Пăва çулĕ çинче :: Умсăмах
Ял хĕрринчи лутра пӳрте пырса кĕрекен çын куçне чи малтан сулахай стена çумне лартнă верстак курăннă. Тĕпелте — сăрланă сĕтел. Урам енчи икĕ кантăк шăнса пăрланнă. Пӳртре тĕксĕм. Урайне шăналăк пек анлă шăвăç листи сарса пăрахнă. Ун çинче ăшă тумтирлĕ пĕчĕк ача йăраланать. Ачан сылтăм аллинче çинçе авăрлă пĕчĕк мăлатук.
Верстак умĕнче унăн ашшĕ ĕçлет. Вăл тăваткал лум çине витре тăхăнтартнă та çĕнĕ çĕвĕ тăрăх васкаса шаккать. Ăна курса, урайĕнчи ача та хăйĕн пĕчĕк мăлатукĕпе шăвăç листине çапа-çапа илет, унтан сасартăк кулса ярать, вĕтĕ шăрçа пек шурă шăлĕсене кăтартать. Ун чух ачан çивĕч куçĕсем те, кăштах хĕсĕнсе, чеен ялкăшса илеççĕ. Сасси илтĕнмест. Тен, вăл кулнă чухне мĕн те пулин калать те-и — ача ашшĕ лум çинчи витрине шаккани пӳртри ытти сасса пĕтĕмпех хупласа тăрать.
Иккĕри ачапа ашшĕ ĕçлекен пӳртĕн сылтăм пайне кăмака йышăннă. Кăмака умĕнчи лутра йывăç кравать çинче тӳшекпе минтерсен купи йăтăнса выртать. Вырăн çине ула-чăла утиял витнĕ. Кравать çинчи япаласене тирпейлĕ пухса хуни çак пӳртре хĕрарăм та пурăннине пĕлтерет.
Акă алăк уçăлса хупăнать, пӳрте кĕрĕк тăхăннă çын кĕрет. Унпа пĕрле тултан сивĕ пăс хумĕ çапать, урайĕнчи ачана çавăрса илет, виç-тăват çеккунтлăха ăна йăлтах курăнми тăвать.
Ашшĕ, витрине верстак çине лартса, урайне пĕшкĕнет те ачине икĕ аллипе çупăрласа çӳле, мачча патнех, ыткăнтарса çĕклет. Ача савăнннпе ахăлтатса кулать. Хальхинче ĕнтĕ унăн шăнкăрав пек янăравла сасси те илтĕнсе каять. Тултан кĕнĕ çын, хуçине сывлăх сунса, çĕлĕкне хывать, ерипен çеç верстак патне иртсе, пукан çине ларать. Вăл пĕрре çаврака сăн-сăпатлă ача çине, тепре çӳллĕ çамкаллă ăстаçă çине пăхса илет. Ачипе ашшĕ пĕр сăнли таçтан паллă: куç хӳрисем иккĕшĕн те кăштах кукăрăлса тăраççĕ, иккĕшĕ те шĕвĕр янахлă, тӳрĕ сăмсаллă, уçă питлĕ.
— Санăн, Лука шăллăм, ывăлу та ху пек римислана юратакан ăста пулĕ ĕнтĕ, халех мăлатук тытнă та, — тесе, кӳршĕ çынни ачана илĕртет, хăй патне пыма чĕнет. Ача ют çын патне каясшăн мар, пуçне ашшĕ кăкăрĕ çине хурать, пытанам пекки тăвать, унтан тапаçланса кулса ярать.
— Эпĕ пĕр ĕçпе килтĕм, — тет кӳршĕ çынни, — ăйăр витине тĕкĕ ямалла тăвас тетĕп, тимĕр сăлăп туса параймăн-ши?
— Халех кирлĕ-и?
— Паянах аппаланса пăхасшăнччĕ çав.
Лука пĕр самантлăха шухăша каять, унтан верстак çинчи витрине каллех тăваткал кĕтеслĕ лум çине тăхăнтартса лартать те пĕр-икĕ хутчен шаккаса илет, тĕпне чӳрече тĕлне туса, çутă çине пăхса тĕрĕслет. Ăйăр хуçи ялти сарăмлă çын-мĕн. Лука ăна нумай кĕттермест. Урайĕнче тепĕр хут йăраланма пикеннĕ ачине йăтать те кăмака çине улăхтарса лартать. Тин çеç савăнса кулакан ача кăмака çинче ларасшăн мар — çари çухăрса ярать, тапкаланать. Куççулĕпех ĕсĕклесе йĕрет. Ашшĕ ăна, хĕрхенсех, лашана арканпа çаклатнă пек пилĕкĕнчен кантрапа йăлмакласа илет, кăмака çинчен ан ӳктĕр тесе, стена çумне кăкарса хурать.
— Эй, ан йĕр, ачам, эпир тетте илме каятпăр, — пуçне ухса йăпатать сухаллă мучи.
— Тетте, тетте илсе килетпĕр, — тет ашшĕ те.
Ача вĕсем мĕн каланине илтсе, чăнах та, пĕр минутлăха йĕме чарăнать. Ашшĕпе сухаллă мучи тимĕрçĕ лаççине тухса каяççĕ. Кăмака çине кăкарса лартнă пĕр-пĕччен ача каллех кăшкăрса йĕме тытăнать.
Çатан картишĕнче Лука темле ĕçпе амăшĕсем патне кайнă арăмне хирĕç пулать:
— Часрах, часрах, йĕкĕт кăшкăрать, — тесе васкатать вăл ăна.
Кăмака çинчи ача, амăшне курсан, пушшех ĕсĕклесе йĕрсе ярать, хăйне пилĕкĕнчен кăкарнă кантра çине кăтартать, салтма, ирĕке яма ыйтать. Амăшĕ тӳссе тăраймасть, хыпаланса салтăнать те ачи патне кăмака çине улăхса каять.
Ачи — эпĕ пулнă вăл. Урамри ачасем мана Ахмар Лука Сантăрĕ тесе чĕнеççĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...