Кĕпер :: Коммунистсен клубĕнче
Çĕнĕ саманашăн кĕрешекен Тайман Сахарĕ кивĕ самана йăли-паллисене те манман-ха. Çимĕке тăван яла çитсе, çемьепе курнăçма ĕмĕтленет вăл. Çемйи çăварни эрнинчех Чулçырмана куçни çинчен Çимун хыпар турĕ ăна. Воробьев юлташ та ун пирки пĕлет иккен:
«Ĕçӳсене майлаштарса çитер те Самара кил. Сана хăвăн уесна ĕçлеме ярăпăр. Унта та чăвашсем пур, унта та тырăшăн кĕрешме ревкомсем, хастарлă коммунистçем кирлĕ. Еçне те тăвăн, çемйӳне те хушăран кайса куркалăн...»
Мункун эрниичех çакăн пек çыру илнĕччĕ Сахар Воробьевран. Еçĕсене вара тин майлаштарса çитерчĕ — çимĕк умĕнрех. Çапах, Воробьев ăна халех тăван уеса ăсатсан, праçнике Чулçырмана ĕлкĕретех вăл. Анчах ыран мĕн пуласси хăвăнтан та, Воробьев юлташран та килмест иккен. Хăçан ăçта каясси, паян-ыран мĕн пуласси пĕтĕмпех революци кунçулĕнчен килет.
Çимĕк ĕмĕчĕ татăлнине Сахар хăна çуртĕнчех сисрĕ. Вăл Самара килес умĕн кунта пĕр хăрушă пăлхав пулса иртнĕ. Анархистсемпе максималистсен хĕçпăшаллă отрячĕсем Совет влаçне хирĕç пăлхав çĕкленĕ: почтăпа телеграф çурчĕсене çавăрса илнĕ, коммукистсен штабĕсене аркатма тапăннă. Самарта Совет влаçне сирпĕтсе хăвăртрах Дутовпа пĕрлешме шухăш тытнă вĕсем.
Контрреволюциллĕ пăлхава пусарнă хыççăн кĕпĕрне ĕçтăвкомĕнчи сулахай эсерсемпе максималистсем, хăйсен айăпне пытарса, каллех революцие сăмахпа улталасшăн пулнă. Анчах халĕ вĕсене ĕненекен çук ĕнтĕ. Уралпа Оренбург фрончĕн командованийĕн приказĕпе çав сутăнчăк ĕçтăвкома хăваласа салатнă, тепĕр съезд пухăниччен кĕпĕрнере пĕтĕм влаçа ревком аллине панă.
Халь Пензăпа Сызрань енчен тата пысăкрах хăрушлăх çывхарать иккен. Унта чехсен экспедициллĕ корпусĕ Совет влаçне хирĕç çĕкленнĕ. Сахар аллинче — «Приволжская правда» хаçат. Хаçатра Самар ревкомĕн председателĕ В. В. Куйбышев алă пуснă воззвани пичетленнĕ.
Çав хаçатрах тата чех коммунистсем çырнă чĕнӳ те пичетленнĕ. Акă мĕн каланă унта: «Мы, чехословаки, коммунисты, призываем всех истинных чешско-словацких революционеров на защиту интересов Российской Советской Фед. Республики до полной победы над всеми предателями всемирной революции».
Виççĕн алă пуснă: Ярослав Гашек, Франтишек Шебест тата Йозеф Поспишил. Гашекне пĕлет-ха Сахар. Питĕ кăмăллă çын, шӳт тума юратать, çынна култарма ăста. Хăй вара кулма шухăшламасть те, унăн хура куçĕсем салху пек.
Пĕррехинче Сахар, Самара килсен, максималистсемпе анархистсен пухăвĕнче пулнăччĕ. Çавăнта Ярослав Гашек та анархистсен пăтранчăк пуçĕсене кăшт ăс кĕртес шухăшпа пынă пулнă. Пуху председателĕ: «Халь ĕнтĕ чехословаксен представительне сăмах паратăп», — тесенех, çынсем шавласа алă çупма тытăнчĕç.
— Юлташсем! Çынсем мана ухмах тесе каламаççĕ, çапах эпĕ хама хам яланах ăслă çын тесе шутламан, — терĕ Гашек. Хăшпĕр тĕлте сасăпах кулкалани илтĕнчĕ.
— Чимĕр-ха, малтан итлĕр, кайран, кулас килсен, кулăр вара, — терĕ малалла оратор. — Эпĕ, юлташсем, сиртен маларах та анархист пулнă. Мана тăваи çĕршывра чаплă анархист тесе шутлатчĕç...
Залри анархистсем алă çупса, урапа тапăртатса ахăра пуçларĕç. Халăх кăшт лăплансан, Гашек йăваш сасăпа çапла савăрса хучĕ:
— Шăп çавăн чух ухмах пулнă та эпĕ.
Халь çынсем шăхăрса, улашса тапăртатрĕç. Гашек каллех ним пулман пек лăпкăн кĕтсе тăчĕ. Унтан каллех шӳт тукаласа калаçа пуçларĕ. Малтан ăна пӳлсе кăшкăракансем тупăнчĕç. Гашек вĕсене çавăнтах, пухăва култарса, çивĕч сасăпа тавăрса хурать. Юлашкиичен пурте шăп пулса тимлесе итлесе ларчĕç. Кайнă чух пухури çынсем ăна алă çупса, Ыррăн кулса, савăккăн шавласа ăсатрĕç.
Хаçат вуласа хыпарсем пĕлнĕ хыççăн Сахар хăна çуртĕнчен тухрĕ те Заводски урам еннелле васкарĕ. Коммунистсен клубĕ çавăнта. Клуб кăна мар-ха кунта. Икĕ хутлă вăрăм шурă çурт пĕлтĕртенпе Самар большевикĕсемшĕн Питĕрти Смольнăй пек е Мускаври Кремль пек пулса тăчĕ. Большевиксен клубĕ те, ревком та, губком та, горисполком та çакăнта ĕнтĕ.
Ашă, ырă уяр çанталăк паян. Тĕнчере ним хăрушлăх çук пек, хĕвел ыррăн ăшăтса пăхать. Урамри йывăçсем халь кăна çеçке тăкса сарăлса çитнĕ. Кăмăла çĕклет илемлĕ те ăшă çанталăк.
Урамра халăх хĕвĕшет. Машинăсем кĕмсĕртеттерсе таçта васкаççĕ. Салтак тумне тăхăнмасăрах алла хĕçпăшал тытнă çынсем нумай: рабочисем, хĕрлĕ гвардеецсем. Вĕсем те таçта васкаççĕ. Офицер таврашĕсем урамра курăнсах каймастчĕç. Халĕ вĕсем те тĕл пулкалаççĕ. Уттинчен тата сивĕк куçĕнчен тӳрех паллатăн вĕсене. Погонĕсене çакман-ха, анчах тасатса-çутатса хатĕрлесе хунă пуль тесешухăшларĕ Сахар. Площаде çитсен, Сахар чарăнса тăчĕ. Кунта иккĕмĕш Александр патшан палăкĕ. Халь хăмапа çапса лартнă ăна, патша кĕлетки курăнмасть. Сахарăн ирĕкĕ пулсан, палăксене çаплииех хăварĕччĕ вăл — патшине хисеплесе мар — этем алли тунă хитре япалана юратса.
Заводски урама пăрăнсанах, клуб умĕнче çын хĕвĕшнине курчĕ Сахар. Клуб алăкĕ хупăна пĕлмест. Пĕрисем кĕреççĕ, теприсем тухаççĕ, — пурте васкаççĕ, васкаççĕ. Хĕçпăшалланнă çынсем, çирĕм-вăтăрăн пухăнсанах, вĕсенчен пĕри командир пек пулса, юлташĕсене таçта ертсе каять. Таçта мар ĕнтĕ — Самар шывĕн леш енне. Унта пĕр çирĕм çухрăмра Липяги ялĕ таврашĕнче — фронт. Пăлхавçă чехсен отрячĕсем Атăл урлă каçса çавăнта çитнĕ.
Тайман Сахарĕ клуб умĕнче чарăнса тăмарĕ, хăй те таçта васкакан çын пек, çуртăн иккĕмĕш хутне пусмапа чупса. хăпарса кайрĕ. Çак пусмапа паян чупса кăна çӳреме такам приказ панă тейĕн. Чăнах та, лăпкăн утса хăпарма темшĕн вăтанчĕ Сахар. Воробьев ĕçлекен пӳлĕм Куйбышев кабинечĕн çывăхĕнче. Пырса алăк уçрĕ те Сахар тĕлĕнсех кайрĕ. Пӳлĕм тулли çын шавлать. Воробьев хăй алăк умĕнче уткаласа çӳрет. Сĕтел хушшинче, унăн пуканĕ çинче, шакла пуçлă пысăк мар çын ларать. Пĕри тата сĕтел çинех хăпарса ларнă. Каялла чакса алăк хупма хатĕрленнĕччĕ Сахар, Иван Васильевич ыйхăланă куçне пĕр уçса, пĕр хупса илчĕ те чăвашла: «Кĕр!» — терĕ, унтан алăк çумĕнчи пушă пукан çине кăтартрĕ. Çавăнта пырса хĕсĕнсе ларчĕ Сахар. Шавласа калаçакансем кĕнĕ çын еннелле çаврăнса та пăхмарĕç. Паям темиçе хут та Сахарпа курнăçнă çын пек, Воробьев ăна алă памасăрах, тавлашакан çынсене чăрмантарас мар тесе. пăшăлтатса çапла каларĕ:
— Килме васкамарăн эс. Юрĕ, шăп та шай хĕрӳ ĕçе ĕлкĕртĕн. Кунта сан авалхи тусусем те пур. Вĕсемпе кайран сăмахлăн. Халь ăслă çынсем мĕн калаçнине итлесе лар.
Сахар йĕри-тавра пăхкаласа илчĕ. Куçĕпе Самаринсене шырарĕ вăл («Авалхи» тесе, Воробьев шӳтлесе каларĕ пуль). Вĕсем мар, Çимун, сывалса, Самара килнĕ иккен.
Авă, тĕпелти кетесре, пукан çинче, калаçакан-тавлашакансене тимлĕн итлесе ларать. Алăк еннелле пуçне те пăрмасть. Вăл хăлхапа мар, куçпа итлет тейĕн. «Тусусем», терĕ Иван Васильевич. Тепри кам тата? Çимунпа юнашар хура çӳçлĕ çын хаçат пăхкаласа ларать. Акă вăл пуçне çĕклерĕ те куçпа Сахара тĕллерĕ. Сахар çӳçенсе илчĕ: «Нивушлĕ Кăяш Тимкки?! Çавă! Çĕр çăттăр!» Хура çӳçлĕ çын каллех хаçат çине чикĕнчĕ. «Паллаймарĕ пулать мана. Сухалсăр Тимкка мар, Лисук та тăруках паллаймарĕ», — лăплантарма тăрăшрĕ Сахар авалхи тусĕ палламаншăн пăшăрханнă чĕрине.
Майĕпе вăл тата хăшне-пĕрне палла пуçларĕ. Сĕтел. кĕтесси çинче хăяккăн лараканни хайхи чех, Гашек юлташ, пулчĕ. Шакла пуçли — паллă большевик Хатаевич юлташ иккен, сыхлăх штабĕнче ĕçлекенскер. Гашек, çынсене култарса, такампа тавлашать. Гашекпа тавлашаканни хăй пекех хура çын, пичĕ-куçĕ кăшт тăсăкрах, куç харшийĕçем çăра та тӳрĕ. Калаçнă чух унăн сăнĕ çиллесленет, пурпĕр сасси йăваш хăйĕн. Икĕ большевик мĕн пирки хĕрсе кайсах тавлашнине ăнланса илме тăрăшрĕ Сахар. Лев Толстой ятне асăнаççĕ.
— Пуç таятăп çав шур сухаллă вырăс умĕнче! Пĕтĕм тĕнчери литературăшăн тӳпе вăл, шурă ту тăрри, Монблан, Казбек! — тет Гашек.
— Тискер ту-чакăл тăрри усăсăр япала вăл. Сад пахчи лартса ӳстерме юрăхлă айлăм маншăн темле Казбекран та кăмăллăрах. Лев Толстой çырнисем пролетариата усă кӳме пултараймаççĕ, — тет лешĕ.
— Пĕтĕм тĕнчери пролетариат кĕрешӳре татăклă çĕнтернĕ хыççăн аслă вырăс писательне тем çӳллĕш палăк лартĕ. Нумай ĕмĕрсем тăршшĕне ирĕке тухнă пролетари савăнса вулĕ Лев Толстой çырнисене, — хавхаланса сăмахларĕ Гашек. Лешĕ те парăнмасть.
— Пирĕн революцишĕн хам- паян çырнă статья е эсĕ чĕнсе калани Толстой кĕнекисенчен пин хут хаклăрах. Толстой ĕмĕрĕ иртнĕ, халь пирĕн ĕмĕр, — терĕ çăра куç харшилли.
— Тепĕр вырăс писателĕ аса килчĕ мана. Крылов мучи пирки калатăп. Унăн пĕр хитре юптару пур: «Слонпа Моська» ятлă...
Анчах Гашек сăмахне вĕçне çитереймерĕ, унпа тавлашаканни пӳлĕмрен алăка шалтлаттарса хупса тухса кайрĕ. Пӳлĕмрисем кулса юлчĕç.
— Кам вăл? — ыйтрĕ Сахар Воробьевран.
— Кочкуров, хаватлă журналист.
Ку пӳлĕме пухăннă çынсем хăйсене Куйбышев е Масленников, е Галактионов юлташсем чĕнсе илессе кĕтсе лараççĕ иккен. Кочкуров тухса кайнă хыççăн алăк каллех уçăлчĕ, Масленников юлташ хăй Гашека чĕнсе илчĕ. Хатаевич, сĕтел хушшинчен тухса, кăшт уткалаеа çӳрерĕ те хура уссиллĕ, пĕчĕк çаврашка хура сухаллă çын умĕнче чарăнса тăчĕ.
— Эсĕ, Казанцев юлташ, хăçан пирĕн партие кĕретĕн? Паян тесен паян революцишĕн пуçна хума пултаратăн, нивушлĕ сулахай эсер ячĕпех леш тĕнчене пырса кĕрĕн?
Казанцевĕ шăп Мăрзабай сăнлă. «Ку çынна пĕлетĕп-ха, — шухăшларĕ Сахар. — Çĕрĕç комиссарĕн юлташĕ. Чăнах та, унăн тахçанах большевик пулмалла. Пуçĕ таса, кăмăлĕ ырă. Ана шанма пулать, нихçан та сутăнчăк пулас çук».
— Кĕме шухăшланăччĕ, эсир парти ятне улăштарса хутăр. Çав ятпа килĕшмерĕм, — терĕ Казанцев, кулкаласа. — Ăнланса çитереймерĕм пуль. Ăнлантарса пар, пĕрех хут, Хатаевич юлташ. Социализм йĕрки мĕнле пуласси маншăн паллă пек. Коммунизм тени мĕне пĕлтерет-ха? Лозунгне ăнланасса ăнланатăп та, пурпĕр килĕшес килмест. Кашни çын обществăна хăй пултарнă таран ĕçлесе парать. Ку çапла пултăр, тĕрĕс тейĕпĕр. Малалла «кашниех обществăран хăйне мĕн кирлине илме пултарать»тени тĕрĕс мар пуль тетĕп. Кашни услап тепĕр çын ĕçĕпе усă курса пурăнма тăрăшĕ вара. Пĕр харам пырсене, буржуйсене, пĕтерĕпĕр, вĕсем вырăнне урăх харам пырсем сиксе тухĕç. «Кашнинчен — пултарулăхне кура, кашнине — ĕçне кура» тени кăмăллăрах маншăн. Социализмран иртме кирлĕ мар, ман шухăшпа.
Казанцев мĕн калаçнине Хатаевич тутине пăрса итлесе тăчĕ, унтан вăл юлташĕн сăмси умĕнче шĕвĕр пӳрнипе юнаса илчĕ те, тăрăхласа:
Шухăшсем
Did you know that your website ch...
Прочитал от и до...
Your website, chuvash...
What if your website chuvash...
Your website, chuvash...
Elegir el mejor financiamiento inmediato...
Are you making the most of the potential...
What if your website chuvash...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...
Чăн чăнах та, сатира туйăмĕ Л...