Кĕпер :: Совет влаçĕшĕн
Фальшин Никонĕ кепер тунă вăхăтра староста пулма ытла васканăччĕ. Ун чух власть тĕсĕ Куçминккара та палăрса çитменччĕ-ха. Халĕ уççăнах палăрать ĕнтĕ: паянхи власть шурă тĕслĕ-мĕн. Çавна кура Белянкин, унччен шупка хĕрлĕ сăнлă пулнăскер, шурсах кайрĕ. Фальшин шурă тĕс пирки хăйĕнле шухăшларĕ: «Паллах, преетола шурă Патшана лартаççĕ». Шурă патша — ырлăха тенине вăл пĕчĕккĕ чухнех илтнĕччĕ.
Халь законлă йĕркепех староста ĕнтĕ вăл. Çапах тем çитмест-ха ăна. Ывăлне кĕпер тĕлĕнче темиçе хутчен шыва чăмтарчĕ. Тимĕр туйине тупрĕ Васька, йĕс тăхине тупай-марĕ. Те çавăнпа, те урăх сăлтавпа, Каменка старости патша чухнехи карта ларайман-ха. Влаçĕ те унăн — çур власть кăна, чăваш енне сарăлаймарĕ. Сарăлĕччĕ те... кĕпер урлă каçма хăрать староста. Унта халь ун тăшманĕ хаяр Егоров çук пулин те — теприсем пур. Хăрушă Пали пур, ун шăллĕ харсăр Кĕркури пур, шатра пуçне çĕкленĕ юмахçă пур. Çавсем хăйсене хăйсем власть вырăнне хурса халăха пăтратаççĕ. Ку енчисене те шанмалли çук. Хăйсем шăпăрт пек, пурпĕрех влаçа пăхăнмаççĕ. Çавна пула староста хăйĕн ĕçне тăваймарĕ: помещик шыракан укçана та пухаймарĕ, салтака кайма тивĕç çынсене те Куçминккана ăсатаймарĕ. Белянкин пирки хыпар çитсен, Фальшин ял çыннисене ытлашши хĕстерме хăракан пулса кайрĕ. Çавăнпа вăл яла карательсем килессе тем пек кĕтсе пурă-нать.
Килессе килчĕçех вĕсем, пиллĕкĕн. «Сахал», — пăшăрханать Фалынин. Пĕркун чăваш енне килнисем чехсемччĕ, кусем — вырăссемех, ял пуянĕсемпе купсасен ывăлĕсем. Асли вĕсен теветкеллĕ çын пулас, вăрăм уссиллĕ маттур офицер. Назара, Мăрзабай ывăлне, лайăх пĕлет, анчах ăна темшĕн Николаев тесе чĕнет. Ун пирки сума хурса калаçать пек, çав вăхăтрах «пирĕн пĕчĕк Наполеон» тесе шăл йĕрет. Назарĕ уесĕпех карательсен чăн асли иккен. «Хăй кунта килмен-ха, урăххисене янă, — шухăшларĕ Фальшин- — Тăван ялта йытăланасшăн мар. Халăх çилли ашшĕне тивесрен хăрать пуль». Çавăн пирки офицертан ятарласах ыйтрĕ.
— Николаев-и?! — ахăлтатрĕ лешĕ. — Кĕтсех тăр! Кирлĕ пулсан, ял çыннисене мар, тăван ашшĕне те йĕплĕ хулăпа пĕçертĕ. Кăнтăр енне кайрĕ-ха вăл. Унта, фронт çывăх пулнипе, çара кутсем кунти пек мар пăлханаççĕ: комуч çыннисене вĕлереççĕ, пирĕн отрядсем çине те тăрăнаççĕ. Шар кăтартатех ĕнтĕ вĕсене Николаев поручик. Шутсăр хаяр офицер. Унăн ашшĕ те çавнашкал хаяр çын-и? Пире хăнана чĕнет пуль-ха вăл?
— Мурзабайкин хаяр-и? — йĕрĕннĕ пек, тутине пăрчĕ Фальшин. — Сĕрĕнкĕ çын. Хăнана чĕнмест вăл сире. Хăналама унран шанчăклăраххисене тупăпăр.
— Николаев шанчăклă мар-им? Интереснă! — тесе, офицер атă кунчине нухайккапа çатлаттарса илчĕ.
— Йӳтенĕ вăл. Çынпа ĕçме юратмасть, пĕччен ĕçет, — терĕ Фальшин.
— А-а! Виççĕмĕш Александр патша пек пуласшăн апла, — тесе, уссине пĕтĕркелерĕ офицер.
Сухоречка пуянĕсем карательсене чаплăрах çуртра — Медведев патĕнче — хăна тăвас терĕç. Чулçырмаран Хаяр Макарпа Смолякова чĕнсе илчĕç. Ĕçнĕ-çинĕ хушăрах ыранхи ĕç пирки канаш турĕç. Еçĕ çăмăлах мар. Пĕр ĕç те мар-ха, икĕ ĕç. Помещик çĕрĕшĕн укçа тӳлеттермелле тата йризыва тивĕç çынсене çара ăсатмалла. Мобилизаци пирки пĕлтернĕренпе эрне иртнĕ пулин те, Каменка ялĕнчен призыв пунктне пĕр çын та пыман. Çыхланасшăн мар пулас.
— Чăвашран пуçлар, — терĕ Фальшин. — Унта вĕсем халĕ те Совета пăхăнаççĕ. Малтанах, кунта чĕнтерсе илсе, Совет членĕсене хупса лартас пулать. Унтан призыва кайма тивĕç çынсене, пĕрерĕн чĕнсе, пĕр çĕре пуçтарас. Куç-минккана питех каясшăн пулмасан, конвойпа хăваласа кайăпăр. Еçĕ те пĕтнĕ. Укçа тӳлеттерес пирки кусене ăсатнă хыççăн тин сăмах хускатăпăр. Сирĕн шухăшпа мĕнле пек? Тĕрĕс каларăм-и?
— Сана, Никон Иванович, староста мар, губернатор тăвас пулать, — терĕ хĕрĕнкеленнĕ офицер.
Çав вăхăтра Филька, каçпулттипе чăваш енне каçса, Кĕркурипе курса калаçрĕ те Чугун авăрне çуйăн вăлти яма кайрĕ. Пысăк вăлтана пĕр шыва ывăтса, пĕр кăларса тем вăхăт аппаланчĕ вăл. Вăрманта «тыркас шăхăрни» илтĕпсен, пуш вăлтана юлашки хут ывăтрĕ те хирĕç шăхăрса илчĕ, унтан, çырана хăпарса, Тикĕтпуссине кĕрсе çухалчĕ.
Ирхине Елĕм-Чĕлĕм хапхине такам шанлаттарма тытăнсан, Пали хапха уçма васкамарĕ. Вăл малтан, тăм лаççа кĕрсе, Кĕркурипе калаçрĕ:
— Карательсем çитрĕç. Эс хыçалти хапхаран тухса пăрăн. Совет членĕсене шыраççĕ вĕсем. Эп хам тухса калаçăп.
— Хăçанччен пăрăнса çӳрес вара? Эс чарса тăман пулсан, тахçанах хĕрлисем патне çитнĕ пулăттăм.
— Пыр, пыр! Тавлашса тăма вăхăт çук, пытан халлĕ-хе, кайран курăнĕ, — терĕ те Пали, хапха уçма кайрĕ.
— Эсĕ мар, шăллу кирлĕ пире, — терĕ Фальшин. Хăй, Палирен шикленсе, салтак хыçне пытанчĕ.
Пали, хăйне хăй чарса, пăлханмасăр калаçма тăрăшрĕ.
— Шăллăм килте çук. Вăл ĕнерех арман авăртма кайрĕ.
— Шăллуна халех чĕнтерме хушса хăвар, ху пирĕнпе пыратăн. Асту: Кĕркури тупăнмасан, эсĕ те киле таврăнаймастăн, — терĕ Фальшин.
— Ан хăрат, эпĕ хăравçă мар. Хăрама эп япала вăрламан, çын вĕлермен, — терĕ Пали, Фальшина куçран пăхса.
Унтан вăл Праские чĕнсе илчĕ те, ăна армана кайма хушна пек туса, чăвашла урăх сăмахсем каларĕ. Фальшин чăвашла калаçма вĕренменшĕн питĕ ӳкĕнсе илчĕ.
Палине илсе кайсан, Ермишке мучи чĕлĕмне паклаттарнă май чылайччен пуçне пăркаласа ларчĕ:
— Ырра мар ...у ĕç, ай, ырра мар. Фальшинпа çыхлансан, ырри пулмасть. Çавсемех мана ...айттăм ...алаçакан турĕç. Çавсемех ĕнтĕ хура халăхран кулса пурăнаççĕ.
Хуняшшĕн сăмахĕсене илтсен, Хвекле урамра илтĕнмеллех хӳхлесе макăрса ячĕ. Хĕрарăм хӳхленине илтсе, Ĕлĕм-Чĕлĕм нӳрчĕ патне кĕçех халăх пухăна пуçларĕ.
Селĕп Кирилине Шатра Миккана, кусем йăваш çынсем тесе, Лешеккине пĕр салтакпа ăсатнă иккен. Палирен хăракан Фальшин Ĕлĕм-Чĕлĕм хапхи патне виçĕ çынна ертсе пынă.
Фальшинпа Медведев çурчĕсем тĕлĕнче офицер уткаласа çӳрет, хушăраи çутă атă кунчине нухайккипе çатлаттара-çатлаттара илет. Çавăнтах, Медведевăн урамра ларакан чул кĕлечĕ умĕнче, Селĕп Кирилепе Шатра Миккана пĕр салтак сыхласа тăрать.
Палине те çав чул кĕлет патнех илсе пычĕç.
— Кăна шăллĕ вырăнне илсе килтĕмĕр, — терĕ Фальшин, офицер патне пырса. — Унăн шăллĕ — советчик, халь вăл килте çук.
— Хăй вăл мĕнле çьш? Тен, шăллĕ пек мар пуль? Ку упана хамăра май çавăрсан, лайăхрах пулмĕ-и? — ыйтрĕ офицер, сассине пусарса, хăй каллех Палин улăп кĕлеткине сăнаса пăхса илчĕ.
— Тискер çын. Ашчикĕ хĕрлĕ унăн, шăллĕнчен те хăрушăрах, — тавăрчĕ Фальшин.
— Юрĕ. Ашчикĕ хĕрлĕ пулсан, çурăмне те хĕретĕпĕр. Офицер салтаксене хатĕр тăма хушрĕ, хăй çавăнтах, кĕлет умĕнчех, допрос пуçларĕ.
— Эс, шĕвĕр сухал, мĕн шухăшлатăн? — пуринчен малтан Селĕп Кирилерен ыйтрĕ вăл. — Ма чĕнместĕн, чĕлхӳ çук-и е вырăсла калаçма пĕлместĕн-и? Эс Совет влаçне юрататни? Ма Совет членĕ пулма килĕшрĕн, кала.
— Ман саклаçе ыйтмарĕç. Эп ним те пĕлместĕп, — терĕ Селĕп Кириле чĕтрекен сасăпа.
— Чăн калать-и? — ыйтрĕ офицер Фальшинран..
— Чăн. Иăваш çын вăл.
— Юрĕ. Унпа кайран калаçса пйхăпăр тата. Хупса лартăр халлĕхе ăна, — хушрĕ салтаксене офицер.
«Медведевăн кĕлечĕ Хвекле кинемейĕнни пек мар. Кун-тан Виçĕ Якур пек тухса тараймăн, — шухăшларĕ Пали, — алăкĕ те, тăрри те тимĕр, урайĕ те çĕрĕк мар пуль».
Шатра Микка — пысăк мар, хыткан та шĕвĕр пуçлă çын. Сăнĕ-пичĕ шăшинни евĕрлĕрех. Çавна офицер та асăрхарĕ.
— Сана тата, шатра чума, мĕн тума Совета суйларĕç? — тăрăхласа ыйтрĕ офицер.
— Халăхран ыйт. Эп хама хам суйламан, — хулăн сасăпа та çирĕп сăмахпа сасартăк офицера тĕлĕнтерчĕ пĕчĕк чăваш.
Офицерăн куç харшисем çĕкленчĕç,
— О-о! Эсĕ большевик мар-и, ача? Кала тӳрех: саншăн хăш власть лайăхрах? Совет влаçĕ-и?
— Большевик пулма ăс çитмеи-ха ман. Совет влаçĕ — халăх влаçĕ, пĕр-пĕр комучсен влаçĕ пек мар.
— Тӳррĕн калаçакансене юрататăп, — терĕ офицер, лĕх-летсе. — Сана та хупса лартăпăр. Унччен кучченеç тутанса пăх. Халлĕхе пилĕк нухайкка — ăс кĕртмелĕх, власть тутине тутанса пăхмалăх.
Çапла каларĕ те офицер Миккана нухайккапа ăçтан лекнĕ унтан çапма пуçларĕ. Тӳсрĕ пĕчĕк чăваш. Пуçран çапнă чух нухайкка вĕçĕ куçран пырса тивсен те кăшкăрмарĕ, алăпа куçне хупларĕ çеç.
— Мĕнле, çитет-и? Халĕ те Совет влаçĕ лайăх-и саншăн?
Пали еннелле пăхнă пулсан, офицер, тен, пысăк чăваш сăнĕ хуралса кайпине, куçĕ вут пек çиçме пуçланине асăрханă пулĕччĕ...
Шатра Микка шыçса кайнă куçне алăпа сăтăркаларĕ, унтан, пуçне çĕклесе, йĕри-тавра пăхса илчĕ. Çав вăхăтра вăл халăх пур енченех кунталла туртăннине асăрхарĕ те хулăн сасăпа хыттăн:
— Совет влаçĕшĕн пилĕк нухайкка мар, çирĕм пилĕк яухайкка тӳсме хатĕр! — тесе кăшкăрса ячĕ.
— Апла пулсан, çирĕм пиллĕк пултăр, — терĕ офицер, шăлне шатăртаттарса. — Шел, чĕрĕ хулă хатĕрлесе хумарăмăр. Нухайккапах çырлахмалла пулать. йĕмне антарса çаптарăр, — хушрĕ вăл салтаксене. — Каллех сахал пулсан, тата çирĕм пиллĕк хушса парăр.
Икĕ салтак Шатра Миккана икĕ енчен çавăрса тытрĕ, каска çине тăсса вырттарчĕ...
Пали, ăшĕ вăрканипе, чĕтре пуçларĕ. Нухайккасем икĕ енчен вашлатма тытăнчĕç. Офицер малтан шутлама пуçланăччĕ, анчах Микка кăшкăрмасăр тӳссе выртнăшăн çил-ленсе кайрĕ те: «Кашкăр пек уласа яриччен çаптарăр», — тесе алă сулчĕ.
Палин чунĕ тăвăнса çитрĕ. Вăл, арăслан пек сиксе, офицера ураран ӳкерчĕ, ăна мăйран пăвса илчĕ. Карательсем, те тĕлĕннипе, те хăранипе, самантлăха вырăнтан хускалмасăр тăчĕç. Унтан пĕри, Миккана нухайккапа хĕнекенни, Пали çине сиксе ӳкрĕ, ун хыççăн — ыттисем те. Пали хăйне çапнине те, лăсканине те сисмест. Унăн тимĕр пек çирĕп аллисем тăшман пырĕнчен çаплах вĕçерĕнеймеççĕ. Çавăнпа вăл хăй те часах тăшмаи аллине лекрĕ. Пĕр карателĕ кĕсъерен чĕн кантра туртса кăларчĕ те улăпа ураран тăлласа илчĕ, тепри çавăн пек кантрапах ăна мăйран ункăларĕ. Мăйне мăйкăч пăвса илсен тин вĕçерĕнчĕç Пали аллисем...
Фальшин, Палирен хăраса, пĕчĕк хапхаран килкартине чăмнăччĕ. Офицер сасси тепре илтĕнсен, вăл каллех урама чупса тухрĕ. Хăйĕн хăрушă тăшманне чĕн кантрапа тăлласа çыхса пăрахнине курсан, ăна тимĕр туйипе пырса çапрĕ.
Офицер маузер туртса кăларчĕ. Анчах пемерĕ, маузер кĕпçипе Пали пуçне пырса шаккарĕ те:
— Ан кĕт, халех пеместĕп, — терĕ. — Малтан сана тамăкри пек асаплантарса пĕтерĕп, апла та вилмесен вара персе пăрахăп.
Офицер хушнипе икĕ салтак Палие шомполсемпе хĕне пуçларĕç. Пали тăма хăтланчĕ, çавăнтах ăна тепре çапса ӳкерчĕç. Миккана хĕнекеннисем те, офицер каласса кĕтмесĕрех, нухайкка вырăные шомполпа авăрланчĕç.
Çав вăхăхра чан халăха пушар вăхăтĕнчи пек чĕнсе шанлаттарма пуçларĕ. Офицер сасартăк Фальшина хăйне нухайккапа тивертсе илчĕ, чан çапма чарма хушрĕ. Фальшин чиркӳ патне пĕччен кайма хăрарĕ, ывăлне чĕнсе илчĕ. Ашшĕ аялтан туяпа юнаса кăшкăрма тытăнчĕ, Васька чăнкă пусмапа чиркӳ тăррине хăпарма пуçларĕ.
— Ан хăпарăр луччĕ, персе вĕлерме пултаратăп, — кăшкăрчĕ çӳлтен Филька. Анчах чан хытă янранипе вăл кăшкăрни илтĕнмерĕ. Филька револьверпа тĕлленĕ пек тунине курсан тин Васька чикеленсе чупса анчĕ.
— Атя, ывлăм, часрах, çын куçĕнчен пăрăнар, — нăйкăшрĕ ашшĕ. — Лешсем хăйсемех килсе чарччăр. Ытла вĕри пăтă пĕçерме пуçларĕç. Пăттине хăйсемех çиччĕр. Чан сассипе халăх çĕкленсен, ыррине ан кĕт, ачам.
Спирка пысăк чана шанлаттарнă вăхăтра Филька çӳлтен тавраналла пăхса çаврăнчĕ. Халăх пур енчен те чиркӳ патне чупать. Чулçырма еннелле пăхсан, ача савăнса кайрĕ: армути «вăрманĕпе» çывхарнă пĕр ушкăн çын яла çитсе кĕчĕ. Кĕркури каласа хунине манман иккен.
Чан вĕçĕмсĕр танлатать пулин те, карательсем ашкăнма çаплах чарăнмаççĕ. Офицер хĕçпăшалсăр халăхран хăрамасть. «Пухăнччăрах. Эпĕ ун пеккисене нумай куркаланă», — терĕ вăл Палне хĕненĕ май.
Çирĕм çын, пур енчен те харăс ыткăнса, тăшмана пĕр самантра çавăрса илчĕç. Офнцер маузерне туртса кăларчĕ, анчах пеме ĕлкĕреймерĕ.
Чан çаплах кĕрлет те кĕрлет. Филька, чан çапнă май мăйне пăркаласа, йĕри-тавра пăхкалать. Акă Медведевсем тĕлĕнчи халăх — вырасĕ те, чăвашĕ те — пăтранса кайрĕ. Карательсене чул кĕлете хупса лартрĕç.
Филька Чӳккукри еннелле çаврăнса пăхрĕ. Унта, шарлак урлă, тăватă юланут каçма пуçланă. Вара вăл чан вĕренĕ-кантрисене ярса тытрĕ, мункун çитнĕ пек, пысăк-пĕчĕк чансене пурне те калаçтарса-тĕнкĕлтеттерсе илчĕ те яусмапа аялалла вăркăнчĕ. Спирка — ун хыççăн.
Халăх пухăннăçемĕн пухăнать. Хирте ĕçлекенсем те ĕç пăрахсах яла чупрĕç. Пурте пĕр чарăнми шавлаççĕ:
— Халь мĕн тăвăпăр ĕнтĕ?
— Куншăн пире каçармаççĕ.
— Укçине те тӳлеттерĕç, салтака та пурпĕрех илсе кайĕç...
— Илсе каймĕç, — терĕ Кĕркури. — . Эпир чунлă, ураллă çынсем. Хăш еннелле каймаллине хамăрах пĕлетпĕр.
Тăллисене салтсан, Пали хăех ура çине тăчĕ. Шатра Микка тăнсăр выртать.
— Карательсене çапса вĕлермелле. Малтан хăйсене теçапла асаплантармалла, — кăшкăрать халăх.
Пали калаçма тытăнсан, пурте шăпланчĕç.
— Çапса пăрахма ан васкăр. Кайран çавăншăн карательсем пĕтĕм яла кастарĕç, çунтарса ярĕç, — терĕ Пали.
— Сана çапла хĕненĕшĕн спаççипă калас мар-и? — çĕтĕлчĕ Кĕркури.
— Ун пирки ан пăшăрханăр. Ку йытăсемпе мĕн тумаллине ревком иирĕнсĕрех пĕлет, — терĕ чиркӳ патĕнчен чупса килнĕ Филька.
— Ревкомсем пĕлеççĕ, анчах кунта çук-ха вĕсем. Эсĕ ревком вырăнне пулсан çеç, — терĕ те вăйсăрланнă Пали çĕрелле чикĕнчĕ. Темиçе алă ăна, пур енчен те тĕрелесе, ӳкме памарĕ.
— Ревком пур. Вăл пире пăрахса хăварме, — кăшкăрчĕ тин чупса çитнĕ Спирка. — Акă, пăхăр, курăр, савăнăр!
Халăх Спирка алă тăснă еннелле çаврăнса пăхрĕ. Тăватă юланут юртăпа çывхарса килет.
— Чăнах та ревком. Пĕри Осокин...
— Тепри Леонид мар-и? Çавă, тиечук ывăлĕ. Вăл та ревком-и?
— Ха! Чугунов Илюша та вĕсемпе, — терĕç вырăссем.
— Мишша-салтак!
Халăх Совет влаçĕшĕн кĕрешме харăс çĕкленсен, çав вăхăтрах комиссарпа командир тупăнсан, партизан отрячĕ пулатех вара.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...