Пăва çулĕ çинче :: Вырмара
Эх, кансĕр-çке вăл хир варринче ача пăхса ларасси. Йĕри-тавра сарă ыраш хумханать. Кашни ана çинче çурла кăчăртатать. Пысăккисене курса, манăн та алла çурла тытас килет, каçалăк умĕнчи аннепе ăмăртса вырас килет. Çук, кӳмери Ванюк шăллăм ниçта ямасть — эпĕ аяккалла пăрăннă-пăрăнманах вăл тапкаланма, йĕме тытăнать. Мĕн тăвас тетĕн-ха, çулталăк та тултарайман вăл, манăн ăна, хуп кӳме çине лартса, ана тăрăх туртса çӳрес килменнине те пĕлмест, анне пушă маррине те ăнланмасть.
Ял çывăхĕнчи ана çинче анне пĕчченех вырать. Атте киле юлчĕ — тимĕрçĕ лаççинче Керимĕн выракан машинине юсать вăл.
Кăнтăрлахи апат хыççăн хĕвелĕ паян пушшех хĕртсе пăхать, шăрăха тӳсеймен шăллăма эпĕ ниепле те лăплантараймастăп, ана тăрăх туртса çӳренĕ çĕртех вăл çари те çари çухăрса илет. Ванюк вĕçĕмсĕр йĕнине илтсе, анне те вырма чарăнчĕ, çурлине кĕлте çине тăрăнтарса хучĕ, мана та хăй патне чĕнсе илчĕ. Кӳмери Ванюка алла тытса, вăл тĕм çине ларчĕ.
— Пепкем, чĕппĕм, мĕн пулчĕ сана, мĕншĕн куççульпех йĕретĕн, кам тиврĕ сана, — тесе, анне шăллăма ĕмĕртме тытăнчĕ.
Эпĕ, каçалăк умне тăрса, анне çурлине ярса тытрăм. Малтанхи ывăçран эпĕ кĕлте çыххи турăм, унтан çĕрелле усăннă парка ыраш хăмăлне тĕпĕнчен тытса çурлапа кăчăртаттарма тытăнтăм. Анне, савăнса, ман çине пăхса ларать. «Пултаратăн, маттур», — теççĕ унăн куçĕсем. Эпĕ пĕтĕм чун хавалĕпе тăрăшатăп. Анне тăриччен пĕр-икĕ кĕлте тăвасчĕ тетĕп. Анне йĕри-тавра пăхса илчĕ те, шăллăма кӳмене лартса, ял еннелле çаврăнса тăчĕ.
— Сантăр, эсĕ киле пыратăн-и? — терĕ вăл мана. — Эпĕ кăвас хума кайса килес тетĕп, ыран çăкăр пĕçерес пулĕ.
Эпĕ киле каясшăн пулмарăм. Хуп кӳмене туртса каякан анне часах куçа курăнми пулчĕ. Эпĕ аслă çул хĕрринчи ана çине пĕр-пĕччен тăрса юлтăм. Мана, ыраш çӳллĕш ӳсеймен ачана, юнашар ана çинче выракансем те курăнмаççĕ. Çапах та эпĕ шикленместĕп, киленсе кайсах выратăп. Манăн пĕчĕк ывăçа пилĕк-ултă пĕрчĕрен ытла кĕмест те — пурпĕрех кулянмастăп, кĕлте туласса шанатăп. Анне каялла киличчен хам мĕн чухлĕ вырни паллă пултăр тесе, çур утăм сарлакăшĕ те пулин уйрăм каçалăк туса, малалла вырса кĕме тытăнтăм. Эпĕ сисмен те — пирĕн ана вĕçĕнче пĕр хитре çамрăк хĕр тăра парать, майралла тумланнă хăй (вăл аслă çулпа иртсе пынă май, мана курса чарăннă иккен). Эпĕ ăна хамăр умран иртсе çӳренине темиçе хут та курнă: кӳршĕ ялти Савик хуçа хĕрĕ вăл. Хĕлле Чĕмпĕрте вĕренет, çулла килне таврăнать. Пĕрисем ăна — Зоя, теприсем Суя тесе чĕнеççĕ.
— Пилĕкӳ ыратмасть-и? — тесе ыйтать вăл.
— Çук. Ыратмасть, — тетĕп эпĕ, хама арçынла тытма тăрăшса.
— Эсĕ мĕншĕн пĕчченех выратăн? — хура куç харшийĕсене сылтăм аллипе сăтăрса илет Зоя. — Аçу-аннӳсем ăçта?
— Атте тимĕрçĕ лаççинче ĕçлет, анне киле кăвас хума кайрĕ.
— Эсĕ миçе çулта?
— Раштавра çиччĕ тултаратăп.
— Мĕн ятлă?
— Сантăр.
— Хамăн вырса парас мар-и? — тесе, Зоя ман енне ярса пусрĕ. — Пар-ха çурлуна.
Эпĕ çурлана çатăртаттарса тытрăм, «кай» тесе, пуçа сулларăм, хамах вырасшăн пулнине систертĕм.
Акăш пек шурă тумлă хĕр йăл кулса илчĕ те аслă çул çине тухса малалла утрĕ. Тĕлĕкри пек пулса иртрĕ ку. Пĕр кĕтмен çĕртен шурă тум ман ума халапри пек тухса тăчĕ те унтан пĕр сасăсăр çухалчĕ. Эпĕ чылайччен нимĕн тума пĕлмесĕр шанк хытса тăтăм. Пуçра темиçе тĕрлĕ шухăш вылянса илчĕ. Эпĕ те шкулта вĕренетĕп пек. Ялти шкул хыççăн эпĕ те хулана каятăп пек...
Халиччен эпĕ Савик хуçа хĕрĕпе калаçса курманччĕ-ха. Вăл мана тĕлĕнтерсех ячĕ: пĕртте мăн кăмăллă мар. Унăн хура куç харши айĕнче шăрçа пек йăлтăртатса тăракан куçĕсем те, икĕ улма пек хĕрелсе тăракан пит-çăмартийĕсем те, кулса калаçни те — пурте яланлăхах ман асра тăрса юлчĕç.
Зоя мана пулăшасшăн пулни çинчен эпĕ аннене каласа патăм.
— Ма выртармарăн? Выртăр пулатчĕ алли хăпариччен, — кулса илчĕ анне, — епле хитре хĕр сана хĕрхенсе илнĕ. Ăçта кайнă вара хăй, ыйтмарăн-и?
Эпĕ унтан ыйтма мар, вăл хамран ыйтнине хирĕç те аран-аран тавăрса калакаларăм, пĕр самантлăха алă-ура та хытса ларчĕ, чĕлхе те çыхланчĕ. Анне мана тăрăхласа каллех шахвăртать, иккĕн вырнă пулсан, халиччен ана вĕçне тухмаллачче тет. Эпĕ ăна хăлхана чикмерĕм, сивĕ шыв ĕçес килет тесе, киле вĕçтертĕм.
— Час каç пулать, аçуна кала: сурат тума килтĕр. Тимĕрçĕ лаççи патне çитсен, эпĕ аттене те пирĕн ана вĕçĕнче Зоя чарăнса тăнине пĕлтертĕм.
— Ну-у-у? — кăмрăк тусанĕ ларнă куç харшине сиктерсе ыйтрĕ атте. — Ют çын тесе, эсĕ унран хăрамарăн-и?
Эх, атте те çав, нимĕн те ăнланмасть...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...