Кĕпер :: Çĕнĕ сасăсем
Юлашки вăхăтра Тапăрта лаша тулхăрни кăна мар, хĕрарăм сасси те илтĕнекен пулчĕ. Халь отрядра виçĕ хĕрарăм. Нюрăла пирвайхи операцие кайнă партизансем ертсе килчĕç. Çав ятсăр разъездра пытанса пурăннă иккен Лешекки хĕрĕ.
Хĕлле Радаев отрячĕпе Дутова хирĕç çапăçма кайнăскер, Нюра темиçе çапăçура та пулнă. Малтан вăл хулари больницăра няньăра ĕçленĕччĕ, çавăн чух пĕр медсестрапа, Лида Черкасовăпа, туслашнăччĕ. Лида ăна хăйпе пĕрле вăрçа кайма чĕннĕ. Ун чух Нюра хĕрлисен отрядне революционер кăмăлĕпе мар, хăйĕн çĕнĕ акамне юратнипе çеç пырса хутшăнчĕ. Лидăпа пĕрле суранланнă çынсене çăлса тертленнĕ хушăра тин вара вăл хăйĕн тивĕçне чĕрепе туйса илчĕ. Хăй суранланнине пула çеç Нюра Блюхер çарĕпе Оренбург таврашне каймасăр юлчĕ, ăна хайхи çав ятсăр разъезда сывалма хăварчĕç...
Ватăлас енне кайнă хĕр качча тухас пирки шухăшлама пăрахнăччĕ ĕнтĕ. Ялта чух вăл, теме шанса, хăйĕн салтакри авланнă каччине кĕтсе пурăнатчĕ. Вара, кĕтсе илеймесĕрех, хулана пурăнма куçрĕ. Хура-Шур куркаланă хыççăн хĕрĕн шухăшĕсем улшăна пуçларĕç. Кобозев комиссарпа ытти паллă революционерсемпе, тӳрĕ те таса кăмăллă çынсемпе çывăх паллашнăранпа вăл пурнăç çине те урăх куçпа пăхакан пулчĕ.
...Çимун çавна сисмест-ха. Нюра пĕр кĕтмен çĕртен тупăннă кун вăл вĕçĕмсĕрех ун тавра явăнчĕ. Хĕр унпа çынра вăрттăн калаçма васкаманшăн та кăмăлсăрланмарĕ Çимун. Шыранă телей сасартăк тупăннăшăн савăн-нипе, Нюра унран сивĕннĕ пек пулнине те туймарĕ вăл. «Çынран вăтанать. Хамăр ялсем нумай-çке кунта», — шухăшларĕ çеç. Тульккĕш каç пулсан та пĕр-пĕр тĕм айĕнче хĕрпе калаçса лараймарĕ, апăрша. Нюра, хăйĕн янташĕсене, кӳршисене тупнипе савăннă пек пулса, каçа хăйĕн кӳршĕ çыннисемпе калаçса ирттерчĕ.
Çавах пĕррехинче тӳлек те улах вырăна чĕнсе илчĕ-илчех Çимун савнă хĕрне. Анчах мĕн ĕмĕтленни пулмарĕ. Нюра мăйран пырса уртăнмарĕ, темшĕн куçран пăхма та вăтанчĕ. Çимун хăй ăна хытă юратнине пĕлтерсен тата пĕрлешме сĕнсен те, хĕр хирĕç чĕнме васкамарĕ, ачашшăн куçран пăхса илчĕ те пуçне пĕшкĕртрĕ. Çимун калаçма чарăнчĕ, ирĕксĕрех савнин çĕнелнĕ сăнне сăна пуçларĕ. Çук, ватăлман Нюра. Тĕрĕссипе, ватăлма вăхăчĕ те çитмен-ха. Çирĕм виççĕри хĕре ялта кăна ватăлнă теççĕ. Елĕк вал тин кăна çулçă кăларнă çамрăк çӳçе пекчĕ, халь — сулхăн пама пултаракан çамрăк тирек. Çавăнтах Пăлаки аса килчĕ. Лешĕ лĕп чун — вĕрилентермест те, сивĕтсе те пăрахмасть. Ку вара пачах урăхла çын: пĕр çунтарать чĕрене, пĕр шăнтса ярать... Халь ак шăнтса пăрахассăн туйăнать: хăмăр куçĕсене сӳнтерчĕ, пытарчĕ, вара унăн хĕвел пек çутă сăнне хура пĕлĕт килсе хупларĕ.
— Айван пулнă çав эпир çамрăк чух, Семен Тимофеевич, — терĕ вăл. — Иксĕмĕр пĕрлешсе савăнăпăр, тепĕр чĕрĕ чуна вара хăртса лартăпăр. Пĕринне кăна мар, тепринне те. Ачу пур вĕт. Чĕрĕ ашшĕ пур çертенех тăлăх-турат пулса ӳстĕр-и вăл? Çавăн пирки шухăшламастăн-и? Шухăшламалла. Киревсĕр ĕç тума ирĕк паман пире революци. Хăвăн пирки çеç шухăшлатăн пулсан, коммунист мар вара эс — анархист пулатăн («Тупрăн анархист», — мăкăртатрĕ Çимун). Çапла вĕрентеççĕ пире чăн-чăн революционерсем. Шухăшла-ха, эсĕ халь халăх телейĕшĕн çапăçатăн, çав вăхăтрах мĕскĕн хĕрарăмпа тăван ывăлун телейне татма хатĕрленетĕн. Пирĕншĕн çĕнĕ пурăнăç çитнĕ тейĕпĕр, арăмушăн çитмен-ха. Тепĕр вунă-вунпилĕк çултан эс ăна пăрахнăшăн вăл, тен, аптрамĕччĕ те...Халь вара ăçта кайса кĕтĕр вăл? Çын мăшкăлĕ пулса тăрĕ — Каменкăра пурăнма юлсан та, тăван ялне таврăнсан та...
Малалла çамрăк хĕрарăм Çимун ывăлĕн шăпи пирки те чуна çӳçентерсе сăмахларĕ, ĕлĕкхи каччине макăрас патнех çитерчĕ. Юлашкинчен вăл Çимуна арăмĕ патне халех кăмăллă çыру çырма хушрĕ. Хăйĕн те чунĕ хытă хурланчĕ пуль хĕрĕн — сасси чĕтре пуçларĕ.
Вара вĕсем уйрăлчĕç. Çимун, карттусне çамки çине антарса, ассăн сывласа илчĕ те вырăнтах ларса юлчĕ. Нюра, пуçне пĕшкĕртсе, Тапăрти сасăсем еннелле утрĕ. Хĕр тутăр вĕçĕпе куçне шăлса илнине Çимун курмарĕ...
Нюра тупăннă хыççăн тепĕр эрнерен Тапăрта татах çĕнĕ сасăсем илтĕнчĕç. Шатра Микка сăмахне чăна кă-ларса, часах хайхи клуб пуçлăхĕ — Мулла Анукĕ — килсе çитрĕ. Пĕччен те мар: хăйпе пĕрле Сухоречка хĕрне — Ольăна — ертсе килнĕ. Анукпа Оля Тапăрта Федунова Нюрăна тĕл пулнăшăн чунтан хĕпĕртерĕç.
Ял çыннисем Тапăрта хĕрарăм сасси илтĕннĕшĕн савăнмаллипех савăнчĕç. Комиссар çеç савăнма васкамарĕ. Вăл çак «вăрăм çӳçсем» революци салтакĕсен чунĕсене çемçетсе ярасран, вĕсене пула арçынсем хушшинче хирĕçӳ тухасран пăшăрханса ӳкнĕччĕ, хăйне Анукăн чăрсăр хăюлăхĕ çын кулли туса хурасран та шикленнĕччĕ. Ватă каччă çамрăк хĕрарăма кирлĕ таран пĕлсе çитеймен иккен. Ятрус хĕрĕ пуринпе те кăмăллăн çатăлтатать, комиссар еннелле çаврăнса та пăхмасть. Уншăн Мишша-салтак ӳпкелешме те хатĕр пулчĕ, тен, кĕвĕçсех те кайнă пулĕччĕ, анчах кăмăла кирлĕ-кирлĕ марпа пăтратма вăхăт çук çав, ытти хуйхă-суйхă нумай. Çапах пĕррехинче Осокинпа Николаев хĕрарăмсем пирки ятарласах пуринчен вăрттăн ларса калаçрĕç.
Сăмаха Çимуп пуçларĕ. Вăл хăйĕн хуйхи пирки юлташне ним пытармасăр каласа пачĕ. Мишша-салтак малтан шухăша кайрĕ. Ларсан-ларсан вара сасăпах кулса ячĕ.
— Пиртен ăслăрах вĕсем, ача, — терĕ кулма чарăн-сан. — Эпĕ сан арăмупа паллашнă хыççăн сана питĕ вăрçнăччĕ. Халь ху эс манран канаш ыйтса ларатăн... Çĕнĕ самана килнине хĕрарăмсем лайăх ăнланаççĕ иккен. Эпир, арçынсем, революцин пĕр енне çеç куратпăр, вĕсем тепĕр енне те курма тăрăшаççĕ. Пурнăç çине пиртен тимлĕрех пăхаççĕ вĕсем. Акă халь пирĕн отрядра виçĕ хĕрарăм. Виççĕшĕ те расна çынсем. Çавах çĕнĕ пурнăç пирки пĕр шухăш тытнă. Мораль кодексне революци çулпуçĕсем çырса парасса кĕтмеççĕ, пурнăçра çĕнĕ çул хăйсемех тупасшăн. Революцие çулпуçсем мар, халăх туни çакăнтан та лайăх курăнать. Çук, ача, революцин тĕп ĕçĕсене хĕрарăмсăр тăваймăпăр эпир.
Осокин унччен хăй тĕллĕн çапла шухăшласа курманччĕ. Халь, Çимунпа калаçнă чух, шухăшĕ хăех таçтан сиксе тухрĕ. Çавăнтанпа Тапăрта хĕрарăм сасси илтĕннĕшĕн пăшăрханма пăрахрĕ комиссар. Мăкшăелĕнчи çапăçу хыççăн хĕрарăмсем вăхăтла килсе çитнĕшĕн савăнчĕ кăна. Суранланнă çынсене пăхма ав епле пулăшаççĕ вĕсем Ятрус мучие.
Нюрăпа Анук хĕрарăм çулне кĕрсе çитнĕ ĕнтĕ, Оли вара çап-çамрăк-ха. Çапах ăсĕпе те, кăмăлĕпе те хăйĕн каччине чăнахах тивĕçлĕ хĕр. Рамашпа Оля пирки Осокин ялтах илтнĕччĕ. Кунта та Илюшăпа унăн юлташĕсем вĕсене тăтăшах асăнатчĕç. Рамашĕпе паллашаймарĕ комиссар, Олине курса савăнчĕ вара. Каччине курма çеç килмен иккен вăл кунта. «Эпĕ хĕрлĕ гвардеец», — тет. Пăшал тыткалама та вĕренмĕ иккен Илюшăн «гвардийĕнче». Каччине курайĕ-ши мĕскĕн? Кăяш Тимкки хăйĕн çырăвĕнче çапла çырнă: «Рамаш Куйбышев патне кайса килчĕ. халь эпир ăна Чапаев патне ăсатрăмăр. Пултарать ачи! Пирĕн Хĕрлĕ Çарта та паттăр ĕçшĕн награда парас закон тухмалла тесе калаççĕ. Рамаша награда параççех ак...» Ку паттăр йĕкĕте хăй курмасăр юлнăшăн тата тепĕр хут ӳкĕнчс вара комиссар, Ольăпа тата ăшшăноах калаçа пуçларĕ. Кун пирки Мулла Анукĕ Ольăна кĕвĕçнĕ пекрех кулса: «Асту, чипертерех пул: вăл ман каччă. Чехсене-мехсене хăваласа ярсанах, тĕнче çĕмĕрттерсе туй, хĕрлĕ туй. тăватпăр», — тесе ихĕрчĕ.
Тапăр ĕмĕрĕ те кĕскелсе çитрĕ ĕнтĕ. Тепĕр ик-виç кунтан пилĕкçĕр çынран тăракан отряд похода тухмалла. Ун çулне хуларисем малтанах палăртса хунă. Хыпарсем ырă. Хĕрлисем учредиловка çарĕсене хĕвеланăç енчен те, кăнтăр енчен те хĕсмеллипех хĕсеççĕ. Хулара Осокин отрядне чармалăх вăй çук иккен халь. Назара хăйне тыткăна илсе, унăн огрядне Мăкшăелĕнче аркатНй партизансене çул уçса пачĕ. Çулĕ тӳп-тӳрех Чапаев бригади патне илсе каймалла. Комиссарпа командир халь отряда похода хатĕрлесе ăшталанаççĕ. Федотов хăй ĕçне лайăх пĕлет. Осокинĕ вара Çимун пекех аптракан пулса кайнă.
Чăн та, ревкомпа отряд ĕçĕсене революци хушнă пек тĕрĕс туса пыма Çимунăн мар, хушăран Мишша-салтакăн та ăс çитмест.
«Вăл енчен ревком йышĕ те ăнăçлах мар çав, — шухăшлать Осокин. — Леонид ырă та йăваш чĕреллĕ çын. (Хăйĕн хулари паттăрла ĕçĕ пирки никама та каламан лешĕ.) Революци çулĕ çине гуманизм сукмакĕпе пырса тухнăскер, вăл тепĕр чух, класла туйăма çухатса, тăшмана та шеллеме пăхать. Çимунĕ — те старшина çемйинче ӳснĕрен, те кăмăлĕ çапла пулнăран — хăш чух халĕ те иккĕленме пăхать...»
Рамаша таçта ăсатнăшăн пĕрре мар ӳкĕнчĕ Осокин. Вăл Якалĕнче революци ячĕпе туса ирттернĕ ĕç комиссара нумай шухăшлаттарчĕ. Пĕр енчен, ревком чăн та çапла ĕçлемелле пек. Тепĕр енчен... Кам пĕлет? Рамаш никам çирĕплетмен решенипе тăруках çичĕ çын персе вĕлерни Виçĕ Якур пек анархистла хăтланни пулмарĕ-ши? Капла халăх большевиксенчен те хăракан пулĕ. Кăмăлĕ çапларах шухăшлаттарать-ха Мишша-салтака. Шухăшăн вара хăйĕн тымарĕ те пур иккен. Туйăм мĕн вăл? Куç умĕнче халь, çак самантра пулса иртнипе çеç пăлханать. Шухăшăн тавракурăмĕ анлăрах. Вăл тахçан пулни-иртнине аса илет, малашлăха курма тăрăшать. Çук, Рамаш анархистла хăтланман пулĕ. Тарăн шухăшлă та пысăк туйăмлă революционер вăл. Ăсатмалла марччĕ иккен çав ăна. Халь кунта унăн сăмахĕ тем пек кирлĕччĕ. «Хам иккĕленмесен, ревкомĕ те хирĕç пулмĕ-ха. Ревком членĕсем мана шанаççĕ. Çавăнпа пушшех йăнăш туса хурасран асăрханасчĕ...» — çаплах канăç тупаймасть Осокин.
Заложниксен шăпине татса памалла ĕнтĕ. Е персе вĕлермелле вĕсене, е ирĕке кăларса ямалла. Иккĕшин шăпи паллă. Назарпа тепĕр офицерне, Чулçырма «геройне», пересех пулать. Вăрă-хурахла мар, суд туса, приговорпа. Леш тĕрлĕ половинкинсемпе вара мĕн тумалла? Рамаш рядовой карательсене те персе вĕлернĕ... Çав вăхăтрах хăшне-пĕрне ирĕке кăларса янă...
Юлашкинчен Осокин çапла шухăшласа хучĕ:
«Похода хатĕрленсе çитиччен хуларан ним те хушмасан... халăхран ыйтас. Мĕн каласан та, пилĕкçĕр çын пилĕк çынран ăслăрах».
Ревкомра халь рабочи те, ватă большевик та пур. Хăйне хулари ревком ирĕк панипе, Осокин ревком членĕсен шутне Горшковпа Малинина кĕртрĕ. Анчах Горшковĕ революци ĕçĕнче пиçмен-ха. Малинин партире 1904 çултанпа тăрать пулин те, ĕçре сахал пулнă. Вунтăватă çултан вуникĕ çулне тĕрмере те ссылкăра ирттернĕ...
Çак ватă большевика асăнсан, Мишша-салтак йăл кулса илчĕ. Çӳллĕ, тĕреклĕ мăкшă çынни. Хитре шурă сухалĕ хăйĕн кăкăрне те хупласа тăрать! Вăл ăна пытанса пурăннă вăхăтра та кастарман. Те ытла харсăр, те айванрах старик. Тăшман аллине хăех парăннă темелле. Карательсем Мăкшăелĕнче, ватă большевик пирки тĕпчесе çынсене хĕнеме тытăнсан, Малинин, çĕр айĕнчен килсе тухнă пек, сасартăк шыв пички çине хăпарса тăнă та карательсене питлеме пуçланă, халăха Совет влаçĕн тăшманĕсене хирĕç тăма чĕннĕ. Карательсен командирĕ тĕлĕнсе ӳкнипе тăруках тавçăрса та илеймен. «Кам вăл, сирĕн ухмах старик? Çӳçне кастарнă пуп мар-и?» — кулса ыйтнă вăл пĕр пуян мăкшăран.
«Эсир шыракан Малинин вăл», — тенĕ лешĕ. Назар, çак сăмаха илтсен, халăха сирсе, шур сухал умне пырса тăнă, лехлетсе кулнă та айван оратора пичке çинчен сĕтĕрсе антарнă, старике хăй аллипе хĕнесе чунне кантарнă. Тен, çавна пула тыткăна лекрĕ те пуль хаяр каратель.
Сасартăк партизансем килсе тухсан, Назар тăруках лаша ратне чупса çитеймен, тахăш ăна ура хурса чикелентернĕ. Салтакра пулнă мăкшăсем пăшал пенинчен ыттисем пек хăраса ӳкмен. Партизансем карательсене хупăрланă хушăра виç-тăватă çын карательсен командирне çыхса пăрахнă...
Малинин, тĕрмере нумай ларса, халь тата пытанса пурăннипе, халăхшăн хытă тунсăхласа çитнĕ пулмалла. Тунката çине хăпарса тăрать те митинг пуçласа ярать. Партизансене ӳкĕтлеме-чĕнме кирлĕ мар, çавăнпа вара ватă большевик хăй мĕн пĕлнине пĕтĕмпех халăха каласа пама тăрăшать. Хăй сăмахне çĕр чăмăрĕ еиле пулса тăни çинчен каласа панипе пуçлать те шурă чехсем кам хĕтĕртнипе Совет влаçне хирĕç пăлхав çĕклени çинчен ăнлантарнипе вĕçлет. Тепĕр чух Çĕпĕрти пурнăç пирки сăмахлать. Партизансем пурте юратса итлекен пулчĕç тунсăхланă оратора, хăйсемех тунката тавра пухăнса тăраççĕ. Халăх пухăнсан, Спирка Малинина шыраса тупать те тунката патне ертсе килет.
...Çĕнĕ сасăсем Тапăрта нумайлансах пыра пуçларĕç. Паян заложниксен çĕрпӳртĕнче те çĕнĕ сасă — чи хаяр офицерăн сасси илтĕнчĕ...
Назар тыткăнра та тăруках лăпланмарĕ. Малтанах вăл çĕрпӳртрен çĕмĕрсе тухма шухăш тытнăччĕ. Çавăн пирки тепĕр офицерпа хирĕçсе кайрĕ. Офицерсем хушшинче килĕшӳ пулманнипе вара ытти карательсем те пĕр шухăшла пулаймарĕç. Лешĕ, Чулçырмара иртĕхсе пĕтнĕ офицерĕ, халĕ йăвашланса çитнĕ иккен ĕнтĕ, хăйне партизансем персе вĕлересрен хăрами пулнă. Федотовăн лăпкă кăмăлне кура ирĕке тухма шутласа хунăскер, вăл юлашки вăхăтра алăка шаккама та пăрахрĕ. Май килнĕ чух партизансен комаидирĕпе шӳт туса калаçма та пăхать; вăл Николаевпа килĕшме мар, унăн пуçтах ĕçне чăрмантарма та хатĕр.
Çакна сиссен, Назар, Леонидпа вăрттăн калаçса, ăна хăратса та, илĕртсе те ирĕке тухма хăтланса пăхрĕ. Еçĕ çавах ăнмарĕ...
Леонидран пуçие, отрядра хулари ревкомпа çыхăннă Мишша-салтак тата Совет влаçĕшĕн чĕр юнпа пĕвенсе курнă Шатра Миккапа Пали пуррине пĕлмен çав вăл. Вăрманта пытанса пурăнакан ял çыннисем çине халĕ те дезертирсем çине пăхнă пек çеç пăхнă.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...