Кĕпер :: Анархистпа монархист тата сулахай эсер
Хуларан хăрушă хыпарсем киле пуçларĕç: Самарта Совет влаçне пĕтернĕ, патша каллех вырăнне ларать имĕш. Çакăн пек хыпар сараканни Лешеккинче — Фальшин, Чулçырмара — Хаяр Макарпа Смоляков пулчĕç. Пуçĕсене каллех çĕклеççĕ çав çĕленсем. Виçĕ Якур пушшех анархистланса кайнă. Ана чаракан, ас кĕртекен çук. Салтакран таврăннă çынсем асăрхаттаркаларĕç — итлемест. «Эпĕ — власть, мана халăх суйларĕ», — тет. Юлашки вăхăтра чăвашпа вырăс пĕр ушкăнран пулни палăрми пулчĕ. Виçĕ Якур Чулçырмара хăй тĕллĕн уйрăм пухусем пухать, хăйне хăй ял Совечĕн председателĕ вырăнне хуракан пулчĕ.
Тĕнчери лару-тăрусем мĕнле пулсан та, Тук шывĕ урлă кĕпер хывмаллах. Вăл ĕç кăçал ăнăçлă иртмелле пек: ялта арçын нумай, вĕсене пĕрлештерсе килĕшӳллĕ ĕçлеттерме ял Совечĕ пур.
Кĕперне, тен, пĕр хирĕçмесĕрех туса пĕтеретчĕç, анчах каç еннелле унта Фальшин пырса çитрĕ. Вăл ĕлĕкхи пекех çутă атă, сатин кĕпе тăхăннă, мăйран йĕс тăха — староста палли — çакнă, аллинче тимĕр туя. Ана курсан, Виçĕ Якур урсах кайрĕ, темтепĕр каласа хăртма пуçларĕ. Фальшинĕ вара тӳсеймерĕ — туйине çĕклерĕ. Виçĕ Якур вырăса хăлхаран тыттарса чикелентерчĕ. Çавăнтах çынсем пырса хутшăнчĕç — ĕлĕкхи пек çапăçма мар, çапăçаканнисене чарма. Вырăссем — Фальшина, чăвашсем — Виçĕ Якура алăран тытса тăраççĕ.
— Эп сана, патша йыттине, хупса лартатăп... персе вĕлеретĕп, — сурчăк сирпĕтсе кăшкăрать Виçĕ Якур. Фальшин çĕлен пек чашлатать:
— Пĕтрĕ сирĕн йытă влаçĕ. Самарта власть комуч аллине куçнă. Сан пек урнă йытăсене персе вĕлернĕ унта, Чехсем престола Михаля патшана лартаççĕ. Эпĕ халь кунта — патша влаçĕ. Сана, Егоров, ыранах Çĕпĕре ăсататăп...
Вырăссем те, чăвашсем те патша старости мĕн калаçнине тĕлĕнсе итлесе тăраççĕ. Те чăн, те суя ĕнтĕ ун сăмахĕсем. Куç умĕнчех çĕнĕ влаçпа кивĕ власть йытă пек харкашаççĕ, пĕрне-пĕри кăшласа тăкма хатĕр.
Тук леш енче пĕр улăп пек пысăк та тĕреклĕ çын кунта мĕн пулнине сăнаса тăрать... Ку вăл — Ĕлĕм-Чĕлĕмĕн аслă ывăлĕ Пали. Тăчĕ-тăчĕ те çак улăп чĕнмесĕр, туса пĕтермен Хĕперĕн юписемпе каштисем тăрăх циркач пек çăмăллăн сиксе, ку енне чупса каçрĕ. Пали кĕпер тума çара уран килнĕ. Ура лапписем хăйĕн кĕреçе пек.
Фальшин хăраса ӳкрĕ.
— Вырăссем! Мĕн пăхса тăратăр? Сирĕн старостăра вĕлереççĕ вĕт чăвашсем. Кăраву-у-ул! — çухăрса ячĕ хăй çавăнтах.
Пали малтанах Виçĕ Якур патне çывхарчĕ:
— Эсĕ, Якур Якурчă, власть пулас тесен, капла ан пуçтахлан. Халăх сăмахне ытларах итле, — ӳкĕтлерĕ вăл ăна, унтан вырăс енне çаврăнчĕ: — Ан çухăр, эсремет. Сана вĕлерсе, çылăха кĕмĕпĕр. Самарта мĕнле влăсть тетĕн-ха? Кам вучĕ тетĕн? Камăн вутне эпĕр хамăрах пĕлетпĕр. Сана хăвна тахçанах Çĕпĕре ăсатмалла. Çăпата Михалине эсех çапса вĕлернĕ теççĕ, шуйттан...
Фальшина тытса тăракан вырăссем сирĕлчĕç. Пали старостăн йĕс тăхине туртса татрĕ те шыва ывăтрĕ, унтан кивĕ влаçăн тимĕр туйине те çавăнталлах вăркăнтарчĕ.
— Туяпа та, йĕс тăхупа та халь пире хăратаймăн. Ху вилĕмрен хăратăн пулсан, кĕпер патне ан çывхар. Пыр, чуп часрах. Самарта мĕнле власть пулсан та, кунта пирĕн Совет влаçĕ, çавна ан ман.
Çапла каланă хыççăн Пали вырăса ял еннелле çавăрса тăратрĕ те çăмăллăн çеç тĕртсе ячĕ, унтан кĕреçе урипе кутран тапрĕ. Лешĕ, хытă тапман пулин те, чикеленсе кайрĕ. Ура çине тăрсан, çаврăнса та пăхмарĕ, малалла вĕçтерчĕ. Пĕр çĕр хăлаç чупрĕ те чарăнса тăчĕ, çынсене чышкипе юнаса темскер кăшкăрчĕ.
Кĕпер тăвакан чăвашсем ахăлтатса кулма тытăнчĕç. Вырăссем те кулмасăр тӳсеймерĕç. Пали умне таçтан Филька килсе тухрĕ.
— Хисеплĕ Павел Ермилович, сана Илья Чугунов ячĕпе тата Филимон Лапшин ячĕпе тавтапуç, — тесе, ăна алă пачĕ.
Пали, тĕлĕнсе, малтанах ним тума аптрарĕ, унтан тавçăрса илчĕ, вырăс ачи аллине тытса чăмăртарĕ. Лешĕ йытă çури пек çухăрса ячĕ, сылтăм аллине аран туртса илсе, татса пăрахас пек силлеме тытăнчĕ. Халăх каллех кула пуçларĕ. Пĕрле ĕçлекен çынсем харăс кулма тытăнсан, ĕç ăнать вара...
Фалынин йĕс тăхине арча тĕпĕнчен ахальтен мар туртса кăларнă. Суя хыпарсем хыççăн Чулçырмана тĕрĕс хыпарсем те çитрĕç. Самарти влаçа чăнах комуч тесе калаççĕ иккен. Учредительный съезд пухăвĕн членĕсен комитетне кĕскетсе çапла ят панă пулать. Еçхалăхĕ вăл ята йышăнмарĕ, шуррисен влаçне учредиловка тесе ят паче.
Куçминккара та власть улшăннă. Сутăнчăк Белянкин ĕлĕк сулахай эсер ячĕпе Совет влаçĕ çумне çыпăçнăччĕ, халĕ вăл, «сылтăм» енне куçса, çĕнĕ влаçа юрама пĕлнĕ. Тĕрĕссипе вара вăл ĕлĕк те Совет влаçне шалтан сиенлеме тăрăшнă. Çавăнпа ăна халĕ старшина туса хунă.
Совет влаçĕ пĕтĕм таврара та пĕр Чулçырмара çеç юлнă. Ана Виçĕ Якур никамран хăрамасăр тытса тăрать. Совет членĕсем те харсăр çынсем. Пĕр Селĕп Кириле çеç, хăравçăрахскер, ниçта та тухмасть. Шатра Миккапа Кĕркури хăрасах каймаççĕ-ха.
Кунта тата пĕр мерекке пулса иртрĕ. Хаяр Макарпа Смоляков пуху пухрĕç. Чулçырмара староста суйласшăн вĕсем, земствăна та чăвашран пĕр çын суйласа ямалла теççĕ. Анчах пухăва фронтран таврăннă çынсем ытларах пухăнчĕç те Хаяр Макарсене ытлашши калаçтармарĕç.
— Камвучне йышăнмастпăр. Пирĕн хамăрăн власть пур, Совет влаçĕ. Урăххи кирлĕ мар, — терĕç вĕсем.
Хаяр Макар вара ытлашши шăрчăкланма хăрарĕ. Смоляковĕ те шӳт тунă пек калаçа пуçларĕ:
— Мĕн пулать ара капла, шухăшласа пăхар-ха. Иĕри-тавра çĕнĕ власть, комуч влаçĕ. Эпнр ăна йышăнмастпăр... Пирĕн ял уйрăм патшалăх пулать-и вара?
— Пулать! — кăшкăрчĕ сасартăк Самана Тимĕркки — Чулçырма республика пулать. Пирĕн хамăрăн совнарком пур, Егор Егорчă Егоров — совнарком пуçлăхĕ. Замана! Сывă пултăр Чулçырма республики!
Халăх кула-кулах пухуран саланчĕ. Виçĕ Якур пая ним хирĕçмесĕр-кăшкăрмасăрах халăх мĕн калаçнине итлесе ларчĕ. Тимĕрккен ӳсĕр пуçпа каланă сăмахĕ пит килĕшрĕ ăна.
Чулçырма «республикин» ирĕк пурнăçĕ вăрăма пымарĕ. Кĕçех яла Белянкин килсе çитрĕ. Пĕччен мар вăл, унпа нĕрле Киселев улпутăн управляющийĕ тата пĕр офицерпа виçĕ салтак килнĕ.
Чулçырмана мĕн ĕçпе килсен те, Белянкин яланах пĕр хапхаран, Мăрзабай хапхинчен, пырса кĕрет.
— Савăнăçлă хыпар пур сан валли, Павел Алексеич, — терĕ вăл кĕнĕ-кĕменех. — Ывăлу, Назар Павлович, хулара. Карательный отряд командирĕ. Хитре офицер. Пĕтĕм уесĕпе йĕрке туса çӳрет. Кĕçех кунта та килсе çитĕ.
Çакна илтсен, савăнчĕ те, хурланчĕ те Мăрзабай, анчах хăй туйăмне çынна палăртмарĕ: «Хыпаршăн тавтапуç, Фадей Панфилович», — терĕ.
Кăмăшка ĕçсе кăшт калаçкаласа ларнă май Белянкин хăйсем кунта мĕн çăмăлпа килнине каларĕ, Мăрзабайран кĕркунне помещик именине кам-кам çаратни çинчен ыйтрĕ,
— Пурне те пĕлсех каймастăп. Пуян пуяна çаратнă терĕç ун чух, — терĕ хуçа шӳтленĕ пекрех.
— Пуянсем пирки калаçмăпăр. Вĕсем помещике мĕн чул сиен тунине хăйсемех, хăйсен ирĕкĕпе тӳлĕç. Пуян маррисем пулнă унта.
— Фадей Панфилч, чипертерех калаç-ха эсĕ. Эпĕ суд умне тăнă çын мар вĕт, эсĕ ху та прокурор мар. Пĕлесех тетĕи пулсан, кунта пирĕн Совет влаçĕн пуçлăхĕ пур. Çавна тĕпче. Хĕлле çав влаçа тума эс ху килменччĕ-и-ха?
Мăрзабай çапла тĕртсе хуни эсер кăмăлне каймарĕ пулас. Кăштах чĕнмесĕр ларнă хыççăн Белянкин авалхи тусĕн куçĕнчен тӳррĕн пăхрĕ те:
— Ку сăмаха эс сивлесе каларăн-и? — терĕ. — Эх, Павел Алексеич, хăвах пĕлмелле: эпĕ вĕт çĕр ĕçлекенсен интересĕшĕн вĕтеленетĕп. Ун чух хресчен большевиксем хыççăн кайрĕ, эпир те вара вăхăтлăха Совет влаçĕпе килĕшрĕмĕр. Халĕ самана улшăнчĕ. Тĕреклĕрех мужик тырă пирки большевиксене тӳртĕн çаврăнса тăчĕ. Паллах, пире çав кăна кирлĕччĕ. Большевиксем тата тепĕр енчен те хăйсемех пулăшрĕç пире — парти ятне улăштарчĕç. Халь коммуна, коммуннст сăмахпа хресчене мар, такама та хăратма пулать.
Калаçу ку йĕрпе кайни халь ĕнтĕ хуçана килĕшмерĕ. Белянкинăн юлашки сăмахĕсене илтмен пек:
— Сире сивлеме ăс çитереймĕп эп, Фадей Панфилч, — терĕ вăл. — Сивлес тесе мар, пирĕн енчи пĕр мыскара пирки каласа култарасшăнччĕ çеç эп сана. Кунта пирĕн уйрăм республика вĕт. Совета суйланă Виçĕ Якур ятлă çынна астăватăн пуль? Çавă ĕнтĕ Чулçырма республикин премьерĕ.
— Ăстăватăп, — терĕ Белянкин, кулам пекки туса. Хăй çав вăхăтрах шухăшларĕ: «Халĕ те аяккалла пăрăнса юласшăн-и эс? Юрĕ-ха, ывăлу килсен, пăркаланма памĕ вăл сана». Çапах чее чăваш кăмăлне тепĕр май тĕрĕслесе пăхас терĕ хăй: — Итле-ха, Павел Алексеич. Эс мана Совет влаçне тĕпчеме. хушрăн. Халех сирĕн виçĕ хут Егорăра çакăнта чĕнтерсе тĕпчесе пăхас мар-и?
— Ман çурта власть çурчĕпе ан арпаштарах, Фадей Панфилч. Кунта хăна пул, лере кайса власть пул, — терĕ те Мăрзабай тепрер черкке тултарчĕ.
— Çитет, Павел Алексейч, чăнах та ĕç тума вăхăт çитнĕ, — терĕ те Белянкин, сĕтел хушшинчен тухрĕ. Вăл кăшт кăмăлсăрланнине хуçа «сисмерĕ».
Белянкин, комуч кăларнă закона кура, помещик правине шăппăн кăна хӳтĕлеме килнĕччĕ. Анчах анархистпа çыхлансан, ĕçне те шăппăн тăваймăн, ыррине те кураймăн.
Виçĕ Якур Белянкина курсанах шăртланчĕ. Леш лăпкă сасăпа тĕпчеме тытăнчĕ. Якур кăшкăрма пуçларĕ:
— Эс, контра, мĕн шăл йĕрсе ларатăн! Кам çаратни мĕне кирлĕ сана? Улпут пурлăхне, пĕтĕмпех пухса, Куçминккана ăсатрăмăр. Икĕ лашине ĕçтăвком хушнипе лашасăр çынсене патăмйр, виççĕмĕшне батрак илсе килнĕ, Мăрзабай тарçи. Совет влаçĕ батракран туртса илме пултараймасть...
— Итле-ха, Егоров, ăнлан хăвăн пăтранчăк пуçупа, — терĕ Белянкин, сассине улăштармасăрах. — Совет влаçĕ пĕтрĕ, урăх нихçан та пулас çук вăл. Эсĕ халь никам та мар. Санпа комуч влаçĕ калаçать, эсĕ те чипер калаç, ан кăшкăр.
Улпут управляющине илсе çӳрекен кучер хайхи леш тутар хуралçă пулчĕ. Вăл хуçи патне темскер калама кĕчĕ те Виçĕ Якура тӳрех палларĕ.
— Пăлхавçăсен атаманĕ вăл, господин начальник. Çавă кĕлет алăкĕсене тапса çĕмĕрекенни.
Виçĕ Якур калаçакан енне варт çаврăнса пăхрĕ, хăй те Киселев хуралçине палларĕ.
— Сана хăвна пуçхĕрлĕ çакас пулать. Эс ху улпут лашисене илме хушнă. Киселев пурлăхне пиртен ытларах çаратрăн пуль-ха! — кăшкăрчĕ харсăр чăваш.
— Суятăн, знакум, суятăн, большевик. Эпĕ сире лаша паман, вăйпа илсе кайрăр, мана çыхса хăвартăр, — терĕ чее тутар.
Виçĕ Якур нимрен ытла «суятăн» тенине тӳсеймест. Тутар «суятăн» тесе хăй суйма пуçласанах, Якур «знакума» тӳрех янахран хаплаттарчĕ. Салтаксем Якур патне ыткăнчĕç. Ку вĕсене те сирпĕтрĕ... Тăваттăн-пиллĕкĕн пĕр çынна каярахпа пурпĕрех лăплантарчĕç, Виçĕ Якур вара Белянкин еннелле сурчĕ те шăлне шатăртаттарса:
— Асту, сутăнчăк йытă! Эп сана пурпĕрех пăвса вĕлеретĕп. Эп вĕлермесен, ман юлташсем вĕлерĕç, — терĕ.
Хăравçă Белянкин шурса кайрĕ, унтан хăй те ылмаш сасăпа Виçĕ Якур пекех кăшкăрчĕ:
— Коммунист вăл... Большевик! Çакăнтах персе вĕлерес ăна.
Белянкин хуçа мар çав. Çар çыннисен хуçи — помещикăн управляющийĕ. Белянкина мар, çавна пăхăнаççĕ вĕсем. Вăл урăхла каларĕ офицера: «Персе ĕлкĕрĕпĕр. Кунта юрамасть. Пирĕн халь тепĕр яла васкамалла. Халлĕхе ăна хупса хăварас. Ыран, Куçминккана таврăннă чух, хамăрпа пĕрле илсе кайăпăр», — терĕ.
Белянкинсем улпут ĕçĕпе кӳршĕ яла кайрĕç. Икĕ салтака, хăйсем таврăниччен тесе, Виçĕ Якура хураллама хăварчĕç.
Салтаксем Виçĕ Якура Тук шывĕн чăнкă çыранĕ хĕрринчи уйрăм ларакан кĕлете хупнине Хветюк лайăх курчĕ.
«Çăлас мар-и ăна?» — ачалла харсăрланса шухăшларĕ вăл.
Вара чăннипех те ăна çăлма шут тытрĕ. Хветюк пĕлет: Хвекле кинемейĕн кĕлет урайĕ çĕрĕк. Унта шăтăксем те пур. Çыран енчен кĕлет айне кĕрсе выртсан, алă пăчкипе пĕр-пĕр шăтăкне çăмăллăнах пысăклатма пулать. Ку план ăна килĕшмерĕ: часовойĕ пăчкă сассиле илтме пултарать. Кăшт шухăшласа ларнă хыççăн Хветюк пуçне тепĕр шухăш пырса кĕчĕ. Кĕлет урайне шал енчен алăпа пĕчĕккĕн тăпăлтарма пулать. Алă кĕмелĕх шăтăк пур унта, ăна аслатма ним те мар, çĕрĕк урай хăмисем тĕпренсе кăна тăраççĕ.
«Мĕнле систерес-ши Якур пиччене? Епле? — шухăша кайрĕ Хветюк. — Сăмахпах асăрхаттарас. Салтакĕ — чех. Вăл чăвашла мар, вырăсла та путлĕ пĕлмест. Çапах та асăрханас пулать. Хаяр Макар таврашĕсем илтсен, хама та хупса лартĕç».
Каç пулсан, Хветюк , витре йăтса, Тук хĕррине шыв ăсма анчĕ. Аннă май мăрăлтатса юрлам пекки турĕ. Салтак ачана чарма мар, хăй те Хветюк пек мăрăлтата пуçларĕ. Хветюк вара уçă сасăпах янраттарса ячĕ:
Якур пичче, итлесем, тăнласам!
Якур пичче, итлесем, тăнласам!
Урай хăми çĕрĕк-çарăк.
Урай хăми шăтăк-путăк.
Санăн аллу тимĕр алă, тимĕр алă,
Пĕр шăтăкне аслăлат, аслăлат.
Хуралçăран асăрхан, асăрхан.
Асăрхансан, илтес çук, илтес çук.
Илтрĕн пулсан, паллă ту, паллă ту!..
Çапла юрласа, витре йăтса хăпарчĕ Хветюк. Часовойăн ĕçес килсе кайнă. Вăл, ачана чарса, витрине лартма хушрĕ, унтан пĕшкĕнсе ĕçе пуçларĕ. Çав вăхăтра кĕлĕтри çын алăка шанлаттарчĕ, вырăсла тем кăшкăрчĕ, çавăнтах чăвашла та пĕр сăмах хушса хучĕ. «Илтрĕ-ĕм!» — тенине уйăрса илчĕ Хветюк.
— Не крисяйт, не шумейт, — çухăрчĕ часовой, алăк патне çывхарса.
Леш урăх «крисяйт» тумарĕ. Хветюк часовоя, тата ĕçетĕн-и тенĕ пек, витре çине кăтартрĕ. Часовой пуçне пăркаларĕ те алă сулчĕ.
Çĕрĕк урайлă кĕлет çĕрле пушанса юлнăшăн хуралçăсем пăшăрханмарĕç. Кĕлет çăрине никам та уçман, çĕмĕрмен. Кам айăплă? Паллах, офицер. Анчах ăна кам айăплатăр? Чехсемшĕн пĕр хресчен тарни ним те мар. Управляющий хăйĕн айăпне сиссе шарламарĕ. Белянкин çеç, Виçĕ Якур сăмахне аса илсе, хăраса ӳкрĕ.
Çак ĕçсем пулнă хыççăн эрне иртсен, Белянкин сасартăк çухалчĕ. Куçминккаран Якальне юланутпа тухса кайнă вăл. Хăй вара Якальне те çитмен-мĕн, каялла та таврăнман.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...