Кĕпер :: Таркăнсен арăмĕсем
Ухмаха ермесен те, аташа пуçларĕ пуль Трашук. Тук кĕперĕ патне çитсен, Лешеккине кайма тухнă çын пек, темшĕн кĕпер çине хăпарчĕ. Кĕпер варрине çитсен тин чарăнса тăчĕ, карлăк çине пырса уртăнчĕ.
Шыв юхать те юхать. Миçе çул, миçе пин çул Тук шывĕ ялан пĕр еннелле — тухăçран анăçалла — юхса выртать-ши? Кунĕн-çĕрĕн, кашни самант юхать шыв. Этемĕн пурнăçĕ те çавăн пек мар-и? Тухăçран анăçалла юхать, кунĕн-çĕрĕн пĕр чарăнмасăр юхать. Юхса кайни каялла таврăнмасть. Ачалăх юхса кайрĕ, çамрăклăх юхса иртет. Шыв пек... Çук çав, этем ĕмĕрне юханшывиа танлаштарма килмест. Юханшыв мĕн чул юхса та иксĕлмест, этем ĕмĕрĕ юхса пĕтет. Наçтук ĕмĕрĕ те сасартăк татăлчĕ ав. Çав ĕмĕр татăлнипе Трашукшăн Тук шывĕ тиисе ларнă пек, ял чунсăр юлнă пек туйăнчĕ...
Кĕпер çинче те вуламарĕ Трашук Наçтук çырăвне, хул урлă çакнă сăран хутаçа чикрĕ.
«Вула та — ухмаха ан ер!»
Çак шухăш Трашука киле çитсе кăшт пусăрăнсан та чарса тăчĕ. Ма çырнă, мĕн тесе çырнă-ши Наçтук хăйĕн çырăвне? Хăçан çырнă? Мăрзабай: «Вилес умĕн», — терĕ. Хăй вилессе ăçтан пĕлнĕ вăл? Хăйне хăй вĕлермен вĕт. Мăрзабай ним те каламарĕ, яла кĕрсен, çынсем каларĕç: вăхăтсăр ача туса вилнĕ, терĕç...
Çапах та уçрĕ Трашук çырăва:
«Трашук, эп сана, тен, кураймăп урăх. Тен, чăнахах кураймăп сана. Çавăнпа çеç çырас терĕм. Эсĕ мана юратнă пĕртен-пĕр çын. Ху юратнине ялтан тухса каяс умĕн тин каларăн. Маларах каланă пулсан, тем пулĕччĕ, пĕлместĕп. Эп хам, тӳрех калам, никама та юратса курманччĕ. Мана ирĕксĕр качча пачĕç тесе калама пултараймастăп, эп хамах ним шухăшламасăр килĕшрĕм. Кайран упăшкана юратма тăрăшрăм... Ман пурнăçăм пуçланичченех çĕмĕрĕлнĕ иккен. Ана нимпе те тӳрлетеймĕн ĕнтĕ. Халь кăна Кĕтери килсе кайрĕ. Пирĕн таркăн упăшкасене персе вĕлернĕ, терĕ вăл. Таркăн арăмĕ пулса пурнассăм та килмест, халех хам çине алă хурăттăм, анчах хампа пĕрле тепĕр чуна пĕтерме пултараймастăп...
Эсĕ сăваплă çын, Трашук. Тав сана, Трашук, мана юратнăшăн. Санран урăх мана çут тĕнчере никам та юратман-тăр. Эп хам юратнисем те мана юратман, ман ĕмĕре пăсрĕç вĕсем, мана качча пачĕç те манчĕç ман çинчен...
Юрĕ, эп сана ун пирки çырасшăн мар-ха. Эс сăваплă çын, Трашук. Самани те сан майлă халь. Чунтан-вартан сунатăп: телейлĕ пул. Кĕтери сана мĕн ачаран юратать. Тен, çавăншăнах эп сан пирки хĕр чухне пĕрре те шухăшламанччĕ, Кĕтери каччи тесе шутлама хăнăхнăччĕ, кайран Кулине каччи тесе кăшт тăрăхланăччĕ. Уншăн каçар. Сана никам та Кĕтери пек юратас çук. Халь хăвăн кăмăлу мĕнле пулсан та, Кĕтерипе телейлĕ пулăн эс. Чĕрепе сисетĕп çавна. Эпĕ те хама юратнă çынпа телейлĕ пулăттăм. Çук, çут тĕнчене йăнăшпа çуралнă эп, йышăнмарĕ вăл мана...
Атте-аннене сана шаннă пек шанмастăп. Манран ача тăлăха юлсан, ан ман, ан пăрах çав тăлăха. Эс çĕнĕ самана çынни, вăл Санька пек мар, сан пек пултăрччĕ.
Кĕтери те сăваплă çын. Эс мана юратнине пĕлсе тăнă вăл. Çапах манран сивĕнмерĕ. Санран пуçне мана Кĕтери çеç юратнă. Иксĕр пĕрлешсен, ман тăпра çине чечек çыххи пырса хурăр. Эпĕ леш тĕнчере те пулин савăнăп вара».
Çырăвне конверт ăшнех чиксе хатĕрленĕ Наçтук, адресне шкул ачи пек кăшт айванрах çырнă, хула ятне кăтартнă хыççăн: «Уездный райком, Петрову Трофиму Михайловичу», тенĕ.
Тем пирки те шухăшлаттаракан çыру пулчĕ-ха ку вăл. Трашукăн хурланчăк кăмăлне пумилккерен таврăннă амăшĕ пӳрте кĕрсенех сисрĕ. Калаçни пулмарĕ вĕсен паян. Трашук е кĕтесрен кĕтесе утса çӳрерĕ, е вырăн çинче куçне хупса выртрĕ. Çывăрасса вара кăнтăрла мар, çĕрле те канăçлăн çывăраймарĕ.
...Кĕтерие юриех курма шутламанччĕ Трашук. Анчах лешĕ хăех мĕн кирлине шутласа хунă пулмалла. Паллакан сасă малтан Трашук амăшне чĕнсе кăларчĕ, каярахпа пӳрте Кĕтери хăй пырса кĕчĕ.
Пĕрне-пĕри каллех тĕлĕнсе палларĕç вĕсем. Трашукăн хальхи сăнĕ те хăратмарĕ Кĕтерие, килĕшрĕ. Тепĕр чух çавах та кулĕччĕ вăл, уссиллĕ йĕкĕте тăрăхласа пĕтерĕччĕ. Халь кулас-ихĕрес кăмăл пулмарĕ Кĕтерин. Çавăнпа ун сăнĕ те çĕнĕлле курăнчĕ Трашук куçне. Алăк хыçĕнче ун сассине илтсен, Трашук ирĕксĕрех халăх сăмахне аса илчĕ.
«Пӳрни пӳрт хыçнех килчĕ-шим?!» — шухăшларĕ вăл.
Кĕтери ихĕрмерĕ паян, Смоляковсене, Мăрзабайсене вăрçрĕ, пĕрмай Наçтук пирки калаçрĕ.
— Наçтук ачине Мăрзабай мучи хăй усрама илчĕ, — терĕ вăл, Трашук ача пирки ыйтсан. — Ун телейне, эп хам кăкăр пăрахтарманччĕ-ха. Тахçанах пăрахтармаллаччĕ, Наçтук та ятлатчĕ. «Эс, мĕн, çиччĕ тултаричченех ĕмĕртесшĕн-им»? тесе тăрăхлатчĕ. Халь ман сĕт ун ачи валли шăпах кирлĕ пулчĕ акă. Наçтук ачине ман патра хăварма аран килĕшрĕ йӳтенĕ Мăрзабай. Ухмаха ере пуçланă сан «ырă хуçу». Эп пулмасан, ачине выçă вĕлеретчĕ вăл. Карчăкĕпе Кулинене шанмасть, хам пăхса ӳстереп, тет.
«Наçтукăн юлашки сăмахне пĕлнĕ пекех хăтланать Кĕтери, — шухăшларĕ Трашук лешĕ калаçнă хушăра. — Акамĕн кăмăлне манран лайăхрах пĕлнĕ çав Наçтук. Ун çырăвне кăтартас мар-ши ăна? Çук, тăхтас-ха. Малтан лайăхрах шухăшласа пăхас. Васкама кирлĕ мар».
Кĕтери çав вăхăтра сăмаха урăх енне пăрчĕ.
— Таркăнсем пирки хыпар эс манран лайăхрах пĕлетĕн пуль, — терĕ вăл. — Зар Ехим таврăнсан та, унпа пурăнмастăп. Таврăнаяс та çук вăл. Хальччен выçă вилнĕ пуль, мĕскĕн, е вăрманта пĕр-пĕр лачакара пĕтнĕ пуль.
— Ун пирки хыпар çук çав, — терĕ Трашук. — Дезертирсене пурне те тенĕ пек тытса пĕтернĕ, хăшне, парăн-маннисене, хире-хирĕç перкелешнĕ чух вĕлернĕ. Тытнисем хушшинче те, вилнисем хушшинче те Ехим пулман. Юлашки хыпарсене пĕлместĕп. Чугунов отрячĕ хулана таврăнманччĕ-ха.
Пăртак сăмах чĕнмесĕр ларчĕç. Кĕтерин вут-хĕмлĕ куçĕсем Трашука çунтарма пăхрĕç, йĕкĕчĕ вут-хĕм айне лекесшĕн пулмарĕ, куçне айккинелле пăрчĕ. Кĕтери тӳсеймерĕ вара, тарăхса:
— Ан хăра, ухмах! Сана урăх пĕр сăмах та калассăм çук. Мĕн калассине тахçанах каланă. Мĕнле килнĕ çапла каях! — терĕ те, пӳртрен чупса тухрĕ. Трашук: «Чим-ха, Кĕтери, çаврăн каялла!» — тесе кăшкăрасшăнччĕ, хăй çавах çăвар уçмарĕ, вырăнтан та хускалмарĕ.
Курăкхăвине çити çуран каяс терĕ Трашук — масар урлă, çӳллĕ кĕпер урлă. Курăкхăвинче чарăнса тăмалла-ха ун, Çимунпа Анука курмалла. Икĕ çыру пĕрле чĕркесе амăшне парса хăварчĕ вăл.
— Кĕтери килсе ман пирки ыйтсан, çак хутсене пар, — терĕ.
— Хăй килмесен, кайса парас-и? — ыйтрĕ амăшĕ.
— Килмесен, ан пар. Хам таврăниччен усра. Трашук Наçтук тăпри патне те çитейменччĕ пуль, Кĕтери Сăпани инкĕшĕ патне чупса та пычĕ:
— Кайрĕ-им?!
— Кайрĕ. Сан валли хут хăварчĕ.
Малтан Кĕтери, йĕре-йĕре, Наçтук çырăвне вуларĕ, унтан Трашук çырăвне тытрĕ.
Каччă питĕ кĕскен çырнă:
«Тĕрĕс, Кĕтери, сăмах урăх кирлĕ мар, вăхăт кирлĕ. Халь пурпĕрех Наçтук тăпри çине кайса хума чечек çук. Çуркунне кайса хурăпăр. Унччен, кăмăлу улшăнмасан — кĕт! Эпĕ те хама хам лайăхрах тĕрĕслем. Саншăн тунсăх-ласан, Хĕрлĕçыр кукрине чечек татма таврăнăп».
— Ухмах! — терĕ Кĕтери пĕлтĕр-виçĕмçулхи пекех, Трашук çырăвне вуласа тухнă хыççăн.
Анчах урăх сасăпа каларĕ, кăкăртан тухакан ăшă сасăпа. Сăпани кӳренмерĕ ывăлне çапла хурланăшăн. Вăл, ним илтмĕш-курмăш пулса, кăмака кукринче мĕшĕлтетрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...