăй пăтă пĕçерме пĕлмест, — тӳррĕн персе ятăм эпĕ.
— Пăтă пĕçерме пĕлме-е-ест? — тесе, Укахви инке тĕлĕнсех кайрĕ, куçĕсене пысăклатрĕ, уçăлнă тути те хупăнмасăр хытса кайрĕ. — Пĕтрĕм пуç!
Çилленнĕ анне куçĕсем те ялкăшса шывланчĕç, текех чăтса тăраймарĕ вăл, мана ятлас вырăнне кулса ячĕ. Ун хыççăн Укахви инке те ахăлтатма, мана мухтама тытăнчĕ:
— Мĕн тăвас ĕнтĕ, ку арçын пĕчĕккĕллех мана намăслантарать, хĕрне пăтă пĕçерме вĕрентеймен тесе хурлать. Хам айăплă!
Çапла ĕнтĕ, мана вăрçтарма чупса килнĕ Укахви инке кулкаласа килне тухса кайрĕ. Эпĕ, аслати иртнĕ пулĕ тесе, сакайĕнчен купăса илме тăтăм. Анне купăса каялла шак лартрĕ, мана, кĕпе çухинчен тытса, кăмака хыçне танкăлтаттарса уттарчĕ.
— Урамра хĕрачасемпе çапăçса çӳренĕшĕн эсĕ пуçран шăлĕç терĕн пулĕ. Асту!.. Тăр-ха çакăнта кăнтăрлаччен, аçу апата киличчен. Унтан аçуна каласа кăтартатăп. Чĕн пиçиххипе ăшă кулачă çитермелле мар-и сана? Епле-ха вăл çын япалисене çĕмĕрсе çӳрес пулать?!
— Чăн япала мар вĕт вăл, тăмран тунă тетте çеç...
— Паян эсĕ теттене çĕклесе çăпăн, ыран манăн савăт-сапана та ватма тытăнăн. Епле вăл иртĕнсе кайнă. Ашшĕ ăна купăс илсе парать, çĕмĕрсен те тӳрлетет, тăрăшать уншăн, вăл — хĕрачапа çапăçать!
— Çапăçать? Эпĕ ăна пӳрнепе те тĕртмен...
— Аннӳ вĕрентсе каланă чухне чĕлхӳне çырт та шăпах тăр. Аслă ача пысăккисене хирĕç нихçан та сăмах чĕнмест. Эсĕ пур — аннӳне те çăвар уçтармастăн, эпĕ пĕр сăмах каланă çĕре вунă сăмах тавăратăн!
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...