Кĕпер :: Шурă Атăл таврашĕнче
Рамаш Чулçырмара нулнăранпа çулталăк ытла иртрĕ. Çулталăк? Пĕлтĕрхи çимĕкри яш-кĕрĕм вăййи ĕнер кăна пулса иртмерĕ-и? Тепре шухăшласан, çав уяв нихçан пулман пек те туйăнса каять. Тен, тĕлĕк çеç вăл? Çук, тĕлĕк мар. Оля — тĕлĕк мар. Акă унăн çырăвĕсем. Хăй те яланах куç умĕнче. Кăçалхи çимĕк улталарĕ ăна, таçтан, Шурă Атăл леш енĕпе иртсе кайрĕ...
Рамаш шухăшласа хунă тăрăх, Шурă Атăл çимĕк умĕн хыçа юлмаллаччĕ — хĕвелтухăç емче. Халĕ те вăл хыçа юлчĕ, тулькĕш хĕвеланăç енче. Аçта каяççĕ вĕсем? Хуларан тухни виççĕмĕш кун. Хыçра Шурă Атăл, умра, мал енче — Йĕнерлĕ Ту. Урал тăвĕсен хапхи. Çывăхрах пек, хăй çаплах çывхармасть-ха. Тата миçе çухрăм? Вуннă тесен — вуннă, хĕрĕх тесен — хĕрĕх...
Малтисем каллех сулахаялла пăрăнчĕç. Вăрманпа шăртланнă Йĕнерлĕ Ту умра мар ĕнтĕ халь, — сылтăм енче. Ма унталла пăрăнчĕç малтисем? Паллах, Ахмер ялне тĕлленĕ. Стерлитамак çарне сулахай эсер Прозоровский ертсе пырать. Мĕнле пулчĕ-ха ку?! Мĕншĕн Стерлитамакăн мĕнпур революциллĕ сĕткенне сулахай эсер ертсе пырать? Уес Совнаркомĕн председателĕ вăл... Малтанхи председатель вăхăтсăр вилнипе çапла пулса тăчĕ, Стерлитамакри революци ĕçĕ эсер аллине лекрĕ. Çак хăрушă вăхăтра Казин юлташ та хулара пулмарĕ вĕт. Прозоровский вырăнне çавă пулинччĕ — вăл хыпарсем пĕлме тата Самарти ревкомпа çыхăнма кайрĕ те каялла таврăнаймарĕ. Е Самарта, е çул çинче тăшман аллине лекрĕ пуль. Рамаш ăна питĕ кĕтсе пурăнчĕ, ун урлă ашшĕ пирки те хыпар пĕлме ĕмĕтленнĕччĕ...
Çакăн пек канăçсăр шухăшсем вĕреççĕ Рамаш пуçĕнче. Халь ăна тăван ашшĕ те паллаймĕ. Пичĕ-куçĕ унăн йăлтах хĕвелпе пиçсе кайнă, çилпе кушăхнă. Каччăн пĕвĕ те кăшт ӳснĕ, кăшт сарăлнă. Елĕк вĕçкĕнрех тумланакан приказчик халь тум пирки шухăшламасть курăнать, пилĕк вĕçлĕ хĕрлĕ çăлтăрлă, симĕс сăмсаллă карттусĕ тусанпа та пылчăкпа вараланнă, симĕс гимнастерки шупкаланнă. Çумри хĕçпăшалĕ хăйĕн тепĕр çын валли те çителĕклĕ: сулахай енче хĕç, сылтăм енче наган, çурăм хыçĕнче карабин...
Рамаш ĕлĕкрех Маркелов отрячĕпе пĕрле уес тăрăх кулак пăлхавĕсене пусарса çӳрерĕ. Каярах Арбузов отрядĕнче пулчĕ. Халь кам ун командирĕ? Хăй те пĕлмест. Никам та пĕлмест. Пăлхав пуçаракан кулаксене персе вĕлернĕшĕн командирсене айăпласа пĕтерчĕ Прозоровский. «Капла ĕçлесе, халăха ытлашши хирĕçтеретпĕр, пăлханма сăлтав паратпăр», — терĕ вăл. Уншăн кулак та — «халăх».
Рамаш пĕрмаях тĕрлĕ отрядсенче пулнăран — лашаллă. Лашаллисем кунта мĕнпурĕ те çĕр çынран ытла мар. Рамаш, уттарса пырса, вĕсенчен кая юлчĕ. Вара, çултан" пăрăнса, Стерлитамак çарне сăнама пикенчĕ.
Лайăх пуçлăх пулсан, чăнахах тăшманшăн хăрушă çар пулма пултарать вăл. Кам кăна çук-ши кунта? Вырăс, чăваш, пушкăрт, тутар, çармăс, мăкшă, нимĕç, эстонец... Пĕр сăмахпа: интернационал. Революци пĕрлештерчĕ вĕсене. Халĕ Прозоровскисем çак вăя сапаласа яма тăрăшаççĕ. Хĕçпăшал та çителĕклĕ вĕт. Анчах командирсăр пăшалĕ те пемест çав.
Рамаш васкамасăр, йĕнерне майлаштарнă пек пулса, çаплах çул хĕрринче мĕшĕлтетсе тăчĕ. Сăнать, чунне вĕчĕрхентерсе шухăшлать. Çук, ырри пулмасть пуль çав пĕр вырăнтан хăпса каяйман çартан.
Кусем камсем тата? Чечен тумланнă, куçлăх кăшăлĕсем ылтăн хăйсен, çӳçĕсем вăрăм. Чĕриклетекен урапасем çинче улпут пек ларса пыраççĕ. Чăнах та улпутсем мар-ши? Çук, меньшевиксемпе сылтăм эсерсен пуçлăхĕсем — заложниксем иккен. Вĕсене тарма ним те мар. Конвой çук. Пурпĕрех эсерсен тыткăнĕнчен тармаççĕ.
Чун тарăхса çитнипе Рамаш йĕнер çине сиксе ларчĕ те айăпсăр лашине нухайккапа кастарса илчĕ. Лаши малалла сиккипе ыткăнчĕ. Эх, çапла сиктернĕ май, хĕç туртса кăларса, тăшман пуçне касасчĕ. Акă, малта пар лаша кӳлнĕ çунатлă тăрантас курăнчĕ. Çук, тăрантас çинче ларса пыракан Прозоровский тăшман мар. Совнарком пуçлăхĕ, Стерлитамак çыннисемшĕн — Совет влаçĕ. Рамаш лаши те, çавна сиснĕ пекех, çунатлă тăрантас патне çите пуçласан, чупма чарăнчĕ.
Ахмер ялĕнче Совнарком ларавĕ пулчĕ.
— Хулана кăлахах хăвартăмăр эпир, чехсем кунта килмеççĕ, — терĕ Прозоровский. — Пирĕн революцие хирĕç те майлă та хутшăнмаççĕ вĕсем. Самарпа Ĕпхӳре чехсем тискерленеççĕ тени — суя сăмах. Ман шутпа, ниçта кайма та кирлĕ мар, хуланах таврăнмалла. Совет влаçĕ ним хăрушлăхсăр хуларан халăха пăрахса кайни — килĕшмен япала. Паникерсене итлесе, ахалех эвакуăци турăмăр...
Командирсем мĕн каланине эсерла шухăшлакан Совнарком членĕсем шута илмерĕç, халех хулана таврăнма решени йышăнчĕç.
Рамаш хулараи юланутпа тухса кайнăччĕ, каялла вăл машинăпа пырса кĕчĕ. Петровскинче япала турттаракан машина тупăнчĕ. Машина çӳретме пĕлекен çын çуккипе Рамаша йрĕксĕрлесех çĕнĕрен шофер турĕç.
Хулана тĕттĕмленеспе çитрĕç. Тиевне каланă çĕрте пушатсан, Рамаш машинине Совнарком çывăхĕнчи пĕр тăвăр тăкăрлăка лартрĕ.
Кăнтăрла питĕ шăрăхчĕ. Халь сывлăш кăшт уçăлчĕ. Рамаш пушмакне хывса пăрахрĕ, пиçиххине салтса, йӳле пилĕкĕн юлчĕ, тĕрлĕ хĕçпăшалне ларкăч айне пытарчĕ. Хăй кабинăна меллĕрех вырнаçрĕ те çав самантрах çывăрса кайрĕ.
Тул çутăлнă. Хула урамĕсем шăпах. Мирлĕ хулара часовойсем те, патрульсем те çук. Прозоровскин йĕркесĕр-леннĕ çарĕ хула тăрăх саланса пĕтнĕ. Отрядсăр юлнă командирсем пĕр хуйхăсăр çывăраççĕ. Рамаш та çаплах.
Ватă карчăк пĕчĕк хапхаран ĕне хăваласа кăларчĕ. Ени, мĕшĕлтетсе, машина патне пырса тăчĕ, кабинăн уçă алăкĕнчен пуçне чиксе мăшлатрĕ. Карчăк, хулă тытса, ĕне патне танккарĕ, анчах урам тăршшĕпе пысăк çуртсем еннелле çаврăнса пăхрĕ те, пĕр самантрах çамрăкланнă пек, килкартине каялла йăпăрт çеç чупса кĕчĕ.
Никам хӳтĕлемен хулана тăшман çитсе кĕнине чи малтан кураканни çав карчăк пулчĕ...
Совнарком çурчĕ умне нырса тухнă юланутсем Рамаш машинине асăрхарĕç. Виççĕш-тăваттăшĕ çавăнтах ун патнелле вĕçтерчĕç.
Рамаша ĕне мăшлатса кавлени вăратрĕ. Шофер, карăнкаласа, ĕнепе калаçма пуçланăччĕ кăна, çав вăхăтра такам сасартăк кабина тăррине нухайккапа çатлаттарчĕ. Рамаш çара уран, йӳле пилĕкĕн кабинăран сиксе тухрĕ. Шофер пуçне тĕлленĕ нухайкка ĕне çурăмне пырса лекрĕ. Ĕне салтаксенчен çав териех хăраса ӳкмерĕ, шартах сикрĕ те пĕрре-иккĕ çеç ярса пусрĕ.
«Чехсем!» — тавçăрса илчĕ Рамаш.
Салтаксенчен пĕри, Рамаш пуçнĕ касас пек, тем кăшкăрса, хĕç вылятать. Рамаш ăнланчĕ: машинăна хускатса яма хушать. Харсăр йĕкĕт аптрасах каймарĕ, хăйне хăй хăвăрт алла илчĕ, вара пушкăртла тем калаçса, машина пуçĕ тавра чупкаларĕ, мотор уççипе майлаштарса çавăркаларĕ. Юланутлă чехпа Рамаш хушшинче ĕне никамран хăрамасăр кавлесе тăрать. Юнашарах — хапха калинкки хупăнса та çитмен. Рамаш, ĕне хыçне пĕшкĕнсе, мулкач пек тапса сикрĕ те, калинккерен вăркăнса кĕрсе, ăна çурăмпа тĕкĕлерĕ. Çав самантрах тимĕр питĕркĕч шаклатрĕ. Куна урамра мĕн пулнине шăтăк витĕр сăнаса тăракан харсăр пушкăрт ачи тунă иккен. Рамаш пушкăртла мăкăртатнине илтнĕ вăл. Халь Рамаша çанăран сĕтĕрет, пытанма хушать. Çак вăхăтра урам вĕçĕнчен çине-çине пăшал пени илтĕнчĕ, таçта пулемет шатăртата пуçларĕ. Машина тавра тапăртатакан юланутсем каялла вĕçтерчĕç. Рамаш пушкăрт ачине сирсе урама чупса тухрĕ.
— Кĕтмерĕн, кĕтмерĕн чехсене, йытă! — сасăпа ятласа илчĕ вăл Прозоровские.
Унтан, шăлне шатăртаттарса, ларкăч айĕнчен карабинне туртса кăларчĕ, çĕр çине тăсăлса выртса, пеме пуçларĕ. Ун çумне тата тепĕр хĕрлĕ гвардеец чупса пырса выртрĕ.
Сасартăк Рамаш питне, темскер çапăнса, вут тивнĕ пек ыраттарчĕ, янахĕ вĕçнелле юн йăрăлтатса юхса анчĕ. Рамаш питçăмартине хыпашласа пăхрĕ:
— Пульăпа та мар, турпаспа переççĕ, эсреметсем! — терĕ вара вăл, сурса.
Тăшман пули, хапхана тивсе, турат куçне сирпĕтсе янă иккен. Ун пĕр татăкĕ Рамаш питне пырса тăрăннă.
— Маттур, йĕкĕт, юнлă çăварпа та шӳт тума пăрахмастăн, — терĕ Рамаш çумĕнче выртакан хĕрлĕ гвардеец.
Ку унăн юлашки сăмахĕ пулчĕ: тăшманăн тепĕр пули ăна тӳрех пуçран пырса лекрĕ.
Рамашăн çуклă-пурлă патронĕсем пĕтсе çитрĕç. Чехсем вара çывăхах килсе тухрĕç. Рамаш юлашки хут вĕсен еннелле печĕ те пушанса юлнă карабинне ывăтса ячĕ, хăй, упаленсе, паçăрхи хапхаран кĕрсе кайрĕ. Пушкăрт ачи каллех хапхана шатлаттарса питĕрчĕ.
«Эх. Прозоровский, Прозоровский! Мĕн тери çынсене кăлăхах пĕтертĕн. Енерех сан пуçна хĕçпе касмаллаччĕ иккег», — шăлне шатăртаттарчĕ Рамаш.
...Персе вĕлерчĕç ăна, Прозоровские, анчах хĕрлисем мар, шуррисемех.
Нумай çын пуç хучĕ çавăн чух Стерлитамак хулинче. Сапăçма пултаракан отрядсемех, сыхăлăх туйăмне çухатса хула тăрăх сапаланса пĕтнине пула, чехсем хулана пырса кĕрсен, вĕсемпе Рамаш пек сасартăк ыйхăран вăраннă коммунистсемпе рабочисем çеç тĕллĕн-тĕллĕн çапăçкаланă. Сахал çын Ашкадар юханшывĕ урлă каçса хăтăлнă Хуларан тухса ĕлкĕрнĕ çынсем хăшĕ пĕртен-пĕр кĕпер еннелле чупнă, хăшĕ шыв урлă ишсе каçма пикеннĕ. Тăшман пулисенчен сахалăшĕ кăна хăтăлнă.
Рамаша вилĕмрен хулара пурăнакан пушкăрт çемйи хăтарчĕ. Кил хуçи, сăран заводĕнче ĕçлекен рабочи, ăна тӳрех палласа илчĕ. Кайран вара пытанса пурăнакан çамрăк коммуниста вăл хула хыпарĕсене тăтăшах пĕлтерсе тăчĕ, хурлăхлă ĕçсемшĕн Рамашпа иĕрле хурланчĕ. Рамаш пушкăрт ачи пулса уйăха яхăн пурăнчĕ ун çемйинче. Çамрăк каччă самаях шăтса тухнă уссине хырма пуçланăччĕ ĕнтĕ, халь вара юриех хырмарĕ. Тути усси айне пулсан, Рамаш сăнĕ палламалла мар улшăнчĕ.
Çапах хулара ăна сасăран паллакансем тупăнĕç. Ырă çынсем патĕнче ĕмĕр пытанса пурăнаймăн, ăçталла та пулин тухса каясах пулать. Хĕвелтухăçнелле кайма çул татăлчĕ, унта, кĕпер патĕнче те, çыран тăрăх та — яланах патрульсем çӳреççĕ.
«Хĕвеланăçнелле танккас», — терĕ вара пĕччен юлнă çамрăк коммунист.
Чăнах та, Стерлибаш ялне çитесси çеç, лерелле вара чехсем пулас çук. Кам та пулин ăнсăртран палласа илесрен те хăрамалла мар. Çапах та хуçасем Рамаша кăпăр-капăр кăларса ярасшăнах пулмарĕç. Ана тĕрлĕ майпа пулăшма тăрăшрĕç.
Пĕркун урама ĕне хăваласа кăларма ĕлкĕрнĕ ватă кинемей чăваш ачине хăйĕн мăнукĕ вырăннех хура пуçларĕ. Рамаш пушкăрт маррине вăл ниепле те ĕненесшен мар. Харсăр пушкăрт ачи Афзал Рамаша пичче тесе чĕнекен пулчĕ.
Хуçасем пулăшнипе Рамаш инçе çула хатĕрлене пуçларĕ. Кĕççе шлепке тупрĕ, жилетка тăхăнчĕ, — тутар усламçисем çулла пиншаксăрах жилетка тăхăнса çӳреме юратаççĕ. Урана мĕн тăхăнсан та пырать, çăпата çеç сырмалла мар. Пĕр-пĕр кĕлесĕр пушмак е кунчасăр атă пуçĕ кирлĕ. Тата арча тупас пулать, усламçăсем йăтса çӳрекен пĕчĕк арча.
Кунчине касса атăран пушмак турĕ Рамаш. Хуçа ăна çĕмĕрĕлсех пĕтеймен кивĕ арча тупса пачĕ. Арчана юсанă май пулас усламçă ун тĕпне икĕ хут хăма сарчĕ, хăмасем хушшине парти билетне тата Оля çырăвĕсене хĕстерсе хучĕ. Хăйĕн хĕçпăшалĕ тăшман аллине лекнĕшĕн Рамаш питех пăшăрханмарĕ. Пĕччен пурпĕрех ним те тăваймĕччĕ вăл. Юлташсене тупсан, пăшалĕ те пулĕ.
Халь ĕнтĕ арчана тултарма вак-тĕвек тавар кирлĕ. Кăна тупма хĕнтерех. Пушкăрт килĕнчи япаласене пуха пуçларĕç: çип-йĕп, булавка, тĕрлĕ кашăк-кĕшĕк. Тата темиçе аршăн тĕрлĕ тĕслĕ лента тупăнсан, урăх ним те кирлĕ мар. Ана лавккана кайса сутăн илмелле. Укçа кирлĕ. Укçине те таçтан тупрĕ хуçа, Афзала лавккана темиçе хут чуптарчĕ. Лента çеç мар, тата чĕнтĕр, шпулька çиппи, çĕрĕ тавраш илтерчĕ. Вăл хăй те çамрăк чух усламçă пулса курнă иккен.
Çапла, çын пулăшнипе Рамаш, çĕнĕрен чĕрĕлсе тенĕ пек, вăхăтлăха усламçă тутар пулса тăчĕ. Тĕрлĕ чĕлхе пĕлни кĕрешӳре пĕрре мар пулăшнăччĕ-ха ăна, халĕ, тен, тепĕр вилĕмрен те çăлĕ, çĕнĕ юлташсем тупма та пулăшĕ.
Ытларикун Стерлибашра пасар. Пирĕн «усламçă» çула тухрĕ. Çурăмĕ хыçне вăл арча çакса янă, аллинче — туя. Рамаш шăллĕпе, Тараспа, пĕр çулхи Афзал ăна хуларан тухичченех ăсатса ячĕ. Хула хĕрринче вĕсене икĕ салтак тĕл пулчĕç. Макăрса пыракан ачапа унăн «усламçă пиччĕшĕ» çине вĕсем çаврăнса та пăхмарĕç.
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...