Кĕпер :: Якалĕнче
Верук, урама кӳршĕ хĕрне пӳртрен кăларса ярас шухăшпа кăна тухнăскер, тавар илме пырса перĕнмерĕ, çапах пӳрте каялла кĕме те васкамарĕ. Тем тытса тăрать ăна. Тутар усламçă мар-и? Ак усламçă Верук еннелле пăхса: «Сарынь, на кичку!» — тесе кăшкăрчĕ. Рамаш «кулачкăра» çапăçнă чух çапла кăшкăратчĕ. Тата килте те, ачасем ытла алхасса кайнă вăхăтра, ашшĕ киле таврăннине курсан, çаплах асăрхаттаратчĕ. Халь ĕнтĕ Верук Рамаша палларĕ, вăл мĕншĕн çапла кăшкăрнине те тавçăрса илчĕ. Сыхланма хушать. Ана паллама кирлĕ мар иккен. Трашук Верука Рамаш пирки хăй мĕн пĕлнине пĕтĕмпех каласа панăччĕ. Шуррисенчен çапла тарса-пытанса çӳрет пулас, мĕскĕн.
Тавар сутса пĕтерсен, Рамаш, кулкаласа, шӳтлесе, Верук патне çывхарчĕ.
— Чи хитре лента хăвартăм, сутмарăм. Кам мана чей ĕçтерет, çавна парнелетĕп, — терĕ вырăсла.
Верук ăнланчĕ.
— Ара, çул çӳрекене лентăсăрах такам та чей ĕçтерĕ, — терĕ те вăл, усламçа хăйпе пĕрле ертсе кайрĕ.
Хĕрарăмсем тĕлĕнмерĕç. Верук вырăсла та, тутарла-пушкăртла та шеп калаçать. Пасарлăял хĕрĕ усламçăсемпе калаçма вĕреннĕ ĕнтĕ.
Темен куккăшсем патне мар, таçта ют киле ертсе кĕчĕ шăллĕне Верук. Тĕлĕнтермĕш те савăнăçлă хыпарсем çине-çине хупăрларĕç вара вăрттăн çулçӳревçĕ пуçне. Верук ашшĕпе шăллĕне кĕтсе тăман, куккăшсем пехилленипех çырлахнă, хăй ăссĕн тенĕ пек, качча тухнă. Упăшки ун никам та мар, хайхи, вăрманти Шурă Пракань! Паçăр тĕл пулнă таркăнсенчен пĕри шурă çӳçлĕччĕ, çав мар-и? «Çавă пуль», — терĕ Верук та, вăл ăна кĕçĕр кĕтетех иккен. Çитменнине тата... Трашук кунта Весуккана кайма хатĕрленнĕ те — кĕçĕр çав Шурă Праканьпе курса калаçасшăн. Саванăçсем нумай та.... хуйхи те пур-ха: чей ĕçме хапха-ран кĕнĕ çыннăн, кăшт тăрсан, хапхаранах тухса каймалла. кӳршĕсем курччăр.
— Ак мĕнле тăвăпăр, — терĕ Рамаш. — Эс, аппа, халех кӳршĕсем патне кайса кил. Усламçă ыран Сурачăна кайма лаша шырать, те. Сурачăна çитм кайма хатĕр çын тупăнмĕ, çавах та эп кунта ирччен юлнине пĕлсен, хапха умĕнчи карма çăварсем лăпланĕç.
Рамаш телейне, Верук халь килте пĕчченех иккен. Хуняшшĕ арман авăртма Куçминккана каç выртмалла кайнă. Хунямăшĕ, чирлĕрехскер, сарайĕнче, шăналăк хыçĕнче, выртать.
...Пракань, вăрмантан апат илме таврăнсан, анкартинчи арпалăха кĕрсе ларать. Анкарти хыçĕнченех вăрман пуçланать. Хăрушлăх килсе тухсан, тарса пытанма ним те мар. Çакăнта канаш турĕç кĕçĕр виçĕ енчен тĕрлĕ çулпа килсе çитнĕ виçĕ çын. Рамаш малтанах Праканьрен вăрманти çынсен шухăш-кăмăлĕ мĕнлине пĕлесшĕн пулчĕ.
Вилмене хĕрĕх çын ытла пухăннă иккен. Вырăс та, чăваш та пур. Шухăш-кăмăлĕсем вара тĕрлĕрех. «Самани лăпланчĕ, киле таврăнас», — текеннисем те пур. Теприсем Весукка таврашĕнче отряд пуррине илтнĕ те çавăнта куçма хистеççĕ. Анчах Вилмен утравĕ — питĕ шанчăклă вырăн, ют çын унта кăпăр-капăр пырса кĕреес çук. Çавăнпа яла та таврăнас мар, урăх çĕре те куçас мар текеннисем ытларах иккен.
Рамаш чылай вăхăт шухăша кайса ларчĕ. Ун юлташĕсем, ним шарламасăр, вăл мĕн каласса кĕтрĕç.
— Кĕçĕр çамрăк арăмупа çывăраймастăн пуль, йысна, — терĕ Рамаш, ларсан-ларсан. — Çутăласса кĕтсе тăмăпăр, халех тапранăпăр. Сирĕн кĕтӳçсĕр кĕтĕвĕр саланса пĕтмесен те инкеке лекме пултарать. Карательсем каялла та таврăнма пултараççĕ. Вилменĕре вилнĕ туса хурĕç вара. Тен, эсĕ те, Трашук, пирĕнпе пĕрле каясшăн пуль? Çук, пирĕн кĕçĕрех уйрăлас пулать. Эсĕ çитес тенĕ çĕре çитех ĕнтĕ. Икĕ отряд хушшинче связной пекки пулăн. Халь кунта мĕн калаçнине илтрĕн, лере йĕркипе каласа парăн. Хрулкка мучие кĕтсе ан пурăн ялта, хăвăртрах вăрмана, ревкомсем патне çитме тăрăш. Вĕсем сана пирĕнпе çыхăнма хушсан, каялла килсе, мĕн калассине Верука каласа хăварăн.
Трашукĕ те савăннипе ниçта кайса кĕреймест. Вăл тусĕпе ытларах калаçса ларайманшăн çеç кулянчĕ. Наçтук пирки те каласа пĕтерме ĕлкĕреймерĕ, унăн тĕрленĕ ал тутрине те Рамаша кăтартаймарĕ. Рамаш юлашкинчен Темен куккăшне асăнчĕ:
— «Тĕве кукка» тăвар сутса çуйăхать тетĕн-и, Трашук? Революцишĕн ку та лайăх. Пире малашне пĕр çур пăт тăвар кирлĕ пулать. Ахалех памĕ-ха вăл пире çавăн чул тăвар. Туртса илме те юрамасть. Юрĕ-çке, эпĕ ку ĕçе кайран хамах майлаштарăп. Çур пăт тăвар чакнине хыт кукар сисмесĕрех юлĕ. Эсĕ халь, Трашук, хăвна валли пĕр-ик кĕрепенке те пулин тăвар ыйтса ил. Памасан, макăрса пăх. Апла та памасан — вăрла. Çав тăвар сан пуç-на çăлма пултарать. Тăвар илме халь çынсем таçта çитме те хатĕр. Çавăнпа сана карательсем-мĕнсем ăнсăртран чарсан та, сан пирки иккĕленсе тăмĕç: тăварна туртса илĕç те хăвна хăваласа ярĕç.
Шурă Пракань пултăрне савăнса итлесе ларчĕ.
«Пултарăм кун пек çын, хуньăм тата мĕнле-ши?» — тĕлĕнсе шухăшларĕ вăл.
Ирхине Трашук Весукка еннелле тухса утрĕ. Пĕчĕк хутаçĕнче хăйĕн ик-виçĕ кĕрепенке тăвар. Ана Темен куккăшĕнчен ыйтса та илеймерĕ вăл, вăрлама та май тупаймарĕ. Марье кинемей хăй темле майлаштарчĕ.
Весуккана çитсен тии пĕлчĕ Трашук: Мăрзабай ăйăрĕ çинчен сиксе юлса, вăл пĕркунхине чăнах та вилĕмрен хăтăлнă иккен — ун чух ăна хирĕç Весуккаран Ыхраçырмине таврăнакан карательсен ушкăнĕ пынă. Кунта вĕсем çывăхри вăрмана айĕн-çийĕн тустарнă, партизансене шыранă. Лешсем хăйсене халлĕхе палăртман.
Ревком паролĕ Трашука кирлех пулмарĕ, учитель пуртĕнче ăна Яхруш кĕтсе илчĕ. Осокин хушнипе Яхруш кунта, учитель «хурăнташĕ» пулса, «хăнара» пурăнать. Халь пĕччен пурнакан старикĕн пĕчĕк пӳртĕнче хуçа вырăнне юлнă вăл. Хăй ялти ĕçсене сăнать.
Тепĕр кунне тул çутăлнă-çутăлман Яхруш Трашука «кăмпана» ертсе кайрĕ. Вăрманта, пĕр виç-тăватă çухрăм кайсан, Яхруш шăхăрчĕ. Çавăнтах, çĕр айĕнчен тенĕ пек, пăшаллă икĕ çын килсе тухрĕ. Яхруш юлташне çавсемпе асатса ячĕ те хăй яла васкарĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...