Пирвайхи юрату :: Виççĕмĕш пайĕ
— Оля, — терĕм эпĕ, ташă еккине ларсан, — санăн тусна мĕн пулнă вара паян?
— Мĕнле тусăма?
— Трошкăна, — терĕм эпĕ. — Вăл паян каçĕпех, йӳçĕ эмел хыпнă лек, пĕр хускалмасăр ларать...
Оля савăнăçлăн кулса илчĕ. Эпĕ ăна тинкерсех пăхрăм. Унăн пичĕ лăпах ман хулпуççи тĕлĕнче, Куç шăрçисем çиçсе кăна тăраççĕ.
— Ăнланаймастăп эпĕ Трошкăна, — терĕ Оля. — Ăна темиçе хут та ташлама ӳкĕтлерĕм. Вăл, çапса лартнă савăл пек, ниепле хускаласшăн мар.
— Эсĕ мана çавăнпа чĕнмерĕн-и ташлама?
— Пулĕ те, — терĕ Оля, кулкаласа.
...Çак вечер нумайччен асран кайма пĕлмерĕ. Пĕр шăшийĕн икĕ хӳре, тенĕ пек, маншăн çак вечер икĕ енлĕ пулса тухрĕ... Пĕр енчен, вечер лайăх иртрĕ, темелле. Октябрь революцийĕ вунă çул тултарнине тивĕçлипех уявларăмăр. Ку питĕ аван-ха. Тепĕр енчен, вечер вĕçне аса илетĕп те, чун-чĕрере темле ырă мар... Йĕркипех каласа парам, эппин.
Тустеп ташласа пĕтернĕ-пĕтерменех ташша хутшăнманнисем алă çупма, кăшкăрма пуçларĕç: «Çитĕ ташланипе, вăйă карти тăвас, юрăсем юрлас!» «Юрлас! Юрлас!» илтĕнчĕç сасăсем. Вара пысăк вăйă карти туса, юрăсем шăрантарма, вăйăсем выляма тапратрăмăр. Ольăпа эпир юнашар пултăмăр. Вăл, манран уйрăлса, Трошка патне кайрĕ, ăна тем каласа ӳкĕтлерĕ, аллинчен турта-турта тилмĕрчĕ. Трошка каллех хускалмарĕ. Вăл, тымар янă пек, хăй вырăнĕнчен ниçта та сикмерĕ. Оля каллех вăйă картине манпа юнашар пырса тăчĕ.
— Тусна тăратаймарăн-и? — ыйтрăм Ольăран.
— Çук, — терĕ вăл, йăл кулса, — çитмĕл çулхи мучирен йывăртарах вăл паян...
Манăн Ольăран тата ыйтмаллисем пурччĕ, çав вăхăтра Гриша пычĕ те, мана вăйă картинчен кăларса, Иван Ильич патне, сцена çине илсе кайрĕ.
Гриша Васильев манпа пĕрле райкомолта ĕçлет. Вăл — пионер бюровĕн председателĕ, райкомол бюровĕн членĕ, ку таранччен çак районтах учительте ĕçленĕ. Эпир хваттерте те пĕрлех пурăнатпăр: Гриша, эпĕ тата парти райкомĕн агитпроп пайĕнче ĕçлекен Терентий Васильев. Эпир пĕр карчăк патĕнче пĕр тирĕк-чашăкран тенĕ пек çисе тăратпăр. Эртелпе пурăнма савăнăçлăрах çав!
Пурăнасса эпир район центрĕнче мар, юнашар ялта — Çăкалăхра пурăнатпăр. Çăкалăхĕ район центрĕпе юнашарах, вĕсен хушшинче пĕр анапӳ пек хушă çеç. Унта — çăва. Район центрĕнчен тухатăн кăна, пĕр пилĕк минут çăва хĕррипе утатăн та Çăкалăха пырса кĕме ĕлкĕретĕн.
Хваттер пирен пысăк, çутă. Хваттер хуçи — карчăк — пире апат пĕçерсе парать, пӳлĕме тирпейлет, Район тăрăх çӳресе таврăнсан, килте çав тери ырă пек туйăнать вара...
Эпир Гришăпа зала тухнă çĕре вăйă карти саланнă. Нумайăшĕ уçăлма тула тухнă, залра юлнисем, ушкăнăн-ушкăнăн пухăнса, халапласа тăраççĕ.
— Мĕнле, Илюш, ывăнмарăн-и? — ыйтрăм купăсçăран.
— Ывăннă терĕ тата... Мĕнле заказ пулать?
Эпĕ калама ĕлкĕреймерĕм, пирĕн пата каллех Оля çитрĕ те Илюша вальс калама хушрĕ.
— Кала, Илюш, кала, — терĕм эпĕ, Оля майлă пулса. Оля йăл-л! кулса ячĕ, манăн ума пырса тăчĕ, ташлама хатĕрленсе, аллине çĕклерĕ. Унăн çулăм пек ялкăшакан куçĕсем, темскер, иментерсех ячĕç мана.
Эпир зал тăрăх çаврăнма пуçларăмăр. Халĕ ĕнтĕ ташлакансем йышлă, тăвăр пирки тăтăшах çаврăнма май килмест.. Эпир вара çаврăнма чарăнса ташă çемми майĕпе, шуса пыма пуçлатпăр. Оля çине пăхнипе эпĕ Трошка ӳкернĕ Оля портретне аса илтĕм. «Хăшĕ лайăхрах-ши? — ыйтрăм ăшăмра, Оля çине пăхса, оригиналĕ-ши?»
— Оля, — пирвайхи хут ятран чĕнтĕм ăна, — эсĕ халĕ каснă-лартнă Трошка ӳкернĕ портрет çинчи пек...
Оля кăмăллăн кулса илчĕ. Эпĕ Трошка ларнă вырăна куç хыврăм, вăл çуккине асăрхарăм.
— Трошка курăнмасть-çке, — асăрхаттартăм Ольăна, — киле каймарĕ пулĕ вăл?
Оля пичĕ-куçĕ çине сулхăн ӳкнĕ пек, куçĕнчен чăлт! хĕлхем сирпĕннĕ пек пулчĕ. Вăл аллине карт! туртса илчĕ те ташлама чарăнчĕ:
— Мĕскер эсир паян пурте Трошка та Трошка тетĕр, мана ун çумне кăкарса лартман пуль?..
Манăн питĕм çăтăр! пĕçерсе илчĕ. Оля яртлаттарса тула тухса кайрĕ, çурăмне кăна кăтартса хăварчĕ. Именнипе эпĕ Илюш çумне лартăм. Вăл хĕрсех купăс туртать. Ольăпа иксĕмĕр хушăмăрта тем пулса иртнине, никам чухламасан та, вăл асăрхарех пулмалла.
— Миçе сехет çитрĕ-ши, Илюш?
— Вунпĕр сехет патнелле пырать пулĕ. Мĕншĕн ыйтатăн вара? Вечера хупас темерен пулĕ-çке?
— Хупсан та юрать, — юриех анасласа илтĕм эпĕ, — савăнса çитрĕ пулĕ паян...
Вечера хупма пулмарĕ. Пирĕн пата каллех Оля пычĕ, юрă-ташă çĕнĕрен пуçланса кайрĕ.
— Миша, — терĕ вăл, — эпĕ сире кӳрентертĕм пулсан, пĕр «çылăха» каçарма тархаслатăп...
Çапла каларĕ те вăл, илĕртуллĕн пăхса, кулса илчĕ. Ăна кура эпĕ те култăм. Эпир каллех Ольăпа ташлама тытăнтăмăр. Урăххисемпе Оля пачах ташлами пулчĕ, пĕр манпала кăна ташлама тухать. Пĕр-пĕр каччă ун патне пырсан, вăл тӳрех «урăххине сăмах панă» тесе пĕлтерет. Сисетĕп — «урăххи» эпĕ ĕнтĕ вăл. Çакна вечерта асăрхарĕç пулăс. Эпир яланах Ольăпа ташланине куракансем пăшăлтатма пуçларĕç. Вара эпĕ юриех Гришăна кăчăк туртса чĕнтĕм те Ольăна ташлама чĕнме хушрăм.
— Ку приказ мар пулĕ те? — кулкаласа илчĕ Гриша.
— Сӳпĕлтетсе тăр тата!
Эпĕ каллех Илюш çумне пырса лартăм. Халăх чылаях сайралчĕ. Вечер ĕшентерчĕ пулмалла. Çавăнпа та вечера хупас терĕмĕр.
— Юлашки вальс кала, эппин, — терĕм Илюша. Купăс сасси янăрама пуçласанах, Гриша Оля патне пырса çитрĕ. Вĕсем калаçни мана илтĕнмест — элĕ аяккарах ларатăп — Гриша ăна вальс ташлама чĕннине малтанах пĕлсе тăратăп. Оля килĕшмест иккен, вăл ман çине пăха-пăха илет.
Эпĕ ура çине тăтăм та: «Юлашки вальс хыççăн вечер хупăнать», — тесе пĕлтертĕм. Çакна илтсен Оля, Гриша çинчен манса, йăпăрт кăна ман патăма çитсе тăчĕ.
— Юлашки хут ташлатпăр-и, Миша?
Эпĕ турткаланарах тăнине кура, Оля ман çине кăн-н! пăхса илчĕ те кулкăласа алăран тытрĕ.
Эпĕ ăна пилĕкĕнчен тытрăм çеç, вăл ман çума лăпчăнчĕ. Çак самантран пуçласа мĕн пулчĕ манă, хам та ăнланаймастăп: мана вĕри çапрĕ, хĕр тĕмсĕлсе пăхни, унăн çаврашка кăкăрĕсем мана перĕнни, кăпăшка çӳçĕсем сăмса умĕнчех варкăшни ӳсĕртсе ячĕç. Эпĕ хама чăн пурнăçран уйрăлса таçта çӳле-çӳле вĕçсе кайнă пек туйрăм. Ашăмра харсăр туйăм çуралчĕ, манăн ашкăнас, пуçтахланас килсе кайрĕ. Эх, мĕн пулать те мĕн килет! Эпĕ Ольăна хам çума чăмăртарăм та вирхĕнсе каяс пек çавăртăм. Манăн ĕнтĕ хĕсĕнсе çитнĕ чунăм урăх чăтаймарĕ иккен. Шухăшласа пăхăр-ха хăвăрах: Ирина манпа чух уçăмсăр пулни, унпа сиввĕн уйрăлни, ăна Канашра тĕл пулайманни — сахал-им ку?! Катăк-им эп çынсенчен? Çынсем пур, паян пĕринпе, ыран тепринпе. Эп мĕнрен кая?
— Ăсатма юратчĕ-ши? — ыйтрăм Ольăран.
Вăл куçран чăр-р! пăхса илчĕ, илемлĕн кулса ячĕ... Эпĕ ăнлантăм: Оля хирĕç мар.
Вечер вĕçленсен, урамалла нумаййăн тухрăмăр. Тулта уçă, çанталăк чылаях сивĕ. Пирĕн умра юрă ĕнерлесе пыракан хĕрсен ушкăнĕнчен Оля юлса пыма пуçларĕ. Юнашар пыракан Гриша айăкран кăлт! тĕкрĕ. «Асăрхан!» тенине пĕлтерчĕ пулмалла.
— Мĕскер эсĕ? — ыйтрăм Гришăран.
— Пике кĕтет, куратăн пуль юлташĕсенчен уйрăлчĕ, — терĕ вăл.
— Юрĕ, — терĕм. — Хапха сăлăпне ан хурăр... Гришăран уйрăлтăм та хĕр ушкăнĕнчен чылаях юлнă Ольăна хуса çитрĕм.
— Каçарăр, Оля, — терĕм хулĕнчен тытса, — сире тытма юратчĕ-ши?
— Юрать, — терĕ вăл, — мĕншĕн юрамасть пултăр тата...
Эпĕ ăна сулахай енчен тытрăм та утăма унăннипе шайлаштартăм. Пĕр хушă эпир чĕнмесĕр утрăмăр. «Мĕн çинчен халаплас-ха ку пикепе?» — шутларăм ăшăмра. «Мĕн интереслентерет-ши ăна?»
Ольăсен тĕлĕнче, тăкăрлăкра, эпир чарăнтăмăр, лаç çумĕнчи пĕрене-каска çине лартăмăр.
Таврара шăп. Тулли уйăх çутатать. Ольăсен картишĕнчен йытă вĕрни илтĕнчĕ. Вăл, вĕрес-и, вĕрес мар-и тенĕ пек, ик-виçĕ хут сасă парса илчĕ те, Оля ятран чĕнсен, часах лăпланчĕ.
Эпĕ Оля аллине тытрăм, ăна хам çинелле сĕвĕнтертĕм. Оля хирĕçмерĕ, унăн хура куçĕ кăна ман куçăмран шикленсе пăхрĕ. «Мĕскер. тăватăн, мĕскер?..» ыйтнăн туйăнчĕ. Çавăнтах Оля йăл! кулса ячĕ, пуçне лаç çумне сĕвентерчĕ, куçне хупрĕ...
Пĕр хушă эпĕ Оля çине пăхса лартăм. Уйăх çутинче унăн пичĕ-куçĕ çиçсе кăна тăрать. Эпĕ унăн тăртанса тăракан тутине асăрхарăм, çав тутаран халех чуптăвас килсе кайрĕ. Çавах та апла тума пултараймарăм эпĕ... Çук, пултараймарăм. Темскер чарчĕ.
Оля куçне уçрĕ, ăнланман пек пăхса илчĕ те темшĕн кулса ячĕ. Эпĕ, нимĕнле мар пулса, Оля çине пăхса лартăм.
Унăн тути çаплах кулать. Эпĕ шалтах аптăрарăм. «Мĕншĕн кулать-ха вăл? — шутларăм Оля çине пăхса, — чуптуса илсен мĕн калĕччĕ-ши?»
— Мĕнрен кулатăн, Оля? — ыйтмасăр чăтаймарăм эпĕ.
Вăл кăшт тăхтарĕ те сивĕ аллине ман тужурка çаннине чикрĕ, салхуллăн çапла каларĕ:
— Хĕрупраçăн куласси ĕнтĕ вăл...
Оля çумарах сиксе ларнă пек пулчĕ. Каллех куçран пăхрĕ те çав тери илĕртӳллĕн кулса ячĕ. Унăн çепĕç тути халĕ те çурма уçă, шап-шурă шăлĕсем йăлтăртатса тăраççĕ. Йăлтăр хура куçĕ вара ман куçăм витĕр чĕре тĕпне çитиех шăтарса кĕнĕ пек туйăнать...
...Юнашар ларатпăр пулин те, курать-ши халь Оля мана? Мĕн шутлать-ши вăл эпĕ унпала ларни çинчен? Тен, вăл хăй те тĕлĕкри пек çеç туять хăйне хăй? Тен, вăл та ман пекех, уйăх çутипе тулнă асамлă çутçанталăк ытамĕнчен хăпаймасть? Тен, вăл мана Трошка вырăнне хурать?..
Пĕлместĕп, нимĕн калама та пĕлместĕп. Пĕр çакна çеç аван туятăп: паянхи каçа эпĕ, хальхи туйăма шута илсен, нумайччен манассăм çук пулĕ... «Ирина? — кĕрĕпех пырса кĕчĕ пуçăма. — Мĕн каланă пулĕччĕ-ши вăл, эпир Ольăпа ларнине курсан?..»
Чунăм сӳ-ӳ! сӳлетсе кайрĕ, эпĕ ассăн сывласа илтĕм. Çакна Оля асăрхарĕ: ман тужурка çаннинчен аллине кăларчĕ, ура çине çĕкленчĕ.
— Уйрăлар пулĕ, Миша, — вăхăт нумай...
Оля çăмăллăн калинккене уçрĕ те картишне кĕрсе çухалчĕ...
«Çук, пулаймасть иккен манран Иринăна манасси...»
8
Тепĕр ирхине района тухса кайрăм. Икĕ ячейкăна çитсе курас тенĕччĕ, пĕр ялсоветра тин çеç кăларнă индустри заемне сармаллаччĕ. Хамăр эпир заем тухсанах çирĕм пилĕк тенкĕшер çырăнтăмăр. Служащисем хушшинче вуншар тенкĕ çырăннисем те, пачах çырăнманнисем те пурччĕ çав... Парти райкомĕн секретарĕ Иван Ильич кăна аллă тенкĕлĕх çырăннăччĕ пулас. Э... тата Трошка тĕлĕнтерчĕ, хăямат. Вăл çав заема çĕр тенкĕлĕх çырăннă иккен!
Эпĕ Хурăнвара çул тытрăм. Пыратăп, хайхи, лаша çулĕпе. Акă, умра тарăн çырма курăнса кайрĕ — типĕ çырма пулмалла. Чиперех каçрăм çак çырма урлă, каçрăм та, хайхи, пĕр-ик анапӳ чухлĕ кайрăм-и, каймарăм-и, çулăм каллех çырма хĕррине илсе пычĕ. Ахаль çырма çеç те мар, юплĕ çырма. Ашăмра ятлаçса та илтĕм: «Кам мурĕ чавса тултарнă-ха çавăн пек çырмасĕм?»Эпĕ çуралса ӳснĕ Мăнъял таврашĕнче те çырма-çатра çук мар та-ха. Çавах та кунти пек юплĕ çырмасем вĕçе-вĕçĕн пулнине астумастăп вара.
Акă Хурăнвар та курăнса кайрĕ. Йывăçсем çулçине тăкнă пулин те, хура вăрман пек кашласа лараççĕ. Ял варринче — хĕрлĕ чиркӳ. Ун таврашĕнче симĕспе е хĕрлĕпе сăрланă тимĕр витнĕ çуртсем курăнкалаççĕ. Ялĕ чылаях пысăк пулмалла. Унăн анат вĕçĕ Хурăнвар текен тарăн вар патнелле çитет. Çав варта халĕ те хурăн ӳсет, ялне те çавна пула Хурăнвар тенĕ пулмаллă...
Чăнах та ялĕ пысăк ĕнтĕ, анчах та тĕлĕнмелле: ялта парти ячейки мар, комсомол ячейки те çук! Мĕнле-ха вăл апла? Вулăс ялĕ пулнă темерĕç-и-ха ăна? Çак ялта райкомол бюровĕн членĕ — Вася Гавриков пурăнăть. Вăл, тăлăххăн ӳснĕ ăслă та ĕçчен ача, тарçăра ĕçлет. Ялта тепĕр комсомолец пур тенĕччĕ вăл, ку çавах та çителĕксĕр — ячейка уçма сахалтан та виçĕ комсомолец кирлĕ. Мĕнле тумалла пулать-ха? Ячейка уçасахчĕ-çке кунта!
Уй хапхи патне çитрĕм, чăррик! тутарса уçрăм та малтанхи пекех хупса хăвартăм. Хам çапла шухăшларăм: «Ку ял чăнахах та çут тĕнчерен пачах уйрăм пурăнатăп тесе шутлать пулмалла... Хура кĕркуннере ял-ялĕнче уй хапхисем уçах пулаканччĕ вĕсем. Кунта пăх та кур вара: алăкне хупнă çеç те мар, кĕле хурсах лартнă... Мĕнле халăх пурăнать-ши кунта?..»
Юнашар анкартинче авăн çапнине курнипе хамăн та аллăма тăпач тытса итем çине тухса тăрас килчĕ. Тăпачĕсем вĕлтлетеççĕ кăна. Итем вĕçне тухсан, мана асăрхарĕç. Эпĕ пăхса тăмарăм вĕсене, уттартăм хам çулăмпа.
— Александров юлташ, тăхта, ăçта васкан? — илтĕнчĕ вĕсен хушшинчен. — Эсех-и ку?
— Эпĕ-ха, — терĕм, чарăнса. — Кам чĕнчĕ вара мана?
— Эпĕ чĕнтĕм, эпĕ, — терĕ шал-шур кĕлеллĕ, кăвак йĕмлĕ, кăрттусне каялла лартнă çăмрак. Вăл картă патне çитсен, эпĕ ăна палласа илтĕм. Вася Гавриков иккен.
— Эсĕ кунта пурăнатăн-и вара? — ыйтрăм чи малтан.
— Кунта мар, хирĕç пурăнатăп, — терĕ вăл, пуçĕнчи карттусне хывса. — Авăн çеç пĕрле çапатпăр.
— Мĕнле апла?
— Çаплах, — терĕ вăл. — Паян эртелпе пĕринпе çапатпăр, ыран тепринпе, унтан... Иккĕн икерчĕ çиме, вун-иккĕн авăн çапма лайăх тенине астăватăн пуль...
— Тĕрĕс, — килĕшрĕм ун сăмахĕпе, — ушкăнпа ĕçлеме савăнăçлăрах ĕнтĕ вăл...
— Эсĕ ятарласах пирĕн пата мар пулĕ-çке е ял витĕр кăна тухатăн? — ыйтрĕ вăл.
— Сирĕн ялта чарăнсан та юрать...
— Питĕ аван, — савăнчĕ вăл.
...Хурăнвартан час тухса кайма пулмарĕ, виçĕ талăк иртрĕ. Çамрăксем тесен — хĕрсем те, ачасем те — сахал мар ялта. Кĕрхи кунсем кĕске, часах тĕттĕм карса илет. Ялти кашни урамрах вара улахсем пуçланаççĕ. Эпир те, Гавриков юлташпа, икĕ каç улахсене çурерĕмĕр. Пĕр каçĕнче хĕрлĕ улах тума хăтланса пăхрăмăр. Ăнăçлах пулмарĕ çав пирĕн пуçару...
Хĕрсем улахра чăлха-алсиш çыхаççĕ, каччăсем хĕвел-çаврăнăш шĕкĕлчеççĕ, чĕлĕм мăкăрлантараççĕ, кирлĕ-кирлĕ мар çинчен халап çаптараççĕ, хушăран хĕрсене тĕркĕштерсе илеççĕ... Пĕр каç çӳрерĕмĕр çапла Васьăпа ялти улахсенче, тепĕр каçĕнче хĕрлĕ улах ирттерме шутларăмăр. Вулав çуртĕнче хаçатсем илтĕмĕр. Исаев Мĕтрин «Рабфак хĕрĕ» калавĕ пичетленнĕ «Сунтал» журнала чиксе тухрăмăр.
Пырса кĕтĕмĕр, хайхисем, пĕр улаха. Çамăксем пӳрт туллиех. Хĕрĕсем шăрçа пек ларса тухнă, ачисем ăçта кирлĕ унта вырнаçнă: хăшĕ-пĕри урайне выртнă, теприсем хĕрсем хушшине кĕрсе ларнă та «пăшăл пăтти» пĕçереççĕ... Мăчи куç пек çутă тавра кăн-кăвак чĕлĕм тĕтĕмĕ явăнать...
Пырса кĕрсенех, ларакан-выртакана пурне те тĕпелтен пуçласа алăк патне çитичченех — алă парса тухрăмăр. Алă тытса çаврăннă майĕпе Гавриков пĕринпе шӳтлесе калаçрĕ, теприне ырласа илчĕ, хĕрсемпе кулкаласа та пăхрĕ. «Пултарать пирĕн Гавриков, маттур ача!» — терĕм ăшăмра. Унтан вăл тĕпел кукрииче ларакан хĕрача патне пычĕ те ăна хăлхаран темĕн каларĕ. Ку кил хуçи хĕрĕ Маюк пулчĕ иккен. Маюк — патвар кĕлеткеллĕ чипер хĕрача, икĕ çивĕчĕ унăн пилĕк таран усăнса тăрать.
Маюк çинчен Гавриков мана килтех каласа панăччĕ. Вĕсем амăшĕпе иккĕшех пурăнаççĕ. Ултă çул вĕреннĕ хыççăн, амăшĕ сывмар пирки, вăл малалла вĕренме пултарайман. Килти ĕçе те, уйри ĕçе те пĕчченех туса пынă.
Хайхи Маюк вăр-вар çаврăнчĕ, çӳлĕк çинчен лампа трубине илсе тасатрĕ, мăчи куç вырăнне çутă лампа çутса ячĕ. Унтан тĕпелтен пысăк мар сĕтеле çĕклесе тухса лампа айне лартрĕ, сĕтелне пуставпа витрĕ. «Ну, маттур та иккен ку пике, — савăнтăм Маюка сăнаса, — комсомола илесчĕ ăна...» Юлашкинчен Маюк тĕпелтен пĕчĕк пукан илсе пырса сĕтел кутне лартрĕ те мана сĕлтсе кăтартрĕ:
— Ларăр, — юлташ, çакăнта.
Эпĕ сĕтел умне пырса лартăм, кĕсъерен хаçат-журнал кăларса, сĕтел çине хутăм.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...