Кĕпер :: Мăрзабай килĕнчи пăлхавăр
Ялта пăлхав пулса иртнĕренпе Мăрзабай та канăç çухатрĕ. Çитменнине, хăйĕн килĕнче те унăн темĕнле пăтăрмах пуçланса кайрĕ. Килйышсем — тарçăсем таран — пĕрне-пĕри вăрттăн ура хума пикенчĕç.
Чан сасси янрама, халăх шавлама чарăнсан, ял, Тук икĕ енĕпе те, сасартăк лăпланчĕ. Ревкомсемпе пĕрле вăрмана комуч мобилизацине тивĕç çынсем çеç мар, ыттисем те çул тытрĕç. Совет влаçĕшĕн кĕрешме Тук шывĕн икĕ енĕпе нумай вăйпитти арçын çĕкленчĕ. Чугунов «гвардийĕ» те пăлхавçă салтаксенчен юлмарĕ. Палипе Шатра Миккана та Осокин, карательсенчен асăрханса, ялта хăвармарĕ, Медведевăн рессорлă тăрантасĕпе тӳрех Весуккана, Ятрус Хрулкки патне, ăсатрĕ.
Çамрăк салтак арăмĕсем каллех тăлăха юлчĕç, çапах хальхинче хӳхлемерĕç вĕсем: вăрçа каймарĕç вĕт упăшкисем, — вăрçăран тарчĕç. Кĕркунне, çанталăк сивĕтсен, хăйсемех киле таврăнĕç-ха. Халь тепĕр тĕрлĕ вăрçă пуçланнине сисеймерĕç, апăршасем.
Лăпланчĕ-шăпланчĕ ял. Анчах аслатиллĕ çил-тăвăл умĕнхи шăплăх мар-и ку? Ялта юлнă арçынсем, темле хăрушлăх пуласран шикленсе, пĕр-пĕринпе калаçми пулчĕç. Ермишке мучи те шарласшăнах мар. Вăл хăйĕн кĕмĕл чĕлĕмне шăппăн паклаттарнă май чĕмсĕр шухăша каякан пулчĕ. Ял çыннисене, вырăспа чăваша, юханшывна чĕлхе мар, пуянлăхпа власть уйăрса тăнине тинех тавçăра пуçларĕ вăл. Ывăлĕсене ватти пĕртте сивлемерĕ. Сивлеме мар, халăх çинче вĕсен паттăрлăхĕпе мухтанма та хатĕр пулчĕ вăл, çав вăхăтрах халлĕхе килте чĕлхе çыртса, хӳрене хĕстерсе лармаллине те лайăх туйса тăчĕ.
Таçта пытанса пурăннă Фальшин пăлхавăр иртсен ик-виç кунран тин килне таврăнчĕ. Ăçтан пĕлен, тен, пăлхавçăсем çывăхрах пуль. Ял çумĕнчи вăрман нысăках мар та — çапах вăрман. Пăлхавçăсем карательсене çыхса хăйсемпе пĕрле илсе кайнине пĕлсен, тепĕр май хăраса ӳкрĕ староста. Пăлхавçă яла кастарма карательсен тепĕр пысăкрах отрячĕпе Мăрзабай ывăлĕ хăй килме пултарать. Старостăна та айăп туса хумĕ-и вăл? Назар чи малтанах Фальшина ялти ĕçсем пирки çийĕнчех систерменшĕн айăплĕ. Çапла шухăшларе те сехĕрленнĕ староста, хут çырса, ывăлне хулана ăсатрĕ.
Çапах та Назар яла килесрен пуринчен ытла ашшĕ — Мăрзабай — сехĕрленсе ӳкрĕ. Ялта мĕн пулса тăнине çав кунах, чан танлаттарма чарăничченех, тавçăрчĕ вăл, çавăнтах урăла пуçларе. Тепер кунне мухмăр та чĕртмерĕ, Лешеккине кайса, ĕçсем мĕнле-мĕнле пулса иртнине ыйтса пĕлчĕ. Вара сасартăк урăлса йĕри-тавра урлă-пирлĕ пăхса илнĕ çыннăн ăшчикĕ вырăна ларайми хускалчĕ. Тĕреклĕ хресченпе чухăн хушшинче вилес пек курайманлăх, тытăçу пуçланчех иккен. Вĕсем (большевиксем) ялта тырă тăпăлтарнипе чарăнмарĕç тата тĕрлĕ харпăрлăха та хуçаран туртса илеççĕ. Паян лаша, урапа кирлĕ вĕсене, ыран, тен, çурт-йĕр кирлĕ пулса кайĕ. Пурнăç никĕсне ишеççĕ... Çук, халь ĕнтĕ куç хупса, алăк питĕрсе, пĕччен кăмăшка сăрăхтарса ларнине ирттерсе яраймăн, саманаран пытанса юлаймăн. Алăкран, чӳречерен килсе шаккать вăл, пӳрт тăррине тăпăлтарса пăрахма хатĕр. Урса кайрĕ самани, чĕвен тăчĕ. Кĕç-вĕç ялăн лăпкă пурнăçне, халăхăн ĕмĕрхи йăлисене таптаса пĕтерĕ, Мăрзабайăн ырă ятне те ура айĕнчи пылчăкпа хутăштарса ярĕ. Ак Назар пысăк отрядпа яла кастарма-çунтарма килĕ те юнлă çырма юхтарĕ. Икĕ çыран хушшинче путмасăр юлаймăн, путас мар тесен, е сылтăм енчи, е сулахай енчи çырана хăпарма тапаланăн...
Çакăн пек шухăшсемпе икĕ эрне тарăхса, çунса пурăнчĕ Мăрзабай. Ун телейне самани васкамарĕ-ха. Назар чăнах та килсе çитрĕ. Отрядпа мар, пĕчченех. Хăй ашшĕнчен çеç мар, ытти килйышсенчен те пачах ютшăннă. Никампа калаçмасть. Килнĕ кун кунĕпех Лешеккинче ирттерчĕ. Каçпа ку енне каçсан та, тӳрех ашшĕ килне пырса кĕмерĕ, Смоляковпа Хаяр Макар патне сулăнчĕ. Çур çĕр еннелле тин вăл ашшĕпе пĕр сĕтел хушшине кĕрсе ларчĕ.
Икĕ эрне ĕçмесĕр иурăнса, сыпмаллине самаях перекетленĕ Мăрзабай (Тимук Хăмăшлана каймассерен пĕрер савăт кăмăшка тултарса килет). Сăйламаллах ĕнтĕ ку хăрушă хăнана. Мĕн тесен те — тăван ывăл. Сурхури каç, Назар пуç хунă тесе, макăрнăччĕ мар-и? Хыпар-хăнарсăр çухалнăччĕ вĕт... Халĕ ак килте вăл, чĕп-чĕрĕскер, сĕтел хушшинче ашшĕн куçĕнчен пăхмасăр чавсаланса ларать. Те савăнмалла Мăрзабайăн, те хурланмалла.
Çапла чĕмсĕр ларсан-ларсан, ывăлĕ сасартăк сивĕк сасăпа ыйтрĕ:
— Çимун ăçта? Эс пĕлетĕнех пуль.
Ашшĕ те ăмăрланса хуравларĕ:
— Ма мана тĕпчетĕн? Эс ак, тăван ывăл пулин те, пачах манран ютшăннă. Хаярсемпе явăçатăн, аçупа калаçма сăмах тупаймастăн. Çимун пирки мĕн калам? Мăрзабай таврашĕ мар ĕнтĕ вăл халь. Каснă чĕлĕ. Вăл ăçтине эп ăçтан пĕлем.
— Юрĕ, ан кала. Сансăрах шырăсă тупăп. Вĕсем Белянкина çакнă пек, ăвăс тураттинчен çакăп. Пурне те, Çимуна пуринчен малтан, пуçхĕрлĕ çакăп. Сан пирки те пĕлес килет-ха. Кам эсĕ, хисеплĕ Павел Алексеевич? Турăшăн çурта мар, шуйттаншăн турчăка мар. Нумай ĕçетĕнтеççĕ. Ырă çынсенчен ниснĕ. Пуринчен ăслăрах пулас тетĕн-им?
«Лăпăртатах, — шухăшлать Мăрзабай черкке тултарнă май. — Турра шĕкĕр, сĕкекен вăкăрăн мăйраки хуçăлнă-ха. Манран нимĕн те — шахвăртса та, хăратса та пĕлеймĕн. Эс ху вара усал шухăшусене пытараймăн».
Хăйĕн шухăшĕсене ывăлĕ те часах палăртмарĕ. Çапах спирт евĕрлĕ хăватлă кăмăшка чĕлхесене салтрĕ-салтрех. Иккĕшĕ те майĕпе палкаса кайрĕç. Тĕллĕн-тĕллĕн пĕр шухăшлă çынсем пекех калаçрĕç: комуч ĕçĕсене иккĕшĕ те хурласа пĕтерчĕç.
— Ытла çемçешке те кăштăркка вăл, сирĕн комучăр, — çĕтĕлет Назар. — Пĕтĕм ĕçе пăсса хучĕ. Мобилизаци тума та пултараймасть. Уесĕпе мĕнпурĕ çирĕм пилĕк пин салтак пухăнмаллаччĕ. Пинсем вырăнне тăватçĕр хĕрĕх пĕр салтак çеç пухăннă. Ыттисем ăçта?! Вăрмантисене тупаймастпăр, ялтисене пухаймастпăр. Чехсене кăна шанса тăратпăр. Власть-и вăл çав комуч! Тĕрлĕ йăх-яхсемпе сӳпĕлтисем çеç пухăннă унта. Ыраи Таллăра пĕчченех мобилизаци туса ирттеретĕп. Курччăр мĕнле ĕçлемеллине! Диктатор кирлĕ! — Ку сăмаха Назар сĕтеле шаккасах каларĕ. — Диктаторсăр пĕтет пирĕн Россия. Диктатор тупăнмĕ тетни? Тупăнĕ. Корнилов вилнипе генералсем пĕтмен-ха, Деникин пур. Е урăххи тупăнĕ...
Ывăлĕ пĕлтĕрхи юрра юрлама пуçласан, ашшĕ сухал витĕр кулса илчĕ, — сăмах чĕнмерĕ.
Корнилова асăнса хурланнă пек пулса ларнă хыççăн Назар сассине каллех хытарчĕ:
— Çук, çав ниме юрăхсăр комучпа килĕштерейместĕп. Пурпĕрех вĕсене пăрахса Дутов патне каятăп. Ак çĕнĕрен пысăк отряд туса çитерем-ха... Хальччен кăнтăр енче çӳрерĕм. Тухăçри ялсене Чередниченкăна шанса ятăм. Вал, тăмсай, хăй пăлхавçăсен аллине лекнĕ. Ман пирки кунта темскер лапăртатнă тата. Наиолеонсем кăтартăп эп ăна! Хĕрлисем персе вĕлермесен, хам персе вĕлерĕп е Çимунсемпе пĕрле пуçхĕрлĕ çакăп. Халь хамăнах пур çĕрте те ĕлкĕрмелле ĕнтĕ. Елкĕрĕп. Малтан пăлхавçă ялсене, Каменкăран пуçласа, вутпа хĕртес, унтан вăрмантисене те тупăпăр. Иĕрлекенсем пур-ха ман унта.
Мĕн пĕлес тенине пĕлчĕ ĕнтĕ Мăрзабай. Кăнтăр енче хĕрлисем шуррисенĕ хытă хесе пуçлана. Назарăн карателĕсенчен нумайăшне фронта ăсатнă иккен. Хăйне вара çĕнĕ отряд пухма хушнă. Çавăнпа ялсем тăрăх пĕччен çӳрет-мĕн. Кунта Фальшинпа Смоляков ывăлĕсене çепĕç сăмахпа илĕртнĕ, иурпĕрех салтака илсе каяççĕ тесе те хăратнă. Лешсем килĕшнĕ вара, икшер-виçшер юлташ тупса, хулана пыма сăмах панă. Хăй ыранах Таллăна тухса каясшăн.
«Кайтăрах, пĕчĕк диктатор», — Çимун сăмахне аса илчĕ Мăрзабай.
Тĕлĕнмелле. Çимун шăпи пăшăрхантарать ăна. Ывăлĕ пирки: «Кайтăрах», — терĕ. Таллăра та тем курма пулать. Пĕчченех мобилизаци туса ирттересшĕн. Хăй тиркенĕ офицер пек, пăлханнă халăх аллине лекмĕ-и? Асăрхаттарас мар-и? Итлемĕ вĕт ашшĕ сăмахне, чурăс Хурăнвар йăхĕ. Вутă краççын сапни çеç пулĕ.
Çапах хăрушлăх пирки асăрхаттарчĕ ывăлне. Лешĕ ашшĕ сăмахне хăлхине питех чикмерĕ, аллине сулчĕ те вырăсла: «Волков бояться — в лес не ходить», — терĕ çеç.
Ку тараиччен ытлашши хирĕçсе каймарĕç-ха ашшĕпе ывăлĕ. Хирĕçӳ кĕтмен çĕртен урăх енĕпе сиксе тухрĕ.
— Наçтук валли каччă тупрăм, — тăрук шăл йĕрме пуçларĕ Назар.
Ашшĕ хăлхине чăнках тăратрĕ. Ку пĕчĕк диктатор хăйĕн вăрăм сăмсине кирлĕ мар çĕре чикмест-ши? Ватти çапах кăмăлне палăртмарĕ, сасăпа кулса ячĕ те:
— Каччă тупасси те карательсен ĕçĕ-и вара? — терĕ.
— Ан кул, Павел Алексеевич. Шӳт тумасăр калатăп. Эп Таллăран таврăннă çĕре каччи те кунта килсе çитет. Туй тумасăр каймастпăр вара.
— Каласа пĕтер сăмахна, Назар Павлович, — ывăлне витлесе каларĕ ашшĕ. — Кам каччи? Пĕр-пĕр офицер тупрăн пуль-ха.
— Офицер мар та, кĕçех пулма тивĕçлĕ. Халлĕхе ман адъютант пулать вăл, — терĕ ывăлĕ.
Ашшĕ унăн шухăшне урăх еннелле пăрса яма хăтланчĕ:
— Кĕçĕн офицерăн та адъютант пулать-и? — ыйтрĕ вăл. — Денщик тесе каласшăн пуль эсĕ.
Назарĕ çавăнтах ĕрĕхсе кайрĕ:
— Эс, деревенщинă, ним те пĕлместĕн. Уйрăм отряд урăх законпа пурăнать. Отряд командирĕ, унăи чинĕ мĕнле пулсан та, отрядшăн верховнăй правитель пулать, диктатор пулать. Отрядри салтака хăй ирĕкĕпе персе вĕлерме те пултарать вăл. Денщик та, адъютант та кирлĕ ăна. Хам валли лайăх адъютант тупрăм эпĕ. Çынни ют çĕртен мар, хамăр ялсемех. Дмитрий Макарович...
— Мĕнле Дмитрий Макарович? Ун пек çын ялта çукчĕ-çке пирĕн, — тĕлĕнсе ӳкрĕ Мăрзабай.
— Эс, атте, ял çыннисене те пĕлми пулнă, — лĕхлетсе кулчĕ Назар. — Ятне урăхла калам эппин: ялта Чее Миття тесе чĕнеççĕ.
Те ывăлĕ унпа хисеплемесĕр калаçнăран, те каччи ытла килĕшменрен, Мăрзабй кăтăрсах кайре, вырăнĕнчен сиксе тăчĕ:
— Хаяр Макар килĕнче ман хĕр нихçан та пулас çук! Ухмах пуçăнтан кăларса пăрах çак юрăхсăр шухăшна!
— Эп пустуя калаçма юратмастăп, — сиксе тăчĕ ывăлĕ те. — Мĕнле каларăм, çапла пулать. Эп Хаярсене сăмах патăм. Офицер сăмахĕ.
Ашшĕ те, ывăлĕ те хĕрсе кайрĕç, пĕр-пĕрне татах кӳрентерекен сăмахсем каларĕç. Чылай вăхăт çапла сăмахпа сĕкĕшкеленĕ хыççăн ашшĕ сасартăк çемçелсе кайрĕ те «парăнчĕ» ывăлне:
— Юрĕ, ывăлăм. Таллăран чиперех таврăнсан, эс каланă пек пултăр вара. Хĕрĕ каччине тиркемесен, эпир техирĕç пулмăпăр.
Сăмахĕсем çапла пулчĕç Мăрзабайăн, шухăшĕсем урăхла: «Кайтăр-ха. Вăл Таллăсенчен таврăниччен ĕçне хамăра кирлĕ пек туса хурăпăр».
Назар ашшĕне çĕнтернĕшĕн савăннипе ун чеелĕхне сисеймерĕ. Вăл ирхине çурçĕрелле тухса кайсан, Мăрзабай килĕнче хайхи пăтăрмах пуçланчĕ те: ашшĕ ывăлне хирĕç пăлханчĕ, арăмĕ — упăшкине хирĕç, тарçăсем пĕр енчен — хуçана хирĕç, тепĕр енчен — пĕрне-пĕри хирĕç. Мăрзабай хĕрĕсен шăпи çапла пăтăрмăшлатса ячĕ вĕсене. Иĕркипе каласан, ĕçсем çапла пулса нртрĕç.
Икĕ хĕрĕн шăпи пирки ашшĕ тахçанах шухăшласа хунă. Асли патне Трашука киле кĕртет вăл. Патвар та сăпайлă йĕкĕт уншăн ывăл вырăнне пулĕ. Назар çинче шанчăк çук. Сĕре пуçтахланса пуçне хумасан та, пурăнма яла таврăнмасть ĕнтĕ вăл. Унсăр та Мăрзабай килйышĕ хуп-ланса лармĕ, йăхĕ татăлмĕ. Ун пулас йăхĕ хĕрарăм тымарĕнчен кайĕ те ĕнтĕ — мĕн тăвăн? Тепĕр чух патша йăхĕ те хĕрарăм енчен сыпăнса юлнă...
Юратнă кĕçĕн хĕрĕшĕн вăл хитререх шăпа хатĕрлес-шĕнччĕ, анчах пăтранчăк самана ун ĕмĕтне татрĕ. Халь тата васкамалла пулса тухрĕ. Смоляковсемпех çырлахма лекет. Санькки Наçтука юратать. Çемьере аслă ывăл. Аш-шĕн пурлăхĕ пĕтĕмпех ун аллине юлĕ. Лавккаçă ĕçĕ — шанчăклă ĕç. Кирек мĕнле самана пулсан та, суту-илӳ хупланса ларас çук. Ас çитерсен, пайталлă ĕç. Асне Санькки çитереймесен, Наçтук хăй çитертĕр.
Çапла шухăшларĕ халь Мăрзабай. Хĕрарăмсем енчен кăна чăрмав ан пултăрччĕ. Кутăнлансан, вĕсене ӳкĕте кĕртме вăхăт çук. Назар таврăниччен венчет тăвас — шăппăн, никама систермесĕр. Хаяр Макар сиссен, Назар патне çын яма пултарать. Смоляковне те çакăн пирки хытă асăрхаттарас...
Çук, ку енчен чăрмав пулмарĕ. Яланах кутăнланакан Укахви, упăшкине тĕлĕнтерсе, хальхинче пĕр турткаланмасăр килĕшрĕ. Еçне хăех майлаштарма пулса, çийĕнчен çапла та каларĕ:
— Шăппăн, вăрттăн хăтлансан та, йăлиие тумаллах. Евчĕ яччăр. Хĕрне ху чăлах вырăс патне кайса сĕнеймĕн ĕнтĕ. Ан хăра, никам сиссе юлаймĕ. Еçне хамах Тимук урлă майлаштарăп. Вăл пире юрасшăн чĕлхине çыртса татса çăтса ярĕ. Лавккаçăпа кĕркуннерение питĕ туслă вăл.
Ак хăçан упăшкин кăмăлне тупрĕ Укахви. Унпа пĕрлешсе ывăлне хирĕç пăлханчĕ. Тĕлĕнчĕ, савăнчĕ Мăрзабай, анчах карчăк ма апла хăтланнине тавçăрса илеймерĕ. Укахви хăй упăшкине хирĕç пăлханма вăрттăн хатĕрленет иккен. Виççĕн каварлашса кил хуçине ура хума шухăш тытнă вĕсем: Укахви, Тимук тата... Кулине. Ахальтен мар юлашки вăхăтра Кулине Трашук еннелле пăхми пулчĕ.
Çапла вара Чулçырмари икĕ килте вăрттăн пĕчĕк туя хатĕрленме пуçларĕç (халь венчетие çеç çырлахса, пысăк туйне кĕркуннене хăварас терĕç). Смоляков пĕртте турткаланмарĕ. Тимук мĕн каланипе пĕтĕмпех килешрĕ:
— Венчет тăвиччен ялта сăмах сарни пулмĕ, — терĕ.
Лавккаçăпа ун карчăкне шанма пулать, — çынран вăрттăн хăтланма тахçанах хăнăхнă вĕсем. Каччипе мĕн тăвас-ха? Çăмăлттай Санькăн чĕлхи шăмăсăр, хăй ăссĕнех çын умĕнче мухтанса пакăлтатма пултарать. Ăна венчете каяс умĕн тин каласан? Юрамасть, каччин кăмăлне пĕлесех пулать.
— Каласси кала, — терĕ вара Тимук, — хăйне венчете кайиччен пĕр-пĕр чăлана е кĕлете хупса ларт.
— Юрĕ, — тавăрчĕ Смоляков, — урама тухма памăп эп ăна. Хамăн килтен тухса çӳремелле пулсан, чăнах та хупса хăварăп.
Наçтукĕпе ашшĕ хăй калаçрĕ. Чее Миттяран çапла майпа çеç хăтăлма пулнине пĕлсен, хĕрĕ те вара турткаланса тăмарĕ. Хăй çапах, пĕччен юлсан, шухăша кайрĕ. Ытти хĕрсем пек качча кайма васкаманччĕ Наçтук, ашшĕ килĕнче тата пĕр-ик çул пурăнасшăнччĕ. Мĕн тăвăн, çапла-тăр çав вăл хĕр шăпи. Ху васкамасан та, атте-анне васкатать.
«Санька çăмăлттайрах пулин те, йăваш каччă. Унпа пурăнма йывăр пулас çук», — шухăшлать Наçтук. Акă вăл арчара чăлт-шурă алă тутри шыраса тупрĕ. Хулара пурăннă чухнех тĕрленĕччĕ. Хула хĕрĕсене кура, тутăрăн тăватă вĕçне тăватă сăмах тĕрлесе хунăччĕ: «Кого люблю, тому дарю». Халь çав тĕрĕ ç.ине пăхса, хăйĕнчен хăй хурлăхлăн кулчĕ хĕр. Кам валли тĕрленĕ-ши, айван, кама юратнă вăл е юратать-ши? Никама та. Пур-ши вăл чăнахах юрату тени? Ун пирки кашни кĕнекерех çыраççĕ. Юрату çинчен юрăра та асăнаççĕ. Пурах пуль çав. Вырăсла та, чăвашла та пĕр савăнса, пĕр хурланса юрлаççĕ ун пирки.
Çураçнă хĕр, шухăша кайса, тĕрленĕ ал тутрине сăтăркаласа ларать. Хăйĕн ирĕкĕпе, савăнсах, каччине юратсах — кама кайĕччĕ-ши вăл? Кама?! Таçтан, тĕтреллĕ инçетран куç умне çепĕç йĕкĕт сăнĕ килсе курăнчĕ. Пĕлтĕрхи хăна сăнĕ мар-и вăл? Çавă. Леонид, пиччĕшĕн ĕлĕкхи тусĕ. Тен, çавна юратма пултарĕччĕ Наçтук? Кĕтмен çĕртен хайхи Леонид Трашукпа пĕр сăнлă пек курăнса кайрĕ... Кĕтмен çĕртен-и? Пĕлтĕр те пĕррехинче çапла курăнманччĕ-и?..
«Мĕскĕн Трашук ман пата çыру çырнă тенĕччĕ Кĕтери, — тинех ун пирки çунакан качча аса илчĕ Наçтук. — Эпĕ ун чух тăрăхласа култăм çеç. Кĕтери уншăн савăнчĕ. Вăл хăй юрататчĕ Трашука. Кама юратсан та — Зар Ехимех тухрĕ.. Апла юратнинчен никама юратманни лайăх, — унтан пĕлтĕр юмăç пăхнине аса илчĕ хĕр. — Суйрĕç пирĕн кĕлеткесем. Кĕтери те пуян килне каймарĕ, эпĕ те вилмерĕм-ха, качча тухатăп ак...»
Пӳлĕме Кулине пырса кĕчĕ.
Наçтук алă тутрине хăпăл-хапăл хуçлатса кĕсйине чикрĕ.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...