Кĕпер :: Рамаш отрячĕ
Юлашки вăхăтра самани те кĕрхи улшăнчăк çанталăк евĕр хăтланкалать: пĕр тапхăр — хĕвел ăшши, тепĕр тапхăр — кăра çил ташши; пĕр ачалла кулать, пĕр кашкăрла улать...
Якаль пуянĕсемшĕн те çаплах пулмарĕ-и? Халь кăна ялти камунсенчен хăтарса савăнтарнăччĕ куштансене самана, çавăнтах Белянкинăн шăршланса кайнă виллине кăтартса сехĕрлентерсе пăрахрĕ.
Якаль пуянĕсен, чăнах та, сехрисем хăпнă çав. Вăрманта вĕлернĕ Серафим Дятловăн пĕр хушаматлă пуян хурăнташĕ чылайранпа лăпкă çывăраймасть ĕнтĕ. Çук, Белянкинсене вăрмана, лесник пӳрчĕ патне, çул кăтартса янăранпа мар, чăтлăхра Белянкин виллине ăнсăртран тупнăранпа. Эсерĕн Виçĕ Якур çакса хăварнă виллине шăпах çав Аристарх Дятлов, Чулçырмари Хаяр Макар хăраххи, ял çыннисене, хăйĕн тăванне сутакан çын, тупнă-мĕн. Çавăнтанпах ыйхă çухатнă вăл. Хăйне те кам та пулин паян-ыранах тытса çакассăн туйăна пуçларĕ ăна. Çитменнине, халь тата ак таркăнсем пысăк ушкăнпа вăрманта пытанса пурăнаççĕ. Вĕсем хушшинче Серафимăн çывăх хурăнташĕсем те пур вĕт...
Усал та хăравçă çыннăн сехри хăпсан, хăйĕнчен те усал ĕç тума хатĕр вара вăл...
Мобилизацирен тарса пурăнакан çынсене, вĕсем, пĕр çĕре чăмăртанса, социаллă вăй пулса тăраймасан, таркăнсем теççĕ çав. Урăхла каласан, ун пек çын дезертир пулать. Вăрмана тарнă Якаль çыннисем хăйсене чăнах та дезертирсем пек тыткаланă. Вилмен пек шанчăклă вырăн пулмасан, вĕсем, тен, пĕр çĕре пухăнман та пулĕччĕç, вăрманта сапаланса пĕтĕччĕç. Анчах вĕсене çав утрав та пĕтĕçтереймерĕ: çынсем кунта пĕр шухăшпа мар, пĕр туйăмпа — вăрçа каяс килменнипе — пухăннă иккен. Ку туйăмпа хăвна ху çеç çунтаратăн. Влаçр.ан ĕмĕр тарса пурăнаймăн. Çавăнпа таркăнсем хушшинче часах киле таврăнас, власть аллине парăнас текенсем тупăнчĕç.
Малтанах ун пеккисем сахаллăнччĕ. Каярахпа, вĕсем хĕтĕртнипе, çирĕпреххисем те иккĕлене пуçларĕç. Виç-тăват вырăспа ик-виç чăваш çеç, хĕрлисене шыраса, тĕнче хĕррине те кайма хатĕр. Анчах вĕсем юлташĕсене ӳкĕтлеме витĕмлĕ сăмах тупаймарĕç...
Вилмен ушкăнĕ шăпах сапаланса каяс патне çитсен, Шурă Пракань унта хăйĕн пултăрне ертсе килчĕ.
— Пирĕн пата ют ялсем хăнана çӳре пуçларĕç. Пире те çын вырăнне хуракан пур иккен, — терĕ пĕр вырăс, шӳт тунă пек пулса.
— Юланутлă, нухайккаллă хăнасем килесрен хăрамастăр-и? — тавăрчĕ ăна йĕкĕт.
Çак сăмахран пуçланчĕ те Рамаш ĕçĕ. Тунсăхласа, тарăхса çитнĕ çынсем кĕçех пурте çамрăк йĕкĕте сырса илчĕç. Рамаш, çĕнĕ хыпарсем пĕлтернĕ май, хĕрлисем хăш енче паттăррăн кĕрешни çинчен, Чапаев отрячĕн мухтавлă ĕçĕсем çинчен сăмахларĕ, пĕлменнине те пĕлнĕ пек туса каларĕ. Малтанах хирĕçекен-тавлашакан пулмарĕ, Рамаш сăмахĕсене пурте тимлĕн тăнларĕç. Мобилизацие тивĕç салтаксем — çамрăк çынсем: хăшĕ Рамашран виçĕ çул, хăшĕ икĕ çул çеç аслăрах. Çавах вĕсем унчченех салтакра пулса курнă. Пĕри çеç, питне-куçне хура сухал пусса кайнăран, ыттисенчен нумай аслă пек курăнать. Çӳллĕ те хитре вырăс. Куçĕ хăйĕн ялтăркка та çивĕч, — хушăран ылтăн хĕлхем çиçтерсе илет. Хăйне Миша тесе чĕнеççĕ. Воронин Миша. Çавă çынсене пуринчен ытла пăлхатать иккен. Ун пирки Рамаш, хăйне куричченех, йыснăшĕнчен ыйтса пĕлчĕ.
Рамаш каярахпа партизансен тивĕçĕ пирки сăмах хускатсан, хитре вырăс сăмахсене хуçкаласа хирĕçе пуçларĕ:
— Краснобайство! Чижик-пыжик. Хорошо поешь, да не знаю, где сядешь, — терĕ вăл йĕкĕлтесе тăрăхланă майлă.
Рамаш, Воронин сăмахне илтмĕш пулса, йĕри-тавра пăхса илчĕ. Лешĕн сăмахĕсене ырлакансем палăрсах каймарĕç. Ун çумĕнчи юлташĕсем çеç кăшт кулам пекки турĕç.
Рамаш пĕр самант чĕнмесĕр тăчĕ.
«Хĕрнĕ тимĕре сивĕтсе ярас мар, çийĕнчех туптас!» — çиçрĕ шухăш ун пуçĕнче.
— Эпĕ, юлташсем, сирĕн пата йысна хăни пулса е мобилизацирен тарса килмен, — терĕ вăл çирĕп сасăпа. — Хам пуçа çеç çăлас тенĕ пулсан, урăх çулпа кайнă пулăттăм. Революци хушнипе, ревком полномочийĕпе килтĕм эпĕ кунта. Кам-ха эсир халь? Учредиловка влаçне йышăнатăр пулсан, эсир — дезертирсем. Йышăнмастăр пулсан — партизансем, хĕрлĕ партизансем пулма тивĕç. Кашниех шухăшласа пăхăр: малалла дезертир пуласшăн-и эсир е партизан-и? Урăх çул çук сирĕншĕн. Лайăх шухăшлăр, сире никам та ирексĕрлемест...
Ун сăмахне пӳлекен урăх тупăнмарĕ. Вара Рамаш çынсене шухăшлама вăхăт пачĕ те пĕр тунката çине хăпарса тăчĕ.
— Юлташсем, ĕçхресченĕсем! — çĕнĕрен сăмах пуçларĕ вăл, кашни çынна куçран пăхма тăрăшса. — Кунта, пирĕн хушăмăрта, кулак таврашĕ çук. Мĕн кирлĕ-ха пире?Мир кирлĕ. Лăпкă пурăнăç кирлĕ. Тата килйыша савăнтарса ĕçлеме, тăранса пурăнма çĕр кирлĕ. Совет влаçĕ пире мир те, çĕр те пачĕ. Хулари буржуйсем, çĕр тытса тăракан улпутсем, ялти кулаксем — мир тунипе те, хресчене çĕр панипе те килĕшмерĕç. Пире мирлĕ пурăнма, хамăр телейшĕн савăнса ĕçлеме парасшăн мар вĕсем. Сирĕн ялти мирлĕ çынсене, Яшкинпа Дятловсене кам вĕлернĕ? Кулаксем тата улпутсен-буржуйсен тарçисем. Сире те вĕлереççĕ... Сирĕн мĕн, çакна кĕтсе тăмалла-и? Воронин юлташ, санпа калаçатăп. — Рамаш, сассине хытарса, хитре вырăса куçпа шыраса тупрĕ. — Ак, сăмахран, сана пĕр-пĕр кулак ывăлĕ хăлха чиккинчен тыттарсан, эс, мĕн, хитре хура сухална шăлкаласа пăхса тăрăн-и? Е тăшмана тавăрма тăрăшăн-и?
Халăх, калаçакана кăшт канма парас тенĕ пек, хускалса илчĕ. Пурте, кулкаласа, Воронин çинелле çаврăнса пăхрĕç.
— Мана-и? Мĕншĕн? Çыхланса пăхтăр-ха! — терĕ лешĕ, урăх ним калама аптраса. Сăнĕ çавах çиллес-ха хăйĕн.
— Хăвна тивсен, тавăрма хатĕр ентĕ эсĕ, — терĕ малалла Рамаш. — Юлташна тивсен вара мĕнле? Çăвар карса пăхса тăрăн-и е...
Хитре вырăс тӳсеймерĕ, оратора пӳлсе:
— Мĕн эс мана килсе çыхлантăн, çамрăк-ха мана вĕрентме! — тесе кăшкăрса пăрахрĕ. — Авлан малтан, арăмна ача тутар, вара килсе калаç пирĕнпе. Ун чух, тен, итлĕпĕр те...
— Пирĕн арăмсем çамрăк çав, — терĕ тепри. — Эх, киле таврăнса, арăмпа шăналăк ăшне кĕрсе выртасчĕ. Çапла-и, Миша?
Рамаш çынсен кăмăлĕ хăш еннелле çаврăна пуçланине сисрĕ те чĕлпĕре кăшт пушатма шутларĕ.
— Авланаймарăм çав, Воронин, — терĕ вăл, ĕнсине хыçкаланă пек туса. — Арăм çук-ха ман... Юратнă хĕр пур вара, кунтан инçех те мар. Çимĕк тĕлнех кĕтетчĕ вăл — каяймарăм. Савнă хĕре курас тесе, икçĕр çухрăм ытла çуран танккарăм. Çитме вунă-вунпилĕк çухрăм çеç юлнăччĕ — çитеймерĕм. Чăрмантарчĕç...
Рамаш сасартăк шăпланчĕ. Халăх та чĕнмерĕ. Хăшĕ, Рамаш пек, ĕнсине хыçкаларĕ, хăшĕ, шухăша кайса, ассăн сывласа . ячĕ. Пĕри тата, качча шеллесе, сăмах хушрĕ:
— Ма çитмерĕн вара хĕрӳ патне? Кам чăрмантарчĕ? Сан пек пулсан, эпĕ халĕ те кайса килĕттĕм. Сана мĕн? Салтака илме çул çитмен вĕт...
Рамаш сассине каллех хытарчĕ. Халь ĕнтĕ çын чĕрине пырса тивекен сăмахсем калама тăрăшрĕ.
— Кам чăрмантарчĕ тетĕн-и? Эсир чăрмантартăр, айвансем! Сире паян тесен паян тытса пĕтереççĕ, персе вĕлереççĕ. Çавах, юлташсем, ан пăшăрханăр, сирĕн пирки шухăшлакан пур. Эсир ăçтине, миçен пулнине ревком лайăх пĕлет. Ревком ячĕ мана сирĕн пата, сиртен отряд йĕркелеме хушрĕ. Мана отряд комиссарĕ пулма хушрĕ. Сирĕн хушăртан пĕр-пĕр опытлă командир тупăнмасан, халлĕхе командир хамах пулăп. Çамрăк тесе ан иккĕленĕр. Юлашки пилĕк-ултă уйăх хушшинче эпĕ çĕр хут çапăçура пултăм... Калаçса çитĕ ĕнтĕ. Хăрушлăх çывхарчĕ. Мана шанатăр пулсан, революци ячĕпе каланă сăмаха итлетĕр пулсан, отряда чăмăртанар. Итлĕр, юлташсем, ман сăмаха: кам та кам партизан пулса ирĕклĕхшĕн, пурнăçшăн, революцишĕн çапăçма хатĕр — ав çав лапсăркка хурăн айне кайса тăтăр. Кам таркăн пулса вăрманта пытанса пурăнасшăн е киле таврăнса тăшман аллине парăнасшăн — çак вырăнтах юлтăр.
Çапла каларĕ те Рамаш тăруках пăшăрханса ӳкрĕ:
«Ытлашши васкамарăм-ши? Ревком ячĕпе хам тĕллĕн ĕçлесе, ĕçе пăсмарăм-ши? Ма никам та вырăнтан хускалмасть-ха тата?»
Ку самант Рамашшăн çур ĕмĕр пек туйăнчĕ. Ак ушкăнран Шурă Пракань уйăрăлчĕ, ун хыççăн хурăн айне пĕр вунă-вуникĕ çын кайса тăчĕç. Ак тата иккĕн-виççĕн хускалчĕç...
Рамаш кĕтсе тăрать, никама та васкатмасть. Ушкăнри халăхран çурри ытла хурăн айне куçсан, тепĕр çурри талккăшпех тапранчĕ. Малтанхи вырăнта хура вырăспа унăн икĕ юлташĕ çеç юлчĕç. Кăшт тăрсан, Воронин унта пĕчченех юлчĕ, вăл питĕ хурланчăк сăнлă пулса кайрĕ.
— Пĕччен юлтăн вĕт, Миша! Атя, кил кунта. «На миру и смерть красна» теççĕ вырăссем. Эс вырăс вĕт, эп, чăваш пулсан та, вырăс йăлипе пурăнас е вилес терĕм, — чĕнчĕ ăна пĕри.
Юлашки çын та вара халăх енне танккарĕ...
Ĕçе васкатнăшăн халь ӳкĕнмест ĕнтĕ Рамаш. Тепри пулсан, тен, каплах васкамĕччĕ те. Çамрăк командир Стерлитамакра пулса иртнĕ ĕçсене астуса юлнă çав. Çынсене пĕр шухăш-кăмăллă тумасан, хăрушлăх çитсен сурăх кĕтĕвĕ пек пулса тăраççĕ вĕсем.
Рамаш кунĕпех отряда йĕркелес енĕпе ĕçлерĕ. Отрядра пурĕ хĕрĕх тăватă çын, вăл хăй хĕрĕх пиллĕкмĕш пулчĕ. Командир пулма килĕшекен салтак тупăнмарĕ. Вара Рамаша пурте: «Ревком хушнипе килтĕн пулсан, атя, хăвах пул», — терĕç.
Рамаш отрядра тăватă отделени турĕ. Кашни отделенире командир суйлаттарчĕ. Чăвашсем Шурă Пракане суйларĕç. Отрячĕ чăмăртанчĕ те... Хĕçпăшал сахалтарах: вуникĕ винтовка та темиçе берданка çеç. Револьвер е граната тавраш пачах çук. Отряд командирĕ хăй те пăшалсăр. Пĕри таçтан кинжал евĕрлĕ пысăк мар, шĕвĕр вĕçлĕ, икĕ енчен те çивĕч хĕç тупса килнĕ. йĕнни те пур. Çав хĕçе Рамаша çактарчĕç, командир палли пултăр терĕç.
Çынсем кĕçĕр хăйсеи хушшинче килĕшӳллĕн, лăпкăн калаçрĕç. Кашнийĕнех чĕри вырăна ларчĕ пек. Халь вĕсен командир та пур, ыйха сыхлакан часовойсем те пур. Чăннипе, часовойсем кирлех те мар. Вилмен утравне çĕрле çын пырса кĕреймĕ. Çавах часовойсем тăратас терĕ командир. Пĕр енчен, йĕркелĕхшĕн, тепĕр енчен... килсе кĕрекенсенчен мар, тухса кайма пултаракансенчен сыхланас терĕ вăл. Кĕçĕрлĕхе часовойсене ылмаштараканни Шурă Пракань. Сехет тени никамăн та çук. Автан вăрманта авăтмасть.
— Алтăр çăлтăра сăна, — терĕ Рамаш йыснăшне, хăй çывăрма выртрĕ.
Çĕрле Рамаш питне такам алли сĕртĕнчĕ. Рамаш çывăрман пекех яшт! тăрса ларчĕ. Ун çумне Шурă Пракань кукленнĕ иккен.
— Мĕн пулчĕ?! — сасă кăлармасăр ыйтрĕ командир.
— Воронин тарнă.
— А часовойсем? Сисмен-и е çывăрса кайнă-и?
— Çук, çывăрман. Часовойсене пĕрмаях тĕрĕслесе тăратăп. Вăл каçхинех çухалнă. Унăн юлташне, Чашкина, часовоя тăратрăм, çав каларĕ.
— Юлташĕ тарнине малтанах пĕлнĕ-и вăл?
— Пĕлнĕ пуль. Халь «пĕлмен» тет. Никама каламасăр яла кайса çӳреме вĕреннĕччĕ çынсем, çапах каç пулсан кайма шикленетчĕç. Ку, ав, лачакана кĕрсе ӳкесрен те хăраман.
Рамаш шухăша кайрĕ. Пĕр çын уйрăлса кайни нимех те мар-ха. Анчах кун пек çын, ăнсăртран тăшман аллине лексен, юлташĕсене сутма пултарать. Карательсем халлĕхе Якалĕнче çук пулин те... кулаксем пур. Вĕсем отряда хăйсем кăна килсе тапăнмĕç-ха, çапах та... Çапах та командир чĕри вăркать. Халь тата ку таркăн акă... Вилмен утравĕ тыткăн утравĕ пулса тăма та пултарать. Пире кунта питĕрсе лартма ним те мар. Çак шухăш Рамаш пуçне кăнтăрлах, çук, унчченех, кунта киличченех, пырса кĕнĕччĕ. Ку ĕçе ырана хăварнăччĕ вăл. Воронин тарни чуна çĕнĕрен пăлхатса ячĕ.
— Рамаш, итле-ха — пăшăлтатрĕ Шурă Пракань. — Эсĕ кăнтăрла, çынсемпе калаçнă чух, сана ревком пирĕн пата ячĕ терĕн. Ма апла суйрăн? Эс ревком патие çитмен-иç?
— Ĕнер арпалăхра виççĕн канаш тытнă чух каларăм-çке. Халь эпир виççĕн пĕчĕк ревком пек пултăмăр терĕм. Халĕ эсĕ те ревком членĕ ĕнтĕ. Çавна та сисмерĕн-и?Лере — пысăк ревком, кунта пирĕн пĕчĕк ревком пулĕ. Халь, ак, каллех, канаш тытмалла пирĕн. Пире тепĕр çын кирлĕ. Эп пĕлсех çитместĕп-ха, сана шанатăп. Аслă та шанчăклă çын пур-и?
— Пур. Дятлов, пĕрремĕш отделени командирĕ. Ларка тесе чĕнетпĕр. Лариван Çтепанчă Дятлов. Нумай калаçма юратмасть. Анчах эпĕ чăвашсене яла таврăнма чарнă вăхăтра вăл вырăссене ӳкĕтлерĕ. Çапла эпир унпа эс киличченех пĕр шухăшлă пултăмăр.
— Каллех Дятлов! — аптраса ӳкрĕ Рамаш, Лариванĕ пирки хальччен илтмен пек пулса. — Миçе Дятлов сирĕн кунта?
— Вырăс хушшинче çур ял ытла.
— Вăрат эппин. Ерипен, çынсене ан пăлхат. Командир ура çине тăрса карăнкаларĕ те унтан часовой тăракан çĕрелле утрĕ.
— Эс, Чашкин-Ложкин, ху та юлташу хыççăн сăптăрма шухăшламастăн-и? Епле вара Воронин тарнине сисмен эс? Юрĕ, ним те ан кала, тепĕр хут суйса çылăха ан кĕр. Каях, эппин, сан пек çынна шанса часовоя тăратма пултараймастпăр. Çывăр, ыран калаçăпăр, — терĕ командир ним тавăрса калама пĕлмен часовоя.
Чашкин, те тĕлĕнсе, те хăраса ӳкнипе, пĕр хушă вырăнтан хускалмасăр тăчĕ. Командир, çурăмран лăпканă пек чышса, уçăрах сасăпа: «Кайса çывăрах. Е Воронин пек яла тарас тетĕн-и? Кай, чармастăп», — тесен тин, лешĕ вăрăммăн сывласа, мăшлатса илчĕ те сăмах чĕнмесĕрех юлташĕсем çывăракан еннелле сулăнчĕ.
— Ларса канашлар-ха, Дятлов юлташ, — терĕ Рамаш лешĕ те вĕсем патне пынă хыççăн. — Часовойсем çывăрччăр. Тен, çынсене кĕçех тăратмалла пулĕ.
Ларка ятлă Дятловĕ чăн та тулăклă çын. Унпа нумай калаçмалла та пулмарĕ. Шурă Пракань, пултăрне юратса пăрахнăскер, Рамаш мĕн каласан та килĕшет. Вырăс та Рамашпа килĕшрĕ.
— Аристарх Дятлов ахальтен мар хулана кайнă теççĕ. Пирĕн ĕçпе кайнă вăл. Коммунистсене сутнăскер, пиртен хăрать вăл. Карательсем кĕç-вĕç килсе çитме пултараççĕ. Мĕн пулсан та, ку вырăнтан хăвăртрах куçас пулать, — терĕ Ларка.
Куçасси паллă-ха. Кун пирки Рамаш Ятрус учительпе калаçнă чухнех ăнкарчĕ. Халĕ командир урăхларах шухăшла пуçларĕ. Вилменрен тухсан та, ытлашши аяккалла кайма кирлĕ мар. Сукмак çывăхĕнче сăнавçа хăварас. Пĕр енчен, Трашук халех таврăнса, ревкомран кăтарту илсе килессе ĕмĕтленет вăл. Тепĕр енчен... Ку шухăша Рамаш сасăпах каларĕ:
— Тĕрĕс шухăшлатăн, Ларион Степанович. Санпа пĕр хушаматлă тăшман, чăнах та, карательсене систерме кайнă пулмалла. Пĕр ик-виçĕ кун тăшмана çакăнтах, Вилмен таврашĕнчех, кĕтсе пурăнар. Пире тупайманнипе карательсем партизансен çемйисене шар кăтартĕç. Тен, çав усалсемпе пирĕн халех çапаçмала пуле. Асăрханма тивет.
Иăнăшмарĕ Рамаш. Ик-виç кун кĕтсе пурăнмалла та пулмарĕ.
Отряд тул çутăлнă çĕре, Вилмен утравĕнчен тухса, вăрман ăшнелле çул тытнăччĕ — кайрисем çын чупса килнине курах кайрĕç. Командир, Шур Праканьпе Ларкана мала ярса хăй хыçала юлнăскер, таркăн вырăса палласа илчĕ те отряда чарма хушрĕ. Халтан кайса çитнĕ Воронин, командир умне пырса ӳксе, макăрнă пек сасăпа, такăна-такăна:
— Часрах!.. Карательсем килнĕ, çемьесене пĕр киле пухса, хупса лартнă. Пирĕн пирки тĕпчеççĕ, нухайккапа хĕнеççĕ. Эп аран тарса хăтăлтăм, — терĕ.
— «Часрах!»
Çак сăмаха мĕн шухăшпа каларĕ-ши куян чĕреллĕ этем? Тен, вăл: «Часрах тарар, пире килсе тытма пултараççĕ», — тесе каласшăнччĕ пуль? Çук, партизансем ăна урăхла ăнланчĕç. Енер тĕрлĕрех шухăшпа сĕмленнĕ çынсем паян командир тавра пурте пĕр шухăшлăн кĕпĕрленчĕç, шăтарас пек куçран пăхса, вăл мĕн каласса кĕтсе тăчĕç...
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...